Пӗр арҫын ывӑлне чылай вӑхӑт алимент тӳлемен. Ӑна ятарлӑ приемнике вырнаҫтарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри суд приставӗсен федераци службин порталӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Арҫынна 2014 ҫултанпа шыранӑ. Тӗрӗслӗх пур-пӗрех тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл юридици адресӗсӗр вӑхӑтлӑх ҫуртра пурӑннӑ-мӗн. Пӗр сӑмахпа, бомжа тухнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлсен пристав вырӑна ҫитнӗ.
Арҫын ҫул ҫитмен ывӑлне 1 миллион тенкӗ ытла алимент тӳлемен. Арҫынна суд приставӗсен федераци службине протокол ҫырмашкӑн илсе килнӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна ятарлӑ приемнике 10 талӑклӑха хупнӑ.
Украинӑри чӑвашсен диаспори Остёр хулинче тахӑҫан Ҫеҫпӗл Мишши пурӑннӑ ҫурта туянасшӑн иккен. Ку хыпара паян «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче пӗлтернӗ.
Издательство ҫуртӗнче Украинӑри чӑвашсен пӗрлӗхӗсен ертӳҫи Надежда Лисовая ӗҫлӗ калаҫупа пулнӑ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Лидия Филипповӑпа тата «Хыпар» хаҫатӑн журналисчӗпе Андрей Михайловпа курса калаҫнӑ. Надежда Лисовая Ҫеҫпӗл пурӑннӑ йывӑҫ ҫурта, Евдокия Пенскаян пӳртне, туянас килнине пӗлтернӗ. Уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗнче пулнӑскере унӑн хуҫи сутлӑха кӑларнӑ иккен. Ҫавна Украинӑри чӑвашсен диаспори туянса юласшӑн. Анчах илме укҫа ҫукки кансӗрлет. Аякри йӑхташсем ҫурта туянма кунти пуян чӑвашсем пулӑшмӗҫ-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна илсе юлайсан вӗсем ӑна музей евӗр упраса хӑварасшӑн.
Раҫҫейре пурӑнакан чухӑн ҫынсене уйӑхсерен талон парасшӑн. Ку – ҫӗнӗ проект. Ӑна 2018 ҫулта хута яма палӑртнӑ.
РФ промышленноҫ тата суту-илӳ министрӗ Денис Мантуров каланӑ тӑрӑх, апат-ҫимӗҫ карточки ҫине уйӑхсерен 833 тенкӗ куҫарса тӑрӗҫ. Ҫапла майпа ҫулталӑкне 10 пин тенке яхӑн пухӑнӗ. Ку проекта пурнӑҫлама ҫулталӑкне хыснаран 300 миллиорд тенкӗ уйӑрма тивӗ. Талона Раҫҫейре пурӑнакан 19 миллион ҫынна пама палӑртнӑ.
Ку талона илес тесен сахал тупӑшлӑ пулнине ӗнентерекен справка кирлӗ. Тӗслӗхрен, ӑна нумай функцилле центра илме пулать. Сӑмах май, кун пек мелпе АПШра 50 ҫул усӑ кураҫҫӗ. Унта чухӑн ҫынсене уйӑхсерен 130 доллар куҫарса параҫҫӗ.
Ҫулсем япӑххи халӗ чылайӑшне тӗлӗнтермест пулӗ. Улатӑра каякансем вара чӑннипех те тарӑхаҫҫӗ. «Йӗпреҫ – Улатӑр» ҫул ала пек шӑтӑк-путӑклӑ, водительсен ҫул хӗррипе кайма тивет.
Инна Зубкова Йӗпреҫ районӗнчен Улатӑра кайнӑ чухне ҫулсем мӗнле пулнине видео ӳкернӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта тӳрех, тепӗр ҫӗртре вара кайма май ҫук. Шӑтӑклӑ пулнӑран водительсен ҫул хӗррипе кайма тивет.
ЧР Транспорт министерстви ку ҫула кӑҫал юсама палӑртнине пӗлтернӗ. 131-мӗш ҫухрӑмран тытӑнса юсӗҫ. Пӗтӗмпе – 11 ҫухрӑм. Кун валли 85 миллион тенке яхӑн уйӑрма палӑртнӑ.
Бурят Республикинче вырӑнти укҫана чӑваш спортсменӗсем валли уйӑрнипе кӑмӑлсӑр. Ку шӑв-шав нумаях пулмасть тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗнчи мӑкӑртатуран «Московский комсомолец» хаҫата ҫитнӗ. Хаҫат журналисчӗ Сергей Данилов асӑннӑ регионти кӗрешӳҫӗсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑру пирки ҫырнинче Улан-Удэ хулинче пурӑнакан Владимир Ширапов сӑмахне илсе кӑтартнӑ.
В. Ширапов ирӗклӗ майпа кӗрешекен бурят спортсменкисенчен Жаргалма Цыренова шанӑҫ панине палӑртнӑ. Анчах вӑл пысӑк шайри ӑмӑртусене хутшӑнаймасть иккен. Сӑлтавӗ Чӑваш Енри Вероника Чумиковӑпа Мария Кузнецова валли укҫа уйӑрнипе ҫыхӑннӑ имӗш. Пирӗн республика хӗрӗсем икӗ регионшӑн кӗрешӗве тухаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вырӑнти пултаруллӑ спортсменсене аталантарма «кӗмӗл» ҫитсе пымасть-мӗн.
Ҫав вӑхӑтрах икӗ регион спортӑн маларах асӑннӑ енӗпе килӗштерсе ӗҫлессине алӑ пуссах ҫирӗплетни те паллӑ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинче пурӑнакан тепӗр 50 ҫынна алла ҫыхмалли сехет парнелесшӗн. Ку сас-хура ӑҫтан тухнӑ тетӗр-и? Патшалӑх тариф служби сехет туянмашкӑн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Ҫитменнине, Элтепер ҫак сехете камсене парнелеме хатӗрленни те паллӑ — арҫынсене! Мӗншӗн тесен аукционра «арҫынсен алла ҫыхмалли сехечӗ» тесе палӑртнӑ.
Сехетсене 130 пин те 950 тенкӗпе туянасшӑн. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр сехет 2 пин те 619 тенкӗ тӑрать. Аукциона ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 10 сехет те 45 минутра ирттерӗҫ. Сехет сутакансем унта пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ.
Амӑшӗн капиталне 2023 ҫулччен тӑсма пултараҫҫӗ. РФ Ӗҫлев министерстви РФ Правительствине ку саккун проектне пӑхса тухмашкӑн тӑратнӑ.
Хальлӗхе РФ Финанс министерствипе РФ Ӗҫлев министерстви килӗшӳ тунӑ документ ҫук-ха. Ӗҫлев министрӗ программӑна кӑштах улшӑнусем кӗртме сӗннӗ: унпа сахал тупӑшлӑ ҫемьесене усӑ куртарасшӑн. Мӗнле майпа? Калӑпӑр, ҫемьен вӑтам тупӑшӗ регионти вӑтам виҫерен пӗчӗк. Ача 1,5-3 ҫулта чухне, вӑл ача пахчине ҫӳремест пулсан, уйӑхне 7-10 пин тенкине укҫан илме сӗнесшӗн.
Хальлӗхе ку саккун вӑя кӗмен-ха.
«Чӑвашавтотранс» ӗҫченӗсене парӑма парса татасси пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Чӑнах та, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пурне те шалу тӳлесе татнӑ.
Кун пирки ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ЧР Элтеперне Михаил Игнатьева шӑнкӑравласах пӗлтернӗ. Ара, Михаил Васильевич Питӗрти пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче вӗт.
Аса илтерер: предприяти ӗҫченсен парӑмне татас тесе банкран 62 миллион тенкӗ кредит илнӗ. Укҫа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче предприяти счечӗ ҫине куҫнӑ. Ҫынсене вара ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче укҫа куҫарса панӑ. Предприяти кредита мӗнле парса татасси пирки нимӗн те паллӑ мар.
Палӑксем, чӑннипех те, тӗрлӗреннисем пур-ха. Ытларахӑшӗ вӑрҫӑ паттӑрӗсене сӑнлать пулӗ. Йӗпреҫре вара паян вӗрентекене сума суса уҫнӑ. Республикӑра халиччен пулман япалана поселокри 1-мӗш вӑтам шкул умӗнче иртнӗ уйӑхра вырнаҫтарнӑ. Паян ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫма тӳре-шара пырса ҫитнӗ.
Митинга хутшӑннӑ район администрацийӗн пуҫлӑхне Сергей Горбунова, Чӑваш Енӗн конкурентлӑ политика тата тариф енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫине Марина Кадилована тата шкула ҫур ӗмӗр каялла вӗренсе пӗтернӗ Геннадий Козлова палӑка уҫма ирӗк панӑ.
Вӗрентекене халалланӑ палӑка уҫассипе йӗпреҫсем икӗ ҫул каялла тимлеме тытӑннӑ. Унти шкул пӗтернисем сӗннине кура вырӑнти хастарсем укҫа пухнӑ. Палӑк сӑнарӗ — вӗрентекен тата хӗрача.
«Газпром газораспределение» акционерсен обществи Чӑваш Енри газ пӑрӑхӗсене туянать. Унпа пӗрле — ҫӗре те. Ку хыпара паян «Экономика сегодня» (чӑв. Паянхи экономика) федераци агентстви хыпарлать. Ҫӗре укҫа парсах илме палӑртнӑ.
Акционерсен обществи пӑрӑха ҫӗршывӑн 12 регионӗнче: Алтайра, Пушкӑртстанра, Калмӑк Республикинче, Коми Республикинче, Мордва Республикинче, Ростов, Сарту, Тверь, Чӗмпӗр, Челепи облаҫӗсенче тата Пермь крайӗнче — туянӗ.
«Газпром газораспределение» 888 887,58 метр тӑршшӗ 49 участока илӗ. Ӑна туянма компание 7 млрд тенке ларӗ. Пӑрӑхпа ҫӗре илекенни — маларах асӑннӑ обществӑн «Газпром межрегионгаз» предприятийӗ. Хак пирки регионсемпе тата ҫӗр хуҫисемпе шӑпах вӑл предприяти хаклашӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |