Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ене РФ культура министрӗ Владимир Мединский Шупашкар 550 ҫул тултарнипе тата Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫитнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явмашкӑн ҫитӗ. Ҫавна май ҫак уявсене хатӗрлекен Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ пулӗ. Владимир Мединский ҫак комитечӗн председателӗ шутланать.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев министра Шупашкара кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче чӗннӗ. Вӑл ун чухне шӑпах Мускавра ял территорийӗсене аталантарас енӗпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Министр Шупашкара килсен юбилей тӗлне федераци укҫи-тенкипе реконструкцилекен объектсене ҫитсе курӗ.
Кӗҫех 334-мӗш маршрута хупасси пирки сас-хура сарӑлнӑ. Кун тӗлӗшпе Шупашкар хула администрацийӗ ҫынсен хушшинче ыйтӑм та ирттернӗ.
Пӗтӗмлетӳ паллӑ: халӑх 334-мӗш маршрута хупассине хирӗҫ. Ара, вӑл питӗ меллӗ маршрут – Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне Мускав проспекчӗ урлӑ каять. Влаҫ ӑна хупас мар, маршрут схемине сыхласа хӑварас тесе тӑрӑшӗ.
«Ку маршрута ҫав маршрут ҫулӗпех сыхласа хӑвармалла. Чылайӑшӗ ӑна хӑнӑхнӑ, унпа халӑх нумай ҫӳренӗ. Ҫавӑнпа эпир ҫак маршрута сыхласа хӑварӑпӑр тесе шутлатпӑр», - тенӗ ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов. Халӗ министерство хула администрацийӗпе кун тӗлӗшпе калаҫать.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн конференцийӗнче вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе республикӑн Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхне йышӑнма тивӗҫ ҫынна палӑртнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» иртернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн ҫитес ларӑвӗнче Патшалӑх Канашӗн Председательне ҫирӗплетмешкӗн асӑннӑ фракци депутачӗсем вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе Альбина Егоровӑн кандидатурине сӗннӗ. Политика партийӗн регионти уйрӑмӗн секретарӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама те Юрий Кисловах шаннӑ, ӑна та вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе ҫирӗплетнӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, парти конференцийӗнче кӑҫал тумалли ӗҫсене тишкернӗ. Унсӑр пуҫне парти предстедателӗн йышӑну пӳлӗмӗн ӗҫ-хӗлне пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Енри Гостехнадзорӑн Вӑрмар тата Куславкка районӗсенчи инспекцийӗн пуҫлӑхӗн сехрине хытах хӑпартнӑ. Анчах, Турра шӗкӗр, пуҫиле ӗҫрен унӑн пӑрӑнма май килнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ. Асӑннӑ ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын унччен судпа айӑпланман, пысӑках мар преступлени тунӑ, ҫавна май уголовлӑ право мери йышӑннипе ҫырлахнӑ. Пуҫлӑха 40 пин тенкӗлӗх суд штрафӗ хурса панӑ.
Пӑтӑрмахӗ пӗр ҫынна тракторист-машинист удостворенине вӗренмесӗрех тыттарнине пула сиксе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулнӑ. Экзамен тыттаракан хута Гостехнадзор инспекцийӗн пуҫлӑхӗ хайхи ҫын экзамен тытнӑ евӗр шӑрҫаласа хунӑ. Унтан ӑна тракторист-машинист удостоверенине тыттарнӑ. Халӗ ҫав хута леш ҫынран туртса илнӗ ӗнтӗ.
Шупашкар хулинчи урамсенче ятарласа палӑртман-уйӑрман вырӑнсенче сутӑ тунӑшӑн пӗлтӗр ҫынсене пӗтӗмпе 990 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарласа палӑртман вырӑнсенчех тӗрлӗ тавар, пахча ҫимӗҫ, улма-ҫырла, сӗт юр-варӗ сутакан вырӑнсене Шупашкар хулин тата Мускав, Ленин, Калинин районӗсен администрацийӗсен, Чӑваш Ен патшалӑх ветеринари службин, полици ӗҫченӗсенчен тата халӑх дружинникӗсенчен йӗркеленӗ комисси тӗрӗсленӗ.
Рейдсем вӑхӑтӗнче тӗрӗслевҫӗсем административлӑ йӗркене пӑснӑ ҫынсем тӗлӗшпе пурӗ 815 протокол ҫырнӑ. Вӗсенчен ытларахӑшне Ленин районӗнче ҫырма тивнӗ: пурӗ 522 протокол ҫырнӑ, Мускав районӗнче — 174, Калинин районӗнче — 119.
Ҫӗршывӑн Федераци Пухӑвӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Фёдоров Раҫҫейӗн халӑхӗсен чӗлхине упрас тата тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен фончӗн попечительство канашне Николай Федоров ертсе пыма пуҫланӑ. Ҫапла, шӑпах ҫавӑ — Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Николай Федоров попечительство канашне ертсе пырасси ҫинчен калакан хушӑва РФ Правительствин ертӳҫи Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Асӑннӑ фонда йӗркелеме РФ Президенчӗ Владимир Путин 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каланӑ.
Фондӑн учредителӗсем — РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Федерацин национальноҫсен ӗҫӗсен агентстви. Йыша тӗрлӗ министерствӑра, аслӑ шкулта тата ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем кӗнӗ.
Вӑрнар поселокӗнчи спорт шкулӗн пӑр катокӗн пуҫлӑхӗн экс-заведующийӗ тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл билетсем сутнӑ укҫана кӗсйине чикнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следовательсем акӑ мӗн тӗпчесе пӗлнӗ: 2018 ҫулта ҫак пуҫлӑх катокпа ярӑнмашкӑн туяннӑ билет укҫине икӗ хутчен кассӑна паман, хӑйӗн кӗсйине чикнӗ. Пӗтӗмпе уяреждени 200 пин тенкӗ ытла шутласа кӑларайман.
Халӗ икӗ пуҫиле ӗҫе пӗр производствӑна пӗрлештернӗ, ӑна малалла тӗпчеҫҫӗ.
Елчӗ районӗн прокуратурине малашне Сергей Фирсов ертсе пырӗ. Ӑна асӑннӑ район прокурорӗ пулма ӗнер, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче, Раҫҫей Федерацийӗн генеральнӑй прокурорӗн приказӗпе ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юстицин аслӑ канашҫи Сергей Фирсов 1978 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2000 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх универистетӗнчи юридици факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Чӑваш Енӗн прокуратурин тытӑмӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан Сергей Фирсов Шупашкарти прокуратурӑра тӗпчевҫӗ пулнӑ, унта аслӑ тӗпчевҫе ҫитнӗ, кайран Муркаш районӗн прокурорӗн ҫумӗ, каярах прокурорӗ пулма шаннӑ. 2014 ҫултанпа Сергей Фирсов Ҫӗмӗрлери районсем хушшинче прокурор пулса ӗҫленӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма Алевтина Федоровӑна ҫирӗплетнӗ.
Алевтина Федорова — министерствӑра ҫӗнӗ ҫынах мар. 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче ӑна министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Вӗренӳ отраслӗнчи опычӗ вара тата пуянрах. Истори, географи учителӗ пулма вӗреннӗскер Шупашкарти 47-мӗш вӑтам шкулта ӗҫленӗ. Каярах ӑна унта директорӑн ӑслӑлӑхпа методика енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ тата кӑштахран директор пулма шаннӑ. Алевтина Федорова Раҫҫейӗн вӗрентӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ ята та тивӗҫнӗ.
Педагог специальноҫне алла илнипех ҫырлахман вӑл. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра юридици факультетӗнче ӑс пухнӑ, М.А. Шолохов ячӗллӗ аслӑ шкулта патшалӑха тата муниципалитета ертсе пыма хӑнӑхнӑ.
Кӑрлачӑн 24-мӗшӗнче Елчӗк райнӗнче пурӑнакансемпе республикӑри тӳре-шара тата «Экоцентр» пайташӗсем тӗл пулнӑ. Халӑха «ҫӳп-ҫап реформи» мӗнле ӗҫлени пирки каласа кӑтартнӑ, тӳлевре улшӑнусем пуласси пирки сӑмах хускатнӑ.
Чи малтанах ҫынсем тарифа пӑхса тухма ыйтнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, ялта, хуларипе танлаштарсан, хытӑ ҫӳп-ҫап сахалрах кайса пӑрахаҫҫӗ. Тӳре-шара ҫакна шута илсе тӳлеве пӑхса тухма шантарнӑ.
Пухура контейнер лапамӗсене пӑхса тӑрас ыйтӑва та хускатнӑ. Тӳре-шара «ҫӳп-ҫап реформи» санкцилемен свалкӑсене пӗтерме пулӑшассине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |