Ҫак кунсенче, тӗрӗсрех, нарӑсӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр министерствинче «Чӑвашупрдор» предприяти пуҫлӑхне лартмалли конкурс иртмелле пулнӑ. Ун пирки ведомство кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Конкурс валли кандидатсенчен хутсене кӑрлачӑн 30-мӗшӗ таран йышӑннӑ. Анчах предприяти тилхепине ярса илессишӗн ҫунакансем йышлӑ пулман. Ведомство сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, икӗ кандидатран сахалтарах пулнипе конкурс иртеймен. Урӑхларах каласан, пӗр ҫын кӑна «Чӑвашупрдора» ертсе пырас шутпа ҫунатланнӑ. Халӗ конкурс ирттерессине тепре пӗлтернӗ. Ку хутӗнче документсене пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗ таран йышӑнӗҫ.
Чӑвашупрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пурнӑҫланӑ Евгений Барсукова ҫул-йӗр тӑвас яваплӑха текех шанмассине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева пысӑк награда илме тӑратнӑ. Ку хыпара пуринчен малтан тем те пӗр илтекен «Правда ПФО» интернет-хаҫатри журналистсем ӗнер пӗлтернӗ. МИХ хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем тӑрӑх ҫырнине ӗненсен, документсене Раҫҫей Президенчӗн Администрацине ярса панӑ. «Правда ПФО»-ри хыпарта каланӑ тӑрӑх, пирӗн республика ертӳҫине «Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» IV степеньлӗ орденпа чысласшӑн.
Ку хыпара тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Пӗрисен шучӗпе, Михаил Игнатьевшӑн, ӑна орден парас шанчӑк пурришӗн савӑнмалла, унпа хӑпартланмалла. Теприсем вара пысӑк шайри наградӑсене пуҫлӑхсене ӗҫрен каяс умӗн тыттараҫҫӗ тесе тӑрӑхласарах та шӑл йӗрсерех пуплеҫҫӗ. Хӑшӗсем тӗрӗссине вӑхӑт кӑна кӑтартӗ.
Паян ирпе Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ пайташне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе Юрий Акиньшин йышӑннӑ.
Полпред пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат вӑл агроном тата юрист пулнине хыпарланӑ. Юрий Акиньшин Ставропольти ял хуҫалӑх академийӗнче тата Ҫурҫӗр Кавказри патшалӑхӑн техника университетӗнче вӗреннӗ. Ставрополь крайӗнче тата федерацин влаҫ органӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. Юрий Акиньшин 2009–2013 ҫулсенче РФ Росреестрӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна унтан тӗрӗслев хыҫҫӑн хӑтарнӑ пулать.
Полпред тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫулларанпа Валерий Шакин пурнӑҫланӑччӗ. Тулли праваллӑ элчӗре талпӑнуллӑ тимленипе палӑрнӑ Вӑрнар районӗнчи Аҫӑмҫырми ялӗнче ҫуралнӑ Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Шанса панӑ укҫапа тивӗҫлӗ усӑ курман тесе шухӑшланӑран пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче ӑна ӗҫрен хӑтарнӑччӗ, килтен тухмалла мар йышӑннӑччӗ. Леонид Волков ҫӗршыв Президенчӗ патне темиҫе хутчен ҫырчӗ. Ҫулталӑк вӗҫӗнче ӑна ирӗке кӑларчӗҫ, пуҫиле ӗҫ, шел пулин те, вӗҫленмен — тӗпчев малалла пырать.
Чӑваш Енри паллӑ строительсенчен пӗрне, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫине, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн унчченхи тата хальхи пухӑвӗн депутатне, «ТУС» акционерсен хупӑ обществин тӗп директорне Николай Угаслова пысӑк наградӑпа чысланӑ. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслама йышӑннӑ. Документа паян, нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 11-мӗш номерпе кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ордена Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвне тӳпе хывнӑшӑн тата обществӑлла хастар пулнӑшӑн панӑ.
Николай Угаслов — Тутарстан чӑвашӗ. Шупашкарти строительство техникумӗнче, Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗреннӗ.
Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗнче 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ Михаил Резников ӗнер ку пукансӑр юлчӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ савута ертсе пынӑ ҫав ҫын министртан хӑтарма ыйтса хӑй заявлени ҫырнӑ тесе калаҫакансем те пур. Михаил Игнатьев Элтепер нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче алӑ пуснӑ Хушура ун пирки нимӗн те шарламан.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлама Алексей Тимофеева шаннине ҫирӗплетекен йышӑну тунӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ. Алексей Вячеславович ведомствӑра министр ҫумӗ пулни паллӑ. Ҫапла вара ӑна министр тилхепине вӑхӑтлӑха тыттарнӑ.
Чӑвашупрдор пуҫлӑхӗн тивӗҫне пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче пурнӑҫланӑ Евгений Барсукова ҫул-йӗр тӑвас яваплӑха текех шанмӗҫ. Генерал-майор ертсе пыракан учреждение Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев иртнӗ шӑматкунхи, нарӑсӑн 5-мӗшӗнчи канашлура, хытах ӳпкеленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, маларах ведомствӑсемпе муниципалитетсем ҫул-йӗр тума тата тытса тӑма укҫа ҫитменнишӗн пӑшӑрханса калаҫнӑ, халӗ пуррипе те вӑхӑтра усӑ кураймаҫҫӗ. 2016 ҫулта Чӑваш Ен территорийӗнчи ҫул-йӗр отрасльне 3 миллиард та 645 миллион тенкӗ укҫа хывнӑ, кӑҫал 5 миллиардран кая мар уйӑрмалла.
Патшалӑх саккасне пурнӑҫлакан тӗп учреждени — Чӑваш Республикин Ҫул-йӗр управленийӗ. Асӑннӑ предприятие наркотӗрӗслеври чылай ҫын куҫни, вӗсем вара ҫул-йӗр отраслӗнче профессионалсем маррине те Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑччӗ.
Ҫул-йӗр отраслӗшӗн ЧР транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова та сӑмах лекнӗ. Ӗнертенпе вӑл министр портфелӗсӗр юлнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн ертӳҫине вӑхӑт ҫитичченех суйлас пулсан «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Олег Николаевӑн (вӑл та «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пайташӗ) кандидатурине тӑратма хатӗр. Ҫакна партин лидерӗ, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков палӑртнӑ. Шухӑша вӑл партин регионти уйрӑмӗн канашӗн анлӑ ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Республика ертӳҫине суйлав вӑхӑчӗ ҫитичченех палӑртас пулсан регион ертӳҫин посчӗ валли Олег Николаев тӗп кандидат тенӗ Аксаков.
Кӗтмен хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра Александр Белов журналист паян ирпе хыпарланӑ. Парти штабӗнче журналиста пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионта кадр ылмашӗвӗсем пулса иртнине ларура сӑмах май кӑна асӑнса хӑварнӑ. Чӑваш Ен те Ҫӗр планета ҫинчех вырнаҫнӑ, апла кунта та тем пуласси пур.
Чӑвашупрдор предприятире ҫывӑх вӑхӑтра директора суйламалла. Унччен ҫавӑнти тӑрӑма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӗннипе пуҫарнине эпир те пӗлтернӗччӗ. Темиҫе уйӑхра унта 48 ҫынна ӗҫе илнӗ, вӗсенчен 17-шӗ унччен наркотытӑмра тимленӗскерсем иккен.
«Организацин ертӳҫине наркотикпа кӗрешекен альтернативлӑ служба йӗркелеме никам та хушман. Предприяти республикӑри ҫул-йӗре юсассипе тата тӑвассипе патшалӑхӑн тӗп заказчикӗ шутланать. Ку ӗҫре профессионалсен тимлемелле», — тенӗ Михаил Игнатьев. 2016 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшенчен тытӑнса раштавӑн 31-мӗшӗччен хавхалантармалли укҫа пурӗ 5 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрнӑ.
Чӑвашупрдор ертӳҫине палӑртмалли конкурс нарӑсӑн 14-мӗшӗнче иртмелле.
Республикӑра пысӑк пукан вырӑн йышӑннӑ хӑш-пӗр тӳре-шаран ӗҫ эрни тилхепене вӗҫертме тивнинчен пуҫланнӑ. Маларах эпир ЧР транспорт тата ҫул-йӗр министрне Михаил Резникова Михаил Игнатьев Элтепер должноҫрен хӑтарнине пӗлтертӗмӗр.
Паян тунӑ тепӗр йышӑну республикӑн Ял хуҫалӑх министерствине пырса тивет. Министр ҫумӗнче тӑрӑшнӑ Мансур Калмыкова ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин ӗҫрен кӑларнӑ. Йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Михаил Резниковпа ҫыхӑннӑ Хушу хыҫҫӑн вырнаҫтарнӑ.
Ведомствӑра Мансур Калмыков пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнченпе тӑрӑшрӗ. Унччен Мансур Минивелиевич Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче — ял хуҫалӑх, экологи,экономика, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗнче тимленӗччӗ.
Йышӑнакан саккунсене ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине Чӑваш Енрен суйланнӑ Алена Аршинова. «Фейсбукра» вӑл республикӑри муниципалитетсен ертӳҫисемпе, чӑваш парламенчӗн депутачӗсемпе иртнӗ канашлура тухса калаҫнине пӗлтернӗ.
Ҫамрӑк та хастар депутат шухӑшланӑ тӑрӑх, саккун йышӑнма парламентарисен кӑна мар, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсен те, Депутатсен районти пухӑвӗсен ертӳҫисен те сӗнмелле.
2016 ҫулта республикӑн Патшалӑх Канашӗ 300 ытла саккун йышӑннӑ, ҫав шутран улттӑшне ҫеҫ муниципалитетсенчи Депутатсен пухӑвӗсем пуҫарнӑ.
Алена Аршинова кирек епле саккун проектне те, йышӑнӑва та ҫынсен малтанах пӗлмелле тесе шухӑшлать. «Халӑхӑн ыйтусем пулсан ытларах тӗл пулмалла, сӳтсе явмалла», — ҫырнӑ вӑл «Фейсбукра».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |