Чӑваш Енре спортсмен Денис Гаврилов Парижра иртекен Паралимпиадӑна хутшӑнӗ. Раҫҫей спорт мастерӗ унта нейтраллӑ статуспа тупӑшӗ.
Денис куҫ курманнисен йышӗнче марафон чупӗ. Вӑл ӑмӑртусенче Чӑваш Ен тата Мускав облаҫӗн чысӗсене хӳтӗлет. Хӑй Чулхула облаҫӗнчи Арзамас хулинче ҫуралнӑ, ӑсталӑхне Шупашкарти спортпа адаптаци шкулӗнче туптать. Раҫҫейӗн Паралип пӗрлештернӗ командине вӑл – 2018 ҫултанпа.
Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Денис Гордеев тата Павел Балыков «Шупашкар - Сурски» ҫул ҫинче васкакан «Тойотӑна» чарнӑ. Унта вара тӑннӗ ҫухатнӑ 32-ри пассажир выртнӑ. Унӑн энцефалит пулма пултарнӑ. Полицейскисем кашни минут хаклине шута илсе машинӑна пульницӑна ҫити ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсем пулӑшнипе пациента вӑхӑтра медпулӑшу панӑ. Тӑванӗсем вара ЧР шалти ӗҫсен министрне тав туса ҫырса янӑ.
Шупашарта литература картлашки пур. Вӑл — хулари юханшыв портӗнче.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх,
кашни 35 картлашкана кӗнекен ятне тата авторне кӑтартакан енӗ евӗрлӗ ӳкерсе илемлетнӗ. Пусмапа утнӑ чухне Ухсай Яккӑвӗ, Геннадий Айхи, Юхма Мишши, Константин Иванов, Леонид Агаков тата ытти ҫыравҫӑн ятне курма пулать.
Проекта пурнӑҫа кӗртекенӗ – Сергей Петров ӳнерҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан ветеран Леонид Егоров 100 ҫул тултарнӑ. Ӑна юбиляйпе саламлама тӳре-шара та килнӗ.
Леонид Иванович Мари Элте ҫуралнӑ. 10-мӗш класс хыҫҫӑн вӑл ҫар-инженери училищине вӗренме кӗнӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл баржӑсем пушатнӑ, ҫар госпиталӗнче разнорабочире ӗҫленӗ. 1942 ҫулта ӑна ҫар службине илнӗ, вӑл салтаксем валли казарма та тунӑ. 1962-2969 ҫулсенче Леонид Егоров стратеги пӗлтерӗшлӗ ракета ҫарӗсенче службӑра тӑнӑ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ стажӗ унӑн – 40 ҫул ытла.
Шупашкара каллех Ҫветтуй Матрона турӑшне илсе килӗҫ. Пирӗн пата вӑл ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫитӗ. Кунта авӑн уйӑхӗн 6-мӗшӗччен пулӗ.
Ҫветтуй Матрона Московская пирӗн республикӑна унччен те килнӗ. Православи тӗнне ӗненекенсем вара ӑна каллех илсе килме ыйтнӑ. Ковчега ҫветтуйӑн тӑвӑн тӑрӑхӗнчен Шупашкар епархине ҫитерӗҫ. Матрона Московская Тула облаҫӗнче 1881 ҫулта хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Вӑл мӗн пӗчӗкрен суккӑр пулнӑ, анчах пӗрмай кӗлтунӑ пуласлӑха каланӑ, чирлисене сыватнӑ.
Ковчега ҫурлан 26-мӗшӗнче Введени кафедра соборӗнче кӗтсе илӗҫ.
Шупашкар валли каллех тӗп архитектор шыраҫҫӗ. Хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ конкурс ирттерессине пӗлтернӗ.
Кандидатсенчен ҫаксене ыйтаҫҫӗ: архитектура енӗпе аслӑ пӗлӳ пулмалла, саккунсене пӗлмелле, компьютерпа, документсемпе ӗҫлемелле, патшалӑх тата вырӑнти органсемпе калаҫу йӗркелемелле.
Документсене авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурс авӑнӑн 9-мӗшӗнче пулӗ.
Сӑмах май, унчченхи тӗп архитектор Павел Корнилов Строительство министерствине ӗҫлеме кайнӑ, Чӑваш Енӗн тӗп архитекторӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче пушар тухнӑ. Унта икӗ ачана ҫӑлма тивнӗ.
Инкек Афанасьев хулинчи 9-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗнчи хваттерте пулнӑ. Улттӑмӗш хутри хваттерти 12 ҫулти арҫын ача пиҫсе кайнӑ, ӑна халӗ тухтӑрсем пулӑшаҫҫӗ.
Кӳршӗсен хваттерне вара тӗтӗм-сӗрӗм тухса тулнӑ. Унта 8 ҫулти хӗрача пулнӑ, ӑна та ҫӑлавҫӑсем урама илсе тухнӑ. Ача шар курман.
Пушара сӳнтерме 8 машина пырса ҫитнӗ. Вут-ҫулӑма ҫур сехетре сӳнтернӗ.
Пушар карса тунӑ маччари светильникран тухма пултарнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Енре 43 ҫулти икӗ арҫын пушарта ҫунса вилнӗ. Пӗрремӗш инкек Вӑрнар округӗнчи Ершепуҫ ялӗнче пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем йывӑҫ ҫуртри пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн арҫын виллине тупнӑ. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Ҫав кунах 23 сехетре Шупашкарта Ленин проспектӗнчи 56-мӗш ҫуртра хваттер ҫуннӑ. Унта та 43-ри арҫын вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ.
Шупашкарти олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗнче фристайл-парк уҫӑлнӑ. Унта аэроминтер тата кантра ҫулӗ уҫӑлнӑ.
Ку проекта спонсорсем пулӑшнипе пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев.
Асӑннӑ паркра спортсменсем фристайл енӗпе ӑмӑртайӗҫ.
Фристайл-паркри аэроминтер калӑпӑшӗ — 55х25 метр. Унта спортсменсем дисциплинах «слоуп-стайл» тата «биг-эйр» дисциплинӑсенче хӑйсен пултарулӑхне туптаҫҫӗ.
Шупашкарти аэропорта юсама пуҫлани виҫӗ ҫул ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑтра аэровокзал ӗҫлеме самантлӑха та чарӑнман — тӗрлӗ хулана каякансене тата пирӗн тӑрӑха килекенсене йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, отделка ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Строительсем инженери сечӗсене монтаж туса пӗтернӗ.
Юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫурт калӑпӑшӗ виҫӗ хут ытла пысӑкланӗ.
Юсав ӗҫӗ ҫулталӑкӗпех пырӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |