Чӑваш Енрен ҫула тухнӑ пуйӑс вакунӗсенчен Тутар Республикинче тӑварлӑ йӳҫек тӑкӑннӑ. Ку ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Тойма станцӑра пулнӑ.
Цистернӑна «Химпром» янӑ, ун йышне тӗрлӗ тиевлӗ 73 вакун кӗнӗ. Тӑварлӑ йӳҫек юлашки вакунра пулнӑ.
Пӗр участокри бригадир пуйӑс кайнӑ ҫӗрте йӗркеллӗ маррине сиснӗ. Тӗрӗслесен цистернӑран тӑварлӑ йӳҫек юхни ҫиеле тухнӑ.
Йӳҫек пуйӑс кайнӑ чухне тата станцӑра юхнӑ. Пӑтӑрмах сиксе тухнӑ вырӑнта Л.Я.Карпов ячӗллӗ хими савучӗн ӗҫченӗсем пулнӑ. Цистернӑна савута илсе ҫитернӗ. Каҫ енне пӑтӑрмаха сирнӗ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, цистернӑра 63 тонна шӗвек пулнӑ. Пӑтӑрмаха сирнӗ хыҫҫӑн 58 тонна та 897 литр юлнӑ. Ҫапла 4 тонна та 303 литр йӳҫек юхса тухса ҫухалнӑ.
Иркутск облаҫӗнчи полицейскисем унти вӑрман касакан предприятисенчен пӗринче чурасене тытнине тӗрӗслеҫҫӗ.
Мускав облаҫӗнчи Серпухов хулинче пӗр арҫын Братск хулинчен илсе килнӗ строительство материалӗ хушшинче записка тупнӑ. Пулӑшу ыйтса ҫырнӑ ҫав хут пирки арҫын йӗрке хуралҫисене систернӗ.
Запискӑна Серпухов ҫынни утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче асӑрханӑ. Унта: «Пулӑшӑр! Пире шывсӑр тата паспортсемсӗр тытаҫҫӗ. Эпир кунта нумайӑн. Албек», — тесе ҫырнӑ,
Иркутск тӑрӑхӗнчи йӗрке хуралҫисен ку записка чӑнлӑхне тӗрӗсленӗ май пилорама ӑҫтине те палӑртма тивӗ. Тен, вӑл Иркутск тӑрӑхӗнче мар пулӗ, стройматериал Братска урӑх регионтан лекмен-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Анчах ку фактпа йӗркеллӗ тӗпчев ирттерессе шанас килет.
Федерацин налук службин сайтӗнчи «Налук тӳлекенӗн уйрӑм пӳлӗмӗ» фукнципе усӑ куракансем налукпа ҫыхӑннӑ хутсене пуштӑ урлӑ илме пӑрахӗҫ.
Ун пек документсем хут ҫинче питех кирлӗ пулсан кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗсен ҫавӑн пирки налукҫӑсене хӑйсен Федерацин налук службин сайтӗнчи «Уйрӑм пӳлӗмсем» урлӑ пӗлтермелле.
Капла ҫӗнӗлӗх кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ федераци шайӗнчи саккунпа ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ официаллӑ хут Налук кодексне пырса тивет. Тепӗр майлӑ каласан, ҫав саккуна хӑш-пӗр улшӑну кӗнине пӗлтерет.
Уйрӑм ҫынсене пурлӑх налукӗ: ҫӗршӗн, транспортшӑн тата пурлӑхшӑн илекенни — ытларах кӑсӑклантарать. Вӗсене кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен тӳлесе ӗлкӗрмелле.
Уйрӑм усламҫӑсен, нотариуссен тата ытти хӑш-пӗр категорин «Уйрӑм пӳлӗмпе» малашне те усӑ курма юрамӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева ҫӗршывӑн регионӗсене аталантарассипе ӗҫлекен правительство комиссийӗн йышне кӗртнӗ. Ун пирки РФ Правительстви кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшенчех йышӑну кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, йыша федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, регионсен ертӳҫисем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, Федераци Канашӗн пайташӗсем кӗнӗ.
Правительство комиссийӗ туса хуни федерацин тата регионсенчи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене тата ытти организацие вырӑнти ыйтусене татса пама пулӑшмалла.
Михаил Игнатьев правительство комиссийӗн ларӑвне хутшӑннӑ та ӗнтӗ. Мероприятие Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Дмитрий Козак ертсе пынӑ.
Раҫҫей Правительстви регионсенчен пассажирсене самолетпа турттарнишӗн субсидилемелли маршрутсене ҫирӗплетнӗ. Шупашкартан Питӗре вӗҫекеннисем те ку списока лекнӗ.
«Питӗр—Шупашкар» авиамаршрутри ятарлӑ тариф 5640 тенкӗпе танлашмалла. Ку вӑл — эконом-класс шутланакан салонта.
Регионсенчи авиавӗҫевсем валли ҫӗршыв хыснинчен 200 миллион тенкӗ ассигновани уйӑрма палӑртнӑ. Субсиди уйӑрмалли маршрутсен списокне те кӑҫал анлӑлатнӑ.
Ҫав вӑхӑтрах «Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) бюджетлӑ авиакомпани билет хакӗсене ҫывӑх вӑхӑтра ӳстерме палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, авиакомпание Ространснадзор хӗрарӑм рюкзакӗсене салона тӳлевсӗр хума хушнӑ. Капла хушупа килӗшмесӗр самолет хуҫисем Мускаври Арбитраж судне ҫитнӗ, анчах тӳресем авиакомпание майлӑ пулман.
«Победа» (чӑв. Ҫӗнтерӳ) бюджетлӑ авиакомпани билет хакӗсене ҫывӑх вӑхӑтра ӳстерме пултарать. Ҫакна унтисем хӑйсен принциплӑхӗпе сӑлтавланӑ-мӗн. «10 килограмм таран таякан багажа тата салона 18 тӗрлӗ япала хурассине тарифа кӗртӗпӗр», — ӑнлантарнӑ унтисем.
Принцип енне каясси вара Ространснадзор авиакомпание хӗрарӑм рюкзакӗсене салона тӳлевсӗр хума хушнипе ҫыхӑннӑ. Капла хушупа килӗшмесӗр авиакомпани Мускаври Арбитраж судне ҫитнӗ, анчах тӳресем ӑна майлӑ пулман.
Рюкзакпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах хӑй вӑхӑтӗнче РФ Патшалӑх Думин депутачӗпе Алена Аршиновӑпа сиксе тухнӑ. Ӑна ҫав хатӗршӗн хушма укҫа тӳлеттернӗ. Чечек пек чипер депутат кунпа килӗшмесӗр тӗрӗслевҫӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Билетсене йӳнӗпе сутакан авиакомпани тупӑшӑн пӗр пайне багажшӑн тӳлеттерсе тӑвать иккен. Тӳлевсӗр багаж списокне анлӑлатма тивсен авиакомпани билета хаклатасси пирки асӑрхаттарнӑ.
2017 ҫулта Раҫҫей банкӗ 200 тата 2000 тенкӗллӗ укҫа кӑларасси пирки, вӗсем ҫине регионсенчи паллӑ вырӑнсене сӑнласси ҫинчен унчченех пӗлтернӗччӗ. Твоя-Россия.РФ сайтра халӗ сасӑлав пырать.
Унта Шупашкарти Анне палӑкӗшӗн те сасӑлаҫҫӗ. Вӑл 5 пин ытла сасӑ пухнӑ. Чӑваш Енри халӑх кунпа ҫеҫ ҫырлахасшӑн мар. Ҫынсем тепӗр палӑкшӑн сасӑлама тытӑннӑ. Василий Чапаев палӑкӗ те 5 пин ытла сасӑ пухма пултарнӑ.
Сасӑлав утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленет. Унта малти вырӑнсене Атӑлҫи федераци округӗнчен ытти хула та тухнӑ: Хусан, Чулхула, Пермь, Сарӑту, Самар, Ӗпхӳ. Пӗтӗмпе конкурсра 36 хула тата 51 символ малта пыраҫҫӗ.
Конкурс вӗҫленсен Раҫҫейри 10 хулана тата вӗсенчи 20 паллӑ вырӑна палӑртӗҫ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрта икӗ ҫӗнтерӳҫе тата тӑватӑ символа суйлӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ку алимент тата налук тӳлеменнисене пырса тивет.
Унччен кунашкал ҫынсен тӗлӗшпе икӗ асӑрхаттару панӑ хыҫҫӑн ҫеҫ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗнертен пуҫласа вара урӑхла. Халӗ суд приставӗ административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырать те документа суда ярса парать.
Ҫакна икӗ уйӑх алимент е налук тӳлемесен тӑваҫҫӗ. Вӗсене тӳрех административлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн, 150 сехет ӗҫлесе татмалла е административлӑ майпа арестлеҫҫӗ.
Велосипедпа тӗнче курса ҫӳрекен Никита Васильев халӗ Бурятие ҫитнӗ. Пӗр ялта чутах унӑн телефонне вӑрламан. Телее, гаджета тупма май килнӗ. Ӑна вӑрлани видеокамера ҫине лекнӗ, ӑна тупма полицейскисем пулӑшнӑ.
Ку утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Никита лавккана ҫӑкӑр илме кӗнӗ. Телефонне сумкине чикнӗ те велосипед ҫинчех хӑварнӑ. Вӑл лавккара пулнӑ чухне телефона йӑкӑртнӑ. Телефон ҫухалнине сиссенех Никита кун пирки патрульпе пост службин ӗҫченӗсене пӗлтернӗ.
Никита ҫак ӗҫе икӗ ҫамрӑк тума пултарнӑ тесе шухӑшланӑ. Лешсем лавккаран инҫех мар тӑнӑ. Пӗри ҫавӑнтах юлнӑ, лешӗ телефон вӑрлани пирки пӗлмен ахӑртнех. Ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ, тӗпченӗ. Вӑл пулӑшнипе вӑрра та тупнӑ. Вӑл — 13-ри ҫамрӑк. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем тӗрмере ларнӑ-мӗн. Хӑй вӑрланине йышӑнман. Анчах ҫакна видеокамера ҫирӗплетнӗ. Телефона вӑл тӗмӗ ӑшне пытарнӑ, 5 симкӑна та кӑларнӑ.
Телефона тупсан полицейскисем Никитӑна апатлантарнӑ, хӑна ҫуртне вырнаҫтарнӑ. Никитӑн ҫулӗ малалла Читана выртӗ. Унтан — Хабаровска, Владивостока. Хӗлле вӑл Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ Азире пулӗ.
РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Енӗн тулли праваллӑ экс-элчи Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле пуҫарнӑран ӑна килтен ирӗк ыйтмасӑр тухмалла мар тунӑ. Волков ҫак йышӑнӑва пӑрахӑҫалаттармашкӑн суда аппеляци тӑратнӑ.
Экс-элчене килтен ирӗк ыйтмасӑр 2 уйӑх тухмалла мар тунӑ. Ӑна коррупци ӗҫӗ тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Леонид Волков темиҫе ҫул хӑй тӗллӗн приказсем хатӗрлесе преми илнӗ. Пӗтӗмпе — 2,3 миллион тенкӗ ытла.
Леонид Волков тӑратнӑ аппеляцие Аслӑ суд пӑхса тухнӑ, анчах ӑна пӑрахӑҫланӑ. Йышӑнӑва ҫаплипех хӑварнӑ: Леонид Волковӑн ирӗк ыйтмасӑр килтен тухса ҫӳреме юрамӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |