Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Политика

Политика

Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен пӗрремӗш ларӑвӗ иртнӗ. Леонид Черкесов политикӑран медицинӑна каясси пирки ҫуллах калаҫрӗҫ пулин те ӑна Шупашкар хула пуҫлӑхне иккӗмӗш хут суйланӑ.

Леонид Черкесов кандидатуришӗн 35 депутат сасӑланӑ. Чылайӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейрен». Ку тӗлӗнмелле мар. Леонид Черкесов — партин хулари уйрӑмӗн секретарӗ.

Коммунистсем Шурчановӑн ывӑлӗн Алексей Шурчанов кандидатурине кӑларнӑ. Анчах унӑн шанчӑк пулманпа пӗрех темелле. Уншӑн 3 депутат ҫеҫ сасӑланӑ.

Аса илтерер: Леонид Черкесов Шупашкар хула пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене 2010 ҫултанпа пурнӑҫлать. Вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ. Ӗҫ биографине васкавлӑ медпулӑшу пульницинче 1989 ҫулта пуҫланӑ. Вӑл — медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ.

 

Политика

Канаш хулинче суйлав хыҫҫӑн депутатсен ларӑвӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Унта чи ҫивӗч ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Депутатсем Канаш хулин пуҫлӑхне палӑртнӑ.

Вӑрттӑн сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем пӗр саслӑн Андрей Николаевич Константинова суйланӑ. Депутатсен пухӑвӗн ҫумӗ вара Гариф Мифтахутдинов пулӗ. Ҫапла хула администрацийӗнчен пӗлтернӗ.

Палӑртма хӑварар: Андрей Николаевич Константинов — Канашри 13-мӗш суйлав округӗн депутачӗ. Вӑлах «Канаш хулинчи электрика сечӗ» акционерсен уҫӑ обществин тӗп директорӗ те.

 

Политика

Паян, авӑнӑн 19-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн экс-Элтеперӗпе Николай Федоровпа тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ тӗлпулу пулнӑ ку.

Михаил Игнатьев Николай Федорова РФ Федераци Пухӑвӗн Федераци Канашӗнче Чӑваш Ен интересӗсӗне хӳтӗлеме сӗннӗ. Николай Федоров Михаил Васильевича тав тунӑ та ҫапла каланӑ: «Пӗрле ӗҫлӗпӗр кӑна мар, ҫӑмӑлах мар ыйтусен хуравӗсене те шырӑпӑр».

Михаил Игнатьев республикӑра Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ суйланӑ курса малалла тӑсмаллине палӑртнӑ. Ку обществӑпа политикӑна ҫирӗплетессипе, халӑхӑн пурнӑҫне лайӑхлатассипе йышӑннӑ.

Николай Федоров хальхи вӑхӑтра геополитика лару-тӑрӑвне тимлӗх уйӑрмаллине палӑртнӑ. Михаил Игнатьев пӗрле тӑрӑшса ӗҫлени республикӑри пурнӑҫа лайӑхлатассишӗн пулнине каланӑ.

 

Политика

Чӑваш Ен Элтеперӗн вырӑнне йышӑннӑ Михаил Игнатьев республикӑн Министрсен кабинетне отставкӑна янӑ, кун пирки официаллӑ влаҫ органӗсен порталӗнче пӗлтернӗ.

«Правительствӑна отставкӑна яракан хушӑва Чӑваш Республикин Конституцийӗн 72-мӗш тата 91-мӗш статьисемпе килӗшӳллӗн кӑларнӑ», — тесе пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ министрсене суйличчен Министрсен Кабинечӗн председатель тивӗҫӗсене Иван Моторина шаннӑ. Отставкӑна янӑ пулин те унта хальхи министрсемех ӗҫлӗҫ — ҫӗнӗ правительство суйличчен.

 

Персона Михаил Игнатьев
Михаил Игнатьев

Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьевӑн инаугураци иртесси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ ӗнтӗ.

Аса илтеретпӗр, Михаил Игнатьев должноҫа кӗнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ лару-тӑру 12 сехетре Правительство ҫуртӗнчи Ларусен залӗнче иртет.

Инаугурацие Чӑваш Енӗн наци телерадиокомпанийӗн теле- тата радиоэфирӗнче, Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен порталӗнче трансляцилеҫҫӗ.

Чӑваш Енӗн Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен, республикӑн Министрсен Кабинечӗн пайташӗсен, тепӗр майлӑ каласан, министрсен, федерацин территорири влаҫ органӗсемпе Чӑваш Республикин вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ертӳҫисен тата чӗннӗ хӑнасен умӗнче тупа тӑвӗ.

 

Политика

Ҫак шӑматкун Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ пулнӑ Николай Федоров хӑйӗн пӗртен пӗр хӗрне качча парать-мӗн. Кун пирки atner ятлӑ блогер хӑйӗр чӗрӗ журналӗнче пӗлтерет.

Чӑваш Ене 17 ҫул ертсе пынӑ, Раҫҫейӗн юстици тата ял хуҫалӑх министрӗ пулнӑ ҫӗршыв шайӗнчи паллӑ политик хӗрне качча панине блогер Чӑваш Енри чи кӗтнӗ туйсенчен пӗри тесе хаклать.

Карина (Чӑваш Енӗн экс-ертӳҫин хӗрне ҫавӑн пек чӗнеҫҫӗ) туйне ҫӗршывӑн тӗп хулинче мар, ашшӗ ҫуралнӑ тӑрӑхрах ирттерме палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, Николай Федоров — Сӗнтӗрвӑрри районӗн чӑвашӗ. Вӑл 1958 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Туя Федоровсем Шупашкарта ирттереҫҫӗ. Пулас кӗрӗвӗн ятне паллӑ политиксем вӑрттӑнлӑхра тытаҫҫӗ-мӗн. Ҫапах та Карина мӑшӑрӗ пуласси Александр ятлине хӑшӗсем халех пӗлеҫҫӗ.

Atner блогер Чӑваш Ен Элтеперне суйланнӑ Михаил Игнатьев Николай Федорова мӗнле парне хатӗрлени пирки те пуҫ ватать. Епле парнине «никам та пӗлмест, анчах Николай Федоровшӑн ку вӑл Федераци Канашӗнчи должность пулать-тӗр тесе пурте тӗшмӗртеҫҫӗ», — тесе ҫырать блогер.

Сӑмах май, авӑнӑн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре тепӗр паллӑ пулӑм — Чӑваш Енӗн Элтеперӗн тивӗҫне хальлӗхе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев республика ертӳҫин пуканне официаллӑ майпа инаугураци туса йышӑнни.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://atner.livejournal.com/501573.html
 

Политика

Суйлав тивӗҫлипе иртнӗ. Ҫапларах йышӑну тунӑ паян. Районсенче те суйлав лайӑх иртнине палӑртнӑ. Тӗрлӗ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансенчен 59 процентне яхӑн суйлав хутшӑннӑ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлавра елчӗксем хастар пулнӑ. Унта ҫынсен 92 проценчӗ вӑл е ку кандидатшӑн сасӑланӑ. Ку 15 пин ытла ҫынпа танлашать.

Унтан шӑмӑршӑсене палӑртмалла. Шӑмӑршӑ районӗнче 10 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Ку 89,7 процентпа танлашнӑ. Улатӑр районӗ — виҫҫӗмӗш вырӑнта. Унта ҫынсен 89,1 проценчӗ суйлава кайнӑ.

Паллӑ ӗнтӗ: суйлавра Михаил Игнатьев ҫӗнтернӗ. Улатӑр хулинче уншӑн чи нумаййӑн сасӑланӑ. Ку 87 процентпа танлашнӑ. Унтан Шӑмӑршӑ районне палӑртмалла. Унта Михаил Васильевичшӑн халӑхӑн 85 проценчӗ сасӑ панӑ. Елчӗксем — виҫҫӗмӗш. Унта ку кӑтарту 83 процентпа танлашнӑ.

Хуласенче Михаил Игнатьевшӑн сахал сасаланӑ. Ҫӗмӗрлесем уншӑн 48,5 процент ҫеҫ сасӑ панӑ. Канашра вара — 49,5 процент. Шупашкарта — 54 процент.

 

Политика «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» сайтӗнчи сӑн
«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» сайтӗнчи сӑн

Чӑваш Енре икӗ партин элчисем пӗлтернӗ тӑрӑх, каҫхине суйлав умӗн паллӑ мар ҫынсем вӗсен транспортне сиенлетнӗ. КПРФ партирен ЧР Элтеперӗн пуканне йышӑнмашкӑн тӑратнӑ кандидатӑн кустӑрмине шӑтарнӑ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партирен депутат пуканне йышӑнмашкӑн тӑратнӑ кандидатӑн урапине ҫунтарма тӑнӑ. Кун пирки «Интерфакс» пӗлтерет.

Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ирхи 3 сехетре Анатолий Константиновӑн («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей») урапине такамсем ҫунтарнӑ. Ку ӗҫӗ ЧР МЧСӗ шута илнӗ.

КПРФ пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем Валентин Шурчановӑн кустӑрмине шӑтарнӑ. Ку Шупашкарти Ахазов урамӗнче пулса иртнӗ. Ку ӗҫе йӗрке хуралҫисем шута илнине ҫирӗплетекен хыпар хальлӗхе ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/79195
 

Политика

Суйлав вӗҫленсе пырать. Темиҫе сехетрен сасӑлава пӗтӗмлетӗвӗпе паллашма та май пулӗ ахӑртнех. Хальлӗхе вара ҫынсем вӑл е ку кандидатшӑн сасӑ пама пултараҫҫӗ.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» партин сайтӗнче суйлав участокӗнчи йӗркене пӑсни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче 409-мӗш суйлав участокӗнче Михаил Игнатьев кандидатӑн агитацийӗ ҫакӑнса тӑнӑ.

«Кунсӑр пуҫне Шупашкарти 17-мӗш шкулта, Шумилов урамӗнче, алӑк патӗнче Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне суйланмашкӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Ирина Клементьевӑн плакачӗ ҫакӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех Шупашкарта Мир проспектӗнче Шупашкар хула пухӑвӗн депутатне суйланмашкӑн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен тӑратнӑ Антон Ковалевӑн рекламӑллӑ йывӑр тиевлӗ урапи тӑнӑ.

798, 799, 800-мӗш суйлав участокӗсенсенчи ӗҫченсем тата Шупашкарти 61-мӗш шкул вӗрентекенӗсем суйлавҫӑсен списокне илсе килсем тӑрӑх кайнӑ, ҫынсене суйлава пыма чӗннӗ», — ҫапла ҫырнӑ сайтра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.spravedlivo.ru/5_71069.html
 

Политика

Паян пирӗн республикӑра та суйлав иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Официаллӑ пӗлтернине ӗненсен кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлне суйлавҫӑсен 43,61 проценчӗ суйлава хутшӑннӑ.

Суйлава уйрӑмах хастар хутшӑнаканнисем елчӗксем иккен. Кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехет тӗлне елчӗксен 67,05 проценчӗ сасӑлав участокне ҫитсе килнӗ. Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакансем суйлав тесе участока васкамаҫҫӗ. Асӑннӑ вӑхӑт тӗлне унтисенчен 27,01 проценчӗ кӑна хӑйӗн гражданла тивӗҫне пурнӑҫланӑ. Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енре 1184 суйлав участокӗ ӗҫлет. Вӗсем ҫынсене каҫхи сакӑр сехетчен кӗтеҫҫӗ. Манран нимӗн те килмест тесе лариччен хӑвӑр сассӑра вӑл е ку кандидатшӑн пама ӳркенмелле мар.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗ пулма пирӗн республикӑра тӑватӑ кандидат ӗмӗтленет: Михаил Игнатьев («Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти кандидачӗ), Валентин Шурчанов (Пӗтӗм Раҫҫейри коммунистсен партийӗ), Олег Николаев («Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей»), Константин Солдатов (либерал-демократсен партийӗ). Вӗсем пурте суйлава хутшӑннӑ. Михаил Игнатьев ывӑлӗпе тата мӑшӑрӗпе суйлава ҫитсе килни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ ӗнтӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 152, 153, 154, 155, 156, 157, 158, 159, 160, 161, [162], 163, 164, 165, 166, 167, 168, 169, 170, 171, 172, ... 194
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 24

1925
99
Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ