Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче Лапсар ял тӑрӑхӗнче «Акатуй» иртрӗ. Ку тӑрӑха тӑхӑр ял кӗрет — Лапсар, Асакасси, Вӑрманкас, Карачура, Ойкасси, Ҫатракасси, Ҫӗньял, Хӗрлӗ Ҫыр, Чӑркаш. Ҫанталӑкӗ уҫӑрах тӑчӗ пулин те Ҫатракасси ялӗн ҫӳмӗнче вырнаҫ шкул стадионне халӑх самаях пухӑнчӗ. Тен ытларах та пухӑнӗччӗ пулӗ те — хӑш-пӗр ҫынсене ял ӗҫӗ уява ямарӗ пулас: уттине те типӗтмелле, ҫӗрулмине те купаламалла, канмалли кунра ҫурт-йӗре юсас ӗҫсене те туса пымалла.
Уява халӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем уҫрӗҫ — Вӑрманкас клубӗнчи «Парне», тата кӑнтӑр поҫёлокӗнчи «Шевле» ушкӑнсем. «Акатуя» ертсе пыраканӗ Варманкасри фольклор ҫурчӗн ертӳҫи Маргарита Анатольевна Владимирова пулчӗ.
Уйкассинчи Ильина Нина Ефремовнӑпа Сайкова Лариса, Ҫатра-Лапсар шкулӗнче вӗренекен хӗр пӗрчисем, Ҫеньялти Фёдорова Ксения Анатольевна та хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ.
Ҫӗртмен 12-мӗшӗнче Чӗмпӗрте чӑваш Акатуйӗ пулать. Вырӑнӗ — Винновка ращи (чукун ҫул вокзалӗ патӗнчен инҫе мар). 11 сехетре пуҫланать. Артистсене, кӗрешӳҫӗсене, кире пукан йӑтакансене, куракансене йыхравлатпӑр.
Уява Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ ирттерет.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: "Канаш" хаҫат
Ӗлӗкренпе чӑваш ака-сухана пӗтернӗ хыҫҫӑн Акатуя тухнӑ — ҫурхи ӗҫсем вӗҫленине уявланӑ. Ку уява халӗ те ирттереҫҫӗ, вӑл шутра аякри чӑвашсем те!
Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче (июнӗн 20-мӗшӗнче) Акатуй Чулхулара янрӗ! Пуҫламӑшӗ — кӑнтӑрла, 12 сехетре! Юлташсем, хӑнасем, хаклӑ ҫыннӑмсем — Акатуя уявлама, сире пурне те, чӗнетпӗр авалхи хулана, Чулхулана!
Уяв 1-мӗш май ячӗллӗ паркра (Чкаловский метропа юнашар, Канавино районӗнче вырнаҫнӑ) иртӗ. Тӑванӑрсене, юлташӑрсене чӗнме ан манӑр!
Ҫак кунсенче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри ҫӗнетсе илемлетнӗ Культура керменӗнче (халӗ ӑна информаципе культура центрӗ теҫҫӗ) ялти шкулта вӗренекенсем пысӑк уява — Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкне халалланӑ фольклор фестивальне пуҫтарӑнчӗҫ.
Тӑван халӑх пултарулӑхӗ ҫав тери тӗрлӗ енлӗ та кӑсӑк. Авалтан килекен пуянлӑха — чӑвашсен ырӑ йӑли-йӗркине сцена ҫинче кӑтартса пама тӗллев тытрӗҫ те ӗнтӗ шкул ачисем. Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем - В.Н.Воронова тата Н.Н.Круглова йӗркеленӗ уяв сценарийӗнче 1-10 классенче вӗренекенсем «Вӑйӑ», «Выртмара», «Ҫӑварни», «Сӗрен», «Сурхури» тата ытти уявсен тӗслӗхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Сӑнарсене калӑпламашкӑн ачасен самай вӑй хума тиврӗ. Чӑвашсен ӗлӗкхи вӑхӑтри пултарулӑхӗ ҫамрӑк ӑрушӑн ҫӗнӗлӗх уҫниех: нумай япалана ялти ватӑсенчен ыйтса пӗлмелле, кӗнекесенче ҫырнисене тӗпчемелле, «асанне арчине» ухтарса пӑхмалла…Паллах, вырӑнти материалсене тӗпе хуни пӗлтерӗшлӗрех те кун пек чухне. Хамӑр таврари йӑла-йӗркене, мӑн асатте, мӑн асаннесен иртнӗ кун-ҫулне ас тутарать, вӗсене уяса пурӑнма хистет.
Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Котеркассинче «Шортан» фольклор ушкӑнне республикӑн Культура министерстви халӑх ятне панӑранпа 10 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Ӑна 1992 ҫулта Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Надежда Михайлова йӗркеленӗ, ҫавӑнтан пуҫласа паянхи кунчченех тӑрӑшса ертсе пырать. Чи пахи — Котеркасси тӑрӑхӗнчи чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗркине упрать, килес ӑрӑва парса хӑварассишӗн тӑрӑшать. Ахальтен мар ӑнтӗ тӗнчерен килекен хаклӑ хӑнасене «Шортан» юрри-ташшине кӑтартаҫҫӗ, чикӗ леш енчи ӗҫлӗ ҫынсем килӗсене таврӑннӑ чух «кун пек халӑх курманччӗ, сирӗнпе экономика ҫыхӑнӑвӗ йӗркелеме кӑмӑллӑ, авалхи халӑх» теҫҫӗ.
«Шортана» саламлама «Уяв» ушкӑнран, район администрацийӗнчен, ытти ҫӗртен пынӑ.
НАР | 19 |
Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче Красноармейски (Трак) салинче Нестӗр Янкас сӑвӑҫ 100 ҫул тултарнине халалланӑ пысӑк савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Унта Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн кафедрин доценчӗ В.А. Абрамов хутшӑнса поэт пултарулӑхӗ ҫинчен доклад тунӑ. Ҫавӑн пекех университет тата факультет пирки районти шкул ачисене каласа панӑ, вӗрентекенсемпе те тӗл пулнӑ.
Тепӗр кун, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Етӗрне хулинче Афиноген Кузьмин филологи наукисен кандидачӗ тата литературовечӗ 80 ҫул тултарнине анлӑ паллӑ тунӑ. Хулари наци гимназийӗнче шкул ачисемпе вӗрентекенсем йышлӑ пухӑннӑ. Халӑх умӗнче В.А. Абрамов доцент тухса калаҫнӑ, паллӑ тӗпчевҫе ӑшшӑн саламланӑ.
Нарӑсан 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче В.В. Николаев академик ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв иртрӗ. Ӑна К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культура фончӗ (ертӳҫи — ист. Ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ В.П. Иванов) йӗркеленӗ.
Астӑватӑр пулӗ, ҫулталӑк ҫурӑ каялла Василий Васильевич пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.
В.В. Николаев — Пушкӑртра ҫуралнӑ чӑваш, техника ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, 30 ытла изобретени, 70 ытла ӑслӑлӑх ӗҫ авторӗ, академик, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ газ промышленоҫӗн ӗҫченӗ. Икӗ хутчен Чӑваш Республикин патшалӑх премине, ҫавӑн пекех Ӑренпур хулин хисеплӗ гражданинӗ ятне тивӗҫнӗ. Чылай хушӑ (1989 ҫултанпа) «Оренбурггазпром» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулса ӗҫлерӗ вӑл. 90-мӗш ҫулсен вӗҫӗнчен пуҫласа чӑваш халӑхӑн историйӗпе культурине тӗпчес ӗҫе хастаррӑн хутшӑнчӗ — 10 кӗнеке кӑларчӗ. Вӗсенчен паллӑраххисем: «Чӑваш тумтирӗ: аваллӑхран паянлӑха» (Шупашкар-Ӗренпур-Мускав, 2003), «Чуваши: этническая история и традиционная культура» (Мускав, 2000), «История предков чувашей» (шел пулин те 7 кӗнекерен тӑракан ӗҫе вӗҫне ҫитереймерӗ, 3 кӗнеке ҫеҫ кӑларма ӗлкерчӗ), тата ыт.
Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Мускаври ВВЦра вырнаҫнӑ Раҫҫей халӑхӗчен ҫурчӗ умӗнчи тӳремре «Акатуй» иртӗ. Чӑваш юрри-кӗввипе, пурнӑҫӗпе паллашма, савӑнӑҫлӑ канма пурне те ҫак уява чӗнетпӗр!
Мероприятире спортсменсен ӑмӑртӑвӗ, чӑваш эстрадин ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулӗ. Уявра паллӑ ҫынсем пулӗҫ, вӗсемпе паллашма пултаратӑр. Ҫамрӑксем валли дискотека хатӗрленӗ!
Ан манӑр! Пуҫламӑшӗ 11 сехетре!
Ҫапла, паян, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче тӑван чӗлхе кунне палӑртать. Пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, паллах тӑван чӗлхе вырӑнӗнче чӑваш чӗлхи шутланать.
Ку уява 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ЮНЕСКОн 30-мӗш тӗп конференцийӗнче палӑртма йышӑннӑ. 2000 ҫулта вара ӑна пӗрремеш хут уявланӑ. Уяв тӗллевӗ — тӗрлӗ чӗлхелӗхе тата тӗрлӗ културӑлӑха упрасси. ЮНЕСКО палӑртнӑ тӑрӑх ҫитес вӑхӑтра тӗнчери 6 пин чӗлхерен ҫурри пӗтме пултарать. Ку уява ПНОн Тӗп Ассемблейи те ҫирӗплетнӗ (Α/RES/56/262-мӗш резолюци).
Шел те, Чӑваш Ен администрацийӗн сайтӗнче ку уяв пирки пӗлмеҫҫӗ пулас...
Паян Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Октябрьски ялӗнче уяв иртрӗ. Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ял 147 ҫул тултарнӑ.
Ку ял хӑй кун-ҫулӗнче Пушкина та Бичурина та астӑвать. Ял нумай ятлӑ-сумлӑ ҫынсене ӳстерсе кӑларнӑ. Вӗсем шутне Канаш Альберт Георгиевич сӑвӑҫ та кӗрет.
Уявра Сӗнтӗрвӑрри пуҫлӑхӗ А.А.Шумов сӑмах тухса каларӗ, Сӗнтӗрвӑрринчи чӑваш хорӗ юрларӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |