Чӑваш халӑхӗн ӗҫпе наци тата культура йӑли-йӗркине малалла ҫирӗплетсе пырас, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен ҫар мухтавне тата паттӑрлӑх историне илемлӗх хатӗрӗсемпе пропагандӑлас, ҫамрӑксене патриотла ӳстерес, тӑван ене хисеплесе юратма вӗрентес тата сывӑ пурнӑҫ йӗркине анлӑрах сарас тӗллевпе кӑҫалхи ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, шӑматкун, Краноармейски ялӗнче, вӑрман ҫывӑхӗнчи «Факел» стадионта «Акатуй-2011» ирттереҫҫӗ.
Хальхинче ӑна Раҫҫей космонавтикин ҫулталӑкне тата хамӑр ентеш — Совет Союзӗн Геройӗ В.В. Васильев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халаллаҫҫӗ.
«Акатуй» ирттерме район администрацийӗн пуҫлӑхӗн йышӑнӑвӗпе йӗркелӳ комитетне туса хунӑ, унӑн председательне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумне, ял хуҫалӑх, экономика тата обществӑлла инфратытӑм аталанӑвӗн управленийӗн начальникне И.В. Степанова суйланӑ.
Чӑваш тӑрӑхӗнчи шкулсенче ҫулсерен ҫу вӗҫӗнче «Юлашки шӑнкӑрав» уяв иртет. Кӑҫал та тӑван шкулти шӑнкӑрав юлашки хутччен 11-мӗш класра вӗренекен 5 500 ачашӑн, 13 пин 9-мӗш класрисемшӗн (пӗлтӗрхи кӑтартусем: 11 кл. — 7,7 пин; 9 кл. — 14,1 пин) янӑрарӗ.
Кашни шкулта тенӗ пекех паян чаплӑ уявсем иртрӗҫ — шкул ачисемпе ашшӗ-амӑшӗсем, вӗрентекенсем тата ыттисем пухӑнчӗҫ, вӗренсе тухакансене саламларӗҫ. Ӗнер кунашкал уяв Элӗк, Канаш, Вӑрмар районӗсенче тата Канашра вӗренекенсен пулчӗ.
Малашнехи ҫула ҫамрӑксен хӑйсен суйламалла пулӗ — кам малалла вӗренес тейӗ, кам пурнӑҫа урӑхла йӗркелес тейӗ.
Вӗренсе тухакансене патшалӑх экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытма, ӳлӗмхи пурнӑҫа тӗрӗс суйлама сунатпӑр!
Кашни килте, кашни хуҫалӑхра паян 1945 ҫулта пулса иртнӗ Ҫӗнтерӳ кунне уявлаҫҫӗ! Шупашкарта паян парад иртӗ, ялсенче — ятарлӑ митингсем. Килсенче кашни хӑйӗн аслашшӗне, кукашшӗне, ашшӗне ырӑ сӑмахпа асӑнӗ — тылра вӑй хунӑ-и, е вӑрҫӑ хирӗнче ҫапӑҫнӑ-и — хальхи вӑхӑтра эпир килленсе пурӑннинче вӗсен тӳпи пӗчӗк мар! Асламӑшсен, кукамӑшӗсен, аннесен чӑтӑмлӑхӗпе ӗҫченлӗхӗ те ҫӗнтерӗве туптама самай пулӑшнӑ. Чӑваш халӑх сайчӗ пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать! Вӑрҫӑ-харҫӑ нихӑҫан та ан тухтӑрччӗ, пуринпе те килӗшӳллӗ пурӑнасчӗ!
Манар мар ҫак куна, пӗлтерхи пек юбилейлӗ-и вӑл, е тулли ҫул мар-и — яланах ҫак куна асра тытар! Ветерансем те ӗнтӗ пирӗн хушӑра сахалансах юлчӗҫ — кашнине чыслар!
Ӗмӗртенех ҫуркунне сӑнарне ҫамрӑклӑхпа ҫыхантарнӑ. Юр васкаса ирӗлни, ҫанталӑк ешерни-чечекленни урлӑ яш-кӗрӗмӗн кӗрлевлӗ-шавлӑ пурнӑҫӗ, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлӗ сисӗнсе тӑнипе ҫыхӑннӑ-ха ӗнтӗ ку. Студентсен ҫулленех шавласа иртекен уявне — «Студентсен ҫуркуннине» — лекцире тӗлӗрсе ларакансене чӗрӗлӗх кӗртекен уяв теме те пулать-тӗр. Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем те пушӑн 29-мӗшӗнче «Юрӑ евӗр юрату» (Любовь как песня) программӑпа культура керменӗн сцени ҫине тухрӗҫ. Уяв программи куракана асамлӑ кӗвӗ тӗнчине илсе кӗчӗ. Ялтан хулана килнӗ пултаруллӑ ҫамрӑк — Антон (Костя Рязанов 2 курс студенчӗ) — юрӑ-кӗвӗре хӑйне шыраса тупнин историне каласа пачӗҫ студентсем. Вика ятла хӗрпе (Алиса Антонова, 2 курс), продюсерпа (Егор Алексеев, 2 курс) паллашни пулӑшать Антона. Студентсем юрӑ чуна юрату евӗрлех витернине кӑтартрӗҫ. Чӑн та, ҫепӗҫ кӗвӗпе тулнӑ ҫурхи уяв куракансен кӑмӑлне те хускатрӗ. Жюри «Автор юрри», «Дефиле» жанрсене ырласа йышӑнчӗ, Костя Рязановӑн юрӑ-кӗвӗри пултарулӑхне (Студвесна сценарине те, юрри-кӗввине те вӑлах ҫырнӑ) уйрӑмах палӑртрӗ.
Хӗрачасем, хӗрсем, хӗрарӑмсем! Асаннесем, кукамайсем! Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те ҫуркуннехи пӗрремӗш уяв ячӗпе, Хӗрерӑмсен кунӗ ячӗпе саламлать!
Ҫуркуннехи тавралӑх епле капӑр, эсир те ҫавӑн пекех илемлӗ пулӑр, ҫуркуннехи ҫил епле ӑшӑ эсир те ҫӑвӑн пекех ӑшӑ кӑмӑллӑ пулӑр.
Телей, юрату ан иксӗлтӗр сирӗн пурнӑҫра!
Паян, пушӑн 5-мӗшӗнче, Шупашкарти «Ҫӑлкуҫ» хупахра «Сувар» фонд тӑрӑшнипе йӗркеленӗ Ҫӑварние уявларӗҫ.
Уява Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ — вӑл ун ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл православи тӗнне пӑтрашӑнса кайнӑ пулсан, чӑн чӑвашла ӑна пушӑн 21-27-мӗшӗсенче, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтра ирттермелле. Арсений Тарасов уяв ячӗн этимологине каласа пачӗ — вӑл «ҫу»-па ҫыхӑнман иккен, хӗвелпе ҫыхӑннӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх авалхи пӑлхар-сӑвар-чӑваш чӗлхинче «хӗвел» пӗлтерӗшлӗ «яр» сӑмах пулмалла пулнӑ. Ҫапла майпа вара уяв ячӗ хальхилле «хӗвел эрни» пӗлтерӗшлӗ.
Ҫӑварни сӑри ӗҫнӗ хушӑра пухӑннисене хӑйӗн пултарулӑхӗпе «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ савӑнтарчӗ. Вӗсен юрри-кӗвви пурне те килӗшрӗ. Маларах вӗсен пултарулӑхӗпе паллашманскерсем тӗлӗнсе итлесе ларчӗҫ, ыттисенче хытӑрах алӑ ҫупрӗҫ.
«Сувар» фонд уявра сумлӑ арсемпе арӑмсене хӑйсен хӗвел паллине парнелесе чысларӗ. Деменцова Роза Трофимовнӑпа Алена Терентьева («Чӑваш наци радиовӗн» ӗҫченӗсем) шӳлкеме евӗрлӗ палла тивӗҫрӗҫ.
Хисеплӗ чӑваш, хисеплӗ пӑлхар, хисеплӗ сувар!
«Сувар» фонд сана ҫывхаракан уяв ячӗпе саламлать, пушӑн (мартӑн) 5-мӗшӗнче (вӑл шӑматкун пулӗ) Ҫӑварни сӑри ӗҫме «Ҫӑлкуҫ» хупаха чӗнет! Уяв кӑнтӑрла 12 сехетре пуҫланӗ. Чӑвашлӑх саншӑн пуш сӑмах мар пулсан «Сувар» фонд уява пӗрле юнашар ларса ирттерме чӗнет.
Ҫӑварние эрехсӗр уявлӗҫ. Сӑра вӗретме Ишлейсем лартнӑ та ӗнтӗ!
Арҫынсене чӑваш тумӗпе килме хистеҫҫӗ, хӗрарӑмсене — тутӑрпа.
ЧПУ студенчӗсем ҫӑварние 10 кун маларах палӑртнӑ, «Масленица-2011» ирттернӗ. Чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче ӗҫлекен сотрудниксемпе преподавательсем те унта хутшӑнчӗҫ.
Православи тӗнӗнче Ҫӑварни кӑҫал нарӑсӑн 28-мӗшӗпе пушӑн 6-мӗшччен иртмелле.
Паян, карлачӑн 14-мӗшӗнче, «Ҫӑлкуҫ» хупахра чӑваш халӑхӗн хастарӗсем Сурхури сӑрипе сӑйланма пухӑнчӗҫ. Мероприятие «Сӑвар» фонд йӗркеленӗ.
Авалтан пыракан чӑваш уявне Сарри Мишши, Праски Витти, А. Енилин, П. Пупин, В. Алмантай, Аксар-Сӗрмек, Тимӗр Тяпкин, М. Палтай, Е. Ерагин, Н.М. Адер тата ыттисем пухӑнчӗҫ.
Сурхурине чаплӑн палартрӗҫ — кӗсле те, шӑхлич те кӗвӗ каларӗ. Кӗсле калама ятарласа пӗр студенткӑна ченсе илнӗччӗ. Пӑлхартан, Тутарстанран килнӗ хӑнасем вара уява самай илемлетрӗҫ, инҫетри чӑвашсенсен авалхи вырӑнӗнчен юрӑ-парне илсе килчӗҫ.
«Сувар» фонд уяв май хисеплӗ чӑвашсене (вӗсем «суварсене» теҫҫӗ) хӑйсен хӗвел паллине парнелерӗҫ.
Сурхури сарине сӑйланӑ хыҫҫӑн, тутлӑ шӳрпене ҫинӗ хыҫҫӑн чӑваш хастарӗсем калаҫӑва куҫрӗҫ. Калаҫу сӗм ҫӗрлечченех пычӗ (ку хыпара ҫырнӑ чухне вӗсем «Ҫӑлкуҫран» саланманччӗ-ха).
Кунашкал уявсене малашне те ҫакӑн пек чаплӑ ирттерме палӑртрӗҫ.
Сӑнӳкерчӗксем (пӗчӗк пай, 32 тӗп сӑн), 2 пай (тулли, 115 сӑн)
Хисеплӗ сайт хӑни! Сувар фонд сана ҫывхарса килекен уявпа саламлать!
Ҫитрӗ, ҫитрӗ сурхури!
Сурхури, сурхури терӗмӗр,
Сурхури ҫитрӗ курӑнать.
Атьӑр тухӑр, ачасем,
Урам тӑрӑх кайӑпӑр,
Килӗрен киле ҫӳрӗпӗр,
Килӗрен кукӑль чӳклӗпӗр.
Сурхури сӑри ӗҫме кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче кӑнтӑр иртсен 2 сехетре (14:00) ЧНК ҫуртӗнче вырнаҫнӑ «Ҫӑлкуҫ» хупаха чӗнетпӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |