Шупашкарти 59-мӗш шкулта вӗрентекенсем ачасен ашшӗ-амӑшӗнчен укҫа пуҫтараҫҫӗ тесе ЧР прокуратурине ҫӑхав ҫитнӗ. Ведомство ку хыпара ҫийӗнчех тӗрӗсленӗ.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал пӗрремӗш классенче йӗркеленнӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗ пуҫарнипе шкулти пӳлӗмсенче юсама, чӳречесене улӑштарма, сӗтел-пукан туянма тата хуралҫӑ тытма укҫа пухнӑ. Нухрат шкул счечӗ ҫине куҫман, комитет пайташӗн аллине лекнӗ. Ҫапла ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенкӗ мӗнле расхутланнине пӗлеймен.
Пӗрремӗш класс ачисен ашшӗ-амӑшӗ укҫа-тенке шкул ӗҫченӗсем вӑйпах пуҫтарма хушнине ҫирӗплетмен. Тӗрӗслев хыҫҫӑн шкул директорӗ тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Материала следовательсене процессуаллӑ тӗрӗслев йӗркелеме ярса панӑ.
Мускаври Медицина технологийӗсен институтӗнче черетлӗ сиплев тухма Шупашкарти Морозовсен ҫемйине 199 пин те 430 тенкӗ кирлӗ. Ултӑ ҫулти Владпа унта ҫулталӑк каялла та пулнӑ иккен. Хӑйсен ӗҫне пӗлекен специалистсем ачашӑн тӑрӑшни, ӑна пулӑшни усса кайнӑ: халӗ ача хӑй тӗллӗн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн утайрать.
Владӑн чирӗ — ача-пӑчан церебраллӑ тытамакӗ. Ҫавна пулах ӑна шурӑ халатлисен пулӑшӑвӗ питех те кирлӗ. Мускава тепӗр хутчен кайма 200 пине яхӑн кирлӗ. «Коммерсант» хаҫат вулаканӗсемпе «Русфонд» тата «ХимТекс» общество пулӑшнипе тупран пысӑк пайне пухса ҫитернӗ. Тепӗр 39 пин тенкӗ ҫитменрен халӗ вӑл укҫана СМС ҫырусем урлӑ пухаҫҫӗ. 5542 номерпе «ДЕТИ» тесе ҫырсан 75 тенкӗ тытӑнса юлать. Ҫыру шучӗ шутлӑ мар — кӑмӑл пулсан темиҫе хут та яма пулать.
Ҫӗнӗ Шупашкарта Владимир храмӗн турӑш лавккине ҫамрӑксем ҫаратнӑ. Полицейскисем вӑрӑсене тытса чарнӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ик ҫамрӑк турӑш лавккине кӗнӗ те кӗлӗ саккас панӑ. Каччӑсенчен пӗри сутуҫӑпа калаҫнӑ вӑхӑтра тепри сентре ҫинчи ешчӗке йӑтса кайнӑ. Унта вара халӑх пухнӑ укҫа пулнӑ. Пӗтӗмпе – 800 тенкӗ.
Сутуҫӑ ҫакна асӑрхасан полицие пӗлтермелли пускӑча пуснӑ. Ҫав вӑхӑтра чиркӳ старости тухнӑ, каччӑсем хыҫҫӑн чупнӑ. Пӗрне тытса чарма май килнӗ. Теприне, 17 ҫултине, тепӗр кунхине ярса илнӗ. Вӑл курупкана ҫул ҫинче пӑрахса хӑварнӑ.
Ҫав ҫамрӑксем профилактика шутӗнче тӑраҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта каллех ырӑ мар шӑршӑ кӗме пултарӗ. Кун пирки халӑха Шупашкар хула администрацийӗ асӑрхаттарать.
Ырӑ мар шӑршӑ мӗншӗн кӗме пултарасси паллӑ: Путтукассинчи ҫӳп-ҫап купине рекультивацилӗҫ. Ҫил улшӑнсан «Ҫӗнӗ хула», «Ҫӗнӗ кӑнтӑр», «Тӗкӗрщ» микрорайонсенче, Питтуккасси тата Типҫырма ялӗсенче лайӑх мар шӑршӑ кӗме пултарӗ.
Ку шӑршӑ ҫулталӑкӗпех тӑма пултарӗ-мӗн. Халӗ свалкӑра пилӗк экскаватор, тӑватӑ бульдозер, икӗ каток, 14 КамАЗ ӗҫлет.
Сӑмах май, Питтукасси свалки 30 гектар лаптӑка йышӑнать, унти ӗҫсене вӗҫлесен вӑл 21 гектар ҫинче юлӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта купа 29 метр ҫӳллӗшне ҫитет. Ку свалкӑна 50 ҫул ҫӳп-ҫап тӑкнӑ. Ӑна пӗтермешкӗн халӗ 319,9 миллион тенкӗлӗх контракт алӑ пуснӑ.
«Газпром межрегионгаз Чебоксары» общество пресс-конференци ирттерсе газ парӑмӗ пирки калаҫнӑ. Журналистсем парӑма кӗрсе кайман-ха, ӑшӑпа тивӗҫтерекен организацисем тата муниципалитетсем газшӑн вӑхӑтра тӳлессишӗн хыпсах ҫунмаҫҫӗ иккен.
Общество пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов газ парӑмӗ республикӑра 2 млрд тенке ҫывхарнине пӗлтернӗ.
«Ытти ҫул ҫулла парӑм чакатчӗ. Кӑҫал вара сахалланма мар, ӳссе кайрӗ. Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне парӑм 1,87 млрд тенке ҫитрӗ», – тенӗ Кияметдин Мифтахутдинов. Вӑрнар, Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Шупашкар районӗнсенчи тата Улатӑр, Канаш, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисенче организацисен парӑмӗ уйрӑмах пысӑк-мӗн.
Пуян мар Улатӑр, Элӗк, Йӗпреҫ районӗсем парӑмсемпе татӑлнӑ, тупраллӑ Вӑрнар районӗ «Газпромом» умӗнчи парӑма ҫулталӑкра 7 млн ӳстерсе 18,8 млн. тенке ҫитернӗ. Куславкка парӑмӗ — 31 млн. Улатӑрпа Канаш та тӳлев виҫине пысӑклатса янӑ.
Пӑрачкав районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти арҫын полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӗне сутнӑ чухне шар курнӑ. Ултавҫӑсем унӑн 39 пин тенкине йӑкӑртнӑ.
Хайхискер пӗр сайтра ӗне сутни пирки пӗлтерӳ лартнӑ. Кӗҫех ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Чулхула облаҫӗнчи фермер хуҫалӑхӗн бухгалтерӗ тесе паллаштарнӑ. Вӑл ӗне туянасшӑн-мӗн.
Арҫынсем калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн сутуҫӑ хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Карточка хыҫӗнчи виҫӗ хисепе те каланӑ вӑл.
Каярахпа арҫын банкоматра укҫа тӗрӗсленӗ, счет ҫинче 39 пин тенкӗ курсан ӑна ӗне туянакан куҫарса панӑ тесе шухӑшланӑ. Унтан ҫав арҫын каллех шӑнкӑравланӑ, темӗнле йӑнӑш пулнине, квитанци килменнине пӗлтернӗ, ҫавӑнпа сутуҫа укҫана каялла куҫарма ыйтнӑ.
Укҫа куҫарсан хайхискер килекен СМС-ҫырусем мӗне пӗлтернине ӑнланнӑ. Лешӗ унӑн ячӗпе «онлайн-пӳлӗм» тунӑ та вкладри укҫине карточка ҫине куҫарнӑ. Ҫапла майпа сутуҫӑ «бухгалтера» хӑйӗн укҫинех куҫарса панӑ.
Чӑвашла кӗнекесем пичетлеме республика хыснинчен малашне те укҫа уйӑрӗҫ. Паян иртнӗ Чӑваш енӗн Министрсен Кабинечӗ ларӑвӗнче ытти чылай ыйтупа пӗрлех ҫакна та хускатнӑ.
Республикӑри социаллӑ пӗлтерӗшлӗ кӗнекесене пичетлеме регион бюджетӗнчен вӗҫӗмех укҫа уйӑрнӑ. Вӑл укҫана Чӑваш кӗнеке издательствине панӑ. Маларах издательство республикӑн унитарлӑ предприятийӗ пулнӑ та «кӗмӗл» куҫарнӑ чух йывӑрлӑх пулман. Анчах кӑҫалхи ҫуркунне кӗнеке издательствине приватизацилесе акционерсен обществи туса хунӑ. Ҫавна май Чӑваш Енӗн правительстви укҫа уйӑрас ыйтӑва урӑхлатма йышӑннӑ.
Республикӑн информаци политикин тата массӑллӑ коммуникаци министрӗ Александр Иванов Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче Чӑваш кӗнеке издательствине малашне те укҫа уйӑрассине пӗлтернӗ, анчах йӗрки кӑштах улшӑнӗ. Тупра малашне те чӑвашла кӗнекесем, ача-пӑча литератури, ӑслӑлӑх кӗнеки кӑларма кайӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем 5 пин тенкӗ ҫитменнипе аптӑраҫҫӗ. Шалуччен пурӑнма, ара, шӑпах ҫавӑн чухлӗ ҫитмест иккен пире.
Раҫҫейӗн общество телекуравӗ «ОТРажение» программа вӑхӑтӗнче «Реальные цифры» (Чӑв. Чӑн-чӑн цифрӑсем) ыйтӑм ирттернӗ. Унта ҫынсене черетлӗ ӗҫ укҫиччен вӗсем миҫе тенкӗ парӑма кӗрсе кайнипе кӑсӑкланнӑ.
Иваново облаҫӗнче пурӑнакансем укҫашӑн питех хыпса ҫунмаҫҫӗ: вӗсем 1 пин те 700 тенкӗ парӑма кӗрсен те ҫырлахаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Чӑваш Енре пурӑнакансем пыраҫҫӗ иккен: вӗсене 5 пин тенкӗ кирлӗ. Тыва Республикинче 6 пин тенкӗ кивҫен илсен шалуччен шик шӑхӑрса пурӑнаҫҫӗ, Хакас Республикинче – 7 пинпе, Псков облаҫӗнче – 7,5 пинпе.
Улатимӗр облаҫӗнче вара шалуччен пурӑнма 40 пин тенкӗ кивҫен илеҫҫӗ, Мускавра, Мусква облаҫӗнче, Ҫӗнҫӗпӗр тӑрӑхӗнче, Якут Республикинче, Чечняра 30 пинтен пуҫласа 33 пин тенкӗ таран кивҫен илеҫҫӗ.
Вӑрмар район администрацийӗн специалистӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк хӗрарӑма улталанӑшӑн айӑпласшӑн. 28 ҫулта ҫеҫ пулин те ҫакскер кукӑр-макӑр та пӑрӑнӑҫ ҫулпа кайма шут тытнӑ. Ют ҫыншӑн мар, асламӑшӗшӗн (тен, кукамӑшӗшӗн-ши... Чӑваш Енӗн пресс-служби «бабушка» тенӗ те).
Ҫамрӑкки ваттине юхӑнакан ҫуртра пурӑннӑ пек туса хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма пулӑшнӑ. Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫывӑх ҫынни ҫапла майпа кӗҫех виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнӑ. Ҫапла хӑтланса Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял тӑрӑхне 1 миллион та 300 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Килшӗн тӑрӑшакан специалист тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура пӑхса тухса суда ярса панӑ. Кунпах ҫырлахасшӑн мар-ха пакунлисем: хваттере муниципалитета партарасшӑн.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал ялсене атлантармалла тесе ятарлӑ хушу кӑларнӑ. Документра ял халӑхӗн пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама муниципалитетран укҫа параҫҫӗ тесе палӑртнӑ. Конкурса 284 ял тӑрӑхӗнчен 84-шӗ хутшӑннӑ. Вӗсенчен 47-шне ҫеҫ суйланӑ.
Канаш районӗнчи Яманкасси клубӗн тӑррине кӑҫал улӑштарнӑ. Ҫурт кивӗ, 1969 ҫулта хӑпартниех. Республика программипе килӗшӳллӗн, ӑна юсама республика тата вырӑнти муниципалитет укҫа уйӑрнӑ. Халӑх та нухрат пуҫтарнӑ. Клубра чӳречесене улӑштарма, тул енчен илем кӳме палӑртнӑ. Ҫавна май яманкассисем каллех программӑна хутшӑнасшӑн.
Сӑмах май, халӑх пуҫарӑвӗсене пурнӑҫлама Чӑваш Ен хыснинчен 33 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Кунсӑр пуҫне муниципалитет укҫипе усӑ курнӑ, ҫынсем, усламҫӑсем те ку ӗҫе хутшӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |