Паян, нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти «Сад» микрорайонӗнче пурӑнакансене эвакуаци пирки пӗлтернӗ. Ҫавна май вырӑна ятарлӑ служба ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Дементьев урамӗнчи 3/2-мӗш ҫуртӑн иккӗмӗш подъезчӗн стени ҫурӑлса аннӑ. «Пурӑнмалли ҫурт умӗнче МЧС машинисем лараҫҫӗ, ҫынсем урамра кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ», — ҫакна курнисенчен пӗри ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑм журналистне ҫапла пӗлтернӗ.
Шупашкар хулин граждан хӳтӗлевӗпе чрезвычайлӑ лару-тӑру управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Николай Андреев каланӑ тӑрӑх, ҫынсен пурнӑҫӗшӗн хӑрушши нимӗн те ҫук. «Ҫӗнӗ ҫурт пусӑрӑннӑ, шикленмелли сӑлтав мар ку», — комментари панӑ тӳре.
Ҫук-ҫук. Пур ҫӗре те мар. Элтеперпе ытти пысӑк пуҫлӑхӑн тӑванӗсене Чӑваш Енӗн Тӗрӗслевпе шутлав палатинчи хӑш-пӗр ӗҫе илмӗҫ.
Паян, нарӑсӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Енре Тӗрӗслевпе шутлав палатипе ҫыхӑннӑ саккуна улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫав утӑма федераци саккунӗнче улшӑну пулса иртнӗ хыҫҫӑн тунӑ.
Республикӑн Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫи, унӑн ҫумӗ тата аудиторсем пулмалли должноҫсене Чӑваш Ен Элтеперӗпе, республикӑн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫипе, республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫипе, суд тата право органӗсен ертӳҫисен ҫывӑх тӑвансене е хурӑнташсене (ашшӗ-амӑшне, мӑшӑрсене, ачасене, пиччӗшӗ-шӑллӗсене, аппӑшӗ-йӑмӑкӗсене, мӑшӑрӗн ҫывӑх тӑванӗсене) ӗҫе илме юрамасть. Маларах капла чару Тӗрӗслевпе шутлав палатин ертӳҫине ҫеҫ пырса тивнӗ.
Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Аврелькинпа ҫыхӑннӑ ӗҫе тишкернӗ.
Аса илтерер, Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ министр пулнӑ ҫыннӑн арестне тӑсмалли ходатайствӑна нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пӑхса тухнӑччӗ. Ун чухне суд Владимир Аврелькин арестне 4 уйӑхлӑха, ҫӗртмен 12-мӗшӗччен, тӑсма йышӑннӑччӗ.
Республика Правительствинче пысӑк тата самай ҫемҫе вырӑн йышӑннӑскере ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑпласшӑн.
Аврелькина хӳтӗлекен ваккат вӑхӑтлӑх тытса усрамалли мерӑна ҫемӗҫтерме ыйтса Чӑваш Енӗн Аслӑ судне тавӑҫпа тухнӑ. Анчах унти тӳресем Шупашкарти Ленин районӗн сучӗн йышӑнӑвне улӑштарма килӗшмен.
Пуҫиле ӗҫе тӗпченине Чӑваш Енӗн прокуратури тӗрӗслесе тӑрать.
Шупашкар хула администрацйӗнче иртнӗ планеркӑра хальхинче ҫуртсен тӑрринчи юр, тумла пӑрӗсем пирки калаҫнӑ. Ҫак ыйтӑва ҫӗклемешкӗн сӑлтавӗ те пулнӑ: икӗ ҫын ҫине юр персе аннӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Водопровод урамӗнчи 15-мӗш ҫурт тӑрринчен 13 ҫулти ача ҫине юр чӑмакки йӑтӑнса аннӑ. Тӳрех каласа хӑвармалла: ҫак ҫурта «Управдом» управляющи компанийӗ пӑхса тӑрать. Ачан пуҫӗ суранланнӑ, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче Ленин Комсомолӗн урамӗнче 28 ҫулти хӗр суранланнӑ. Ун ҫине 10/1-мӗш ҫурт тӑрринчен юр ӳкнӗ. Ку ҫурта «Эркер» ТСЖ пӑхса тӑрать.
Хула пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков район ертӳҫисене асӑрхаттару панӑ, ҫурт тӑррисене юртан тасатма хушнӑ.
Вӑрнар хула поселенийӗ «Формирование комфортной городской среды» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн укҫа-тенке тивӗҫӗ. Ку укҫана епле тӑкаклассине пӗлме Вӑрнара Строительство министерствин комиссийӗ, банк тата общество элчисем килнӗ.
Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, 9 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа-тенкӗпе Вӑрнар поселокӗнчи картишсене тата общество территорийӗсене хӑтлӑлатӗҫ. Малтанлӑха каланӑ тӑрӑх, Симӗс тата Ҫурҫӗр тӑкӑрлӑкӗсенчи нумай хваттерлӗ ҫуртсен умне ҫутӑ тӑвӗҫ, ача-пӑча лапамӗсем, саксем, ҫӳп-ҫап контейнерӗсем вырнаҫтарӗҫ, газонсемпе клумбӑсене илемлетӗҫ. Ҫак ӗҫсене кӑҫал тума палӑртнӑ.
2020 ҫулта Астӑвӑм скверне тата культура ҫурчӗ умӗнчи Культура паркне хӑтлӑлатасшӑн. Анчах малтан дизайн-проект хатӗрлемелле.
Чӑваш Енри паллӑ журналиста республика Элтеперӗн пресс-ҫыруҫи пулма йыхравланӑ-мӗн. Кун пирки Александр Белов Фейсбукра нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пӗлтернӗ.
Александр Белов кӑҫалхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче 65 ҫул тултарнине эпир хыпарланӑччӗ.
Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти «Путь к коммунизму» (хальхи «Грани»), «Советская Чувашия» хаҫатсенче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн пӗрремӗш редакторӗ пулнӑ. «АиФ-Чувашия» редакторӗн должноҫӗнче тимленӗ. Паян вӑл тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФо» хаҫатра тӑрӑшать.
«Юрий Егорович (кунта сӑмах ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев пирки пырать. — Т.Т.) Игнатьевӑн пресс-ҫыруҫи пулма каллех чӗнет, эпӗ хака ӳстеретӗп», — ҫырнӑ Белов Фейсбукра. Хӑйӗн кӗске посчӗ ҫумне Белов Юрий Васильевпа ӳкерӗннӗ сӑн ӳкерчӗке лартса хунӑ.
Раҫҫейре чухӑнлӑх портретне йӗркелесшӗн. Кун пирки паян РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев Сочире иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри инвестици форумӗнче каланӑ.
Форумра вӑл ҫӗршывӑн регионӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Унта, сӑмах май, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
Тӗлпулура социаллӑ пурнӑспа ҫыхӑннӑ наци проекчӗсене пурнӑҫлассине сӳтсе явнӑ. Премьер-министр мӗнпур регион тенӗ пекех федераци органӗсемпе субсиди илме килӗшӳ тунине палӑртса хӑварнӑ. «Апла эсир тухӑҫлӑ ӗҫлеме хатӗр», — ырланӑ вӑл хастаррисене.
Дмитрий Медведев ҫӗршывра чухӑнлӑх шайне чакармалли пирки каланӑ май чухӑнлӑхӑн социаллӑ портретне йӗркелессине пӗлтернӗ. Паян пирӗн ҫӗршывра 19 миллион ытла ҫыннӑн тупӑшӗ пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен сахалрах иккен. Вӗсене пулӑшма социаллӑ органсем типӗ цифрӑсене тӗпе хурса йышӑннине палӑртнӑ Дмитрий Медведев. Чухӑнлӑх портречӗ лару-тӑрӑва уҫӑмлатма май парасса шанаҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене уйӑхне 3 пин те 558 тенкӗ апатланма ҫитет. Ҫакна вырӑнти тӳре-шара шутланӑ. Ку даннӑйсене Росстат кӑтартнӑ.
Танлаштарма: Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пӗр ҫынна уйӑхне апатланма пурӑнмалли виҫе 3654 тенкӗпе танлашнӑ. Эппин, пирӗн регионта ку кӑтарту 2,6 процент пӗчӗкрех. Раҫҫейри кӑтартуран (4065 тенкӗ) вара 12,5 процент сахалрах.
Палӑртмалла: Чӑваш Ен Атӑлҫи тӑрӑхӗнче ку кӑтартупа тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑнать. Чи пӗчӗк виҫе – Сарӑту облаҫӗнче (3384 тенкӗ), чи пысӑкки – Самар тӑрӑхӗнче (3977 тенкӗ).
Республикӑн клиника онкологи диспансерӗн тӗп врачӗн тӗлӗшпе Чӑваш Енре приговор вуланӑ. Аса илтерер, Раҫҫейӗн Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ тата Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури Республикӑри клиника окологи диспансерне кӑҫал ҫуркунне тӗрӗсленӗччӗ, пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Лидия Воропаева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ.
Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса медицина хатӗр-хӗтӗрӗ тата медицина тӗлӗшпе усӑ курмалли япала туяннӑ чухне саккуна пӑхӑнман иккен. Пӗр енчен, вӑл Росздравназорта регистрацилемен оборудовани туяннӑ тата медицина обрудованине ытла хаклӑпа илнӗ. Ҫапла хыснана 34 миллион тенкӗ ытла шар кӑтартнӑ. Хӗрарӑма пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние 2 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Чӑваш Енпе Кабарда-Балкар Республики хушшинчи ӗҫлӗ ҫыхӑнӑва малалла тӑсӗҫ.
Килӗшӗве шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, 2018 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, пуҫласа алӑ пуснӑ. Паян вара Сочире иртекен Раҫҫейри экономика форумне хутшӑннӑ май енсем мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута алӑ пуснисем — Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата Кабарда-Балкар Республикин ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Казбек Коков.
Килӗшӳре сӑмах 2019-2024 ҫулсенче суту-илӳпе экономика, ӑслӑлӑхпа техника тата социаллӑ пурнӑҫпа культура енӗпе ҫыхӑну тытасси пирки сӑмах пырать. Енсем ял хуҫалӑхӗ, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, халӑха медицина пулӑшӑвӗ кӳрес тата ытти енӗпе пӗр-пӗриншӗн усӑллӑ майпа килӗштерсе ӗҫлеме палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |