Чиновниксем халӗ Крым Украина куҫӗнчен пӑхманнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Украина малашне ҫурмаутрава электричество энергийӗпе тивӗҫтермӗ, мӗншӗн тесен халӗ вӗсен хӑйсен пур.
Крымри Керченск пырӗ урлӑ выртакан энергокӗпере кӗске вӑхӑтра туса пӗтернӗ. Юлашки ӗҫе ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Энергокӗпере тунӑ ҫӗрте Шупашкарти «Электроприбор» савутра туса кӑларнӑ продукципе те усӑ курнӑ.
Чӑвашри савут кун валли виҫмелли приборсене ятарласа кӑларнӑ. Вӗсем пулӑшнипе Крым Республикине энерги кӑлтӑксӑрах кайӗ.
Энергокӗпере тунӑ чухне ҫӗр тӑрӑх 800 ҫухрӑм кабель хунӑ. Керченск пырӗ тӗпӗнче 230 ҫухрӑмлӑ электропередача линийӗсене хунӑ.
Пирӗн ҫӗршывра ҫынсен тупӑшӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче, малтанласа шутланӑ тӑрӑх,7,1 процент чакнӑ. Ку хыпара «Парламентская газета» хаҫат Росстат пӗлтерни тӑрӑх ҫырать.
Чӑваш Енре пурӑнакансем те укҫа ӑшӗнче ишмеҫҫӗ. Чӑвашстат хайӗн информаци лентинче ҫырнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче халӑхӑн тупӑшӗ 12,5 процент чакнӑ.
Кашни ҫын уйӑхра вӑтамран тупӑш курнине шутласа пӑхнӑ та, ку сумма 16 пин 68 тенкӗ те 40 пуспа танлашнине палӑртнӑ. Кунта, паллах, темиҫе теҫетке пин тенкӗ илекен пуҫлӑхсем те, 7–8 пин тенкӗшӗн тӑрмашакансем те кӗреҫҫӗ. Сӑмах май каласан, Раҫҫейри вӑтам шалу ака уйӑхӗнче 36 пин те 210 тенкӗпе танлашнӑ.
Ҫынсен пурнӑҫ шайӗ чакнине ҫирӗплетекен фактсенчен пӗри — ваккӑн сутакан тавар ҫаврӑнӑшӗ чакни. Ҫӗршывра вӑл 5,2 процент сахалланнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлӗмелли кун умӗн РФ ШӖМӗ «Степа пичче полицейски» конкурс ирттерет. Унта ачасем хӑйсен ӑсталӑхне кӑтартаҫҫӗ, тӗрлӗ япаларан пакунлисене хӑйсем хатерлеҫҫӗ.
Финала РФ ШӖМӗн сайтӗнче ирттереҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене онлайн-сасӑлав мелӗпе палӑртаҫҫӗ.
Республика шайӗнче Шупашкарти кадетсен 14-мӗш шкулӗнче ӑс пухакан Кристина Кузьмина ҫӗнтернӗ. Вӑл, 3-мӗш класра вӗренекенскер, конкурса тӑмран ӑсталанӑ Степа пиччен кӳлепине тӑратнӑ. Халӗ Кристина финалистсен йышӗнче. Уншӑн РФ ШӖМӗн сайтӗнче сасӑлама пулать.
Сасӑлав ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗччен иртӗ. Ҫав кун ирхи 10 сехетре сасӑлав чарӑнӗ. Сӑмах май, финала ачасем ӑсталанӑ 94 ӗҫ тухнӑ.
Чӑваш Енрен Раҫҫей сенаторӗ пулса тӑнӑ Николай Федоров, ку тӑрӑхрисенчен чылайӑшӗшӗн вӑл пирӗн республикӑн пӗрремӗш президенчӗ пулнипе историе кӗрсе юлчӗ, Раҫҫей правительствинче мӗнпур вице-премьер должноҫне пӗтересшӗн. Пӗрне вара хӑварасшӑн. Премьер ҫук чухне унӑн тивӗҫне пурнӑҫлама. Ҫапла сӗнӗве вӑл хӑйӗн блогӗнче вырнаҫтарнӑ.
Николай Федоров Раҫҫей правительствин отрасльти структура подразделенийӗсене те пӑрахӑҫласан тӗрӗс тесе шухӑшлать-мӗн. Ун шучӗпе право департаментне тата пулӑшу кӳрекен подразделение кӑна хӑвармалла.
Ҫакӑн пек тусан пӗр министр ӗҫне тепри, унтан тата тепри — правительство туса-тӗрӗслесе ларма пӑрахӗ, кирлӗ йышӑнусене те вӑраха ямасӑр кӑларма май парӗ.
Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем влаҫа хурлама тытӑнса тӑраҫҫӗ. Кун пек пӗтӗмлетӳ патне «Медиастандарт» фонд тӗпчевӗ тӑрӑх ҫитсе тухма пулать. Тепӗр тесен, патшалӑхӑн шутланакан хаҫатсене вуласан, республика хысни шучӗпе тытса тӑракан телекуравпа радио тӑрӑх та пирӗн журналистсем влаҫа хурламанни сисӗнет-ха.
Регионсенчи медиасене асӑннӑ фонд эксперчӗсем тӑватӑ пая уйӑрнӑ: критика пачах ҫуккисем, критика сахаллисем, кӑштах критиклекеннисем, самай критиклекеннисем. Чӑваш Ен иккӗмӗш ушкӑна кӗнӗ. Апла пулсан пирӗн тӑрӑхра критика сайра-хутра тӗл пулать.
Влаҫсене критиклеме шикленмен (е ҫапла тума унта чармаҫҫӗ темелле-ши?..) журналистсем Карелинче тата Иваново облаҫӗнче ӗҫлеҫҫӗ. 15 субъектра: Кабардин-Балкар Республики, Амур, Калуга, Курган, Магадан тата Мурманск облаҫӗсенче, Ингушетинче, Калмӑк Республикинче, Мари Элте, Мӑкшӑ Республикинче, Сахалин, Тамбов, Тула, Челепи облаҫӗсенче тата Чукотка автономи округӗнче критика йӗрри-палли те ҫук-мӗн. Атӑлҫи федераци округне илсен, чи критиклекеннисем — Сарӑту облаҫӗнче.
НТВ телеканал ертӳҫисем Шупашкарта туса ҫитереймен ача пахчине асӑрханӑ. Ӑна эфирта кӑтартӗҫ.
НТВ телеканалпа пыракан «Салтыков-Щедрин шоу» телекӑларӑмра Раҫҫейри чи ӑнланмалла мар ача-пӑча лапамӗсем пирки калаҫнӑ. Телеертӳҫӗсем пирӗн ачасем ӑҫта выляни пирки каласа кӑтартӗҫ.
Кӑларӑмра Сарӑтури ача-пӑча лапамне курма май пулӗ. Унта ачасем ҫӳп-ҫап купи ҫывӑхӗнче выляҫҫӗ-мӗн. Симферопольти ача-пӑча лапамӗ вара сӑра лавккипе ҫумӑн. Томскра вара ачасем чӑн-чӑн танкпа юнашар выляҫҫӗ.
Телеертӳҫӗсем Алькеш поселокӗнчи туса пӗтермен ача пахчине асӑрханӑ. Ӑна суйлав кампанийӗпе килӗшӳллӗн пӗр чиновник хута яма тытӑннӑ. Анчах ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Халӗ лапам вырӑнне — бассейн, хӗлле — каток.
Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӑҫалхи II ҫур ҫуллӑха хаҫат-журнал ҫырӑнтарма тытӑннӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Хаҫат-журнала Раҫҫей почтинче, «Советская Чувашия», «Чӑвашпичет» киосксенче ҫырӑнтараҫҫӗ.
Ҫырӑнтару кампанийӗпе килӗшӳллӗн, Раҫҫей почти «Ыркӑмӑллӑх йывӑҫӗ» ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет. Унта пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ача ҫурчӗсене, интернат шкулсене, ваттисемпе ветерансене хаҫат-журнал ҫырӑнса парса ырӑ ӗҫ тума чӗнеҫҫӗ.
Палӑртса хӑварар: кунашкал акцие иккӗмӗш ҫул ирттереҫҫӗ. Пӗлтӗр унта кӗпӗрнаттӑрсем, регион пуҫлӑхӗсем, общество тата культура ӗҫченӗсем, эстрада ҫӑлтӑрӗсем хастар хутшӑннӑ. Тен, тӑлӑх ачасене, ветерансене, ваттисене чӑваш хаҫачӗсене ҫырӑнса паракан нумаййӑн пулӗҫ?
«Ирӗклӗх» пӗрлӗх ҫак кунсенче ҫӗнӗ ҫыру шӑрҫаланӑ — хастарсем ӑна Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне, ҫавӑн пекех Патшалӑх Канашӗн Председателӗн Юрий Поповпа ЧНК президенчӗн Николай Угаслов ячӗпе янӑ. «Ирӗклӗхе» Федераци Канашӗн экономика политикин председателӗн ҫумӗн сӑмахӗсем килӗшмен. Сергей Вячеславович Калашников нумай пулмасть ҫапларах каланӑ: «… Унсӑр пуҫне наци тӗсӗсӗр административлӑ субъект йӗркелесе Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр наци республикисене пӗрлештерме пулать, сӑмахран Чӑваш Ене, Мӑкшӑ Республикине, Мари Эле е ыттисене. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ун хыҫҫӑн ҫак регион экономика тӗлӗшӗнчен вӑйлӑ аталанса кайма пултарӗ».
Хастарсем пирӗн республика патшалӑх пулнине (кӑна Раҫҫей Федерацийӗн Конституцийӗ ҫирӗплетет), пирӗн республикӑран ыйтмасӑр ытти тӑрӑхсемпе пӗрлештерме юраманнине пӗлтернӗ. «Ирӗклӗх» пӗрлӗх ӗҫтешӗсем уйрӑммӑн Сергей Калашников сӑмахӗсене Чӑваш Республикин Конституцийӗн гаранчӗ шутланакан Чӑваш Республикин Элтеперӗ, республикӑн Патшалӑх Канашӗ, Чӑваш наци конгресӗ нимӗнле те хак паманнине тата сивлеменнине палӑртнӑ.
Хастарсен шухӑшӗпе экономика ыйтӑвне мала хурса Сергей Калашников социаллӑ тата культура ыйтӑвӗсене, наци факторне шута илмест.
Чӑваш Ене кӳршӗ регионсемпе пӗрлештерме сӗннӗ. Ку шухӑш — РФ Федераци Канашӗн пайташӗн Сергей Калашниковӑн.
Калашников Раҫҫейри регионсене пысӑклатма сӗннӗ. Сапла майпа унӑн шухӑшӗпе регионсем вӑйланӗҫ.
Сергей Калашников Смоленск, Брянск, Калуга, Орел облаҫӗсене тата Воронеж, Липецк, Рязань облаҫӗсене икӗ пысӑк регион туса хума сӗннӗ. Чӑваш Ен пирки те каланӑ вӑл. Вӑл ӑна Мари тата Мӑкшӑ республикисемпе пӗрлештересшӗн. Ҫак шухӑша сӗннисем палӑртнӑ тӑрӑх, ку «наци сӗмӗсӗр» административлӑ субъект пулӗ.
Ҫула велосипедпа тухма юратакан Никита Васильев темиҫе кун каялла Раҫҫей чикки урлӑ каҫнӑ. Халӗ вӑл Алтай крайӗнче.
Никита унччен Вӑтам Азире пулнӑ. Хальлӗхе вӑл Алтай крайӗнчи Рубцовское хулинче чарӑннӑ. Ыранах малалла ҫула тухма палӑртнӑ вӑл.
Никита Раҫҫейри ҫулсем, Казахстанрипе танлаштарсан, япӑхрах пулнине палӑртнӑ. Уйрӑмах — хуласенче.
Ҫӗршывра политика тӗлӗшӗнчен лару-тӑру ҫивӗч пулнине кура чикӗре тӗплӗн тӗрӗсленине каланӑ Никита. Паспортри пичетсене тӗплӗн пӑхнӑ, ҫулҫӳревре мӗн чухлӗ вӑхӑт пулнипе кӑсӑкланнӑ. Чикӗ хуралҫисене Никита ҫулҫӳреве велосипедпа мӗнле парӑнтарни ытларах интереслентернӗ.
Никита Васильев Чӑваш Енрен ҫур ҫул каяллах кайнӑ. Хальлӗхе ҫур ҫула ҫеҫ парӑнтарнӑ вӑл. Ҫулӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫне выртӗ. Сивӗтиччен Владивостока ҫитесшӗн. Ӑҫта хӗл каҫассине хальлӗхе палӑртман вӑл.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |