Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан пӗтӗм хулапа ялта Чӑваш чӗлхи кунне тата ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне туса хунӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ − 2021» акци иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнчен паян пӗлтернӗ тӑрӑх, диктанта тӗрлӗ майпа ҫырнӑ. Паянхи куна пӗтӗмлетӳ ҫакӑн пек. Диктанта Чӑваш Республикинчи 6938 ҫын ҫырнӑ; Тутарстанри – 581; Пушкӑртстанри – 837; Чӗмпӗр облаҫӗнчи – 284; Ханты-Мансийскри – 12; Мускаври – 10;
Санкт-Петербургри – 4; Киров облаҫӗнчи – 1; Тюмень облаҫӗнчи – 1; Самарӑри – 1. 280 ҫын ҫырнӑ ӗҫӗсене Интернетпа ярса панӑ. Ҫапла вара, «Пӗтӗм чӑваш диктантне» пурӗ 8920 ҫын хутшӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши фончӗн директорне Валерий Туркая Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, Валерий Туркая «наци культурине аталантарма тӳпе хывнӑшӑн тата общество ӗҫӗнчи хастарлӑхшӑн» чыслӗҫ.
Сӑмах май каласан, ҫак эрнере республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Пётр Краснов Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑш тытӑмне Валерий Туркай кӗнекисене парнеленӗ.
Ҫакна та палӑртмалла: чӑваш халӑх поэчӗ паян 60 ҫул тултарнӑ.
Чӑваш Енри паллӑ чӗлхеҫӗ, чӑваш диалектологине тӗпчес ӗҫӗн пысӑк ӑсти, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РФ тата ЧР ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Леонид Сергеев (03.06.1929-29.01.2021) ӗнер вилсе кайнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ паян пӗлтернӗ.
Ӑсчахпа тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехет те 30 минутра, Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9В ҫуртри хула моргӗнче сывпуллашӗҫ. Ӑсчаха Явӑш масарӗнче пытарма палӑртнӑ.
Ӑсчах 1984 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ — университет) ӗҫленӗ. Вӑл гуманииари институтӗнче те вӑй хунӑ: 1964-1972 ҫулсенче чӗлхе пӗлӗвӗ секторӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗнче, пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ.
Паян М. Акмулла ячӗллӗ Пушкӑртстанри патшалӑх педагогика университетӗнче «Выдающиеся просветители Евразии» (чӑв. Евразин чаплӑ ҫыннисем) кӗнекене инҫет ҫыхӑну мелӗпе хӑтланӑ. Кӑларӑма Пушкӑртстанри патшалӑх педагогика университечӗ тата Л.Н. Гумилев ячӗллӗ Евразири наци университечӗ тӑрӑшнипе пухса хатӗрленӗ. Кӗнеке содержанине ятӗнченех ӑнланма пулать. Сумлӑ кӑларӑма «Иван Яковлев» статья та кӗнӗ. Унӑн авторӗ — Виталий Орлов, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Мускаври Патшалӑх администрированийӗн институчӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен проректорӗ, социаллӑ-гуманитари тата естествӑллӑ дисциплинӑсен кафедрин профессорӗ.
Хӑтлава кӑларӑмӑн авторӗсемпе редакторӗсем, ҫавӑн пекех Раҫҫейри, Румынири, Казахстанри, Кӑркӑстанри тата ытти ҫӗршыври ӑсчахсем хутшӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче филологи енӗпе чӗлхе пӗлӗвӗ секцийӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшакан Александр Кузнецов хутшӑннӑ.
Ҫак кунсенче Пушкӑрт Республикинчи Ҫтерлӗ хулинче пурӑнакан хастар чӑвашсем — филологи ӑслӑлӑхӗн кандидачӗсем Л.А.Афанасьева тата Л.В.Коротаева — умлӑ-хыҫлӑ виҫӗ кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Виҫҫӗшӗ те асӑннӑ тӑрӑхри чӑвашсен сӑмахлӑхӗпе, йӑли-мешехипе ҫыхӑннӑ тесе пӗлтереҫҫӗ Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче.
Л.А. Афанасьеван «Этнолингвистический словарь лексики свадебной обрядности чувашей Республики Башкортостан» ятпа кӗнеке кун ҫути курнӑ. Л.А. Афанасьева, Л.В. Коротаева хатӗрленипе «Пушкӑртстан чӑвашӗсен туй мешехин поэзийӗ» икӗ пайпа пичетленнӗ.
Ҫав кӗнекесене калӑплакансем Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх архивӗнче упранакан пуян материалпа усӑ курнӑ, яваплӑ редактор тата ӑслӑлӑх редакторӗ пулма институт ӗҫченне А.В. Кузнецова шаннӑ.
Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче «Николай Айзман – драматург тата театр ӗҫченӗ» ҫавра сӗтел иртӗ. Ӑна чӑваш драматургӗ, режиссерӗ, актерӗ Николай Айзман ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ. Мероприятие вулавӑшӑн Ютубри страницинче пӑхма май килӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ.
Ҫавра сӗтеле Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗсем, Ирина Кириллова тата Вера Никифорова литературоведсем, хутшӑнӗҫ. Николай Айзман пьесисемпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ спектакльти сыпӑксене те кӑтартса илӗҫ. Асӑннӑ театрта, сӑмах май, Николай Айзман 100 ытла роль калӑпланӑ, 30 ытла спектакль лартнӑ. Унӑн пьесисемпе халӑх театрсем те спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ.
Николай Айзманӑн пичетленнӗ пӗрремӗш пьеси — «Йӑмраллӑ ялта». Пӗтӗмпе вӑл 60-а яхӑн драма произведенийӗ ҫырнӑ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче филологи енӗпе аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшакан Петр Яковлев (Петӗр Яккусен) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ҫынни кӑна мар, поэт та. Унӑн шухӑшлавӗ хӑйне евӗр. «Хыпар» хаҫата вӑл: «Ӗлӗк ҫапларах, капларах пулнӑ», — тесе калани пирки хӑй шухӑшне пӗлтерни асра юлнӑччӗ. «Ӗмӗрсем иртсен те ҫын чун тӗлӗшӗнчен ылмашӑнмасть. Ырӑ ҫын ырах пулать, усалли усалах юлать», — тесе каланӑ поэт.
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Николай Ашмарин ӑсчах ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине халалласа пысӑк мероприяти иртнӗ.
Унта ӑслӑлӑхпа культура, вӗренӳ ӗҫченӗсем ҫеҫ мар, тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Тӗслӗхрен, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Николай Малов, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Светлана Каликова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ Петр Краснов. Вӗсем Николай Ашмарин туса хӑварнӑ капашсӑр пысӑк ӗҫсене сума сунине палӑртса сӑмах каланӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ чӗлхеллӗ ҫӗнӗ кӗнеке пичетленнӗ. «Паттӑр юмахӗсем» ятлӑ кӑларӑм «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа кун ҫути курнӑ.
Кӗнекене чӑваш юмахӗсене классификацилесе кӗртнӗ. Унта вӗсене унта ӑнлантарса пани те пур. Кӗнекене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн архивӗнче упранакан ал ҫырусенчен хатӗрленӗ материалсем кӗнӗ. Кӑларӑмра оригинал текстпа пӗрлех вырӑсла куҫарнисем те пур. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене текста ҫывӑх куҫарма тӑрӑшнӑ.
Текстсене Надежда Ильина пухса хатӗрленӗ тата вырӑсла куҫарнӑ.
Алексей Трофимов, Петр Ивантаев,
Станислав Отрыванов тупӑкӗсем ҫине
* * *
Умлӑ-хыҫлӑн черетпе пыратпӑр...
Кайнӑ майӑн чун кӑчӑртатать,
Халӗ тин ыр-усала пуҫ ҫапмӑр,
Ҫул вӗҫне хамӑр чыспах тухатпӑр.
Лӑпланса, ку ӗмӗр татӑлать.
Кайнисем те пур, пур тӑхтаканӗ,
Халӑхран юлма пӗрех май ҫук.
Вӑхӑтран та вӑрӑм юлаканӗн
Шухӑшӗ самант та лӑпкӑ канмӗ,
Туссемпех вӑл пулӗ сывӑ чух.
Каҫарсам тесе эпир ыйтмастпӑр,
Ҫылӑх ҫук пек хӑлӑхсӑр тӗнчен.
Ырлама сире эп вӑтанмастӑп,
Кӗнекӗрсене умран ямастӑп —
Тав сире Чӑвашлӑх умӗнче!
Виталий Станьял
2020, авӑн, 17.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |