Йывӑрлӑхри «Трактор савучӗсем» концерн предприятийӗсем «Ростех» патшалӑх корпорацийӗн управленине куҫаҫҫӗ.
Аса илтерер, унта ӗҫлекен 9 пин ҫын ыранхи куншӑн пӑшӑрханнине Чӑваш халӑхс айчӗ унччен тепӗлтернӗччӗ. Савут шӑпине юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнчеЧӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев министрсемпе тата ытти тӳре-шарапа ирттерекен тунтикунхи канашлура та сӳтсе явнӑччӗ.
Ӗнер Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура та ҫак ыйтӑвах хускатнӑ. Унта «Ростех» корпораци, Тулашэкономбанк пайташӗсем хутшӑннӑ.
Панкрутлӑх процедури урлӑ финанс енчен сыватасшӑн. Ҫак шухӑша палӑртнӑ Мускавран килнисем. Ӗнерхи тӗлпулура ҫынсене ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлессипе те ҫине тӑма, парӑмсем капланмасса шантарнӑ.
ЧР Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерствин сайтӗнче лайӑх хыпар пӗлтернӗ: Чӑваш Енре вӑтам ӗҫ укҫи ӳснӗ.
Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, вӑтам шалу 6,9 процент хӑпарнӑ. Ҫапла майпа республикӑри вӑтам ӗҫ укҫи халӗ 23747 тенкӗпе танлашнӑ.
Производствӑра тӑрӑшакансем вӑтамран 26,5 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем вара уйӑхсерен 16,8 пин тенкӗ кӗсьене чикеҫҫӗ. Строительствӑпа ҫыхӑннӑ организацисенче вӑй хуракансем вӑтамран 23,4 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Курттӑмӑн тата ваккӑн сутакансене вӑтамран 20,5 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.
Палӑртмалла: ӑслӑхӑх тӗпчевӗсемпе, компьютерпа, электричество хатӗр-хӗтӗрӗ производствипе тата ытти ӗҫпе ҫыхӑннӑ организацисенче пысӑк шалу сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Республикин юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ҫӗр пайӗсене арендӑна илнӗшӗн предприятисемпе организацисем е харпӑр хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсем укҫана вӑхӑтра куҫарса паманнине асӑнса хӑварнӑ.
Парӑм виҫи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне 344,6 млн тенке ҫитнӗ. Чи пысӑк виҫе ҫаксен: Шупашкар хула администрацийӗн — 262 млн, «Коммуналлӑ технологи» акционерсен обществин — 269,2 млн, «Честр» куҫман пурлӑх енӗпе ӗҫлекен агентствӑн — 38,1 млн, «Одис» отелӗн — 8,7 млн тенкӗ. Муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курнӑшӑн парӑма кӗрсе кайнӑ предприятисен шутӗнче: «Алза» общество — 4,4 млн, «Коммуналлӑ технологи» общество — 2,3 млн тенкӗ. Михаил Игнатьев Элтепер парӑмлисемпе ҫине тӑрса ӗҫлеме чӗнсе каланӑ.
Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӗренер ялӗнче пурӑнакансем шывсӑр тӑрса юлнӑ. Унта парӑмсем пухӑннӑран шыв башнине чарса лартнӑ.
Ялта пӗтӗмпе 160 кил. Халӑхӑн шывсӑр мӗнле пурӑнмалла? Ҫынсем шывшӑн укҫа тӳлемен-мӗн, парӑм 70 пин тенкӗпе танлашнӑ. Анчах палӑртмалла: чылайӑшӗ шыв укҫи тӳлесе пырать. Эппин, вӗсен мӗншӗн шар курмалла? Халӗ ялти пӗртен-пӗр ҫӑл патне утма тивет. Унта ҫитес тесен 1 ҫухрӑм лачака ҫӑрса утмалла. Ваттисен ҫакна мӗнле чӑтмалла?
Халӗ ялти хастарсем парӑмҫӑсенчен укҫа пухаҫҫӗ. Башньӑна чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, паян, яма шантарнӑ. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх вара, парӑмҫӑсенчен кӑна мар, ыттисенчен те укҫа пухаҫҫӗ. Кашнинчен 1000 тенкӗ ыйтаҫҫӗ-мӗн. Мӗн тӑвӑн? Шыв кирлӗ-ҫке-ха. Тӳлемех тивет…
Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлни пирки пӗлтернӗччӗ. Унта наци спорчӗн ӑмӑртӑвӗсене, тӗрлӗ тупӑшу ирттерме те палӑртнӑ.
Аса илтерер: Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн ҫуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӑна хута яма республика хыснинчен 10 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫитес ҫул та ӑна хӑтлӑлатӗҫ. Кун валли тепӗр 16,5 миллион тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Уйӑрнӑ укҫан пӗр пайӗпе нумай фанкциллӗ спорт залне хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерӗҫ. Шӑпах ҫавӑнта наци спорчӗн тӗсӗсемпе ӑмӑртусем ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех нацисем хушшинче турнирсем йӗркелӗҫ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 128 наци ҫынни пурӑнать, 36 наципе культура пӗрлешӗвӗ ӗҫлет.
Паян Раҫҫей Правительствинче Дмитрий Козак вице-премьер Регионсен аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта бюджет кредичӗсене реконструкцилессипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явнӑ, дотаци парассипе ҫыхӑннӑ самантсене пӑхса тухнӑ, федераци хыснинчен куҫакан грантсем пирки калаҫнӑ. Ларӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ.
РФ субъекчӗсем харпӑр хӑй тупӑшне ӳстерсе пырассипе тимлӗ ӗҫлесен вӗсене федераци центрӗнчен пулӑшу пама май пуррине палӑртнӑ. Дмитрий Козак регионсем тухӑҫлӑ бюджетпа ӗҫлесен вӗсене пулӑшу май пуррине асӑннӑ.
РФ финанс Министрӗ Антон Силуанов хӑйӗн докладӗнче РФ субъекчӗсене бюджета шайлаштарма 2018-мӗш ҫул валли пӑхса хӑварнӑ пулӑшусем ҫинчен чарӑнса тӑнӑ, вӗсен йӗркисемпе паллаштарнӑ.
Паян Шупашкарта Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Аса илтерер, ӑна хӑҫан уҫассине Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе ирттернӗ планеркӑра республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев хыпарланӑччӗ.
Туслӑх ҫуртне (вӑл Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ) юсама республика бюджетӗнчен 10 миллион тенкӗ укҫа уйӑрнӑ.
Хӗрлӗ хӑйӑва касма Раҫҫей Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Светлана Смирнова, Чӑваш Енри Халӑхӗсен ассамблейин канашӗн председателӗ Лев Кураков, республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Валерий Филимонов, наци культура пӗрлӗхӗсен ертӳҫисем тата ыттисем хутшӑннӑ.
Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Федерацин суд приставӗсен службин республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсене професси уявӗпе саламланӑ.
«Эсир пӗр килти пек пӗрне-пӗри ӑнланса килӗштерсе ӗҫлетӗр. Суд кӑларнӑ йышӑнусене вӑхӑтра тата туллин пурнӑҫласа пыратӑр. Ҫак службӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ветерансене уйрӑм тав. Вӗсем хӑйсен паха ӗҫ опычӗсене ҫитӗнекен ӑрӑва вӗренсе пыраҫҫӗ. Ҫакӑ хӑйех пысӑк хисепе тивӗҫ. Пархатарлӑ ӗҫшӗн сире пурне те пысӑк тав», —тенӗ Михаил Игнатьев.
Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Федерацин суд приставӗсен служби суд йышӑнӑвӗсене тӗпе хурса 6 миллиард тенкӗ ытла парӑма халӑхран шыраса илнӗ. Тӗрлӗ шайри бюджета пурӗ 2,7 млрд куҫарса панӑ.
Шупашкарти «Волжский-3» микрорайонта шкул хӑпартма палӑртнӑ. Хула администрацийӗ ку тӗлӗшпе аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирттерӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 711 миллион та 46 пин тенкӗ.
Планпа килӗшӳллӗн, раштав уйӑхӗнче шкула тума пуҫлӗҫ. Ӑна 2019 ҫулхи ҫӗртмен 1-мӗшӗ тӗлне хута яма палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ шкула 1 пин ача валли хӑпартӗҫ. Вӗренӳ корпусӗнче 2-4 хут пулӗ. Вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли блока икӗ хутлӑ тӑвӗҫ.
Палӑртмалла: микрорайонта ҫӗнӗ шкула хӑпартмашкӑн федераци, республика тата хула хыснисенчен укҫа-тенкӗ уйӑрӗҫ. Сӑмах май, Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта та шкул хӑпартма палӑртнӑ. Ӑна ҫитес ҫул хута яма тытӑнӗҫ.
Кӑҫал тӗрлӗ программӑсемпе мӗнпур хыснаран пурӗ 3,2 млрд уйӑрнӑ, 5,7 пин ҫемьене хӑтлӑ хваттер пама тӗллев лартнӑ. Кун пирки паян Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн пайташӗсемпе тата федераци службисен Чӑваш Енри уйрӑмӗсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен планеркӑра пӗлтернӗ.
Чӑваш Республикин строительство министрӗ Владимир Михайлов патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе паллаштарнӑ. Ҫӑмӑллӑха тивӗҫнӗ граждансене патшалӑх пулӑшӑвне вӑхӑтра куҫарнине асӑннӑ. Ял тӑрӑхӗсенче ӗҫлесе пурӑнакан 562 ҫамрӑк ҫемьене 403 млн тенкӗлӗх пулӑшнӑ. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пурӗ 357 ҫамрӑк мӑшӑр 254 млн тенкӗлӗх пулӑшупа усӑ курнӑ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, пурӗ 86 ватӑна, 99 млн ҫурт-йӗрсем лайӑхлатма куҫарнӑ.
РФ Правительстви пулӑшнипе 2010-мӗш ҫултан пуҫласа кӑҫалччен пирӗн республикӑра Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин 5964 ветеранӗ патшалӑх пулӑшӑвӗпе хваттерлӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |