«Хыпар» Издательство ҫурчӗн тилхепине ҫӗнӗ ертӳҫӗ тытрӗ. 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче пӗтӗмлетнӗ конкурспа килӗшӳллӗн, директор-тӗп редактор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Михаил Арланова шаннӑ. Хыпарҫӑсемшӗн вӑл ют ҫын мар, Михаил Михайлович унччен ертӳҫӗ ҫумӗ пулнӑ.
Михаил Арланов Издательство ҫуртне ертсе пыма тытӑннӑранпа вӑхӑт нумаях иртмерӗ. Апла пулин те унӑн ӗҫне тишкерме тытӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ ертӳҫе, ахӑртнех, ҫынсем тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Пӗрисем хӳтӗлерӗҫ, теприсем… «Правда ПФО» сайтӗнче Михаил Арланов ертӳҫӗ пулни пирки статья тухрӗ кӑна – ӑна хаклакансем тупӑнчӗҫ. Чӑннипе, хӑшӗ-пӗрне вулама та кулӑшла. Коллективра мӗн пулса иртни, кам мӗн туни, пӗр-пӗрне «пылчӑкпа» варалани (пӗр сӑмахпа, килти ҫӳп-ҫапа урама кӑларни)… Тӳрех халап аса килет: тутарсем пӗр-пӗрне хуранран тухма пулӑшаҫҫӗ, чӑвашсем вара пӗр-пӗрне каялла туртаҫҫӗ… Ахальтен-им чӑваш лайӑх пурӑнакан кӳршине ӑмсанать теҫҫӗ? Пӗрисене «Хыпар» хаҫат тивӗҫтермест, теприсене ертӳҫӗ хӑйне мӗнлерех тытни кӑмӑлне каймасть… Пурте «анонимка» ҫыраҫҫӗ. Ҫурӑм хыҫӗнче вӑрттӑн калаҫни, тем тесен те, килӗшӳсӗр.
Чӑваш Енре истори предмечӗпе кӗнеке кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗн Хушӑвне пурнӑҫа кӗртнӗ май ӗҫ ушкӑнӗ истори енӗпе вӗренӳпе методика комплексӗн концепцине хатӗрленӗ.
Ҫакна тӗнчери истори ӑслӑлӑхӗ аталанни, чӑваш халӑхӗн историйӗ енӗпе пӗлӳ тарӑнланни, общество иртнипе кӑсӑкланни тума хӗтӗртнӗ. Ҫавӑн пекех Тӑван ҫӗршыв историйӗ енӗпе методика комплексне хатӗрлени те ку утӑма тума хӗтӗртнӗ.
Хальлӗхе учебникре 13 пай: чӑваш халӑхӗ пулса кайнин тӗп гипотезисенчен пуҫласа республикӑн 20-мӗш ӗмӗр вӗҫӗнчи пурнӑҫӗ таран.
Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗсене пӗрлештернӗ.
Реорганизаци пирки хушӑва Ветеринари тата фитосанитари федераци служби 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ тытӑм «Ветеринари тата фитосанитари федераци службин Чӑваш Енри тата Чӗмпер облаҫӗнчи управленийӗ» ятлӑ.
Ветеринари тата фитосанитари федераци службин Чӑваш Енри тата Чӗмпер облаҫӗнчи управленийӗн ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх Алексей Палькин пурнӑҫлать. Вӑл 2014 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ.
Иртнӗ юнкун кӳршӗри Тутарстанра Патшалӑх канашӗн депутачӗсен пухӑвӗ иртнӗ, анчах та халӑх тарҫисем Президент ятне урӑххипе ылмаштарассине пӑхса тухман. Тепӗр пухӑва депутатсем вара ҫитес ҫулта ҫеҫ ирттерме палӑртнӑ — кӑрлачӑн 16-мӗшӗнче. 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен Раҫҫей Федерацийӗн кашни республики чи пысӑк должноҫӗн ятӗнче «президент» сӑмахран хӑпмалли пирки 2010 ҫултах хушу кӑларнӑччӗ. Ҫакна «итлесе» патшалӑхри пур республика ертӳҫи те «Глава» (чӑв. Кӑлава, ертӳҫӗ) пулса тӑчӗ. Пирӗн республикӑра та, Чӑвашра, ҫак ӗҫе питӗ хӑвӑрт туса ирттерчӗҫ, Шупашкарти Президент бульварӗ ҫеҫ ертӳҫӗн должноҫӗн ячӗ малтан ҫапла пулнине асаилтерме пуҫларӗ. Хальхи вӑхӑтччен «Президент» вара Раҫҫейре пӗр Тутарстанра ҫеҫ сыхланса юлчӗ.
Кӳршӗре «Президентран» хӑпманнипе вӗсен конституцийӗ малашне, кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, федераллӑ саккунпа пӗр килменни пулӗ. Пӗтӗм тутарсен конгресӗн ӗҫтӑвакан комитечӗн ертӳҫи Ринат Закиров шухӑшӗпе Тутарстан «Президент» ята сыхласа хӑварӗ. «Пирӗн халӑх Президента суйланӑ, ҫавӑнпа та ку ыйту пирӗншӗн хупӑ. Должноҫ ятӗнче иккӗленӳ ҫуратни — пирӗн республика пулнинче иккеленнипе пӗр тан», — тенӗ Патшалӑх канашӗн чи ватӑ депутачӗсенчен пӗри Марат Галеев.
2015 ҫул Раҫҫейре Литература ҫулталӑкӗ, Чӑвашра Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ май самай кӑсӑклӑ иртрӗ тесен пӗрре те йӑнӑшмӑпӑр. Иртсе каякан ҫулти пулӑмсене тепӗр хут аса илес, ҫулталӑкри хӑйне тивӗҫлӗ е тивӗҫсӗр кӑтартнӑ ҫынна палӑртас тӗлӗшпе Чӑваш халӑх сайчӗ «2015 ҫулталӑк ҫынни» ыйтӑм йӗркелет.
Сасӑлав 2016 ҫулхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Сасӑланӑ чухне эсир харӑсах ыйтӑмри темиҫе ҫынна та палӑртма пултаратӑр. Хыпарти йыша алфавит тӑрӑх йӗркеленӗ, ыйтӑмра вара кашни пункта скрипт хӑй пӗлнӗ пек вырнаҫтарать.
► Арланов Михаил Махайлович — «Хыпар» издательство ҫурчӗн тӗп директорӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн («Хыпарта» 15 ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн);
► Блинов Александр Васильевич — «Хавал» ҫуллахи лагере ирттернӗшӗн, «Аслӑ тытӑҫу» ӑмӑртӑва йӗркеленӗшӗн;
► Василий атте — Шупашкар хулине ҫамрӑклатма тӑрӑшнӑшӑн;
► Ерагин Евгений Евстафьевич — таврапӗлӳҫӗсене ертсе пырса ҫулталӑк хушшинче сахал мар мероприяти ирттернӗшӗн;
► Игнатьев Михаил Васильевич — кӑҫалхи суйлавра ҫӗнтерме пултарнӑшӑн;
► Николаев Олег Алексеевич — суйлавра иккӗмӗш вырӑна тухса халӑхӑн пӗр пайӗн шанчӑкӗ пулса тӑнӑшӑн;
► Станьял Виталий Петрович — Чӑваш наци конгресӗнче ӑнлану тупман хыҫҫӑн Тӗп ваттисен канашне йӗркелесе ӑна ӑнӑҫлӑ ертсе пынишӗн;
► Сорокин Сергей Лазаревич — Бахмисов Эдуард Константинович ертсе пынипе Шупашкар районӗнчи Станьял ялӗнче этнопарк евӗр вырӑн хатӗрлесе чӑваш культурипе ҫыхӑннӑ чылай мероприятисем ирттернӗшӗн, ҫак ял тӑрӑхӗн ятне республика шайӗнче хӑпартнӑшӑн;
► Степанов Дмитрий Сергеевич — «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлӗхне хутшӑнса Шупашкарта чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе чылай ӗҫ тунӑшӑн (ытти «Ирӗклӗх» пайташӗсене те кунта асӑнмалла)
► Угаслов Николай Фёдорович — «Крым» республикинче кӑҫал чӑвашсен 3 культура автономине йӗркеленӗшӗн;
► Цыпленков Олег Михайлович — Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» пӗрремӗш кинофестивальне йӗркелеме, «Чунҫӳрев – 2016» ирттерсе Азербайджанра Пӳлесӑвар ятлӑ хулана тупма пултарнӑшӑн;
► Яковлев Константин Геннадьевич — суйлав хыҫҫӑн культура министрӗн вырӑнне йышӑнма пултарнӑшӑн (халӗ те «вӑхӑтлӑха» ятран хӑтӑлайман пулсан та).
«Рейтинг» информаци коммуникацийӗсен центрӗ 2015 ҫулта палӑрнӑ регионсен пуҫлӑхӗсен списокне хатӗрленӗ. Тӗпчев пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев лайӑххисен йышне кӗнӗ. Кун пирки russia-rating.ru портал пӗлтерет.
Танлаштарӑма уҫӑ ҫӑлкуҫсенчи материалсене, регионсенчи тата федераци эксперчӗсен шухӑшӑсенче тӗпе хурса хатӗрленӗ.
2015 ҫулхи пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, чи лайӑххи Кемӗр облаҫӗн пуҫлӑхӗ Аман Гумирович Тулеев пулнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев рейтингра 20-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чи юлашки йӗркесене Удмурт Республикин, Карели Республикин, Байкал тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем йышӑннӑ.
Ӗнер Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн сессийӗ иртнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Хальхи сессире унччен пӑхса тухнӑ ыйтусенчен пӗри патне депутатсем тепӗр хутчен таврӑннӑ. Ӑна икӗ вулавпа тишкернишӗн кӑна мар.
Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнчи сессире депутатсем ЧР Патшалӑх Канашӗн аппарачӗн йышне чакарас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Ун чухне "халӑх тарҫисем" аппарат йышне унчченхиллех хӑварма йышӑннӑ.
Ӗнерхи сессире аппаратҫӑсен йышне чакарма йышӑну кӑларасси пирки хӑш-пӗр сӑнавҫӑ унчченех иккӗленмерӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн аппаратне чакарма республикӑн правительстви сӗннине палӑртмалла. Хӑш-пӗр депутат малтан правительствӑра йыша чакарччӑр тесе хирӗҫлеме те пӑхнӑ-мӗн. Анчах вӑрах кутӑнлашса тӑма май килмен. Депутатсем ЧР парламенчӗн аппарачӗн йышне чакармалла йышӑну кӑларнӑ-кӑларнах.
ЧР Элтеперӗн Администрацине ӗнерхи ларура Петр Краснов депутат, тӗслӗхрен, "Атьӑр Чӑваш Республикин Элтеперӗн администрацийӗнчен хӑпар! Атӑлҫи федераци округӗнче вӑл чи сахал йышлӑ тытӑм", - тесе хӳтӗленӗ.
Паян «Хыпар» издательство ҫуртӗнче Раҫҫей Федерацийӗн улттӑмӗш суйлаври Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова пулнӑ. Кун пирки хыпарланинче хаҫатҫӑсем Алена Аршинова Вӗренӳ комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин тӗп канашӗн президиумӗн пайташӗ пулнине те палӑртса хӑварнӑ.
Хыпарҫӑсем хӑйсем каланӑ тӑрӑх, Алена Аршинова издательство ҫурчӗн директорне-тӗп редакторне Михаил Арланова пуҫлӑха ларнӑ ятпа саламлама килнӗ.
Аса илтеретпӗр, ку должноҫе ӑна тинтерех лартнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Михаил Арланов Алена Аршиновӑна «Хыпар» хаҫат 2016 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче 110 ҫул тултарассине пӗлтернӗ. Издательство ҫурчӗ хальхи вӑхӑтра федерацин Атӑлҫи округӗнчи чи пысӑк медиахолдингсенчен пӗри пулнине, пӗтӗмпе 15 хаҫат-журнал кӑларса тӑнине каласа кӑтартнӑ. Депутат хаҫатҫӑсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ.
Паян Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ хӗрӳ иртнӗ.
Оппозици шутланакан депутатсем ку хутӗнче, сӑмахран, «Платон» тытӑмпа усӑ курса пысӑк тиевлӗ машинӑсене инҫе ҫула тухнишӗн укҫа тӳлеттерессине хирӗҫ хатӗрленӗ ҫыру проекчӗ ҫухални пирки хӗрсе калаҫнӑ. Пысӑк тиевлӗ урапа хуҫисене кӑна мар, ахаль ҫынсене те (ҫавна пула апат-ҫимӗҫ хакланать теҫҫӗ те) калаҫтаракан тӳлев вырӑнлӑ мар тесе хут хатӗрленӗ пулать.
Хута малтан ЧР Патшалӑх Канашӗн сайтне те вырнаҫтарнӑ-мӗн. Проекта парламентӑн вице-спикерӗ Олег Мешков ертсе пыракан комитет пӑхса тухса ырланӑ имӗш. Анчах паян президиум ун пек документа курман-илтменҫи тытнӑ. Коммунистсен партийӗн ЧР Патшалӑх Канашӗнчи фракцийӗн ертӳҫи Дмитрий Евсеев хут ӑҫта ҫухални пирки темле кӑсӑклансан та ку хурава вӑл илтеймен.
Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче пӗр уйӑхра ректор тивӗҫне пурнӑҫлакана виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ. Хальхинче ҫак должноҫе вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Андрей Макушева лартнӑ. Вӑл ҫын Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «Приволжское» (чӑв. Атӑлҫум) вӗренӳ хуҫалӑхӗнче пуҫлӑхра ӗҫлетчӗ. Пуҫлӑх пуканне ӑна учхоза унччен ертсе пынӑ Георгий Егоров Шупашкар район администрацине ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн шанса пачӗҫ.
«Приволжское» акционерсен уҫӑ обществи (паян унӑн харпӑрлӑх форми ҫавнашкал-мӗн. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл федерацин унитарлӑ предприятийӗ шутланатчӗ) — Ял хуҫалӑх академийӗн вӗренӳ хуҫалӑхӗ. Вӗренӳ заведенийӗнче ректор тивӗҫне пурнӑҫлакана иртнӗ уйӑхӑн 23-мӗшӗнчен тытӑнса виҫӗ хутчен ылмаштарнӑ.
Аса илтеретпӗр, ректор тивӗҫне пурнӑҫлама уйӑх каярах Александр Акимова лартнӑ, темиҫе кун каялла — Илья Царевскине.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |