Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Георгий Егорова арестленине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерсе ӗлкӗрчӗ-ха. Вӑл хыпара Константин Ишутов блогер хыпарӗпе усӑ курса хатӗрленӗччӗ. Сӑмах май каласан, Георгий Ивановича тытса чарнипе ҫыхӑннӑ тата хӑш-пӗр хыпара пӗлме май килчӗ.
«Кӳкеҫӗн общество канашӗ» текен ушкӑн «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар район администрацийӗн арестленӗ пуҫлӑхне килте тытса усрама йышӑннӑ.
«Правда ПФО» интернет-кӑларӑм районти депутатсенчен пӗри каланине тӗпе хурса пӗлтернӗ тӑрӑх, Георгий Егоров патне йӗрке хуралҫисем Депутатсен районти пухӑвӗн черетлӗ, ҫиччӗмӗш, ларӑвӗ иртнӗ кун, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, пынӑ. Депутатсен ларӑвне Георгий Егоров та, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ, райадминистрацин экономика пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Маслова та хутшӑнманнинчен депутатсем тӗлӗннӗ-мӗн. Кайран, лару хыҫҫӑн, кӑритура тухаҫҫӗ те «палламан ҫынсем хуҫа евӗр утнине асӑрхаҫҫӗ». Унтан вӗсем ҫав палламан ҫынсем район администрацийӗнчи ӗҫлӗ хутсене илме пынине илтеҫҫӗ.
Георгий Егорова мӗншӗн арестленине халӑхра темле тӗшмӗртекен те пур.
Ӗнер Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне, Михаил Игнатьев Элтеперӗн ҫывӑх ҫыннисенчен пӗрине, Егоров Георгий Ивановича арестленӗ. Кун пирки Ишутов блогер хӑйӗн кун кӗнекинче пӗлтерет. Паян Ленин район сучӗ ун пирки пӗтӗмлетӳ тумалла — е килте хӑвармалла е тӗпчев изоляторӗнче (СИЗО) хӑвармалла. Ишутов пӗлтернӗ тӑрӑх кунашкал лару-тӑрура ытларах чухне суд ларӑвне каҫалапа ирттереҫҫӗ — капла май ваккатсен арестлеве хирӗҫлеме вӑхӑт пулмӗ.
Следовательсем Георгий Ивановича 2 уйӑхлӑха тӗрмене хӑварма ыйтас шутлӑ. Ҫапла май Пуҫиле кодексӑн 286 статьян 2-мӗш пайӗпе айӑпланакан (хӑй вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнишӗн, чи нумаййи 7 ҫула хупайӗҫ) пуҫлӑхӑн тӗрмере ҫу уйӑхӗнчи уявсене те, хӑйӗн ҫуралнӑ кунне те ирттерме тивӗ.
Егоров Георгий Иванович 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ, 1999 ҫулта Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗнче пӗлӗвне ӳстерсе техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ. Ӗҫӗ-хӗлӗ ытларах пайӗпе ял хуҫалӑх академийӗн «Приволжское» (чӑв.
Либерал-демократсен партине ертсе пыракан Владимир Жириновский наци территорийӗсенчи шкулсенче вырӑссене вырӑнти чӗлхене вӗрентмелле мар тесе каланӑ.
Хӑйӗн шухӑшне вӑл вырӑс халӑхне «привилеги» кӳрессипе ӑнлантармасть-мӗн. Владимир Жириновский «вырӑссене хӳтӗлемелле», — тесе шухӑшлать. РЛДП ертӳҫи: «Раҫҫей ҫыннисене хӑйсен территорийӗнче пӗр чӗлхе кӑна вӗренмелли правӑна хӳтӗлемелле», «Пирӗн ҫынна наци территорийӗн — Мӑкшӑ Республикин, Чӑваш Енӗн (ун пеккисем пирӗн 33 регион) чӗлхине вӗренме хистемелле мар», — тенӗ.
Политик шучӗпе, 10 ҫулхи ачана тӑватӑ чӗлхе — вырӑслине, вырӑнтине тата икӗ ют чӗлхене — вӗренме ытла та йывӑр. Ҫапла пӗтӗмлетӳ патне вӑл хай «лингвист, филолог, тюрколог, литературовед» пулнӑран пырса тухнӑ-мӗн.
Владимир Жириновский Конституцине «вырӑс халӑхӗ» ӑнлав кӗртес шухӑшлӑ. Ҫӗршывӑн тӗп саккунӗн преамбули ҫапла майпа «эпир — вырӑс тата ытти халӑхсем» тенинчен пуҫланмалла имӗш.
Ӗнер Шупашкарта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн Ҫамрӑк Гвардийӗ» проектне, журналистикӑн хӑвӑртлатнӑ курсне, хӑтланӑ. Унта республикӑн Информаци политикин министрӗ Александр Иванов та хутшӑннӑ, курса пухӑннӑ 80-а яхӑн хӗрпе каччӑ умӗнче тухса калаҫнӑ.
Курс тӗллевӗ пултаруллӑ тата ӳлӗмрен пиар специалисчӗ е блогер пулас шухӑшлӑ ҫамрӑксене тупса палӑртасси, вӗсене вӗрентесси тесе ӗнентереҫҫӗ маларах каланӑ партин регионти уйрӑмӗнче.
Ҫамрӑк журналистсен курсне пынисем — шкул ачисем, професси пӗлӗвӗ паракан вӑтам тата аслӑ вӗренӳ заведенийӗсенче пӗлӳ туптакансем.
Курса йӗркелекенсем ҫамрӑксемпе калаҫнӑ май яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ информацие массӑллӑ информаци хатӗрӗсен социаллӑ сечӗсенчи страницисенче вуланине пӗлнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарсене шӗкӗлчемеҫҫӗ вӗсем.
Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн регионти уйрӑмӗ хӑйне валли уйрӑм кантур туяннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, парти валли кантур илме Мускавран 16 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Унпа Чӑвашри коммунистсем Шупашкарти Мир проспектӗнчи 82-мӗш ҫуртӑн «А» корпусӗн пӗрремӗш хутне туяннӑ.
Ҫӗркаҫ коммунистсен кантурне хальлӗхе паллӑ мар ҫынсем пӑшалпа пенӗ. Ӑна коммунистсем паян ирпе асӑрханӑ та йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫурт чӳречинче пульӑн виҫӗ йӗрӗ юлнине кантура пӑхса ҫаврӑннӑ пакунлисем те ҫирӗплетнӗ.
Ҫурта суранлатакан хӗҫ-пӑшалпа усӑ курса пеме пултарнӑ тесе шухӑшланине партин Шупашкар хула пухӑвӗнчи коммунистсен фракцийӗн ертӳҫи Алексей Шурчанов пӗлтернӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер мӑшӑрӗпе, Лариса Юрьевнӑпа, театра кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ертӳҫин Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Актуаллӑ» баннерта пӗлтернӗ.
«Каҫхи спектакль курма шухӑш тытнӑ Михаилпа Лариса Игнатьевсене театрӑн директорӗ Вадим Ефимов тата ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Яковлев кӗтсе илчӗҫ», — тесе ҫырнӑ хыпарта.
Сӑнӳкерчӗк ҫинче, сӑмах май, театрӑн артистки, юлашки вӑхӑтра хӑйне режиссер евӗр туптакан Наталья Сергеева та пур.
Элтеперпе мӑшӑрӗ Арсений Тарасов журналист тата ҫыравҫӑ хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакль пӑхнӑ. Спектакле композитор пулса Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Николай Казаков илемлетнӗ.
Тула облаҫӗн правительствине Чӑвашри ҫынна ӗҫе илнӗ. Ахаль-махаль специалиста та мар, правительство пуҫлӑхӗн ҫумне.
Сергей Егоров ятлӑ ҫынна ку тивӗҫе шанса парасси пирки Тула облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Алексей Дюмин пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Тула облаҫӗшӗн яваплӑ ҫак должноҫе йышӑниччен Сергей Николаевич ҫӗршывӑн правительствинче тар тӑкнӑ. 2005–2007 ҫулсенче вӑл РФ Финанс министерствинче тӑрӑшнӑ.
Тула облаҫӗн правительствин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Шупашкарта пӗлӳ илнӗ. Вӑл кунти И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне 2004 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ. Ун чухне вӑл «Тӗнче экономики» специальность алла илнӗ. Тепӗр икӗ ҫултан Сергей Егоров тата тепӗр специальность пирки ҫирӗплетекен диплома тивӗҫнӗ — вӑл юрист пӗлӗвӗллӗ пулса тӑнӑ. Экономика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята хӳтӗленӗ.
Официаллӑ мар ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн Сергей Николаевичӑн амӑшӗ ӗмӗрӗпех медицинӑра тимленӗ, ашшӗ ССОна ертсе пынӑ. Егоровсем Элӗк тӑрӑхӗнчен тухнӑ.
«Левада-центр» социологӗсем ыйтӑм ирттернӗ: ҫӗршыв Президенчӗн вырӑнне хӗрарӑм пулнине ырлаҫҫӗ-и?
Респондентсен 32 проценчӗ ҫитес 10–15 ҫулта Раҫҫей Президенчӗ хӗрарӑм пулнине ырланӑ. Ыйтӑма хутшӑннисен 21 проценчӗ — арҫынсем, 44 проценчӗ хӗрарӑмсем пулнӑ. Анчах респондентсен 49 процентне хӗрарӑм ертӳҫӗ пуканне йышӑнни килӗшмен.
Социологсем хӗрарӑмсем политикӑна хутшӑннине мӗнле хакланине те ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ. Ыйтӑма хутшӑннисен 77 проценчӗ кӑна ырланӑ. 64 проценчӗн шухӑшӗпе, хӗрарӑмсен патшалӑх пуканне арҫынсемпе танах йышӑнмалла. 28 проценчӗ хирӗҫленӗ.
Респондентсен 51 проценчӗ хуравланӑ тӑрӑх, арҫынсен службӑра ҫӳлелле хӑпарас шанчӑк пысӑкрах. 41 проценчӗ вара арҫынсемпе хӗрарӑмсен ку енӗпе шанчӑк пӗрех пулнине каланӑ.
Ыйтӑма 48 регионти 137 ял-хулара пурӑнакан 18 ҫултан аслӑрах 800 ытла ҫынна хутшӑнтарнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Муркаш районӗнче пулнӑ. Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен канашлусем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртни пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха.
Муркаш районӗнче пулнӑ май Михаил Игнатьев муниципалитетӑн Ҫамрӑксен парламенчӗн пайташӗсемпе курнӑҫнӑ. Элтепер ҫамрӑксем пуласлӑх ҫул-йӗрне тарӑн витӗм кӳнине палӑртнӑ тесе хыпарлать республика ертӳҫин пресс-служби.
Ҫамрӑксен парламенчӗн ертӳҫи Оксана Кирпичникова пӗрлешӳ районти Депутачӗсен пухӑвӗ ҫумӗнче пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче йӗркеленсе кайнине, палӑртнӑ тытӑмра 21 ҫын вӑй хунине пӗлтернӗ.
Пӗрлешӗвӗн тӗп тӗллевӗ шутӗнче ҫамрӑксене общество пурнӑҫӗпе политика лару-тӑрӑвне хутшӑнтарассине, патриотизм туйӑмне аталантарассине, пуҫаруллӑ ҫамрӑксене аталанма тӗрлӗ майсем тупса парассине, патшалӑх пулӑшӑвӗпе ҫамрӑксене туллин усӑ курма вӗрентесси палӑртаҫҫӗ. Сӑнавҫӑсем вара кун пек пӗрлешӳсене суйлав ҫывхарнипе, суйлавра ҫамрӑксем епле сасӑланинчен самай килнӗрен тӳре-шара вӗсемпе ытларах ҫыхӑну тытма тӑрӑшнипе сӑлтавлаҫҫӗ.
Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен канашлусем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ӗнер ун пекки Елчӗк тата Шупашкар районӗсенче пулнӑ.
Муниципалитетсенчи ҫулталӑк пухӑвне республикӑна ертсе пыракансем хӑйне евӗр пайланса кайнӑ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Елчӗк тӑрӑхне унти Лаш Таяпара ҫуралса ӳснӗ Юрий Попов (вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи), Шупашкар районне Михаил Игнатьев Элтепер (вӑл Янӑш тӑрӑхӗнчи Тӑманакассинче, халӗ ку ял Кӗҫӗн Турхан урамӗ шутланать, ҫуралнӑ) кайнӑ.
«Район малашне те ӑнӑҫлӑ аталанса пытӑр. Ҫамрӑксем ялтах юлччӑр. Тӑван ен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеччӗр», — тенӗ Михаил Васильевич Шупашкар районӗсем хӑйсен иртнӗ ҫулхине пӗтӗмлетме И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче пуҫтарнӑ пухура.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |