Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +24.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ЧПГӐИ

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ унчченех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнти ял-хулара иртмелле. Диктант 13 сехетре пуҫланмалла.

Кӑҫалхи диктант тексчӗсен конкурсӗ ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, 15 сехетре, иртмелле. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн чӗлхе филологийӗ енӗпе ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫтешӗ Александр Кузнецов диктант йӗркелӳҫисенчен пӗрне, «Хыпар» издательство ҫуртне, паян пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи конкурса икӗ ӗҫ ҫеҫ пынӑ. Иккӗшне те Геннадий Волков этнопедагог хайлавне тӑратнӑ. Текста кам вулассине те (ӑна Наци радиовӗпе тата Тӑван радиопа та итлесе ҫырма май килӗ) кӗҫнерникун палӑртӗҫ.

 

Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Тӑван радио, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци ирттересси ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.

ЧР Вӗренӳ министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнти ял-хулара иртмелле. Диктант 13 сехетре пуҫланать. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сум-хисепне ӳстересси.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑҫалхи диктант тексчӗн конкурсне ирттересси ҫинчен пӗлтерет. Чӑвашлӑх анинче ятарласа вӑй хуракансем яваплӑха туйса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кашниех хамӑр халӑхӑн пултаруллӑ вӑйне кӑтартма тивӗҫ.

Иртнӗ ҫулсенчи диктант тексчӗсене Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина тележурналист хатӗрленӗччӗ, чӑвашсен паллӑ прозаикӗ Леонид Маяксем ҫырни («Асран кайми кун») тата А.

Малалла...

 

Ӑслӑлӑх

Ҫитес эрнекун, пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн археологӗсем пресс-конференци ирттерӗҫ. Унта вӗсем 2016 ҫулта мӗн тӗпченине, ӑҫта тата мӗн чавнине каласа парӗҫ. Унсӑр пуҫне кӑҫалхи плансемпе те паллаштарӗҫ. Пресс-конференцине килнисене вӗсем пӗлтӗр шыраса тупнӑ чи кӑсӑк япаласене кӑтартӗҫ. Мероприяти 10 сехетре пуҫланӗ.

Каласа хӑварас пулать, пӗлтӗр чӑваш археологӗсем виҫӗ вырӑна тӗпченӗ. Пӗри — мезеолит вӑхӑтӗнчи Мукшум-XVIII (вӑл Йӑлӑм енче вырнаҫнӑ). Теприсем — Вӑрнар районӗнчи Сентимӗр ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ II-III ӗмӗрсенчи Улӑп тӑпри тата Каҫал тӑрӑхӗнчи Хырхӗрри ҫывӑхӗнчи ял вырӑнӗ (XIV–XV ӗмӗрсем). Архологсем ҫавӑн пекех Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле тата Пӑрачкав тӑрӑхӗсенче авалхи палӑксен вырӑнӗсене шыранӑ. Ку ӗҫ ахаль иртмен, вӗсем I пинҫуллӑхри археологи палӑкӗсене тупса палӑртнӑ.

Археологсен ӗҫӗпе тӗплӗрех пресс-конференцире паллашма пулӗ.

 

Ӑслӑлӑх

Ӑслӑлӑх кӗнекисен йышӗ ҫӗнӗ кӑларӑмпа пуянланчӗ — Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ «Волжское крестьянство во второй половине XIX–начале XX века: этюды по истории и этнологии» (чӑв. XIX иккӗмӗш ҫуррипе XX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи Атӑлҫи тӑрӑхӗн хресченӗсем: истори тата этнологи этючӗсем) ятлине кун ҫути панӑ. 312 страницӑллӑ кӗнекере автор — Геннадий Алексеевич Николаев — хресченсен пурнӑҫӗн тӗрлӗ енӗсене ҫутатса панӑ. Ку кӑларӑм историксемшӗн, халӑхсене тӗпчекенсемшӗн, студентсемшӗн тата ыттисемшӗн кӑсӑклӑ пулма тивӗҫ.

Николаев Геннадий Алексеевич — истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе директор ҫумӗ вырӑнне йышӑнать. 1956 ҫулхи ҫӗртмен 28-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи Нӳшкасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. 1994 ҫулта кандидат диссертацине хӳтӗленӗ. Геннадий Алексеевич 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗн авторӗ.

 

Чӑваш чӗлхи

Иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗн иккӗмӗш кунӗ пулчӗ. Пӗрремӗш пайӗ Г. И. Фёдоров ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа иртрӗ, иккӗмӗш пайӗнче вара А.А. Трофимовӑн «Время. Искусство. Искусствознание. Проблемы теории и истории стилевых направлений. Живопись. Графика. Скульптура. Архитектура» (чӑв. Вӑхӑт. Ӳнер. Ӳнер пӗлӗвӗ. Стиль юхӑмӗсен истори тата теори ыйтӑвӗсем. Живопись. Графика. Скульптура. Архитектура) кӗнекине хӑтларӗҫ.

Пӗрремӗш пайра Георгий Иосифовичӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ, вӑл хатӗрленӗ «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекине» тишкерчӗҫ. Пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ ӑсчахӑн арӑмӗ Галина Фёдоровна итлекенсене Георгий Иосифович ҫак словарьпе мӗнле тӑрӑшса ӗҫлени пирки каласа пачӗ. Николай Иванович Егоров та фразологипе Фёдоров профессор 1970-мӗш ҫулсенчех ӗҫлеме пуҫлани пирки аса илчӗ. Словаре Геннадий Дегтярёв тишкерчӗ — унӑн лайӑх енӗсене палӑртрӗ, ҫитменлӗхӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Кунашкал словаре ҫулран ҫул пуянлатса пымалли пирки чарӑнса тӑчӗ.

Малалла...

 

Ӑслӑлӑх

Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Раҫҫейре Ӑслӑлӑх кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Вӑл уява пуҫласа Борис Ельцин хӑй вӑхӑтӗнче, 1999 ҫулхи ҫӗртмен 7-мӗшӗнче, кӗртнӗччӗ. Ҫапла май ӑслӑлӑх анинче тӑрмашакансен хӑйсен професси уявӗ пур.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ те ҫак куна палӑртмасӑр хӑварма пултарайман — унта паян пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗ иртнӗ. Вӑл икӗ кун тӑсӑлӗ — ӑсчахсен доклачӗсене паян кӑна мар, ыран та итлеме пулӗ.

Ӑслӑлӑх сессине институт директорӗ Пётр Степанович Краснов уҫрӗ. Паянхи ларусенче икӗ доклада сӳтсе яврӗҫ. Пӗрине Гусаров Юрий Владимирович вуларӗ, теприне — Харитонова Валентина Григорьевна. Уйрӑмах Юрий Владимирович доклачӗ кӑсӑклӑ пулчӗ — вӑл XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗ хушшинче вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ кӗнекесем пирки каласа пачӗ, Николай Ильминский умӗнче чӑннипе мӗнле тӗллевсем тӑни ҫинчен уҫса пачӗ. Сӳтсе явакансем те чылай пулчӗҫ — кашни хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ.

Валентина Григорьевнӑн докладне итлеме вара икӗ министр (Юрий Исаевпа Константин Яковлев) тата Патшалӑх Канашӗ Председателӗ Валерий Филимонов килчӗҫ.

Малалла...

 

Республикӑра

Кӑрлачӑн 30-мӗшӗпе нарӑсӑн 3-мӗш кунӗсенче пирӗн сайтра эсир ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллашма пултартӑр (чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

Пирӗнтен ӗмӗрлӗхех Василий Дедушкин уйрӑлса кайни чылайӑшне хурлантарчӗ;

Теприсем харӑсах миллионер пулса тӑни чылайӑшне кӑсӑклантарчӗ;

Чеченсемпе чӑвашсем мӗнле фильм ӳкерме шутласа хуни пирки пӗлтертӗмӗр;

Шупашкарта чӑнкӑ номерлӗ «Мерседес» мӗнпе тӗлӗнтернине хыпарларӑмӑр;

Академи драма театрӗнче мӗнле паллӑ поэтӑн юбилейне палӑртнине пӗлме пултартӑр;

Чӑвашла вӗренмелли пособи тата кам хатӗрлеме шутлани пирки каласа патӑмӑр;

Вилнӗ ҫынна асӑнма кайсан та шар курма пултарни пирки систертӗмӗр;

Миллионлӑх парӑма кӗме мӗнле туй ирттермелли пирки каласа патӑмӑр;

Гуманитари институчӗ хӑйӗн кӑларӑмӗнче мӗнле шӑтӑк курка пирки каласа пани ҫинчен хыпарларӑмӑр;

Йӗпреҫри пӗремӗке Элтепер мӗншӗн хурланине уҫӑмлатрӑмӑр.

Малалла...

 

Ӑслӑлӑх

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ хӑй кӑларса тӑракан ӑслӑлӑх журналӑн черетлӗ номерне вулакан патне ҫитерчӗ.

«Чувашский гуманитарный вестник» (чӑв. Чӑваш гуманитари хыпарҫи) журналӑн 11-мӗш номерӗнче кӑсӑклӑ статья сахал мар. Вулакан кунта «авалхи мӑкшӑ культурин» Анат Сӑр тӑрӑхӗнчи уйрӑмлӑхӗсемпе паллашма пултарать. Журналта ҫавӑн пекех Хусан тӑрӑхӗнчи «ясаклӑ чӑвашӗсене» хӑш литературӑра тата хӑҫан асӑннине тишкерсе тухнӑ. Истори пайӗнче атӑлҫи пӑлхарсен пурнӑҫне те тӗпченӗ — ку тӑрӑха килнӗ хыҫҫӑн вӗсен право йӗрки мӗнле улшӑннине ҫутатнӑ.

Ку кӑларӑмра мӑшӑрлану йӑлипе ҫыхӑннӑ статьясем пур. Александр Кобзев ӑсчах Чӗмпӗр кӗпернийӗнчи чӑвашсем 1879-1918 ҫулсенче хӑйсен пулас мӑшӑрӗсене ӑҫта тата мӗнле тупнине ҫырса кӑтартнӑ. Игорь Петров вара хӗве хупнипе (пирвайхи туй каҫӗпе) ҫыхӑннӑ йӑла-йӗркене ҫутатнӑ: ывӑл ача ҫуралтӑр тесен мӗн-мӗн тумаллине, упӑшки хӗрӗн сылтӑм енне выртма тӑрӑшнине, хӗр тасалӑхӗ чӑвашсемшӗн мӗн тери пӗлтерӗшлӗ пулнине, хӗр таса килменнине пӗлсен шӑтӑк куркапа сӑра ӗҫтернине.

Ҫӗнӗ кӑларӑмра тӑван чӗлхене халалланӑ тӗпчев те пур — Эдуард Лебедев статйинче вулакан пирӗн чӗлхери ӗҫхӗл вӑхӑчӗсемпе (вӑхӑт формисемпе) тӗплӗнрех паллашма пултарать.

Малалла...

 

Культура
Любовь Мартьянова
Любовь Мартьянова

«Литературная газета» хаҫатӑн ҫӗнӗ, 49-мӗш, номерӗнче чӑваш ҫыравҫисен хайлавӗсене пичетленӗ. Вырӑсла куҫарӑвӗсене. Ырӑ хыпара Марина Карягина тележурналист, сӑвӑҫ, драматург «Фейсбукри» аккаунтӗнче пӗлтернӗ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, номерте «Раҫҫейри халӑхсен поэзи антологине» кӗнӗ чӑваш поэчӗн Петӗр Яккусен сӑввисене пичетленӗ.

Петӗ Яккусен сӑввисене Виктор Куллэ куҫарнӑ. Марина Карягина палӑртнӑ тӑрӑх, сӑвӑҫа унӑн куҫарӑвӗсем питӗ килӗшнӗ, «Манӑн сӑвӑсене ҫак таранччен ӑнланса ӑнӑҫлӑ куҫаракан пулманччӗ-ха!» — тесе вӑл чылай хушӑ хӑпартланса ҫӳренӗ. Иртнӗ кӗркунне тӑлмачӑ Шупашкара килсен сӑвӑҫпа тӗл пулса калаҫнӑ.

«Литературная газета» хаҫатӑн 49-мӗш номерӗнче Любовь Мартьянова пултарулӑхӗ те вырӑн тупнӑ. Кун пирки Елена Нарпи (Чекушкина) ҫыравҫӑ «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫӗнӗ номерте Геннадий Айхи, Николай Исмуков, Виктор Овчаров, Валери Туркай, Порфирий Афанасьев, Юрий Сементер тата Марина Карягина сӑввисен куҫарӑвӗсемпе паллашма пулать.

 

Персона
Петр Краснов
Петр Краснов

Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне лартас сас-хурана Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерни тӳрре килчӗ.

Аса илтеретпӗр, чӑваш парламенчӗн депутатне Петр Краснова ҫак пукана шанассине Александр Белов журналист чӑваш парламенчӗн раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессийӗ пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хыпарланӑччӗ.

«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Петр Краснова парламентра социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартма шухӑшланӑ тенӗччӗ ҫав хыпарта. Анчах кайран парти ӑна Александр Федотовпа ылмаштарнӑ.

ЧПГӐИ директорне Петр Краснова лартасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнерех хушу кӑларнӑ. Институтӑн сайтӗнче те ҫӗнӗ пуҫлӑх сӑнӳкерчӗкне тата унӑн биографине вырнаҫтарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, [13], 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, ... 30
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере финанс лару-тӑрӑвӗ ҫирӗпех мар. Укҫӑра перекетлӗр. Харпӑр хутшӑнура тата профессире йывӑрлӑхсем сиксе тухаҫҫӗ. Тен, юратнӑ япала ҫухалӗ. Эрне вӗҫне йӑлтах йӗркене кӗрӗ. Ырӑ ҫынсем пулӑшнипе ӑна шыраса тупатӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗр-пӗрне ӑнланатӑр, ӑна шанатӑр. Специалистах мар ҫынсен канашне итлеме ан тӑрӑшӑр.

Ака, 19

1936
89
Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
68
Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та