Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, йӗрке хуралҫисене аптекӑран вӑрлани пирки йӗрке хуралҫисене хыпарланӑ.
Шупашкарти Мускав проспектӗнчи апеткӑсенчен пӗрне арҫын кӗнӗ, вӑл ӳте сӗрмелли крем, пурӗ 10 пин тенке яхӑнлӑх, вӑрланӑ. Видеосӑнав кмерисем ҫав арҫынна ӳкерсе илнӗ.
Вӑрӑ сӑнлӑ ҫынна тепӗр 20 минутран «Республика пульници» чарӑнура патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
Свердлов облаҫӗнчи 48 ҫулти арҫын вӑрланине йышӑннӑ. Чӑваш Енре вӑл Чулхуларан Хусана кайнӑ чухне вӑхӑтлӑха чарӑннӑ. Каҫхине эрех ӗҫсе минренӗ хыҫҫӑн унӑн пуҫне вӑрӑ шухӑшӗ пырса кӗнӗ.
Ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен,«Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Шыв ҫийӗн хӑвӑрт ҫӳрекен ҫав карапсем кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкартан Хусана тата Свияжска хутлӗҫ. Вӗсем кашни кунах ирхи 8 сехетре ҫула тухӗҫ. Каялла килме Хусантан 16 сехетре хускалӗҫ, Свияжскран – 16 сехет те 30 минутра.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Аслисен билет хакӗ — 680 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 340 тенкӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче Тутарстанри «Дуслык» ача-пӑча уйлӑхӗнче Ҫамрӑксен форумӗ иртнӗ. Чӑваш Ен, Мускав, Пушкӑртстан, Тутарстан, Чӗмпӗр, Самар, Сарӑту, Чӗлепи тата Иркутск облаҫӗсенчи, Ханты-Манси автономи округӗсенчи ҫамрӑксем килнӗ унта.
Спикерсем паллӑ журналистсем, общество деятелӗсем, алӗҫ ӑстисем, дизайнерсем пулнӑ. Хусан чӑваш наци культурин аталану центрӗн ятне каялла тавӑрать - пӗр ӗмӗр каяллахи пек.
Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Куба кӗвви-ҫемми янӑранӑ. Чӑваш патшалӑх филармонийӗн сцени ҫине Ирӗклӗх утравӗ ҫинчи ӑстасем тухнӑ.
Филармонире пӗлтернӗ тӑрӑх, концерт ирттерме хавхалантарни — Питӗрти параппанҫӑ Данил Прокопьев. Концерта вӑл солопа илем кӳнӗ. Джаз тӗнчинче ӑна ҫапса каламалли инструментсен «SPb Percussion Club» шкулне йӗркелекенӗ тата перкусси ҫинчен «Community DRUM» Раҫҫейри пӗрремӗш журналӑн соучредителӗ евӗр пӗлеҫҫӗ иккен.
Питӗре тухса кайиччен Данил Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче тата Хусанти Н.Г. Жиганов ячӗллӗ консерваторире вӗреннӗ. Профессиллӗ сцена ҫинчи пултарулӑхне туптама Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнчи симфони оркестрӗнче пуҫланӑ. Унтах ҫамрӑк арҫыннӑн амӑшӗ – Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Зинаида Прокопьева тата ашшӗ – чӑваш халӑх артисчӗ Юрий Прокопьев ӗҫленӗ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи ватӑ ҫын Хусанти марафона хутшӑннӑ.
Кӳкеҫри Роза Алексеева ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Спорт марафонне Раҫҫейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 13 пин ытла спортсмен хутшӑннӑ. Кӑҫал ҫӗнӗ маршрут йӗркеленӗ май трасса ҫӳлленсе пынине 96 метр таран чакарма май килнӗ.
Кӳкеҫри Роза Алексеева ветерансем хушшинче ҫӑмӑл атлетика енӗпе 21 хутчен Раҫҫей чемпионки ята тивӗҫнӗ.
Чӑваш ҫыравҫисем Йошкар-Олари Пукане театрӗнче «Йӳд орол» (чӑв. Каҫхи хурал) спектакль курнӑ. Ӑна Хусанти Денис Осокин писатель хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ.
Асӑннӑ спектакль — «Ылтӑн маска» преми лауреачӗ. Унта ҫулланнӑ арҫын тӑван тӑрӑхне, ашшӗ-амӑшӗн килне, пушанса юлнӑ ҫурта таврӑннине кӑтартса панӑ.
Мӗнпур зал – сцена. Куракансем спектакле тӗртнӗ кавир сарнӑ сак ҫине ларса курнӑ.
Чӑваш ҫыравҫисене ҫармӑссен спектакльне курма мари халӑх писателӗ Зоя Дудина йыхравланӑ.
Чӑваш Ен наци вулавӑшӗ пуҫарнипе регионсем хушшинче «Чӗре йыхравӗ» поэзи фестивалӗ иртнӗ. Ӑна Ҫеҫпӗл Мишши сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Тӗрлӗ халӑх ҫыравҫисем Ҫеҫпӗл ялӗнчи Асӑну комплексӗнче пулса курнӑ, Шӑхасанта вулакансемпе курнӑҫнӑ.
Марина Карягина тележурналист пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускавран, Хусантан, Ӗпхӳрен, Саранскран килнӗ хӑнасем Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисене чӑвашла, вырӑсла, тутарла, пушкӑртла, ирҫелле янӑратнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкар каччи, Илья Фёдоров, воллейбол енӗпе Раҫҫей чемпиоантӗнче ҫӗнтернӗ. Каччӑ Хусанти «Зенит» командӑра вылять. Хусанти команда Мускаври «Динамӑна» ҫӗнтернӗ.
Илья — 21 ҫулта. Хусанти «Зенит» йышӗнче вӑл 2017 ҫултанпа вылять. Унччен маларах каччӑ командӑпа пӗрлРаҫсей кубокӗнче ҫӗнтернӗ кӑна мар, Ҫамрӑксен хушшинче Европа чемпионӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкарти Вячеслав Ильин Пӗтӗм Раҫҫейри «Я могу! Творчество без границ» (чӑв. Эпӗ пултаратӑп! Чикӗсӗр пултарулӑх) фестиваль-конкурса тивӗҫлипе хутшӑннӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ Хусанти патшалӑх культура институтӗнче иртнӗ.
Ӑмӑртӑвӑн куҫӑнсӑр турне 500 ытла ача, куҫӑн турне 170 ача хутшӑннӑ.
Вячеслав Алина Михайлов репертуарӗнчи «Ан кулян, анне» юрра питех те чуна тивмелле шӑрантарнӑ, парнене тивӗҫнӗ.
Елчӗксем хӑйсен сумлӑ ентешне Олег Мустаева асра тытса «Янра, хут купӑс!» фестиваль ирттернӗ.
Олег Мустаев тележурналист, Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫи пулнӑ. Унӑн ятне асра тытас тесе ентешӗсем регионсем хушшинчи фестиваль йӗркелеме йышӑннӑ. Унта Чӗмпӗр хулисӗр пуҫне Пенза, Челябинск, Хусан, Мускав, Питӗр хулисенчен, Тутарстанпа хамӑр республикӑри тӗрлӗ тӑрӑхран 50-а яхӑн купӑсҫӑ пырса ҫитнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |