Чӑваш Ен малашне тепӗр регионпа туслӑ ӗҫлӗ. Ҫак кунсенче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мурманск облаҫӗпе туслӑ ҫыхӑну йӗркеленине ҫирӗплетсе алӑ пуснӑ.
Паян Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗпе Алексей Тюкавинпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич Мурманск облаҫӗнче 4 пин ытла чӑваш пурӑннине палӑртнӑ. Халӗ икӗ регионӑн пӗр тӗллев: халӑх пурнӑҫне лайӑхлатасси.
Икӗ регион экономика, суту-илӳ, ӑслӑлӑхпа техника тата культура тытӑмӗсенче туслӑ ӗҫлессине палӑртса килӗшӳ алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратурине учитель тата хаҫатҫӑ пулнӑ ҫын ертсе пырӗ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче тӑван тӑрӑхӑмӑрӑн прокурорӗн кандидатурине пӑхса тухнӑ. Малтан эпир урӑх МИХа таянса пӗлтерни тӳрре килчӗ: ку пукана Адыгея прокурорне Василий Пословские сӗннӗ. Татӑклӑ сӑмаха РФ Президенчӗ Владимир Путин калӗ — прокурора ҫирӗплетекен хушӑва вӑл алӑ пусать.
Раҫҫейӗн генпрокурорӗ Юрий Чайка сӗннӗ кандидатура прокуратура тытӑмӗнче виҫӗ теҫетке ҫул ытла тӑрӑшать. Юлашки ҫулсенче вӑл Адыгейӑра ӗҫленӗ. Правӑна сыхлакан тытӑма куҫиччен Воронеж облаҫӗн ҫынни Василий Пословский учительте те ӗҫленӗ, район хаҫатӗнче литература сотрудникӗнче те, комсомол органӗнче те. Чӑваш парламенчӗн хӑш-пӗр депутачӗ калашле, Совет саманинче пиҫӗхнӗ. Парламентарисен кашни ыйтӑвне те вӑл тивӗҫлипе хуравларӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Михаил Турецкин «Soprano» хӗрарӑмсен вокал ушкӑнӗн концертӗнче пулнӑ.
Концертчен регион ертӳҫи ушкӑнра юрлакан хӗрарӑмсене республикӑн Правительство ҫуртӗнче йышӑннӑ. Ансамбль солисткисемпе йӗркеленӗ тӗлпулӑва ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ.
«Soprano» юрӑҫисене Михаил Игнатьев пирӗн республикӑра 128 халӑх ҫынни пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑннине пӗлтернӗ, чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Чӑваш Ен — ҫӗр пин сӑмах тата ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗршывӗ. Чӑваш культури хӑйне евӗр, вӑл Раҫҫейӗн нумай енлӗ культурин пӗр пайӗ», — ӑнлантарнӑ юрӑҫсене Элтепер.
Ансамбль солисткисем вара хӑйсен пултарулӑх планӗпе паллаштарнӑ.
Паян Патшалӑх Думин ларӑвӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Владимир Жириновские (ЛДПР парти ертӳҫи) сӑмах парсан вӑл Мускав облаҫӗнчи «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене хурласа пӗтернӗ. Микрофон умӗнчен каяс умӗн вара ҫитес ҫулхи суйлавра ҫӗнтерес пулсан «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» депутачӗсене ҫакма тата персе пӑрахма хатӗр пулни ҫинсен каланӑ.
«Вӑрӑ-хурахла ӗҫсем сирӗн унта, Мускав облаҫӗнче! Вӑл чи криминаллӑ, чи преступлӑ область. Малтанхи Громов кӗпернаттӑр мӗнле апла пулнӑ, паян та ҫаплах... Куратӑр-и, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» мӗн хӑтланать? Акӑ вӗсем — сутӑннӑ депутатсем, ҫӗр хут сутӑннӑскерсем. Вӑрӑ-хурахсене тата мафине хӳтӗленӗшӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейе» кӑларса ҫапмалла, депутат мандачӗсене туртса илмелле! Ҫитес ҫулта ак Кремле кӗрсе ларӑп, вара пурсӑра та сире персе пӑрахӑп, ҫакӑп» — тенӗ ЛДПР ертӳҫи.
Ытти фракцисен депутачӗсем Владимир Жириновские хӑйӗн сӑмахӗсемшӗн каҫару ыйтма каланӑ.
Чӑваш Енри ҪҪХПИ управленине ҫӗнӗ патруль машини килнӗ. «Ҫыхӑнура» канашлу сайтӗнче пӗлтернӗ тарӑх, Чӑваш Ене вӑл пӗр уйӑх каяллах ҫитнӗ.
Ахӑртнех, ҫӗнӗ машина ҪҪХПИрех юлӗ. Ку машинӑпа Элтепере ертсе ҫӳрӗҫ-и е ҫук-и — хальлӗхе паллӑ мар. Унччен Toyota Land Cruiser машинӑпа ҫӳренӗ. Анчах вӗр ҫӗнӗ «тимӗр урхамах» ахаль полицейскисене лекмесси паллӑ ӗнтӗ.
Сӑмах май, ҪҪХПИ пуҫлӑхӗ нарӑс уйӑхӗнче иртнӗ конференцире ҫӗнӗ транспорт кирли пирки сӑмах хускатнӑ. Вӑл калани ав пурнӑҫланнӑ.
Нумаях пулмасть ҫӗнӗ машина Элтеперӗн «Фаэнтонне» илсе ҫӳренине курнӑ. Ҫынсем ӳкернӗ видеона пӑхас тӑк, ҫӗнӗ «тимӗр урхамах» транспорт хирӗҫ килекен ҫулпа вӗҫтерет.
Ҫӗрпӳ район администрацине Александр Казаков ертсе пыма пӑрахнӑ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн XII черетсӗр ларӑвӗнчех (вӑл иртнӗ эрнерех пуҫтарӑннӑ) йышӑннӑ.
Хыпарта пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Казаковӑн ӗҫ вӑхӑчӗ тухнӑ. Контракт вӗҫленнине кура унӑн полномочине чарса лартма йышӑннӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Казаковӑн ҫумне — вӗрентӳ тата социаллӑ аталану пайӗн пуҫлӑхне Алла Волчковӑна шаннӑ. Александр Казаков депутатсене пӗрле ӗҫленӗшӗн тав тунӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗ тухнӑ. Унта ҫӗрпӳсен райадминистраци пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссин пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Ку вӑл — федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн пулса пыракан процедура.
Чӑваш Енӗн прокурорӗнче Сергей Легостаев нумай вӑхӑт ӗҫлемерӗ. Ҫӗнӗ тивӗҫе 2015 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен 5 ҫуллӑха кӳлӗннӗскере должноҫрен хӑтарасси пирки иртнӗ эрнере РФ Президенчӗн указӗ тухрӗ. Чӑваш Ене киличчен Сергей Легостаев Кисан облаҫӗн прокуратурине ертсе пынӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ҫак эрнере иртекен сессийӗнче республика прокуратурин кандидатурине пӑхса тухмалла. Апла тума саккун хистет. «Правда ПФО» журналисчӗ Александр Белов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку должноҫе Адыгея прокурорӗ Василий Пословский йышӑнма пултарать текен сӑмах ҫӳрет. Пакунлӑ ҫав ҫын 1961 ҫулта Воронеж облаҫӗнче ҫуралнӑ. Прокуратура органӗсенче 1984 ҫултанпа ӗҫлет. Тула облаҫӗн прокурорӗнче тӑхӑр ҫул тимленӗ. Адыгея прокурорӗнче вӑл 2011 ҫултанпа тӑрӑшать. Авланнӑ. Икӗ ача ашшӗ.
Паян ЧР Элтеперӗ Михал Игнатьев ҫӗнӗ хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ должноҫ пулӗ. Вӑл — Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ.
Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, должноҫе Чӑваш Республикинче архитектура тытӑмне лайӑхлатмашкӑн кӗртнӗ. Тӗп архитектор тӳрремӗн ЧР Элтеперне пӑхӑнӗ. Ӑна ЧР строительство министрӗ представленийӗпе ЧР Министрсен Кабинечӗ должноҫӗ лартма тата унтан кӑларма пултарать. Анчах кандидата Элтеперпе канашласа лартмалла.
Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ документсем хатӗрлӗ. Ҫавӑн пекех вӑл хуласен тата ялсен архитектурине хальхи вӑхӑтпа килӗшӳллӗн тӑвас енӗпе ӗҫлӗ.
Алӑ пуснӑ хушу ӑна официаллӑ майпа пичетлесен 10 кунран вӑя кӗрӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев районсен тата хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе канашлу ирттернӗ. Унта пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухнӑ.
ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, муниципалитетсен администрацийӗсем пурӑнмалли 471 ҫурт тӗлӗшпе социаллӑ найм мелӗпе килӗшӳ тунӑ. Кунашкал тепӗр 552 килӗшӳ алӑ пусмалла.
Канашлура ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хӑш-пӗр районта вара ку тӗлӗшпе кӑлтӑксем пур-мӗн. Тӗслӗхрен, Улатӑрта ҫурт-йӗрӗн пасар хакне палӑртмашкӑн укҫа-тенкӗ ҫук. Вӑрнар, Канаш, Куславкка, Вӑрмар районӗсенче, Канаш, Ҫӗмӗрле, Шупашкар хулисенче хака палӑртас ӗҫ вӑраха тасӑлнӑ.
Кунашкал лару-тӑру Михаил Игнатьева кӑмӑлсӑрлантарнӑ. Вӑл пуҫлӑхсене ӗҫлеме, палӑртнине пурнӑҫлама хушнӑ. Программӑна вӑхӑтра пурнӑҫласси администраци пуҫлӑхӗсен яваплӑхӗ пулнине хыттӑн аса илтернӗ. «Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлаймастӑр тӑк алӑ пусмалла та тухса каймалла», — тенӗ Михаил Васильевич.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрне Владимир Викторова лартӗҫ текен сас-хура ҫӳрет. Ун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра Александр Белов журналист та ҫырнӑ.
Аса илтерер, республикӑн сывлӑх сыхлавӗн министрне Алла Самойловӑна ӗҫрен кӑларасси пирки хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче алӑ пуснӑччӗ. Халӗ ку тивӗҫе Светлана Ананьева вӑхӑтлӑха пурнӑҫлать. Унччен вӑл министр ҫумӗ пулнӑ.
Владимир Викторов Шупашкарти стоматологи поликлиникине тӗп врач пулса ертсе пырать. Анлӑ сеть ҫулсерен аталанса пырать. Пӗлтӗр Алькешра тепӗр уйрӑм уҫӑлнӑччӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Владимир Викторов Шупашкар район пульницинче ӗҫленӗ, унти стоматологи уйрӑмне ертсе пынӑ. Владимир Николаевич Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |