Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев килес ҫул Республика кунне уявласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, республикӑн тӗп уявне Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче палӑртӗҫ.
Чӑваш Республикин ҫуралнӑ кунне кӑҫал Улатӑр районӗнче палӑртнӑччӗ. Унта йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касса кӑларакансем те пуҫтарӑннӑччӗ.
Уява ирттерекен муниципалитетсене хыснаран 10 миллион тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Вӑл тупрана районсенчи ялсене илем те хӑтлӑх кӳме тӑкаклӗҫ.
Сӑмах май каласан, Шупашкар районӗ те Акатуя юлашки ҫулсенче тӗрлӗ ял тӑрӑхӗнче йӗркелет. Ку йӑлана Георгий Егоров пуҫлӑха ларсан пуҫарса янӑччӗ. Уяв ирттерме унта та район хыснинчен укҫа уйӑраҫҫӗ. Кӑҫал Янӑш ял тӑрӑхне 10 миллион тенкӗ панӑччӗ. Вӑл укҫа унти ялсене хӑтлӑлатма кайнӑччӗ.
Шупашкарта «Чӑвашкредитпромбанкӑн» уйрӑмӗн офисне ҫаратнӑ. Хыпара pg21.ru портал правӑна сыхлакан органсене ҫывӑх ҫӑлкуҫсем пӗлтерни тӑрӑх ҫӗркаҫ ҫырса кӑтартнӑ.
Порталта авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 19 сехет тӗлӗнче, «Чӑвашкредитпромбанкӑн» офисне хӗҫпӑшалланнӑ арҫын кӗрсе тӑнӑ. Офис Гагарин урамӗнчи 5-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Вӑл Шупашкарти тӗп пасарпа юнашар. Хурах тӗксӗм хӑмӑр тӗслӗ камуфляжпа пулнӑ, питне медицина маскипе хупланӑ, пуҫне ҫыхнӑ хура калпак тӑхӑннӑ. Аллинче сунчӑк пулнӑ, ӑна вӑл хӑйӗн сӑнарне пытарма усӑ курма пултарнӑ.
Операциониста хӗҫ-пӑшалпа хӑратса вӑл 1,5 миллион тенкӗ йӑтса тухнӑ. Пӑтӑрмах пулса иртнӗ хыҫҫӑн хулара вӑрӑ-хураха тытмалли план йӗркеленӗ.
Чӑвашавтотранс пирки халӗ те калаҫма чарӑнман-ха. ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти ӗҫченӗсене ӗҫ укҫи парас ӗҫ малалла пырать.
Хальлӗхе Чӑвашавтотранс ӗҫченӗсене парӑма парса татман-ха. Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗ тӗлне ку кӑтарту 7 миллион тенкӗпе яхӑн танлашнӑ. Хальлӗхе ҫынсене авӑн уйӑхӗнчи шалӑва параҫҫӗ.
Предприяти пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑм уйӑхсерен 3–4 миллион тенкӗ чакса пырать. Сӑмах май, Чӑвашавтотранс республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсемпе ҫӳрет.
Халӗ тӗнче тетелӗнче япала сутакан нумай. Анчах ултавҫӑсем те тӗлӗрмеҫҫӗ, хӑйсем валли тупӑш тумалли майсем шырасах лараҫҫӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм та ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хайхискер анлӑ сарӑлнӑ сайтра ӗне сутни пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Кӑштах вӑхӑт иртсен ҫамрӑк хӗрарӑм патне пӗр ҫын шӑнкӑравланӑ та ӗне илесси пирки пӗлтернӗ. Арҫынпа йӑлтах калаҫса татӑлнӑ вӑл, лешӗ унӑн карточки ҫине кӑштах укҫа куҫарма шантарнӑ. Ҫапла майпа арҫын хӗрарӑмӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлнӗ. Хӗрарӑм вара вӗсене никама та пӗлтермелле маррине шута хумасӑр йӑлтах каланӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑн карточки ҫинчен 6 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.
Нумаях пулмасть Внешэкономбанк (чӑв. Тулашэкономбанк) «Трактор савучӗсем» концернран 30 миллиард тенке яхӑн шыраса илме суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ҫак хыпар хыҫҫӑн халӑхра тата массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хайхи савут панкрута тухасси пирки калаҫма-ҫырма тытӑнчӗҫ. Ку эрнере «Коммерсантъ» статья пичетлесе кӑларнӑ, унта Внешэкономбанк «Трактор савучӗсем» концернӑн аталану планӗ ӑнӑҫсӑррине, ҫавна май предприятие панкрута кӑлармашкӑн ыйту ҫӗклессине палӑртнӑ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Владимир Аврелькин «Промтракторта» пулнӑ, асӑннӑ сас-хура пирки хӑйӗн шухӑшне каланӑ. Савутри лару-тӑрӑва хакланӑ май вӑл предприяти панкрута тухассине ҫирӗплетмен, ҫав вӑхӑтрах хирӗҫлемен те. Министр шантарнӑ тӑрӑх, концерн панкрута тухсан та ӗҫлеме пӑрахмӗ.
«Ку ыйту пирки ҫывӑх кунсенчех татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ, панкрутлӑх процедурине пурнӑҫлани предприяти ӗҫӗ-хӗлне витӗм кӳмӗ», — тенӗ вӑл.
Чӑваш халӑх сайчӗ республикӑри пысӑк предприятири ӗҫ-пуҫа сӑнаса тӑрӗ. Унта хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен 8 пине яхӑн ҫынна урама кӑларса ямасса шанас килет.
Киле вӑрҫса-ятласа хӑваламан та, анчах ача пахчинче юсав тесе Улатӑрти «Солнышко» (чӑв. Хӗвел) шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине ҫӳрекен шӑпӑрлансене эрнекунсерен 12 сехетре киле ӑсатма тӑрӑшнӑ. Илсе каяйманнисен ачисем дежурство ушкӑнӗнче юлнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ача пахчине хӗрсе кайсах юсанӑ: сӑрламаллине сӑрланӑ, шуратмаллине шуратнӑ, стенасене йӗркене кӗртнӗ, урай сарнӑ.
Ҫур кунта киле илсе кайсан та ашшӗ-амӑшӗнчен укҫана тулли куншӑн илнӗ.
Кӑлтӑка вырӑнти прокуратурӑна ашшӗ-амӑшӗ систернӗ.
Ҫитменлӗхшӗн ача-пӑча пахчин ертӳҫине Роспотребнадзор 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Ҫав вӑхӑтрах прокуратура хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе те асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Унта кӑлтӑка пӗтермеллине палӑртса ҫырнӑ.
Шупашкарти 4-мӗш гимнази директорне ашшӗ-амӑшӗнчен сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку факта РФ Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗ экономика хӑрушсӑрлӑхӗ тата коррупципе кӗрешекен пайӗ ачасене шкула илнишӗн укҫа илнӗ тесе пӗлтерет.
Йӗрке хуралҫисен куҫне шкул ертӳҫи кӑҫалхи ҫулла лекнӗ. Пакунлисене кун пирки систерекенсем тупӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем шухӑшланӑ тӑрӑх, хулан урӑх районӗнче пурӑнакансем хайсен ачисене 4-мӗш гимназие вырнаҫтарас тенипе шкул директорӗ усӑ курма шут тытнӑ. Полицейскисем хӗрарӑма ашшӗ-амӑшӗ 85 пин тенкӗлӗх виҫӗ хутчен сӗтев панине палӑртнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма халӗ килте арестлесе усрама йышӑннӑ.
Чӑвашла ҫырнӑ кӗнеке ал ҫырӑвӗсен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене палӑртакан комисси хӑйӗн ӗҫне кӑҫаллӑха вӗҫленӗ, чи маттуррисене палӑртса сумлӑ премисене кама памаллине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн Информполитика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, комисси пайташӗсем пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ, ал ҫырусене тӗплӗ тишкернӗ, чӗлхине хак панӑ, хайлавсен стильне, композицине танлаштарнӑ, произведенисен воспитани сӗмне шыранӑ, вӗсем кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен еплерех калӑпланнине пахаланӑ.
Ҫапла майпа «Шкул ӳсӗмне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасем валли ҫырнӑ хайлав» номинацире Николай Ларионовӑн «Шураҫка» ал ҫырӑвне чи лайӑххи тесе палӑртнӑ, уншӑн автора 50 пин тенкӗлӗх грант пама йышӑннӑ. «Вӑтам классенче вӗренекен ачасем валли хайланӑ произведени» номинацире палӑрса Марина Карягина «Ҫӑкӑрпа сахӑр» хайлавӗшӗн 75 пин тенкӗ илнӗ. Виҫҫӗмӗш номинацире Римма Прокопьевӑна ҫитекен пулман. Аслӑ классенче ӑс пухакансем валли шӑрҫаланӑ хайлавсене тишкерсе комисси пайташӗсем Римма Прокопьевӑн «Сар хӗвел хӗрелсен» ал ҫырӑвне пысӑк хак панӑ.
Раҫҫейре те, Чӑваш Енре те хальхи вӑхӑтра ипотека проценчӗсем пӗчӗкленсе пыраҫҫӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян ирттернӗ канашлура ытти ыйтупа пӗрлех ипотека проценчӗсене те тишкернӗ. Ҫакна ӑнланма пулать. Ипотекӑпа усӑ куракансем мӗн чухлӗ ытларах, ҫурт-йӗр тӑвасси ҫавӑн чухлӗ ытларах аталанӗ.
Чӑваш Енри 42 банк кӑҫалхи ҫичӗ уйӑхра 9,3 миллиард тенкӗлӗх кредит панӑ. Кивҫен укҫана ҫынсем вӑтамран 16,7 ҫуллӑх илнӗ. Кашни ҫын вӑтамран — 1,5 миллион тенкӗлӗх.
Ипотека кредичӗн процент ставки пӗлтӗр вӑтамран 12,36 пулнӑ пулсан, кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче — 10,54%.
Банксенчен пӗри 7,4 процентлӑ кредит та сӗнет. Кивҫен иличчен тӳлемелли укҫа виҫине те банксем палӑрмаллах чакарнӑ. Вӗсенчен пӗри, акӑ, 5% кӑна хӑварнӑ.
Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви Чӑваш Ен ҫинчен ҫырма килӗшекен информаци агентствисене палӑртма конкурс ирттернӗ. Халӗ унӑн пӗтӗмлетӗвӗ паллӑ: пирӗн республика ҫинчен тӳлевлӗ ҫырма ТАСС тата «Россия сегодня» (чӑв. Паянхи Раҫҫей) информаци агентствисем килӗшнӗ.
Вӗсене республика хыснинчен 2 миллион тенкӗ тӳлӗҫ. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн Информаци политикин, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви ирттернӗ конкурс хыҫҫӑн палӑрнӑ.
Информагенствӑсен тивӗҫлӗ материалсем тупса вӗсене пичете юрӑхлӑ хатӗрлемелле.
Укҫа илекен информаци агентствӑсен Чӑваш Ен пурнӑҫне ҫутатакан материалсене кашни уйӑхрах вырнаҫтармалла.
Икӗ енлӗ килӗшӳ вӑхӑчӗ кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |