Паян, кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Мускавра Владимир Путин ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулнӑ. Михаил Васильевич ҫӗршыв ертӳҫине республикӑри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Михаил Игнатьев тӗлпулура демографи кӑтартӑвӗпе паллаштарнӑ, медицина пулӑшӑвӗ лайӑх пулнине палӑртнӑ.
ЧР Элтеперӗ «Трактор савучӗсем» концерн ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Вӑл халь йывӑр тапхӑра чӑтса ирттерет. Ҫавӑн пекех республикӑра кашни пиллӗкмӗш предприяти инноваци тӗлӗшӗнчен аталаннине палӑртнӑ.
Владимир Путин Чӑваш Енри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвне лайӑх хакланӑ.
(2016 ҫулхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Ваттисен тӗп канашӗн анлӑ ларӑвӗнче каланисенчен)
Чӑваш Ваттисен Тӗп канашӗ 1988 ҫултанпа йӗркеллех ӗҫлесе пырать. Ялсенче, тӗрлӗ организацисемпе учрежденисенче, вӑл шутра ЧР элтеперӗ ҫумӗнче те Ваттисен канашӗсем йӗркеленсе ҫитрӗҫ. Вӗсен кашнин хӑйсен тӗллевӗсем, майӗсем, ӗҫӗсем. Ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисемпе ял мухтарӗсем (старостисем) хастар ҫӗрте Ваттисен канашӗсем питӗ тӑрӑшуллӑ. Вӗсем курӑмлӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ.
Ӗҫлекене тиркекен те пур, ырлакан та пур. Ыйтусем килеҫҫӗ: Республика пуҫлӑхӗ ҫумӗнче, ЧНКара Ваттисен канашӗсем пур чухне пирӗн Тӗп канаш кирлӗ-и? теҫҫӗ. Кирлӗ. Пӗри теприне чӑрмантармасть. Граждансен обществине тӑвас тесен, Путин каланисене шута хурас пулать — вӗсем нумайрах та ӗҫлӗрех пулни кирлӗ. «Мы развиваем и будем развивать инструменты прямой демократии, имея в виду самые разные общественные организации. Но не может быть одинаковых клише в области демократии — американской, европейской, немецкой, российской, индийской», — терӗ В.
Граждан обществин аталанӑвӗн пӗрлӗхӗ регионсен пуҫлӑхӗсем 2015 ҫулта мӗнле ӗҫленине кура танлаштарӑм (рейтинг) хатӗрленӗ. Хальхинче 24 регионти пуҫлӑх 75 баллран ытларах пухнӑ.
Пӗрремӗш вырӑна Ямал-Ненецк автономи округӗн пуҫлӑхӗ йышӑннӑ. Калуга, Белгород облаҫӗсенчи кӗпернаттӑрсем те малти вырӑнсене йышӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев вара «вӑтам рейтинг» ушкӑнран «пысӑк рейтинг» ушкӑна ҫитнӗ. Вӑл 11 йӗрке ҫӳле хӑпарнӑ.
Ку региона инвестицисем илӗртнипе те ҫыхӑннӑ. Экономикӑри йывӑр лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах регионта промышленноҫ предприятийӗсем уҫӑлаҫҫӗ.
Ҫулталӑкра 8 регион пуҫлахӗ 10 йӗркерен ҫӳлерех хӑпарнӑ. Вӗсен йышӗнче Михаил Игнатьев та. Экспертсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫакӑ регионти политика лару-тӑрӑвӗ лӑпкӑ пулнипе, элитӑсем хирӗҫменнипе ҫыхӑннӑ.
Владимир Барсукова паянтан Экологи тата ҫутҫанталӑкпа усӑ курас енӗпе ӗҫлекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн директорӗнчен хӑтарнӑ. Кун пирки хушӑва Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин 54-р номерлӗ хушу кӑларнӑ.
Мӗн сӑлтавпа ун пек йышӑннине официаллӑ документра ӑнлантарса тӑман. Института ертсе пыма Владимир Барсуков 2013 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче конкурс ирттерсе лартнӑ.
Асӑннӑ институт автономи учрежденийӗ шутланать, вӑл республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствине пӑхӑнать.
Владимир Евгеньевич — Наркотикӑн саккунсӑр ҫаврӑнӑшӗпе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫин Евгений Барсуков генералӑн ывӑлӗ.
Паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Ӑна итлеме Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем те, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем те, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсем те, ял тӑрӑхӗсен ертỹҫисем те, общество организацийӗсен пайташӗсем те, предприятисемпе организацисене ертсе пыракансем те тата, паллах, массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшакансем тата ытти официаллӑ ҫынсем пухӑнчӗҫ. Ҫырӑва Михаил Игнатьев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче вуларӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер Ҫырӑвӗн телеверсийӗпе кӑрлачӑн 26-мӗшӗнче каҫхине 19 сехетре Чӑваш наци телекуравӗнче, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче 10 сехет те 20 минутра «Эрне хыпарӗсем» программӑра паллашма май килӗ.
Ӗнер пирӗн республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗпе Ольга Голодецпа тӗл пулнӑ.
Унта сывлӑх сыхлавне аталантарассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене, шкул тытӑмне модернизацилессине, шкул ачисен сывлӑхне упраса хӑварассине, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма вӗрентесси пирки сӳтсе явнӑ.
Михаил Игнатьев Чӑваш Енри демографи лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартнине пӗлтернӗ май, Элтепер Администрацийӗн пресс-служби халӑхӑн кун-ҫулӗ 2010 ҫултан вӑрӑмланса пынине асӑннӑ. Ҫынсем 71 ҫултан иртсен те пурӑнни пурне те хавхалантарнине пӗлтернӗ-мӗн Михаил Игнатьев.
РФ правительствин вице-премьерӗ Ольга Голодец пирӗн республикӑн ӗҫ кӑтартӑвӗпе кӑмӑллӑ пулнине палӑртнӑ.
Иртнӗ ҫулталӑк вӗҫнелле (раштавӑн 23-мӗшӗнче) Тутарстанри депутатсем Раҫҫей Федерацийӗн Федераллӑ пухӑвӗн Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе ҫыру хатӗрлесе янӑ, унта вӗсем Раҫҫей Федерацийӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан организацисенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентессин концепцинче ҫитменлӗхсем пуррине палӑртнӑ. «Концепцинчи вырӑс чӗлхин аталанӑвӗ пирки калакан пая хатӗрлесе ҫитернӗ пулин те Тутарстанӑн Патшалӑх Канашӗ документра вырӑс мар тӑван чӗлхесене аталантарма тата упрама паракан конституци шанӑҫне тивӗҫтерменни, Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен вӗрентӳ тата культура прависене хӳтӗлеменни пирки палӑртать», — тесе ҫырнӑччӗ. Вырӑс чӗлхине вӗрентмелли концепци ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийен 26-мӗш статьян иккӗмӗш пайӗпе килӗшсе тӑманни пирки палӑртнӑччӗ. Пӗлӗве вырӑсла кӑна илме пултарни конституци шантаракан халӑхсен пӗртанлӑхне пӑсни пирки те ҫырура кӑтартнӑччӗ.
Тутарсем хатӗрленӗ Патшалӑх Думин Председателӗ С.Е. Нарышкин ячӗпе янӑ ҫырӑва Чӑваш Республикин Патшалӑх канашӗнче те пӑхса тухнӑ.
Шупашкар хулин ҫамрӑксен парламенчӗн ҫӗнӗ йышне хатӗрлеме тытӑнаҫҫӗ. Конкурса хутшӑнмашкӑн яш-хӗр заявлени ҫырма пултарать.
Ҫамрӑксен парламенчӗ пирки калакан документпа килӗшӳллӗн, 18–30 ҫулсенчи ҫамрӑксем пайташ пулма пултараҫҫӗ. Суд ӗҫлеме пултарайман тесе йышӑннӑ, судпа айӑпланнӑ ҫынсене ҫеҫ хутшӑнма ирӗк памаҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнас тесен заявлени ҫырмалла. Ҫавӑн пекех анкета, паспорт копийӗ, вӗреннӗ е ӗҫленӗ ҫӗртен справка, общество ӗҫне хастар хутшӑннине ӗнентерекен материалсем пулмалла.
Заявленисене кӑрлачан 18-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 16-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Документсене ҫак адреспа пырса памалла: Шупашкар хули, Карл Маркс урамӗ, 36-мӗш ҫурт, 121-мӗш пӳлӗм.
Чӑваш хастарӗсем Конституцие патшалӑх ӑнлавне тавӑрма ыйтнӑ. «Ирӗклӗх» общество ЧР Патшалӑх Канашӗн председательне кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче ыйту ҫырса янӑ.
Хастарсем ҫырура 2012 ҫулта Чӑваш Республикин ӑнлавӗнчен «патшалӑх» сӑмах ҫухалнине аса илтернӗ. Пӗр сӑмахпа, Чӑваш Ен Раҫҫейре республика ҫеҫ. Хастарсен шухӑшӗпе, ку регионти Конституци тытӑмне пӑсать. Ҫавӑнпа «Ирӗклӗх» Конституцие «патшалӑх» сӑмаха тавӑрма ыйтать.
Ҫырура РФ Конституци сучӗн 2000 ҫулти определенине палӑртнӑ. Ун чухне суд «республика (патшалӑх)» субъектсен патшалӑх суверенитетне палӑртнине пӗлтерменнине, Конституципе право статусне ҫеҫ кӑтартнине каланӑ.
Ҫавӑн пекех хастарсем ытти 17 республика Раҫҫейри демократиллӗ патшалӑх пулнине палӑртнӑ. Ҫапла Алтай, Хакас, Калмӑк тата Чӑваш республикисем ҫеҫ палӑртман.
Ҫӗршывра тата республикӑра кашни ҫулах мӗнле те пулин тематикӑна халалласси йӑлана кӗчӗ. Пӗлтӗр, ав, ҫӗршывра Литература ҫулталӑкӗ терӗҫ, Чӑваш Енре Константин Иванов ҫулталӑкӗ иртрӗ. Кӑҫал вара Чӑваш Енре Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтерчӗҫ, Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ тесе йышӑнчӗҫ.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин килес ҫулхи ҫулталӑк мӗнле пулассине те палӑртнӑ. Хушура вӑл 2017-мӗш ҫул Экологи ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ.
Йӗркелӳ комитечӗн ертӳҫине те палӑртнӑ. Ҫӗршывра иртекен Экологи ҫулталӑкӗшӗн явапли — РФ Президент Администрацийӗн ертӳҫи Сергей Иванов. Ун вара йӗркелӳ комитечӗн йышне ҫирӗплетмелле. РФ правительствин Экологи ҫулталӑкне халалласа ирттермелли ӗҫсене ҫирӗплетмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |