Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуссем тӗлӗшпе йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Кун пирки Чӑваш энергосбыт компанийӗн сайтӗнче пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбус управленийӗн энергокомпани умӗнчи парӑмӗ темиҫе уйӑхра 3 хут ӳснӗ. Малашне энергокомпани транспорт предприятине кредитла усӑ куртараймасть.
Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗ тӗлне предприяти парӑмӗ 6,1 миллион тенке ҫитнӗ. Парӑмҫа электроэнергипе усӑ курассине чикӗлесси пирки уведомлени янӑ. Ҫапла майпа пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуссем электроэнергипе чикӗлесе усӑ курӗҫ.
Шупашкарти тепӗр предприятире ӗҫ укҫине япӑх тӳлеме тытӑннӑ. Чӑлха хапрӑкӗнче ҫынсем виҫҫӗмӗш уйӑх ӗнтӗ шалу илеймеҫҫӗ.
Ҫынсен тӳсӗмлӗхӗ пӗтнӗ. Вӗсем предприяти умне пухӑннӑ. Хапрӑкра тӑрӑшакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене раштав уйӑхӗренпе укҫа паман. Паянхи кун тӗлне парӑм 6 миллион тенке ҫитнӗ.
Харпӑкри лару-тӑру хӑҫан лайӑхланасси паллӑ мар-ха. Пуҫлӑх та час-часах улшӑнать. Ҫынсенчен чылайӑшӗ унта тахҫантанпах ӗҫлет. Халӗ вӗсене ӗҫ вырӑнӗ тупма йывӑр.
Тӗрӗссипе, харпӑкра ӗҫ те ҫук. Ҫынсем уйӑхне 2–3 кун кӑна станок умне тӑраҫҫӗ. Ку уйӑхра ав пачах ӗҫлемен. Ҫавна май ӗҫ укҫи те пӗчӗк: 7–8 пин тенкӗ. Хӑш чухне 5 пин тенкӗ илни те пулнӑ.
Предприятие Наталья Емельянова ертсе пырать. Харпӑк умне пухӑннӑ ҫынсене вӑл шала кӗме ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫынсене раштав уйӑхӗнчи шалӑва тӳлеме тытӑннӑ. Эрне вӗҫнелле раштаври ӗҫ укҫине парса татма шантарнӑ. Ака уйӑхӗнче вара харпӑка туллин ӗҫлеттерсе яма палӑртнӑ. Хальлӗхе станоксем материал туянма укҫа ҫитменрен чарӑнса ларнӑ. Правительствӑра харпӑкри лару-тӑрӑва сӑнасах тӑраҫҫӗ. Предприяти хупӑнасси пирки калаҫмаҫҫӗ-ха.
«Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Чӑваш энерги сутакан компани) умӗнче парӑм виҫи ӳссе кайнӑ. Нарӑсӑн 1-мӗшӗ тӗлне вӗсене тӳрреммӗн тӳлекен Чӑваш Ен ҫыннисем пурӗ 208,4 миллион тенкӗ таран парӑма кӗнӗ. Пӗлтӗрхипе танлаштарсан ку виҫе 50 миллион ытларах. Каласа хӑварас пулать, тӳрреммӗн тӳлекенсен йышӗ республикӑра 384 пин абонент ытла шутланать.
Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисен пӗрлешӗвӗсем, ертӳллӗ (управляющи) компанисем тата ытти ҫавӑн йышши пӗрлӗхсем те парӑмра, вӗсен виҫи 326 миллион ытла.
«Чувашская энергосбытовая компания» акционерлӑ общество аслӑрах «ЭСК РусГидро» акционерлӑ обществӑн «ачи» шутланать. Парӑмсем ытла ӳссе кайнине пула энергетиксем парӑмҫӑсенчен хытӑрах ыйтасшӑн. Уйрӑм ҫынсенчен те, управляющи компанисенчен те парӑма илес тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлӗҫ.
Ҫитес уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен ачасене ҫуллахи уйлӑхра канма заявлени йышӑнма пуҫлӗҫ. Ӗнер иртнӗ республикӑн Правительствин ларӑвӗнче ЧР ӗҫ тата социаллӑ аталану министрӗ Сергей Димитриев каланӑ тӑрӑх, ҫӑмӑллӑхсем упранса юлнӑ. Путевка 13 пин те 767 тенкӗ пулмалла. Хак пӗлтӗрхинчен 700 тенкӗ ӳсӗ.
Ҫӑмӑллӑхлӑ категорисене (5 е ытларах ачаллисене, сусӑр ачаллисене тата ытти хӑш-пӗр категорие) тӳлевсӗрех парӗҫ. Йывӑр лару-тӑрури ҫемьесене путевкӑн 5 процентне тӳлеттерӗҫ. Теприсем вара ҫемьери тупӑша кура путевка хакӗн 20, 30, 50 процентне саплаштарӗҫ.
Шупашкар районӗнче, сӑмахран, заявленисене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта (вӑл Кӳкеҫри Совет урамӗнчи 23-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ) ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ирхи тӑхӑр сехетре йышӑнма пуҫлӗҫ.
«Чӑвашавтотранс» предприятири лару тӑру пирки Раҫҫей шайӗнче те калаҫни пирки эпир унччен сире пӗлтернӗччӗ. Ыйту федераллӑ министрсем патнех ҫитнӗрен «Чӑвашавтотранс» пирки ӑна ӗнер правительство ҫыннисемпе ирттерекен канашлура тепре сӳтсе явнӑ. Унта тухнӑ сӑмах тӑрӑх пухӑннӑ парӑма ҫӗртмен 1-мӗшӗччен парса татасшӑн.
Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх влаҫрисем йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнишӗн предприятин малтанхи пуҫлӑхӗсене айӑплаҫҫӗ. «Чӑвашавтотрансра» вӑй хуракансем вара йывӑрлӑх сиксе тухнине хыснаран укҫа уйӑрманнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. 2013 ҫулта 46 миллион парса ҫитереймен, 2014–2015 ҫулсенче — 128, пӗлтӗр 84 миллион патнелле.
Аса илтеретпӗр, пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне ӗҫ укҫин парӑмӗн пӗтӗмӗшле хисепӗ 67 миллиона ҫитнӗ. «Мой город» портал пӗлтернӗ тӑрӑх ӗҫ укҫи тӳлеме предприятие уйӑхсерен 21 миллион кирлӗ.
Чӑваш Енри шырав отрячӗсене республика Элтеперӗн укҫине парӗҫ. Ӑна илес текенсенчен конкурс комиссине 14 заявка тӑратнӑ. Анчах телее, тепӗр майлӑ каласан, укҫана, тивӗҫекенӗсем — ултӑ отряд.
Аса илтерер, Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнчи хушӑвӗпе килӗшӳллӗн вӗренӳ учрежденийӗсенчи тата ҫамрӑксен виҫшер отрядне укҫа уйӑрма йышӑннӑ. Малтанхи ушкӑнрисене 100-шер, иккӗмӗш ушкӑнрисене 75-шер пин пама палӑртнӑ.
Вӗренӳ учрежденийӗсенчен Улатӑрти П.Г. Макаров ячӗллӗ 9-мӗш вӑтам шкулти, Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулти, Шупашкарти 5-мӗш гимназири отрядсем 100-шер пинлӗ пулӗҫ.
Ҫамрӑксен шырав отрячӗсенчен гранта «Студенческий Совет» (чӑв. Студентсен канашӗ), И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУри «Память» (чӑв. Астӑвӑм) тата «Веда» отрядсем тивӗҫнӗ.
Йӗрке хуралҫисем Смоленскра чирлӗ ачасем валли укҫа пухакан чӑваш фончӗпе интересленнӗ. Фонда Ҫӗнӗ Шупашкарта регистрациленӗ. Хӑй вара Смоленск тӑрӑхӗнче ӗҫлет.
Фонд элчи каланӑ тӑрӑх, вӗсем пухнӑ укҫан 20 процентне хӑйсене илеҫҫӗ. Тата ҫакна палӑртнӑ: реклама листисем ҫинче кӑтартнӑ банк карттин реквизичӗсем чирлӗ ачасен ашшӗ-амӑшӗн мар, хӑйӗн счечӗ ҫине кирлӗ ҫӗре куҫаракан организацин пулнӑ.
Ҫитменнине, Смоленски Ҫӗнтерӳ тӳремӗнче чирлӗ ачасем валли ҫул ҫитмен ачасем укҫа пухаҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери покер турнирӗсенче темиҫешер миллион тенкӗ выляса илнӗ Шупашкар арҫыннине налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн. Ҫав этеме тӗрлӗ ҫӗрти ҫавӑн пек вӑйӑсенче ӑннӑ: АПШри Лас-Вегасра, Германири Берлинта, Данири Копенгагента тата Франции Довиль хулинче.
Ниҫта та тӗпленсе ӗҫлемен арҫын уйрӑм ҫынсем тӳлемелли налукран пӑрӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. 36-ри Шупашкар арҫынни 2011–2013 ҫулсенче 4 миллиона яхӑн налук тӳлемен-мӗн. Ҫав ҫулсенче вӑл 30 миллион тенкӗ ытла тупӑш илнӗ.
Вӑл уйрӑмах пысӑк виҫепе парӑма кӗнине кура ӑна виҫӗ ҫул таран ирӗкрен хӑтарма юрать. Парӑма арҫын хӑй кӑмӑлӗпе татсан пуҫиле ӗҫе чарма пултараҫҫӗ.
Укҫа енчен телейлӗ 36 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следователӗсем пуҫарнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ҫул-йӗрҫӗсем ҫула вак кирпӗчпе саплаҫҫӗ. Ку хыпара «PROГород» интернет-хаҫат пӗлтерет. Ӑна Михаил Катмичев ятлӑ ҫын систернӗ иккен. Сӑмахне ҫирӗплетме ҫав этем редакцие сӑнӳкерчӗксем те ярса панӑ. Ванса пӗтнӗ шӑтӑк-путӑклӑ ҫула Ҫӗнӗ Шупашкарти Чумкасси микрорайонта кирпӗчпе саплаҫҫӗ иккен.
Анчах Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗнче кунта ним начаррине те курмаҫҫӗ. Унтисем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ку вӑл — вӑхӑтлӑх йышӑну. Ҫула юсама хальлӗхе ҫанталӑк юрӑхлӑ мар иккен. Кӑштахран шӑтӑк-путӑк вырӑнне вӗри асфальт сарма тытӑнӗҫ.
Хулари тӳре-шара ҫул-йӗр юсама кӑҫалхи хыснара 3,5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнине пӗлтернӗ. Федерацин ҫул-йӗр юсавӗпе ҫыхӑннӑ ятарлӑ программӑна хутшӑнса 12 участока 315 миллион тенкӗлӗх ҫӗнетмелле.
«СУОР» компанин тӗп директорӗ Владимир Ермолаев тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах нумаях пулмасть ӑна хупнӑ.
Владимир Ермолаева налук тӳлеменшӗн айӑпласшӑн пулнӑ. Вӑл 2014 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа 2015 ҫулхи раштавччен налук тӳлемен. Усламҫӑ хыснана пӗтӗмпе 139 миллион та 600 пин тенкӗ куҫарман. Тӳлеменнине кура пенисем те ӳснӗ. Пӗтӗмпе хысна умӗнчи парӑм 161 миллион тенкӗпе танлашнӑ.
Пуҫиле ӗҫ пуҫарсан Владимир Ермолаев парӑма татнӑ. Ҫавна май РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ӗҫе хупнӑ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр Чӑваш Енре налук тӳлеменнипе ҫыхӑннӑ 10 пуҫиле ӗҫе хупнӑ. Кӑҫал тепӗр ӗҫе пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла майпа хыснана 168 миллион тенкӗ кӗнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |