Шупашкар хулинче транспортпа йӳнӗрех хакпа ҫӳреме май килӗ.
Хула тӑрӑх ҫула тухакансене ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен, перекетлеме сӗнеҫҫӗ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, транспорт карттине хӑвӑрт тӳлевсен системи урлӑ укҫа хурсан пассажира 5 проценчӗ таврӑнать.
«Карттӑна ЕТК хушӑм урлӑ миҫе тенкӗ хурас тенине палӑртса, «СБП» текен тӳлев меслетне усӑ курса «тултармалла». Ҫакӑ Чӑваш Енре пурӑнакансен ҫемье хыснине перекетлеме май парать. Хушӑм урлӑ, е сайтра хурсан та тӳлев хӑварт ҫитет, проценчӗ укҫан таврӑнать. Ку меслет авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен ӗҫлет.», — хыпарланӑ асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, йӗрке хуралҫисене аптекӑран вӑрлани пирки йӗрке хуралҫисене хыпарланӑ.
Шупашкарти Мускав проспектӗнчи апеткӑсенчен пӗрне арҫын кӗнӗ, вӑл ӳте сӗрмелли крем, пурӗ 10 пин тенке яхӑнлӑх, вӑрланӑ. Видеосӑнав кмерисем ҫав арҫынна ӳкерсе илнӗ.
Вӑрӑ сӑнлӑ ҫынна тепӗр 20 минутран «Республика пульници» чарӑнура патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗн ӗҫченӗсем асӑрханӑ.
Свердлов облаҫӗнчи 48 ҫулти арҫын вӑрланине йышӑннӑ. Чӑваш Енре вӑл Чулхуларан Хусана кайнӑ чухне вӑхӑтлӑха чарӑннӑ. Каҫхине эрех ӗҫсе минренӗ хыҫҫӑн унӑн пуҫне вӑрӑ шухӑшӗ пырса кӗнӗ.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн соцалливӗҫтерекен комплекслӑ центрӑ стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан ватӑсем кашни тунтикун ал ӑсталӑхӗпе аппаланаҫҫӗ. Занятие Валентина Никитина инструктор ирттерет.
«Ватӑ ҫынсем ӗҫе пуҫӑниччен хумханаҫҫӗ. Мантан пулмасть, эпӗ ӳкерсе курман текелесе именеҫҫӗ. Анчах эпӗ вӗсене туса пӑхма сӗнетӗп. Хам вара кирлӗ таран пулӑшса-кӑтартса пыратӑп, — тет Валентина Михайловна. — Пултарулӑх ӗҫӗпе аппаланни ҫынна хавхалантарать, ватӑ ҫын та кун пек чухне маттур туять, хӑй пултарнине кура хавасланать».
Ватӑсем тӗрлӗ сӑрӑпа ӳкереҫҫӗ, чустаран тӗрлӗ япала ӑсталаҫҫӗ.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре Тӗрленӗ картта музейӗ пулассине унчченех пӗлтернӗччӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ун строительстви кӗҫех пуҫланассине хыпарланӑ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура калаҫнӑ.
Музей картта вырнаҫмалӑх пулӗ - 250 тӑваткал метр. «Промсвязьбанк» спонсор пулӑшӑвӗ парӗ.
Аса илтерер: Раҫҫейӗн тӗрленӗ карттине 2022 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче хӑтланӑ.
Шупашкарта общежитири пӳлӗм ҫуннӑ. Ку Кривов урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсене пушар тухни пирки ирхи 5 сехет те 30 минутра пӗлтернӗ. Вӗсем ҫитнӗ тӗле чӳречерен ҫӑра тӗтӗм палкаса тухнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пӳлӗмри шалти отделкӑна сиенлетнӗ. Телее, пушарта вилекен пулман.
Ҫимӗк кунӗнче ҫӑва ҫине халӑх йышлӑн каять. Кун пек чух транспорт ыйтӑвӗ яланах ҫивӗч тухса тӑрать.
Шупашкар ҫывӑхӗнчи Карачура ҫӑви патне ҫав вӑхӑтра троллейбус ҫӳрӗ.
Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 22-23-мӗшӗсенче «Чукун ҫул вокзалӗ» чарӑнуран ҫӳрӗ. Ҫак маршрутпа ун чухне 10-12 троллейбус ҫула тухӗ.
Ырантан, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен,«Валдайсем» ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Шыв ҫийӗн хӑвӑрт ҫӳрекен ҫав карапсем кӑҫал та, пӗлтӗрхи пекех, Шупашкартан Хусана тата Свияжска хутлӗҫ. Вӗсем кашни кунах ирхи 8 сехетре ҫула тухӗҫ. Каялла килме Хусантан 16 сехетре хускалӗҫ, Свияжскран – 16 сехет те 30 минутра.
Билетсене Шупашкарти юханшыв порчӗн сайтӗнче туянма пулать. Аслисен билет хакӗ — 680 тенкӗ, 5-10 ҫулсенчи ачасен — 340 тенкӗ.
Кӑҫалхи нарӑс-ҫу уйӑхӗсенче ача-пӑча пултарулӑхӗн «Черчен чечексем» республикӑри VI фестиваль-конкурсӗ иртнӗ.
Конкурса 8 номинаципе ирттернӗ: вокал, фольклор пултарулӑхӗ, хореографи, театр пултарулӑхӗ, илемлӗ сӑмах, кино, инструмент пултарулӑхӗ, декораципе прикладной ӳнер. Унта мӗнпур муниципалитетри 800 ача хутшӑннӑ.
Гала-концерт ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре иртӗ. Унта 240 ача хушӑнӗ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Кирилл Мухин ӗҫрен кайнӑ. «Чеб.ру» сайт хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл Запорожье облаҫӗнчи Бердянск районӗн администрацине ертсе пыма пуҫлӗ. Халӗ вӑл унта-мӗн.
Кирилл Мухин – 30 ҫулта. Администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗнче вӑл кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен администраци пуҫлӑхӗн канашҫи пулнӑ.
Кирилл Сергеевич И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУран вӗренсе тухсан Раҫҫей Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ҫарӗнче контрактпа пулнӑ.
Чӑваш митрополийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑр епархине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ку тивӗҫе Шупашкар епархийӗн клирикне Феодосий (Шитов) игумена шаннӑ.
Феодосий 2011 ҫултанпа арҫынсен Александр Невский православи мӑнастирне ертсе пынӑ. Вӑл (Антон Михайлович Шитов) 1968 ҫулта Шупашкарта служащисен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1994 ҫулта Феодосий Киево-Печорский ятпа манаха тухнӑ. 10 ҫултан ӑна игумен санне панӑ. Ҫав ҫулах вӑл Чулхулари тӗн семинарине пӗтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |