Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрне Владимир Аврелькина тӗпчев пынӑ вӑхӑтра должноҫрен хӑтармалла тунӑ. Ҫакӑн пирки республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 10-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ.
Ҫапла йышӑнӑва Чӑваш Ен ертӳҫи «О противодействии коррупции» (чӑв. Коррупцие хирӗс тӑрасси ҫинчен) саккуна пӑханса тунине ӑнлантарнӑ.
Аса илтерер, иртнӗ ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче экономика министрне Владимир Аврелькина Федерацин Хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем тытса чарни пирки хыпарланӑччӗ. Вице-премьера ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Министр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, малашне министрсем отпуск ҫумне тепӗр 12 канмалли кун (тӳлевлӗ) илеймӗҫ.
2012 ҫулта Элтепер тӳре-шаран нормӑламан ӗҫ кунӗ пулнине палӑртнӑ. Ку министрсене, патшалӑх службин ертӳҫисене, администрацири хӑш-пӗр управлени пулӑшуҫисемпе пуҫлӑхӗсене пырса тивнӗ. Нормӑламан куншӑн вӗсем тӳлевлӗ 12 канмалли кун илме пултарнӑ.
Халӗ вара 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йышӑннӑ хушӑва пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла майпа министрсемпе хӑш-пӗр тӳре-шара канмалли хушма 12 кунсӑр тӑрса юлнӑ. Эппин, вӗсем халӗ киле 17 сехетре киле кайма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн мӑшӑрӗ шурӑ, тулли приводлӑ кроссоверпа ҫӳреме пуҫлӗ.
Михаил Игнатьев мӑшӑрӗ валли иномарка кредитпа туянасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ . Хусанти KazanFirst кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, автосалона маларах Элтепеи амӑшӑрӗпе тата ывӑлӗпе кайнӑ. Ӗнер вара машинӑна туяннӑ.
Официаллӑ декларацие ӗненсен, Игнатьевсен 2006 ҫулта кӑларнӑ «Mercedes-Benz B170» (B-класс) ҫеҫ пулнӑ.
Сӑмах май, официаллӑ деклараци тӑрӑх хакласан, 2017 ҫулта Михаил Игнатьев 3 миллион та 889 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, унӑн ытти тупӑшӗ (кунта вклад, дивиденд тата ытти кӗрет) 1 миллион та 66 пин тенкӗпе танлашнӑ. Элтепер мӑшӑрӗ ун чухне 696 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, урӑх тупӑшӗ 5 пине яхӑн пухӑннӑ. Ҫемьен пӗлтӗрхи тупӑшӗ каярах паллӑ пулӗ.
Етӗрне районӗнчи Килтӗшри Бариновсен ҫемйи валли укҫа пухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, пушара пула кил-йыш пурӑнмалли кӗтессӗр тата хуралтӑсемсӗр тӑрса юлнӑ. Сакӑр ачаллӑ ҫемьене пӗрисем пурӑнма кӗртнӗ.
Наталья Баринова тӳре-шарана кӳренет, анчах пулӑшма никам та васкамасть иккен. Шар курнӑ ҫемьере тӗрлӗ шайри тӳре-шара пулнӑ иккен. Чӑваш Енри ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Е. Сапаркина тата «Чаваш Ен» фонд президенчӗ М. Федотов Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗпе А. Ивановапа, Килтӗш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе Н. Алексеевпа ҫитни пирки омбудсменӑн сайтӗнче хыпарланӑ. Уполномоченнӑй 100 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Тӳре-шара парнесем те илсе пынӑ. Анчах ҫемьене пурӑнма кӗтес ҫукки пӑшӑрхантарать, ҫавна май Бариновсем ачисене туртса илесрен хӑраҫҫӗ. Тӳре-шарана вара Наталья Баринова хӑйсен ӗҫне кӑтартасшӑн ҫеҫ тесе хаклать. Ҫурт-йӗр ыйтӑвне татма пулӑшма Михаил Игнатьев Элтепер те шантарнӑ имӗш. Вырӑнти тӳре-шара вара ҫын патӗнче пурӑннишӗн тӳлеме пулнӑ та хальлӗхе тӳлемен.
Шупашкар хулин Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринчи темиҫе хваттер нумаях пулмасть газсӑр тӑрса юлнӑ.
Ҫакӑн пирки паян хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкарти тӳре-шарапа ирттернӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Газсӑр хӑварма Матэ Залка урамӗнчи 27-мӗш ҫуртри хваттерсене кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче йышӑннӑ. Пӗри — пуриншӗн, пурте — пӗриншӗн текен совет саманинчи сӑмах ҫаврӑнӑшӗ кунта питех те вырӑнли сисӗнет.
Хваттерсем газсӑр ларнине планеркӑра Шупашкарти Пӗрлехи диспетчерпа дежурство службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ Алексей Петров пӗлтернӗ.
Ку пӑтӑрмах пирки «Ҫыхунура» портал журналисчӗсем «Газпром газораспределение Шупашкар» предприятипе ҫыхӑннӑ. Пилӗк хутлӑ ҫуртра газ шӑрши сарӑлнӑ. Газовиксен стояка чарма тивнӗ. Ҫавна май пилӗк хваттер газсӑр юлнӑ. Кил хуҫисем паян та сас памаҫҫӗ иккен. Ҫынсем ҫавна май газсӑр лараҫҫӗ.
Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗн сучӗ «Мунча-прачка комплексӗн» экс-директорӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫынна должноҫӗпе усӑ курса укҫа кӗсьене чикнӗшӗн явап тыттарнӑ. Суд приговорӗ ҫирӗп янӑранӑ: экс-директора ҫирӗп режимлӑ колоние 4 ҫул та 8 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне унан комплекса кӳнӗ такака – 1 миллион ытла тенке – саплаштармалла.
Следстви тата суд акӑ мӗн пӗлтерет: 2013 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен вӑл предприяти кассинчен 930 пин тенкӗ илнӗ, унпа вырӑнти 7 ҫынран «Мунча-прачка комплексӗ» валли вутӑ туянма палӑртнӑ имӗш. Ку укҫана вӑл кӗсйине чикнӗ.
Ҫавӑн пекех пуҫлӑх 2016 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2017 ҫулхи авӑнччен хӑйӗн автомобильне предприятие тара панӑ, куншӑн 120 пин тенкӗ компенсаци илнӗ.
Ӗҫрен кӑларсан та лӑпланман вӑл: интернет-банкинг тытӑмне кӗме май пуррипе усӑ курса предприятирен хӑйӗн счечӗ ҫине 17 пин тенкӗ куҫарнӑ.
«Медиалоги» федераци информаципе аналитика компанийӗ Атӑлҫи федераци округӗнчи субъектсенчи тӗп хуласен пуҫлӑхӗсен медиатанлаштарӑмне хатӗрленӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков унта виҫҫӗмӗш йӗркене йышӑннӑ.
2018 ҫулта Алексей Ладыковӑн медиаиндексӗ, 2017 ҫулхипе танлаштарсан, хӑпарнӑ: 4500 ытларах. Ҫапла майпа ку кӑтарту 39124-па танлашнӑ. Медиаиндекса шутланӑ чухне федераци тата регионти массӑллӑ информаци хатӗрӗсене тишкернӗ, вӗсенчи кӑтарту тӑрӑх медиатанлаштарӑм хатӗрленӗ.
Паян ирпе Шупашкарти Ленин район сучӗ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин тӗпчевҫисем ыйтнине пӑхса тухнӑ. Тӗпчевҫӗсем «Биологилле тасатмалли сооруженисем» предприятин пуҫлӑхӗн Сергей Анисимовӑн тата Шупашкарти «Ордер» тулли мар яваплӑ обществӑн Ольга Филиппован хваттерӗсене ухтарма ыйтнӑ. Суд тӗпчевҫӗсен ыйтӑвне тивӗҫтерни пирки «Коммерсантъ» кӑларӑм хыпарланӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова Чӑваш Енӗн Экономика министерствине ертсе пынӑ, республика вице-премьерӗ пулнӑ Владимир Аврелькинпа пӗр шухӑшлӑ пулнӑ имӗш.
Министра, аса илтерер, хыснаран субсиди панӑ чухне ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе вӑхӑтлӑха арестленӗччӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сергей Анисимовпа Ольга Филиппова тата ыттисем пулӑшнипе 20 миллион тенкӗ ытла субсидие саккуна пӑсса хыснаран уйӑрнӑ-мӗн.
Кирек мӗнле пичет кӑларӑмӗ те ҫулталӑка пӗтӗмлетме кӑмӑллать. Ҫавсенчен пӗри, тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат та, ун пеккине хатӗрленӗ. Алфавитри саспаллисен йӗркипе пухнӑскерте йӗплӗрех те тавлаштаракан самантсене асӑнса тухнӑ. Вӗсенчен пӗрне «Внучка года» (чӑв. Ҫулталӑк мӑнукӗ) ят панӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, юмахри евӗр номинацире РФ Президенчӗн пресс-ҫыруҫин Дмитрий Песковӑн мӑнукне палӑртнӑ.
Хӗр пӗрчӗк амӑшӗпе Шупашкарта пурӑнать иккен. Ачан ашшӗ, Песковӑн ывӑлӗ, ун патне Мускавран килсе тӗрлӗ паллӑ вырӑна кӑтартса ҫӳрет иккен. Иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев пресс-ҫыруҫӑн ывӑлӗпе мӑнукне хӑнана чӗннӗ имӗш. Ачана Чӑваш Ен ертӳҫипе ҫивитти тӑрӑх ҫӳрени, Атӑл леш енче ҫунашкапа ярӑнни, Элтепер парнине тивӗҫни питех те килӗшнӗ иккен. Ҫакӑн пирки РФ Президенчӗн пресс-ҫыруҫин ывӑлӗ Инстаграмра фотоотчет пичетленӗ пулнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков валли тепӗр икӗ ҫум ҫирӗплетме конкурс ирттереҫҫӗ. Хапӑл тӑвакансенчен документсене кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал пӗлтерет.
Ҫумсенчен пӗри архитектурӑра хула строительствин ыйтӑвӗсене тытса пырӗ, тепри экономика аталанӑвӗ тата финанс енӗпе ӗҫлӗ.
Ку должноҫсем пӗлтӗртенпех пушӑ. Хула администрацийӗн экономика аталанӑвӗпе финанс енӗпе ӗҫлекен ҫумне Надежда Колебановӑна иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнче ӗҫрен хӑтарнӑ. Вӑл асӑннӑ должноҫре ҫур ҫул та ӗҫлеймен. Сити-менеджерӑн тепӗр ҫумне Анатолий Павлова ҫурла уйӑхӗнче ӗҫсӗр хӑварнӑ. Ӑна прокуратура тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн кайма ыйтнӑ-мӗн.
Палӑртса хӑвармалла: хальхи вӑхӑтра Алексей Ладыковӑн — тӑватӑ ҫум: Алексей Маклыгин, Алла Салаева, Владимир Филиппов тата Юрий Васильев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |