Ӗнер ЧР вице-премьерӗ - экономика министрӗ Дмитрий Краснов каҫхи 10 сехет иртсен телеграм-каналӗнче мунча кӗме юратни пирки пост кӑларнӑ. Сӑнӳкерчӗкре вӑл Шупашкарти 8-мӗш мунча умӗнче костюмпа милӗк тытса тӑрать – селфи ку.
«Вӑт эсир кулатӑр. Эпӗ вара 11 ҫул ӗнтӗ тунтикунсерен мунча кӗмесӗр пурӑнмастӑп. Маншӑн тунтикун мунча кӗресси – йӑла», - тесе ҫырнӑ вӑл.
Сӑмах май, вӑл телеграм-каналне хастар тытса пырать. Нумаях пулмасть Сӗнтӗрвӑрринче юлашки 5 ҫулта пӗрремӗш хут Атӑл тӑрӑх килнӗ теплохода кӗтсе илни пирки пост лартнӑ. «Пирӗн министр мӗншӗн питӗ кӑмӑлла? Мӗншӗн тесен теплоход кӗтсе илнӗ», - тесе ҫырнӑ.
Республикӑра тепӗр ҫамрӑк ППЭре 100 балл пухнӑ. Вӑл – Шупашкарти 37-мӗш шкултан вӗренсе тухнӑ Полина Степанова. Полина историпе экзамен тытса 100 балл илнӗ.
Хальхи вӑхӑтра республикӑра 63 ҫамрӑк ППЭре100 балл пухнӑ. Литературӑпа, географипе, химипе – 8, профильлӗ математикӑпа – 16, вырӑс чӗлхипе – 27, физикӑпа тата математикӑпа 8 ҫамрӑк чи нумай балл илнӗ.
Палӑртса хӑвармалла: 5 яш-хӗр икӗ ППЭре 200 балл пухнӑ. Вӗсен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Екатерина Селезнева, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Илья Капралов, Патӑрьелти 1-мӗш шкулти Юлиана Паймуллина, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Виктория Жирнова.
Шупашкарта 15 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Вӑл киле ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнченпе таврӑнман. Паянхи кун та ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ.
Николай Петрович Кошкин 185 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ҫав кун хура пиншак, шурӑ кӗпе, хура шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ, хӑйӗнпе пӗрле сӑрӑ тӗслӗ спорт сумки пулнӑ.
Николай ӑҫтине пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52 тата 89520203557 (Елена Касатка).
Ӗнер, Пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен кунӗнче, Шупашкари аслӑ шкулсенчи чи лайӑх 100 выпускника чысланӑ, диплом панӑ.
Ҫавӑн пекех чи маттуррисене Шупашкар 555 ҫул тултарнине халалласа кӑларнӑ банкнотӑпа чысланӑ.
Уявра республика шайӗнче иртнӗ «Ҫамрӑк лидерсен команди» конкурс финалсчӗсене те палӑртнӑ. Тепӗр йӑлана та пӑрахӑҫламан: Ҫамрӑксен патшалӑх премине тивӗҫнисене те чысланӑ.
Шупашкарти Олимп резервӗсен 10-мӗш спорт шкулӗнче куҫ курманнисен хушшинче самбо енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Тӗп хуламӑрта кунашкал ӑмӑрту пӗрремӗш хут иртет.
Унта Мускаври, Пушкӑртстанри, Чӑваш Енри, Дагестанри, Чӗмпӗр тата Волгоград облаҫӗсенчи, Хабаровск, Красноярск, Пермь крайӗсенчи спортсменсем хутшӑнӗҫ. ЧР спорт министрӗ Василий Павлов РФ Спорт министерствине ҫакӑн пек ӑмӑртӑва пирӗн патра ирттерме май туса панӑшӑн тав тунӑ.
Утӑ уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсменсем Шупашкарти Олимп стадионӗнче (Чапаев урамӗ, 17) ӑмӑртӗҫ.
Турнира ҫӗршыври чи вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсем килсе ҫитӗҫ. Кӑҫалхи программӑна многоборье енӗпе тата хӑвӑрт утассипе те ӑмӑртусане кӗртнӗ.
Усӑ курнӑ батарейкӑна урама тухса персен вӑл 20 кубла метр тӑпрана тата 400 литр шыва варалать. Батарейка кӑларакан наркӑмӑш чӗрчунсене сиен кӳрет: чӗрӗпсене, мулкачсене, шӑшисене, каюрасене, хуртсене.
Ҫавӑнпа та батарейкӑсене утилизацилеме памалла. Шупашкарта вӗсене республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче йышӑнаҫҫӗ. Вӑл Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Батарейкӑсене ирхи 7 сехетрен пуҫласа 19 сехетчен ҫитерсе пама пулать.
Унсӑр пуҫне асӑннӑ министерствӑна пӑхӑнакан организацисем те йышӑнаҫҫӗ.
Чӑваш халӑх артисчӗ Борис Кукин театрта ӗҫлеме пӑрахӗ. Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, вӑл хӑйӗншӗн тӑван пулса тӑма ӗлкӗрнӗ Вырӑс драма театрӗнче «Леди на день» спектакльте сцена ҫине тухӗ. Унтан вӑл театртан кайӗ.
Борис Васильевич пултарулӑх ӗҫӗнче 1964 ҫултанпа тӑрӑшать. Ун чухне вӑл Чӑваш АССРӗн Министрсен Кабинечӗ ҫумӗнчи Радиовещани тата телевидени комитетӗнче дикторта ӗҫлеме тытӑннӑ. 1968 ҫулта Сарту хулинчи И.А. Слонов ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Училище хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт Алтай крайӗнчи ҫамрӑксен театрӗнче (Барнаул хули) ӗҫленӗ.
1971 ҫулта ӑна Шупашкарти Вырӑс драма театрне чӗнсе илнӗ. Унта Борис Кукин 53 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах темиҫе ҫул радиора ертӳҫӗ те пулнӑ.
Шупашкарти Олимп резервӗн 10-мӗш спорт шкулӗн ҫурчӗ ҫине самбо енӗпе тӗнче класлӑ СССР спорт мастерне, Александр Трофимова, асра тытса асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Александр Трофимов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш тата таваттӑмӗш созыври депутачӗ пулнӑ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ӗнер 61 ҫул тултаратчӗ.
Савӑнӑҫлӑ митинга (вӑл Александр Трофимов ячӗллӗ спорт шкулӗ умӗнче иртнӗ) республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, республикӑн спорт министрӗ Василий Петров, Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов тата ыттисем хутшӑннӑ. Унта ҫавӑн пекех Александр Трофимовӑн тӑванӗ Вячеслав Иванович, мӑшӑрӗ Лидия Александровна, ачисем Александр тата Мария, ятлӑ-сумлӑ спортсменсем пырса ҫитнӗ.
Канашри вӑрра нимӗҫ овчарки Шарки тытса чарма пулӑшнӑ. Унта икӗ велосипед вӑрланӑ.
Пӗр арҫын гаражӗ уҫӑ пулнине, унта япаласем асар-писер выртнине асӑрханӑ. Вӑл полицие чӗннӗ. Вырӑна кинолог Шарки ятлӑ йытӑпа ҫитнӗ.
Овчарка вӑрӑ йӗрне тӳрех сиснӗ, ун тӑрӑх Кӑкшӑм урамне илсе кайнӑ. Унӑн сӑмси улталаман – чӑнах та ҫав вырӑнта вӑрланӑ икӗ велосипед тӑнӑ. Иккӗшӗ – 30 пин тенкӗ тӑраканскерсем.
Палӑртмалла: унччен Шарки Шупашкарта ювелир лавккине ҫаратма тӑнӑ ҫыннӑн курткине тупнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |