Пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене туса пырассипе полномочисене тӗрӗс уйӑрасси пирки (выр. Договор о разграничении предметов ведения и полномочий между Российской Федерацией и Татарстаном) Раҫҫей Федерацийӗпе пӗртен-пӗр субъект килӗшӳ тунӑ — ку вӑл пирӗн кӳршӗллӗ Тутарстан. Ҫак килӗшӳн вӑхӑчӗ кӑҫалхи ҫулталӑкӑн варринче тухмалла. Ҫавах та Минтимер Шаймиев шухӑшӗпе ӑна нимӗнле улшӑнусемсӗр малалла та тӑсма пултарӗҫ.
Ку пирки вӑл Хусанта иртнӗ Тутарстан халӑхӗсен III пухӑвӗнче тухса каланӑ.
«Уйрӑмах палӑртас килет, унта Тутарстан валли налук, укҫа-тенкӗ е экономика енчен нимӗнле ҫӑмӑллӑхсем те ҫук. Паян, ҫак килӗшӳ аталану вӑйне панине шута илсе, вӑл пурри республикӑна ӑнӑҫлӑ ӳсӗмсем тума пулӑшнине шута илсе, унӑн малалла та ӗҫлемеллех. Килӗшӗвӗн содержанине нимӗнле улшӑнусем кӗртмесӗр ӑна малалла тӑсма пулать. Ку конституцине ҫирӗплетекен, пирӗн патшалӑхӑн федераллӑ никӗсне хӑватлантаракан норма пулӗ», — тенӗ Шаймиев.
Палӑртмалла, сӑмах пыракан килӗшӗве 2007 ҫулхи ҫӗртмен 26-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Унӑн вӑйӗ вунӑ ҫула тӑсӑлмалла. Килӗшӳ тӑрӑх ӑна тӑсассин е пӑрахӑҫлассин йӗрки федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн пулмалла.
Чӑваш Енри депутатсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине кӑтартнӑ. Хӑш депутат чи нумай укҫа ӗҫлесе илнӗ?
Декларацисене тишкерсен пӗрремӗш йӗркене «Букет Чувашии» компанин ертӳҫи Олег Мешков йышӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫул 21 миллион тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн тӑватӑ ҫӗр лаптӑкӗ. Мӑшӑрӗн ҫӗр лаптӑкӗ пур. Депутатӑн ҫавӑн пекех йывӑр тиевлӗ 9 машина, автобус пур. Арӑмӗн 9 фургон, тӑватӑ ҫурмаприцеп, икӗ автопогрузчик пур.
Иккӗмӗш вырӑнта — «Акконд» директорӗ. Вӑл 16 миллион тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Николай Угаслов. Унӑн тупӑшӗ — 14 миллион тенкӗ ытла. Арӑмӗ вара 135 пин тенкӗ ытла ӗҫлесе илнӗ.
Елена Бадаева пӗлтӗр 14 пин тенкӗ ытла илнӗ. Андрей Углов депутат, «Элара» савутӑн генеральнӑй директорӗ, 14 пин тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ.
Палӑртмалла: хӑш-пӗр депутатӑн катер, ҫӑлав плочӗсем, тракторсем, грузовиксем пур.
2016 ҫул вӗҫӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче депутатсем парламентри укҫа илсе тӑракан должноҫсене пайларӗҫ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.
Капла йышӑнупа килӗшмесӗр «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗсем прокуратурӑна евитленӗ. Унтисем депутата ирӗксӗр ӗҫлеттернипе килӗшменнине палӑртса чӑваш парламенчӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ те ҫырнӑччӗ.
Урӑхла йышӑну туманнине кура кӑмӑлсӑр депутат Шупашкар хулин Ленин район судне тавӑҫпа ҫитнӗ. Унта ӗнер йышӑну кӑларнӑ. Ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннипе суд та килӗшмен.
РФ Федераци Канашӗн пӗрремӗш вице-спикерӗ, Чӑваш Енӗн влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн пайташӗ, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Мускавра Чӑваш Енри муниципалитетсен хӑш-пӗр пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫа Вадим Николаев сенатор та хутшӑннӑ.
Курнӑҫура патшалӑхӑн регионти политики пирки калаҫнӑ имӗш. Николай Федоров федерацин субъекчӗсем вырӑнсене хӑйсене мӗнле туйнине Федераци Канашӗн пӗлмеллине палӑртнӑ.
Николай Федоровӑн сайтӗнчи сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, тӗлпулӑва Чӑваш Енри Муниципалитет йӗркеленӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Станислав Николаев, хӑш-пӗр районпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хутшӑнни паллӑ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ чӑваш сенаторӗсем пӗлтӗр РФ Президентӗнчен Владимир Путинран ытларах ӗҫлесе илнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Николай Федоров 9 миллион тенкӗ ытла тупӑш тунӑ. Вадим Николаев — 11 миллион ытла тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ-и? Ҫак ыйту ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталне тишкерсен ҫуралать. Хулан официаллӑ сайтӗнчен ертӳҫӗ пирки информаци ҫухалнӑ.
Халӗ унта хула администрацийӗн тивӗҫӗсене Ольга Чепрасова вӑхӑтлӑх пурнӑҫлать тесе ҫырнӑ. Вӑл унччен хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулнӑ.
Гугл кэшне пӑхас-тӑк, Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче улшӑнусем паян пулнӑ. Пуҫлӑха, Игорь Калиниченкӑна, ӗҫрен кӑларни пирки хальлӗхе официаллӑ хыпар ҫук-ха. Игорь Борисович ку должноҫра нумай вӑхӑт ларман.
Президент администрацийӗ, Федераци Канашӗн министрӗсем 2016 ҫулта мӗн чухлӗ ӗҫлесе илни пирки деклараци тӑратнӑ. Вӗсен йышӗнче Николай Федоров тата Вадим Николаев пур.
Чӑваш сенаторӗсем пӗлтӗр мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнӗ-ха? Николай Федоров 9 миллион тенкӗ ытла тупӑш тунӑ. Вадим Николаев вара — 11 миллион ытла тенкӗ. Чӑваш сенаторӗсем иккӗшӗ те РФ Президентӗнчен Владимир Путинран ытларах ӗҫлесе илнӗ.
Владимир Путин пӗлтӗр 8 858 432 тенкӗ тупӑш тунӑ. 2015 ҫулхипе танлаштарсан, ку 33 пин тенкӗ сахалрах. Путинӑн харпӑрлӑхӗнче икӗ хваттер, 15 сотка ҫӗр, гараж, гараж тумалли ҫӗр лаптӑкӗ пур. Декларацие ӗненес тӗк, унӑн Раҫҫейре туса кӑларнӑ виҫӗ машина пур.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев пӗлтӗр 8,58 миллион тенке яхӑн ӗҫлесе илнӗ. Унӑн тупӑшӗ 300 пин тенкӗ чакнӑ. Медведевӑн харпӑрлӑхӗнче 367,8 тӑваткал метрлӑ хваттер, Раҫҫейре туса кӑларнӑ икӗ машина пур.
«Ӗнер кӑмӑлтан тӗлӗнтӗм! Николай Васильевич Федоров (Федераци Канашӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗ) тата Юхма Михаил Николаевич (Чӑваш халӑх ҫыравҫи, академик) мана чӑваш халӑхӗн историйӗ ҫинчен кӗнеке парнелерӗҫ. Тавтапуҫ», — тесе ҫырнӑ нумаях пулмасть Фейсбукри хӑйӗн страницинче чӑваш парламенчӗн депутачӗ Сергей Семенов.
Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче Николай Федоров (1994 ҫулта шӑпах ҫав кун вӑл президент должноҫне йышӑннӑ) Наци музейӗнче Юхма Миишипе тӗл пулнине пӗлтернӗччӗ. Унта Юхман «Авалхи пӑлхар-чӑвашсем» ятлӑ кӗнекине хӑтланӑччӗ. Ӑна Николай Федоров пулӑшнипе кӑларнӑ. Ҫыравҫӑ Николай Васильевича «чӑваш культурине аталантарас ӗҫре тимлӗ пулнӑшӑн» тав тунӑччӗ, Иван Яковлевӑн наци премине панӑччӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗнчи КПРФ партин депутачӗ Юрий Шлепнев Ҫӗнӗ ҫул умӗн кафене килнӗ ҫынна тапӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах пуҫиле ӗҫе ҫак кунсенче пӑрахӑҫланӑ. Шлепневпа шар курнӑ ҫын пӗр чӗлхе тупнӑ, лешӗ депутата каҫарнӑ.
Ку пӑтӑрмах раштав уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти пӗр кафере пулнӑ. Депутат унта килнӗ ҫынпа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна хырӑмӗнчен касакан, шӗвӗр япалапа чикнӗ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Депутат хӑйӗн айӑпне йышӑнман. Анчах вӑл ҫав хирӗҫӗве хутшӑннине шар курнӑ ҫын та, кӳнтеленсем те ҫирӗплетнӗ. Шар курнӑ ҫын Шлепнев хӑйӗн айӑпне каҫарттарнине каланӑ.
Православи тӗнне ӗненекенсем Иисус чӗрӗлнипе ҫыхӑннӑ уява, Мӑнкуна, ҫак эрнери вырсарникун ҫӑмарта пӗветсе, уяв сӗтелӗ ҫине ытти ӗҫме-ҫиме лартса уявлӗҫ. Иерусалимри Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗнчен «Иерусалим валли тӑнӑҫлӑх ыйтӑр» акципе килӗшӳллӗн сӑваплӑ ҫулӑма пирӗн ҫӗршыва, ҫӗршыва ҫеҫ мар, республикӑна та ҫулсерен илсе килеҫҫӗ. Инҫет ҫӗр ҫинчи ҫулӑм патне РФ Патшалӑх Думине Чӑваш Енре суйланнӑ Анатолий Аксаковпа Олег Николаев та кайӗҫ. Вӗсем ҫӗршыв делегацийӗн йышне кӗнӗ.
Мускава ятарлӑ авиарейспа ҫитерсен ҫулӑма Кирилл Патриарха парӗҫ. Унтан вӑл Шупашкара та килмелле. Сӑмах май, Чӑваш Енри турра ӗненекенсем валли Шупашкара пӗлтӗр те ҫулӑма РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков илсе килнӗччӗ.
М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн ректорӗ Виктор Садовничий «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ. Наградӑпа ректора пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӗнер чысланӑ.
Наградӑна ректора «И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Ӑсчахсен канашӗн, Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Ваттисен канашӗн, вӗрентекенсен, ашшӗ-амӑшӗсен сӗнӗвӗсене шута илсе» «пирӗн регионти вӗренӳпе наукӑна аталантарас ӗҫе пысӑк витӗм кӳнӗшӗн» панӑ. Ҫав аслӑ шкулта юлашки ҫулсенче Чӑваш Енри самай ача пӗлӳ пухать.
ЧР патшалӑхӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, М.В. Ломоносов ячӗллӗ МПУ ректорӗ Виктор Садовничий тата ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев аслӑ шкулпа Чӑваш Ен килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен те ӗнер алӑ пуснӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |