Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Хусан

Ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче, тунтикун, Хусанта тӗрӗк халӑх театрӗсен «Науруз» X фестивалӗ уҫӑлать. Ҫак кун вырӑнти ТЮЗра (Островски урамӗ, 10) Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ икӗ пайлӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагеди кӑтартать. Авалхи чӑвашсен пӗр йӑхӗ вӑрҫӑсене пула пачах арҫынсӑр тӑрса юлать. Алла хӗҫ тытса ҫапӑҫу хирне амасен тухма тивет... Ҫак спектакль хальхи куракана чӑваш хӗрарӑмӗн ҫи пуҫӗнче мӗншӗн ҫапла нумай кӗмӗл пулнине те ӑнланма пулӑшать.

Пуҫламӑшӗ (куракансем ыйтнипе) — 18 сехетре.

 

Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 518-33-75

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/
 

«Аххаяс» ташӑ ансамблӗ
«Аххаяс» ташӑ ансамблӗ

Акан 22-мӗшпе 27-мӗшӗсенче Тутар патшалӑх гуманитарипе педагогика университетӗнче Тутарстанӑн Министрсен Кабинечӗ пулӑшу кӳнипе «Милли хэзинэ» («Халӑх пурлӑхӗ») ятлӑ II Атӑлҫи ҫамрӑкӗсен халӑх пултарулӑхӗн конкурс-фестивалӗ пулчӗ. Кӑҫал ӑна паллӑ тутар сӑвӑҫи Габдулла Тукай ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа ирттерчӗҫ.

Ӑмӑрту-фестивале Чӑваш Енри студентсем те кайнӑччӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ В.А. Милютин ертсе пыракан «Аххаяс» ташӑ ансамблӗ пулчӗ. Раҫҫейри 19 аслӑ шкул хушшинче пирӗннисем хӑйсене маттуррӑн кӑтартма пултарчӗҫ, «Хореографи» номинацире I шайри Диплома тивӗҫрӗҫ. Уйрӑммӑн юрлакансем те вырӑнсем йышӑнма пултарчӗҫ: ӳнер факультечӗн студенчӗ Алексей Петров «Эй, тӑван» юрӑпа 1-мӗш вырӑн, чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗ Сергей Петров «Юрату — сар хӗвел» юрӑпа 2-мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

 

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх чӑваш чӗлхи эрни ирттереҫҫӗ — пӗр-пӗр чӑваш ҫыравҫин хайлавӗсене суйласа спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ. Кӑҫал вӑл уйӑх патнелле, акан 29-мӗшӗччен, тӑсӑлӗ — ӑна Юхма Мишши 75 ҫул тултарнине халаллӗҫ.

Виҫӗмкун театрта куракансем Ева Лисина хайлавӗ тӑрӑх хатӗрленӗ «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» спектакльпе паллашнӑччӗ. Акан 13-мӗшӗнчен пуҫласа театр ҫулҫӳреве тухӗ — Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине» малтан Хусанта («Кольцо» гипермаркетӑн сцени ҫинче; акан 13-мӗшӗ), кайран Кӳкеҫре (акан 15-мӗшӗ), Зеленодольскра (Тутарстан; акан 20-мӗшӗ), Етӗрнере (акан 21-мӗшӗ), Сӗнтӗрвӑрринче (акан 22-мӗшӗ) ачасене савӑнтарӗҫ.

Акан 19-мӗшӗнче «Театр кунӗ» Вӑрмарта иртмелле — вӑл кун куракансем «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» тата Э.Э. Шмиттӑн «14 писем к Богу» спектакльсемпе паллашма пултарӗҫ. Сӗнтӗрвӑрринче (акан 22-мӗшӗ) те «Театр кунне» ирттерме палӑртнӑ.

Малалла...

 

Тӗнче шайне ҫӗкленнӗ Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑхӗпе тинех Хусан чӑвашӗсен те паллашма май пулчӗ. Пушӑн 27-мӗшӗнче вӑл пӗрремӗш хут концертпа килчӗ. Юлашки вӑхӑтра чӑваш халӑх юрӑ-ташӑ искусствине нота пӗлмен артистсем ҫӳпӗленине курса та, итлесе те йӑлӑхнӑ хыҫҫӑн ку концерт чӑн-чӑн чун киленӗвӗ пулчӗ. Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗн пултарулӑхӗпе ҫывӑххӑн паллашнӑ май чӑвашӑн чӑнах та ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин ташӑ пулнине курса-итлесе ӗнентӗмӗр. Тен, ҫавӑнпах пуль, куракансем концерт вӗҫленсен те киле кайма васкамарӗҫ, ура ҫине тӑрса темӗнччен тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. ТР ЧНКА ертӳҫи К.Яковлев артистсене Хусана килсе кану каҫӗ парнеленӗшӗн кунта пурӑнакан мӗнпур чӑваш ятӗнчен тав турӗ.

Концерта Хусанта иртекен чӑваш культурин кунӗсене халалланӑччӗ. Ҫак тӗллевпе Татьянӑпа Юрий Бердников ӳнерҫӗсем фойере хӑйсен ӗҫӗсен куравне те йӗркеленӗччӗ. Сӑмах май, ансамблӗн илемлӗх ертӳҫи, Раҫҫей халӑх артисчӗ Ю.Васильев, оркестр ертӳҫи Ю.Романько Хусанти патшалӑх консерваторийӗнче пӗлӳ пухнӑ.

 

Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ куракана пӗр ӗмӗре яхӑн чӑваш халӑхӗн юрӑпа ташӑ культурипе паллаштарать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/3708.html
 

Хусан хули
Хусан хули

Пушӑн 15-мӗшӗ Хусан чӑвашӗсемшӗн паллӑ пулӑмсемпе пуян пулчӗ. Ҫак кун Тутарстана ЧР Президенчӗ М.Игнатьев ӗҫлӗ визитпа килсен Хусанти федераллӑ университетра ЧНКА хастарӗсемпе те тӗл пулма май тупрӗ. Ҫак историлле пулӑм Хусанти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ ЧОКЦӑн отчетпа суйлав конференцийӗпе те тӳр килчӗ.

Конференцие 36 делегатпа 9 хӑна хутшӑнчӗҫ. Хусан чӑвашӗсене юлашки виҫӗ ҫулхи ӗҫне ЧОКЦӑн председателӗ С.Чаркина пӗтӗмлетсе анлӑ доклад турӗ. Ҫак вӑхӑтра пурнӑҫлама ӗлкӗрнӗ чи курӑмлӑ ӗҫсене аса илчӗ вӑл. Хусан — республикӑн тӗп хули пулнӑ май, тӗрлӗ регионти йӑхташсем нумайӑн килеҫҫӗ, вӗсене пурне те чӑваш центрӗ тивӗҫлипе кӗтсе илнӗ-мӗн. Пултаруллӑ чӑваш ачисен ҫуллахи канӑвне йӗркелессипе те хастар ӗҫленӗ вӗсем, тӗслӗхрен, республикӑри 20 ача (10-шӗ шӑпах Хусантан) виҫӗ ҫул «Заречье» (Хусан) лагерьте республикӑри ытти наци ачисемпе пӗрле каннӑ. 2010 ҫулта пултаруллӑ 10 ачана Анапӑна канма яма та майсем тупнӑ. Калас пулать, чӑваш ачисем унта та ытти наци ачисен хушшинче пултарулӑхпа палӑрнӑ. Паллӑ ӗнтӗ, халӑхӑн культури тумран та курӑнать.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/3676.html
 

«Ак Барс» кану центрӗ
«Ак Барс» кану центрӗ

Раштавӑн 22-мӗшӗнче Хусанти ҫамрӑксен «Ак Барс» кану центрӗнче 18.30 сехетре чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем хусансене ҫывхаракан Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламлӗҫ.

Сире кӗтеҫҫӗ — Валентина Кузнецова, Алексей Московский, Григорий Вакку тата ыттисем.

Концерт вӑхӑтӗнче куракансем «Сувар» хаҫата ҫырӑнма пултараҫҫӗ.

«Ак Барс» адресӗ: Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 1 ҫурт.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://suvar.su/
 

Пӗрремӗш кӗнекин хуплашки
Пӗрремӗш кӗнекин хуплашки

Тӗрӗк чӗлхисен аслӑ ӑсти Николай Ашмарин академик 17 томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин» («Thesaurus linguae tschuvaschorum») пӗрремӗш кӗнекине Хусанта пичетленӗренпе юпа уйӑхӗнче 100 ҫул ҫитрӗ.

Ҫак уява Хусанта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем, таврапӗлӳҫӗсем, журналистсем, шкул ачисем анлӑн паллӑ турӗҫ. Тӗпчевҫӗ ентешӗсем Етӗрне районӗнчи Ачакри вӑтам шкулта вӗренекенсемпе учительсем Н.И. Ашмарин ячӗпе ҫыхӑннӑ вырӑнсем тӑрӑх экспедицине тухрӗҫ. Вӗсем «Сувар» хаҫат редакцийӗнчи ҫаврасӗтелте пулчӗҫ, унта таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗн Председателӗ Виталий Станьял ертсе пынӑ ларура хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗҫ. Унтан чӑваш халӑх ӑсчахӗ, паллӑ таврапӗлӳҫӗ Василий Дедушкин кӑтартса ҫӳренипе Ар масарӗнче Н.И. Ашмарин, Н.В. Никольский, К.Ф. Фукспа П.И. Талиев вилтӑприсем ҫине чечек кӑшӑлӗсем хучӗҫ, «Чебоксарская» урамӗнче тата Н.И. Ашмарин пурӑннӑ ҫуртра (М.

Малалла...

 

Юпан 15-мӗшӗнче Хусанта Тутар обществӑлла центр йӗркеленӗ митинг иртрӗ. Митингра Хусана илнӗ чухне пуҫне хунӑ хӳтӗлевҫӗсене асӑнчӗҫ. Халӑх хальхинче нумай пулмарӗ — пине яхӑн ҫеҫ. Малтанхи ҫулсенчи митингсене вуншар пин ҫын пухӑнатчӗҫ. Хальхинче халӑх сахалли митинга эрнекун иртнинчен килчӗ пулӗ, унччен ӑна канмалли кунсенче йӗркелетчӗҫ.

Митинга ытти тӑрӑхри хӑнасем те килнӗччӗ — Удмуртирен, Ӗпхӳрен, Йошкар-Оларан, Челепи облаҫӗнчен. Чӑваш Енрен ҫамрӑксен «Сӑвар» пӗрлешӗвӗ кайнӑччӗ — пурӗ 12 ҫын. Олег Цыпленков сӑмах та тухса каларӗ.

 

Сӑнӳкерчӗксем (О. Цыпленков ӳкернӗ)

 

В.Г. Родионов
В.Г. Родионов

Авӑнӑн 29-мӗшӗпе юпан 1-мӗшӗсенче Хусанти патшалӑх университетӗнче «Сопоставительная филология и полилингвизм» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Конференци ӗҫне пирӗн факультет ӗҫченӗсем те хутшанчӗҫ. В.Г. Родионов профессор «История национальной литературы в свете компаративистских подходов», А.Ф. Мышкина профессор «Художественно-философское толкование смерти в литературах народов Урало-Поволжья», И.В. Софронова доцент «Саки-наме в чувашской поэзии 20-30-х гг. ХХ в.» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Паянхи литература пӗлӗвӗнче литература историне танлаштаруллӑ тата шайлаштаруллӑ аспектсем тӗлӗшӗнчен тишкерни актуаллӑ ыйтусенчен пӗри шутланать. Тутар тата чӑваш тӗпчевҫисем хӑйсен доклачӗсенче ӑслӑлӑхра пӗрле хутшӑнса ӗҫлеме кирлине палӑртрӗҫ, кунашкал конференцисене тата та йӗркелес тесе йышӑну турӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chuvsu.ru/~chfik/
 

Ухинкелл ялӗпе «Шуҫӑм» утать
Ухинкелл ялӗпе «Шуҫӑм» утать

Паня, утӑн 4-мӗшӗнче, Чунҫӳрев-2010 черетлӗ 21-мӗш ҫулҫӳреве тухать.

 

Чунҫӳревпе кӑсӑкланакансем унти ӗҫсем епле пынипе, ҫулҫӳревҫӗсем халӗ ӑҫта ҫитнине КУНТА пӗлме пултараҫҫӗ. Ятарлӑ сайтри кун кӗнеки ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнчех тулса пырӗ — ҫула тухайманнисем хӑйсене вӗсемпе пӗрле пулнӑ пек туйса илейреҫҫӗ.

 

Чунҫӳреве 1990 ҫулта Олег Михайлович Цыпленкова Чӑваш комсомол обкомӗн секретарьне лартнӑ хыҫҫӑн йӗркеленӗ.

Чи малтанах ҫулҫӳреве Чӑваш Республикинче пурӑнакансем ҫеҫ хутшӑннӑ, 1991 ҫулта вара чунҫӳреве республика тулашӗнчи чӑвашсене те илсе кайнӑ — пурӗ 5 ПАЗ автобуспа ҫула тухнӑ. Пӗрремӗш ҫул Пӑлхара ҫеҫ кайнӑ пулсан, иккӗмӗшӗнче ҫулҫӳрев маршрутне Сӑвар хушӑннӑ. Ҫапла майӗпен ҫул вӑрӑмланнӑ, ҫӗнӗ вырӑнсемпе пуянланнӑ. Хальхи вӑхӑтра чунҫӳревҫӗсем Пушкӑрта ҫитиех каяҫҫӗ.

Чунҫӳрев маршручӗ чӑн та интереслӗ. Чӗмпӗр, Пӑлхар, Сӑвар хулисемсӗр пуҫне чӑваш ҫыравҫисен, ӳнерҫисен, тӗпчевҫисен вил тӑприсем ҫине кӗрсе тухаҫҫӗ: Митта Ваҫлейне, Г.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://bulgar.chuvash.org/
 

Страницӑсем: 1 ... 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, 46, 47, [48], 49
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 23

1999
25
Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та