Пӑрачкав районӗнчи пӗр арҫыннӑн пуҫне ултавҫӑ пӗр уйӑх минретнӗ. Хайхискер пӗр вӗҫӗм укҫа ыйтнӑ.
Ку ҫапларах пулса иртнӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын, 68 ҫултискер, ҫулталак пуҫламӑшӗнче тӗнче тетелӗ урлӑ БАД саккас панӑ. Ватӑ арҫын ҫав эмеле ӗҫме пуҫласан сывлӑхӗ лайӑхланнине туйман. Пачах тепӗр май – сывлӑхӗ япӑхланса пынӑ.
Ака уйӑхӗн варринче ун патне палламан номертен шӑнкӑравланӑ. Хайхискер Мускаври тӳлев департаменчӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, БАД сывлӑхшӑн сиенлӗ пулнине каланӑ. Ҫакӑншӑн пенсионера тӑкакне, 200 пин тенкӗ, саплаштарассине пӗлтернӗ. Анчах куншӑн 20 пин тенкӗ комисси куҫарса памалла-мӗн.
Анчах шӑнкӑравсем ҫаплипех килнӗ. Кашнинчех укҫа куҫарса памалли пирки каланӑ. Ҫапла вӑл Пӑрачкав районӗн арҫыннинчен 600 пин тенке яхӑн сӑптӑрса илнӗ.
Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинчи право йӗркине тивӗҫтерессипе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта тӑлӑх ачасене хваттерпе тивӗҫтерес ыйту пирки те чарӑнса тӑнӑ. Чӑваш Республикин строительство министрӗ Владимир Михайлов паянхи куна республикӑра ашшӗ-амӑшӗнчен тӑлӑха юлнӑ 1953 ача хваттер черетӗнче тӑнине пӗлтернӗ, вӗсене ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерме 121,4 млн тенкӗ тӑкаклама пӑхса хӑварнине каланӑ.
ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – финанс министрӗ Светлана Енилина тӑлӑх ачасенчен хӑшӗ-пӗри ҫеҫ ашшӗ-амӑшӗсемсӗр юлнине, 75 проценчӗ социаллӑ тӑлӑх шутланнине асӑнса хӑварнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, ~«~нумай ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен пепкисене усрасшӑн мар пӑрахса кайни сисӗнет». «Ачасен пуласлӑхӗшӗн ашшӗ-амӑшӗ яваплӑ. Вӗсен хӑйсен пепкисемшӗн ытларах пӑшӑрханмалла», — тенӗ Михаил Игнатьев. «Тӗлли-паллисӗр ҫухалса ҫӳрекен ашшӗ-амӑшӗсем тата ҫитменнине эрех-сӑра ӗҫсе алхасакансем шӑпах та ачасене тӗрӗс-тӗкел ҫитӗнме чӑрмав кӳреҫҫӗ тенӗ сӑмаха малалла тӑснӑ май республика Пуҫлӑхӗ~~», — тесе ҫырнӑ официаллӑ порталта.
Ҫывӑх вӑхӑтра икӗ районти — Патӑрьелӗнчи тата Тӑвайӗнчи — культура ҫурчӗ хӑпартма килӗшекен строительство организацийӗсене палӑртмалла. Хальлӗхе вӗсене суйлама конкурс иртессине пӗлтернӗ.
Культура ҫурчӗсене кӑҫалах туса пӗтермелле. Контрактсен пӗтӗмӗшле хакӗ 27,4 миллион тенкӗпе танлашӗ.
Патӑрьел раойнӗнчи Ыхраҫырминче 150 вырӑнлӑх культура ҫуртне чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Укҫана республика тата вырӑнти хыснаран уйӑрмалла. Ыхраҫырмисем ялти культура учрежденийӗ валли 14 миллион тенкӗ ҫитет тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Тӑвай районӗнчи Чутейӗнчи культура ҫурчӗ 106 вырӑнлӑх пулӗ. Ӑна раштавӑн 1-мӗшӗ тӗлне хута ямалла. Кун валли 13 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ.
Саккасҫӑ пулса аукцион ирттерекеннисем — вырӑнти ял тӑрӑхӗсем.
Вӑрмар тата Муркаш районӗсенче ҫул тума кӑҫал хыснаран 32 миллион тенкӗ уйӑрмалла. «Чӑвашупрдор» предприяти саккасҫӑ евӗр пулса подряд организацийӗсене шыранине пӗлтернӗ.
Аукцион ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртмелле. Ун вӑхӑтӗнче Муркаш тата Вӑрмар районӗнчи обьектсене тӑвакансене палӑртмалла.
Вӑрмар районӗнчи Тикеш ялӗнчи Ленин, шкул урамӗсене тата Кудрявцев тӑкӑрлӑкне юсама 11 миллион тенкӗ ытларах уйӑрма палӑртнӑ. Юсамалли ҫул тӑршшӗ — 1,184 километр. Ӗҫе контракта алӑ пуснӑ хыҫҫӑн ултӑ уйӑхра вӗҫлемелле.
Муркаш районӗнчи Отарккӑ ялӗнче 3,020 километр тӑршшӗ ҫул сармалла. Унта Вӑрман, Афанасьев, Анисимов тата Пахча урамӗсене хӑтлӑх кӗртесшӗн. Ҫул тӑршшӗ вӑрӑм та укҫи те ытларах кирлӗ: 20,8 миллиона яхӑн уйӑрмалла.
Патшалӑх закупкисен сайтӗнче ЧР Элтеперӗн администрацийӗ ҫӗнӗ машинӑсем илмешкӗн аукцион ирттернине пӗлтернӗ. Парк валли икӗ автомашина туянасшӑн.
Пӗр машинӑн хакӗ – 1 миллион тенкӗ те 390 пин те 143 тенкӗ. Ку укҫа республика хыснинчен килӗ. Пӗтӗмпе автобазӑна ҫӗнетме 2,7 миллион тенкӗ кайӗ.
Машинӑн мӗнле пулмаллине палӑртнӑ. Ӑна пӑхас тӑк вӗсене «Тайота Камри» тивӗҫтерӗ. Ку машинӑна чиновниксем уйрӑмах юратаҫҫӗ пулмалла.
Аукционра кам ҫӗнтерни ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче палла пулӗ. Сӑмах май, Михаил Игнатьевӑн автобази Ҫӗнӗ ҫул умӗн виҫӗ иномаркӑпа пуянланнӑ.
Вӑрнарти 2-мӗш шкулта вӗренекен Яна Кадыковӑн пуҫ миминче усал шыҫӑ аталаннине тупса палӑртнӑ. Ӑна сыватмашкӑн операци тумалла. Кун валли 348 пин те 871 тенкӗ кирлӗ. Ҫемье ҫынсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Халӑх ҫын хуйхинчен айккинче юлман. Икӗ кунра 1 миллион та 725 пин те 180 тенкӗ пухнӑ. Ачана кӗҫех пульницӑна вырттарӗҫ.
Яна Кадыкова кӑҫалхи кӑрлачра япӑх курма тытӑннӑ. Вӑл хӑйне япӑх туйнӑ. Тухтӑрсем патӗнче тӗрӗсленсен унӑн пуҫ миминче усал шыҫӑ аталаннине тупса палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче «Русфонд» укҫа пухма тытӑннӑ, мӗншӗн тесен операци тумашкӑн патшалӑх квота уйӑрса памасть.
Яна Кадыковӑна Питӗрти пульницӑра операци тӑвӗҫ. Юлнӑ укҫа-тенке чирлӗ ытти ачана пулӑшма ярӗҫ.
Чӑваш Енри шкулсенче тӑван чӗлхене вӗрентекенсене малашне укҫан хавхалантарасшӑн.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе Правительствин ларӑвӗ иртнӗ. Унта ЧР вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев тӑван чӗлхепе шкул ачисем регионсенчи тата халӑхсем хушшинчи олимпиадӑсенче мала тухсан вӗсен вӗрентекенӗсене укҫа парса пулӑшасси пирки проект хатӗрленине пӗлтернӗ.
Чӑваш чӗлхипе литературине, тутар чӗлхине тата литературине, мӑкшӑ чӗлхипе литературине вӗрентекенсене Чӑваш Ен Элтеперӗн премийӗпе чыслама палӑртнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хатӗрленӗ вӗрентекенсене 100-шер пин тенкӗ парӗҫ, ӑслӑх ӑмӑртӑвӗнче палӑракансене хатӗрленӗшӗн — 50 пин тенкӗ.
Йышӑну проектне республикӑн Правительствин ларӑвӗнче ырласа йышӑннӑ.
Паян ҫынсем 32-мӗш маршрутка ҫинче ПТК (Пӗрлехи транспорт карти) карттине йышӑнманни пирки ҫырнине курнӑ. Кунашкал ҫырнине 41-мӗш маршрут ҫинче те асӑрханӑ.
Икӗ маршрута та 2-мӗш ЧПАП пӑхса тӑрать. Анчах унта ку ыйтупа нимӗнле комментари те паман. Ҫавӑн пекех ҫынсем 41-мӗш маршруткӑна 20 минут кӗтсе тӑнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ.
Аса илтерер: ку таранччен 49-мӗш тата 51-мӗш маршрутсемсӗр пуҫне пурте ПТК карттине йышӑннӑ. Ку хатӗре вӗсем 36 пин тенкӗпе туяннӑ. Водительсем те кӑмӑлсӑр: ПТК урлӑ куҫарнӑ укҫа вӗсем патне пӗр уйӑхран ҫеҫ ҫитет.
Чӑваш Енри патшалӑхӑн сывлӑх сыхлав учрежденийӗсене ертсе пыракансем шалу енчен иртӗхеймӗҫ. Вӗсен уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫине ахаль врачран пуҫласа санитарка миҫе тенкӗ илни таранах витӗм кӳмелле. Паян Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче ятарлӑ йышӑнӑвӑн проектне пӑхса тухса ҫирӗплетнӗ.
Сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх учрежденине ертсе пыракансем пульницӑри вӑтам шалуран 6 хутран пысӑкрах илеймӗҫ. Вӑтам шалӑва шутланӑ чухне тӗп врачӑн ҫумӗсене, тӗп бухгалтера кӗртмӗҫ. Тӗп врачӑн ҫумӗсен шалӑвӗ вара вӑтам шалуран 5 хутран иртмелле мар. Капла чару тӗп бухгалтерсене те пырса тивет.
Правительство ларӑвне ертсе пынӑ Михаил Игнатьев Элтепер тухтӑрсене хавхалантарнӑ чух вӗсем пациентсемпе хӑйсене епле тытнине те, ӗҫе епле пурнӑҫланине те шута илмеллине асӑрхаттарнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансен хӑйсене чухӑн ҫын пек туяс мар тесен мӗн чухле ӗҫлесе илмелле? Раҫҫейри Общество телекуравӗ ку ыйтӑвӑн хуравне тупнӑ. Чӑвашра пурӑнакансен сахалтан та 20–30 пин тенкӗ ӗҫлесе илмелле-мӗн.
Экспертсем куракансене хӑйсем пурӑнакан регионта чухӑн туяс мар тесен мӗн чухлӗ укҫа кирли пирки ҫырма ыйтнӑ. Вӑтамран пӗр ҫын пуҫне уйӑхра 27 пин тенкӗ те 991 тенкӗ тухнӑ.
Палӑртмалла: тӗрлӗ регионта ку кӑтарту тӗрлӗрен. Тӗслӗхрен, Камчатка, Алтай, Кабарда-Балкар, Якути, Байкал, Сахалин тӑрӑхӗнче, Аҫтӑрхан, Мускав, Севастополь хулисенче пурӑнакансене ытлӑ-ҫитлӗ пурӑнмашкӑн уйӑхне 40–50 пин тенкӗ кирлӗ. Адыгея, Бурят, Карачай-Черкеси, Крым, Тыва, Курган тӑрӑхӗсенче ҫынсем уйӑхра 15–20 тенкӗпе лайӑх пурӑнаяҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |