Ҫак кунсенче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн должноҫне йышӑнас шухӑшлисенчен заявленисем йышӑнма тытӑннӑ.
Аслӑ шкулӑн пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче иртнӗ ӑсчахсен канашӗн ларӑвӗнче суйлав процедури пуҫланнине пӗлтернӗ. Унтах ректорӑн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Иванов кандидатурине тӑратнӑ. Ӑсчахсен канашӗн пайташӗсем Владимир Ивановшӑн пӗр шухӑшлӑн сасӑланӑ.
Ректор пулас шухӑшлӑ ытти ҫыннӑн та хӑйӗн кандидатурине тӑратма юрать. Заявленисене пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗччен йышӑнӗҫ, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен кандидатурӑсене ҫирӗплетмелле.
Пухӑннӑ претендентсем пирки материалсене ака уйӑхӗн 6-мӗшӗччен РФ Вӗренӳ министерствине ярса памалла.
Аса илтерер, ректор тивӗҫне Владимир Иванов пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнченпе пурнӑҫлать.
Шупашкара Иранри генконсульствӑн Хусанти элчисем килнӗ. Делегацие ертӳҫӗ тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алибеман Эгбали Зарч ертсе пынӑ.
Делегаци ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. «Сирӗн республикӑн тӗп хули — Шупашкар, Иранра та унашкал хула пур. Вӑл Чабоксар ятлӑ», — тенӗ Алибеман Эгбали Зарч.
Хула Каспи тинӗсӗ хӗрринче вырнаҫнӑ. Эппин, унта Атӑл тӑрӑх ҫитме пулать. Палӑртмалла: унта кайма виза кирлӗ мар. Ку туризма, ытти тытӑма аталантармалли сӑлтав мар-и вара? Михаил Игнатьев Чабоксар элчисене Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунне йыхравланӑ. Тата тӗп хуламӑр 2019 ҫулта 550 ҫул тултарнӑ уява килме сӗннӗ. Михаил Игнатьев ун чухне ҫавра сӗтелсем ирттерме, предприятисене ҫитсе курма, ҫыхӑнусем йӗркелеме майсем пуррине пӗлтернӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха реформӑлассипе ӗҫлекен патшалӑх корпорацийӗн фончӗн правленийӗн председателӗпе — генеральнӑй директорӗпе Константин Цицинпа тӗлпулнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, граждансене пурӑнма юрӑхсӑра тухнӑ ҫуртсенчен хӑтлӑ хваттере куҫарассипе йышӑннӑ программӑри ыйтусене сӳтсе явас ӗҫе ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин хутшӑннӑ.
Чӑваш Енри халӑхӑн пурнӑҫ условийӗн шайне лайӑхлатас ыйтупа патшалӑх корпорацийӗ регионпа тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫле. 2008-мӗш ҫултанпа фонд республикӑра пурӑнакансен ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсене татса пама пӗтӗмпе 10 млрд тенкӗ куҫарса панӑ. «Регионти хӑш-пӗр муниципалитетра программӑна туллин пурнӑҫласа та ӗлкӗрнӗ. Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗмӗрлере тата Шупашкарта ыйтӑва туллин татса паманни сисӗнет. Кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне программӑна вӗҫне- хӗрне ҫитерме тӗллев лартнӑ. Ку енӗпе никамӑн та иккӗленӳ пулмалла мар», — тенӗ Михаил Игнатьев.
Паян, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, РФ Президенчӗ Владимир Путин хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, паянтан ЧР прокурорӗ Сергей Легостаев ку должноҫе йышӑнмасть. Ку документа право информацийӗн интернет-порталӗнче пичетленӗ.
Аса илтерер: Сергей Легостаев Чӑваш Ен прокурорӗн тивӗҫне 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ун чухне РФ Президенчӗ алӑ пуснӑ хушура ҫак должноҫе вӑл 5 ҫуллӑха йышӑнассине кӑтартнӑ. Анчах унтанпа 5 ҫул иртмен-ха. Ҫапах Владимир Путин паян ӑна ку ӗҫрен кӑларасси пирки алӑ пуснӑ.
Сӑмах май, Сергей Легостаев Чӑваш Ене киличчен Кисан облаҫӗн прокуратурине ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен республикӑри управлени пуҫлӑхӗпе Александр Роботӑпа тӗл пулсан УФСИНӑн производство потенциалне ӳстересси пирки калаҫнӑ.
Михаил Игнатьев Сочире нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ Раҫҫейри инвестици форумӗнче «БТК ГРУПП» тата Чӑваш Республикин Правительстви килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пуснине пӗлтернӗ. Айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсен Чӑваш Енри управленийӗн производство калӑпӑшне тата тавар ассортиментне ҫав килӗшӳ ӳстерме пулӑшмалла.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ Александр Робота тавара республикӑри учрежденисене вырнаҫтарма пулӑшнӑшӑн Михаил Игнатьева тав тунӑ.
Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Левченко чӑвашсене пулӑшасшӑн. Вӗсене ҫеҫ те мар, вӑл тӑрӑхри мӗнпур общество организацине. Кун пирки вӑл социаллӑ тӗллевпе ӗҫлекн коммерцилле мар организацисен ертӳҫисемпе тӗл пулсан палӑртса хӑварнӑ.
«Сирӗн ӗҫӗр обществӑна пысӑк усӑ кӳрет, ҫавӑнпа пирӗн тӗллев — социаллӑ проектсене пурнӑҫа кӗртме пулӑшасси», — тенӗ кӗпӗрнаттӑр.
Иркутск облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн «Юлташ» организацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева кӗпӗрнаттӑра Чӑваш Енпе килӗштерсе ӗҫлесси ҫинчен килӗшӳ алӑ пусма сӗннӗ. Сергей Левченко хирӗҫлемен, яваплӑ ведомствӑсене хушассине пӗлтернӗ. Вӗсен ку ыйтӑва тишкерсе татса памалла. Маларах облаҫ ун пек килӗшӗве Тутарстан Республикипе тунӑ иккен.
Шупашкарта студенткӑна занятирех тытса чарнӑ. Унччен вӑл Борис Немцева асӑнса ирттернӗ протест акцине хутшӑннӑ пулнӑ.
Студентка кӗпер ҫине «Пурне те вӗлерсе пӗтерейместӗр, пурне те лартса пӗтерейместӗр» плакат ҫакнӑ.
Борис Немцева вӗлернӗ куна асӑнса Шупашкарта акци иртнӗ. Нарӑсӑн 25-мӗшӗнче ҫамрӑксен ушкӑнӗ кӗпер ҫине плакат ҫакнӑ. Ун чухне вӗсем пиротехникӑпа те усӑ курнӑ — ҫапла водительсене тимлӗхсӗр ирттерсе ярасшӑн пулман. Анчах ку акцие йӗрке хуралҫисем асӑрхамасӑр иртмен.
Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУна полици килнӗ те студенткӑна тытса кайнӑ. Хальлӗхе Натся ҫыхӑнӑва тухман. Вӑл Шупашкарти 1-мӗш полици участокӗнче пулмалла.
НАР | 26 |
Нарӑсӑн 20-мӗшпе 25-мӗш кунӗсенче Чӑваш халӑх сайчӗ сире ҫак хыпарсемпе паллаштарма ӗлкӗрчӗ (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Алла Самойлова министр пуканне мӗнле награда илнӗ хыҫҫӑн пушатни ҫинчен хыпарларӑмӑр;
• Парижри куравра чӑвашсем мӗн кӑтартма шут тытни пирки каласа патӑмӑр;
• Чӗмпӗрти куравра пӗр паллӑ чӑваш мӗн кӑтартнине систертӗмӗр;
• Чӑваш наци телекуравӗ 21-мӗш кнопкӑна йышӑннипе йышӑнайманнине пӗлме пултартӑр;
• «Тиме́р банкри» ӗҫ мӗнле пынине паллаштартӑмӑр;
• Вӗрентекенсем те хӑрушла ӗҫ тума пултарни ҫинчен систертӗмӗр;
• Александр Егоров журналист пирӗнтен уйрӑлнишӗн хурлантӑмӑр;
• Тӑван чӗлхене халалласа сӗнтӗрпуҫсем мӗнле фестиваль ирттерни пирки хыпарларӑмӑр;
• Тутар ачисем чӑвашла мӗншӗн вӗреннине уҫа патӑмӑр;
• Хӗрӗх чӗрнеллӗ хӗрарӑм мӗн сӑлтава пула пулницӑран тухса тарни пирки каласа патӑмӑр.
Нарӑс уйӑхӗн 27—28-мӗшӗсенче Сочи хулинче Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици канашлӑвӗ (форумӗ) иртет. Унта пирӗн республика ертӳҫи Михаил Игнатьев та хутшӑнать.
ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗҫлӗ программӑра — федерацин влаҫ органӗсен ертӳҫисемпе, усламҫӑсемпе тӗл пулса калаҫасси. Паян Михаил Игнатьев «Ренова» компанисен ушкӑнӗн директорсен канашӗн ертӳҫипе Виктор Вексельбергпа курнӑҫмалла. Ҫав вӑхӑтра енсем Чӑваш Енре теплица комплексӗ тӑвасси ҫинчен меморандум пусасшӑн. Теплица ыйтӑвӗпе Римри Никколо Кузано ячӗллӗ университетпа килӗштерсе ӗҫлеме ӗмӗтленеҫҫӗ, ҫавна хутпах ҫирӗплетесшӗн.
Ыран инвестици форумӗн пленарлӑ ларӑвӗ иртмелле. Унта ҫӗршыв Правительствин Пуҫлӑхӗ Дмитрий Медведев хутшӑнмалла.
Паян ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрне Алла Самойловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ. Халӗ ку тивӗҫе Светлана Ананьева вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать. Унччен вӑл министр ҫумӗ пулнӑ.
Министра ӗҫрен мӗншӗн кӑларни пирки каламан. Анчах ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗнче тепӗр хушу алӑ пусни пирки пӗлтернӗ. Унпа килӗшӳллӗн, Алла Самойловӑна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслаҫҫӗ. Ҫакна вӑл Чӑваш Еншӗн чунне парса тӑрӑшнӑшӑн тивӗҫнӗ.
Каласа хӑварар: Алла Самойлова сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пуканне 2012 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |