Шӑматкун, утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Шупашкарти тӗп пляжра каллех ҫын путса вилнӗ. Ку каҫхи 7 сехетре пулнӑ.
Унта пулнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын буйоксен хыҫӗнче 6 метр леререх шыва кӗнӗ. Вӑл путсан пляжри ҫӑлавҫӑсем пулӑшма чупнӑ. Арҫынна шыв тӗпӗнче тупсан ӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ, реанимаци тума пуҫланӑ, анчах кӑлӑхах.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ. Палӑртмалла: ҫулла пуҫланнӑранпа республикӑра 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ - ачасем.
Чӑваш Енре пурӑнакан Шишовсен ҫемйине ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Мускава пырса курма чӗннӗ.
«Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» тата «Мухтавлӑ амӑшӗ» орденсемпе чысланисене Мускава пырса курма ҫӗршыв ертӳҫи ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртнӗ онлайн-тӗлпулу вӑхӑтӗнче йыхравланӑ. Ҫавсен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 9 ачаллӑ Шишовсем те пулнӑ.
Ачасен амӑшӗ Ольга Шишова «ФедералПресс» корреспондентне тӗлпулу питех те ӑшшӑн ирсте кайнине пӗлтернӗ май пӗчӗк ачасем валли те, аслисемшӗн те кӑсӑкли нумай пулнине палӑртса хӑварнӑ. Хӗрарӑма Мускав хӑйӗн чиркӗвӗсемпе килӗшнӗ иккен. Эрне хушшинче ҫемье тӗрлӗ экскурсире пулса курнӑ.
Президент валли ҫемье тӑмран кӗнеке евӗр япала хатӗрлесе илсе кайнӑ. Ун ҫине тарӑн та ҫирӗп тымарлӑ, йӗкелсемлӗ, нумай туратлӑ юмана ӳкерсе хунӑ. Ҫийӗнчен тата Владимир Путин калашле, «Раҫҫей — пысӑк ҫемье», — тесе ҫырса хунӑ.
«Уҫӑ хула» порталта Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннине суйлас тӗлӗшпе сасӑлав вӗҫленнӗ. Кӑҫал унта 4887 ҫын сасӑланӑ. Ята илессишӗн 9 кандидат кӗрешнӗ. Кам ытларах сасӑ пухнӑ-ха?
Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков чи нумай сасӑ пухнӑ. Уншӑн 2466 ҫын сасӑланӑ. Ҫапла вӑл кӑҫал Шупашкарӑн хисеплӗ ҫынни пулса тӑма пултарӗ. Ку ыйтӑва хула пухӑвӗн депутачӗсем пӑхса тухӗҫ.
Сӑмах май, Анатолий Аксаков унччен Чӑваш Енӗн хисеплӗ ҫынни пулнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Геннадий Михайлов тивӗҫлӗ канура пулин те ӗҫсӗр лармасть, вӑл гипсран тӗрлӗ япала ӑсталать.
Мучие Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн социаллӑ ӗҫченӗ Эльвира Авдеева пулӑшса пырать.
Ватӑ ҫын гипсран илемлӗ тӗрлӗ япала ӑсталассинче чун киленӗҫне тупнӑ.
«Кӳлепесене тӑвасси пуҫа ӗҫлеттерме хистет. Вӗсене епле формӑллӑ тата мӗнле тӗспе сӑрласси таранах пуҫа вататӑп», — тет иккен мучи.
Шупашкартан Турциех вӗҫме май килӗ. Ҫапла шантарнӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Анчах рейссене Шупашкарти аэропорта реконструкцилесен кӑна уҫма май килнине каланӑ вӑл.
Сӑмах май унччен пирӗн патран Антальйӑна самолетсем вӗҫнӗ. Анчах 2020 ҫулта пандемие пула рейссем хупӑннӑ. Кайран та вӗҫмен - аэропортра реконструкци пуҫланнӑ.
Паян Олег Николаев Турцин Хусанти тӗп консулӗпе Угур Йылмазпа тӗл пулса Турцие самолетсен рейсне уҫассине сӳтсе явнӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр карчӑк лавккаран укҫа шыраса илме пултарнӑ. Ӑна ҫав енӗпе Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури хӳтӗленӗ.
Пӗлтӗрхи хӗлле 67 ҫулти хӗрарӑм хулари Калинин урамӗнчи лавккаран тухнӑ чухне пӑрланса ларнӑ картлашка ҫинче шуҫса ӳкнӗ. Хӗрарӑм пуҫӗпе ҫапӑннӑ, урине хуҫнӑ.
Судра прокуратура ҫав картлашкана лавккан тытса тӑмаллине ҫирӗплетсе панӑ. Суд лавккана хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 150 пин тенкӗ тӳлеттермелле, эмел тавраш туянса пӗтернӗ 12 пин тенке саплаштарма йышӑннӑ.
Шӑмӑршӑ округӗнчи Шамкай ялӗнчи пӗвере ҫын путса вилнӗ. Унта 1975 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ятарласа хатӗрлемен вырӑнта шыва кӗнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Муркаш, Патӑрьел округӗсенче арҫынсем путса вилнӗ. Шупашкарта, Атӑл леш енче, 19-ти тата 21 ҫулти каччӑсем шыва кӗрсе пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Шупашкар ҫемйи» фествиаль иртӗ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре 14 сехетре пуҫланӗ те 22 сехетре вӗҫленӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче тӗп сцена ӗҫленисӗр пуҫне спорт зони пулӗ, тӗрлӗ вӑйӑ вырӑнӗсем, батут парк, ӗҫлӗ вӑйӑсен лапамӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем, интерактивлӑ фотозонӑсем, крафт-маркетсем пулӗҫ.
Фестиваль пултарулӑх, спорт, ӑс-тӑн вӑййисем иртӗҫ.
Шупашкар 555 ҫулхи юбилейне паллӑ тума хатӗрленет. Шупашкар пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов тата Чапаев ячӗллӗ ЧПО директорӗ Михаил Резниковпа тӗл пулса калаҫнӑ.
Вӗсем хула кунӗнче фейерверксен шоуне ирттерессине сӳтсе явнӑ. Икӗ тӳре-шара темиҫе варианта пӑхса тухнӑ. Владимир Доброхотов палӑртнӑ тӑрӑх, шоу пулӗ. Вӑл хула ҫыннисемпе хӑнисемшӗн парне пулӗ. Ӑна хулана юбилей ячӗпе Чапаев савучӗ парнелӗ.
Чӑваш Енре ирттерекен ҫырла фестивалӗ кӑҫал та кӑсӑклӑ пулмалла. Унта тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ иртӗ, аниматорсем ӗҫлӗҫ, концерт пулӗ, ҫырла тата тӗрлӗ калча сутӗҫ. Аса илтерер: ҫырла фестивалӗ пӗлтӗрхи пек Шупашкар тӑрӑхӗнчи Хыркассинче ҫеҫ мар, Шупашкарта та (Машиностроительсен проезчӗ, 1-мӗш ҫурт, 6-мӗш корпус, Сад центрӗ умӗ) иртӗ.
Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнчи программа ҫапларах.
Ирхи 10 сехетре Велком-зонӑра аниматорсем хӑнасене кӗтсе илӗҫ. Кашни сехетре пӗрре спонсорсен парнисене выляттарӗҫ.
10 сехетре фествиале савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. 10 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен ачасен коллективӗсем хӑйсен пултарулӑхпе паллаштарӗҫ.
12 сехетре сцена ҫине тӳре-шара тухӗ.
13 сехетрен пуҫласа 13 сехет те 30 минутчен чечек шоуне чӗнеҫҫӗ. Ӑна профессионал флористика енӗпе Раҫҫей чемпионӗ Роман Штенгауэр ирттерӗ. Руна евӗр арт-объекта кӑтартӗҫ.
12 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен тӗрлӗ ӑсталӑх класӗ ӗҫлӗ. Контейнерсенче чечек ӳстреме вӗрентнинчен пуҫласа ҫырларан десерт хатӗрлесси таранах вӗрентӗҫ.
15 сехетрен пуҫласа 15 сехет те 30 минутчен чӑваш эстрада артисчӗсем Андрей Думилин, Алексей Шадриков, Алексей Московский юрлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |