Шупашкарти Амӑшӗн палӑкӗ умӗнче виҫӗ пысӑк матрёшка вырнаҫтарнӑ. Вӗсене художниксем илемлетсе пӗтернӗ.
Шупашкара йӗркеленӗренпе 555 ҫул ҫитнине халалланӑ парнене Ксения Кокель, Василий Чапай, Яна Иванова художниксем сӑрласа илемлетнӗ.
Вӑл матрёшкӑсем Чӑваш Ен хӑнасене тарават тата нумай нациллӗ регион пулнине кӑтартса парать.
Шупашкарта пурӑнакан 62 ҫулти арҫынна унӑн укҫи Украинӑна кайӗ тесе хӑратнӑ. Ултавҫӑсене ӗненсе арҫын темиҫе кредит илсе 2,5 миллион ытла тенке ют ҫынсене куҫарса панӑ.
Шар курнӑ ҫын патне мессенджерсенчен пӗринче СМС-ҫыру ҫитнӗ. Ӑна арҫыннӑн пуҫлӑхӗ ячӗпе ҫырнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, компанире ӗҫлекенсен даннӑйӗсем ырӑ мар шухӑшлисен аллине лекнине, ҫавна май Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тӗрӗслев пуҫарнине пӗлтернӗ.
Ултавҫӑсем сӗннипе арҫын темиҫе кредит илнӗ та ҫав укҫана паллӑ мар ҫынсене куҫарса панӑ. Ахальлӗн ҫав укҫа Украинӑна кайӗ тесе хӑратнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкара Шупашкартан тройллейбуспа ҫӳреме пуҫласан ҫул укҫине маршруткӑринчен йӳнӗрех тума йышӑннӑ. Ҫакӑ пассажирсене илӗртес тӗллевпе ҫыхӑннӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнчен троллейбуспа ҫула тухсан аллӑн укҫа тӳлесен 33 тенкӗ тӳлемелле, карттӑпа пулсан — 29 тенкӗ. Проезднойпа ҫӳрекенсен 60 хутчен ҫула тухмалли билет (вӑл 45 куна пырӗ) ҫул укҫи 27 тенке ларӗ.
Маршруткӑсем ҫинче ҫул укҫи 34 тата 30 тенкӗ (аллӑн укҫа тӳлесен тата карттӑпа татӑлсан).
Паян Шупашкарти тӗп пляж ҫывӑхӗнче, шыва кӗме юраман вырӑнта, 14-ри тата 15 ҫулти арҫын ачасем путса вилнӗ. Вӗсем шыва кӗме хӑйсем кӑна, аслисемсӗр, килнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем патне ку хыпар 18 сехет те 45 минутра ҫитнӗ. Арҫын ачасене шыв айӗнчен часах кӑларнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем вӗсене нимпе те пулӑшайман.
Аса илтерер: нумаях пулмасть тӗп пляжра 13 ҫулти хӗрача путса вилнӗ.
Шупашкартана Сосновкӑна ҫӳрекен автобус паян Атӑл леш енче аварие лекнӗ. Унта 3 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Инкек «Астраханка» чарануран инҫех марп улнӑ. Аварире вилнӗ ҫынсем - ҫӑмӑл машинӑра пулнӑскерсем. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Киа спектра» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса автобуспа ҫапӑннӑ. Автобусри пассажирсем пурте чӗрех, хӑшӗ-пӗри аманнӑ. Мари Элти ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, унашкаллисем – 6 ҫын.
Шупашкарта сусӑрсене кӗмелли ҫурт умӗнче инвалидсем валли парковка пулман.
Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, Чулхула урамӗнче вырнаҫнӑ Чӑваш Республикинчи медицинӑпа экспертиза тӗп бюровӗнче инвалидсем медицинӑпа социаллӑ экспертиза тухаҫҫӗ. Анчах ҫав учреждени умӗнче сусӑрсен машинине лартма парковка пулман.
Асӑннӑ ҫурт умӗнхи территори Шупашкар администрацийӗн шутланать. Апла пулсан инвалидсем валли парковка тӑвассишӗн те вӑл яваплӑ. Халӗ кӑлтӑка пӗтернӗ.
Шел те, каллех хурлӑхлӑ хыпар: Ҫӗмӗрле хулинче 35 ҫулти хӗрарӑм путса вилнӗ. Ку инкек ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, пулнӑ.
Унӑн виллине водолазсем шыранӑ. Ӑна паян кӑна ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Халӗ хӗрарӑм мӗнле майпа путнине тӗпчеҫҫӗ.
Палӑртмалла: шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 8 ҫын путса вилнӗ. Аса илтерер: ӗнер Шупашкарти тӗп пляжра 13 ҫулти хӗрача путса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Запарожье облаҫӗнчи Бердянск районӗнчеи Азовское ялӗнче пурӑнакан Дарья Беспалова ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн портретне кӑранташпа ӳкрнӗ. Халӗ хӗрача «Бригантина» уйлӑхра канать. Унпа пӗрле – тепӗр 42 ача.
Олег Алексеевич куншӑн питӗ савӑннӑ. «Ку хаклӑ та кӑмӑллӑ парне! Ҫамрӑк ӳнерҫе тав тӑватӑп, пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатӑп!» - тесе ҫырнӑ Элтепер.
Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарти «Бригантинӑра» Запорожье облаҫӗнчи 300 ача канӗ.
Ӗнер 16 сехет тӗлнелле Шупашкарти тӗп пляжра инкек пулнӑ - 13 ҫулти хӗрача путса вилнӗ. Вӑл унта амӑшӗпе, тӑванӗсемпе шыва кӗме килнӗ.
Ача ытлашши шала та ишсе кӗмен - вӑл буйкӑсем патӗнче путнӑ. Вырӑна ҫитнӗ медиксем ӑна реанимаци тума хӑтланнӑ, анчах, шел те, усӑсӑр.
Халӗ Мускав районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттерет.
Ӗнер Ҫӗрпӳ округӗнче 43-ри арҫын путса вилнӗ. Ҫӗмӗрлере вара 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫын шыв айне анса кайса пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Шупашкарти Калинин районӗн квартал уполномоченнӑйӗ ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче чикансен тапӑрӗ пурӑнакан вырӑна тӗрӗсленӗ. Вӑл Алькеш поселокӗнчи Аялти иккӗмӗш тата Пионерсен иккӗмӗш урамӗсенче пулнӑ.
Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫакӑ палӑрнӑ: чикансем никамран ирӗк ыйтмасӑр, документсемсӗр ҫурт тума тытӑннӑ. Уполномоченнӑй тапӑрти аслӑ ҫынпа калаҫнӑ, ҫак объекта тума юраманни пирки, пурӑнакан вырӑна ҫӳп-ҫапран тасатмаллине ӑнлантарнӑ.
Уполномоченнӑй ку информацие, ҫырнӑ протокола, полицие панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |