Шупашкарӑн ҫуралнӑ кунӗнче, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, йӑлана кӗнӗ мероприяти иртӗ: ҫӑлтӑрпа зарядка тӑвӗҫ. Кӑҫал ӑна паллӑ ММА кӗрешӳҫи Джефф Монсон ирттерӗ.
Зарядка Хӗрлӗ тӳремре 11 сехетре пуҫланӗ. Спортсмен ятарлӑ тренировка ирттерӗ. Унта кирек кам та хутшӑнма пултарать.
Джефф Монсон унччен Америка спортсменӗ пулнӑ, халӗ - Раҫҫейӗн. Вӑл пирӗн ҫӗршыва 2013 ҫулта куҫса килнӗ, 2018 ҫулта Раҫҫей гражданствине илнӗ, 2023 ҫулта АПШ гражданинӗ пулма пӑрахнӑ.
Шупашкар ҫуралнӑ кунне уявланӑ чухне троллейбуссемпе автобуссем ытларах вӑхӑт ҫӳрӗҫ. Кун пирки хула мэрӗ Владимир Доброхотов пӗлтернӗ.
Шӑматкун, ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, общество транспорчӗ ҫур ҫӗрччен ҫӳрӗ. Вырсарникун вара, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, автобуссемпе троллейбуссем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен пассажирсене илсе ҫӳрӗҫ.
Кӑҫал Шупашкар 555 ҫул тултарӗ. Уява Шаман юрӑҫ, «Вӗршӗнсем» пилотаж ушкӑнӗ килӗҫ.
Шупашкар хулине йӗркеленӗренпе 555 ҫул ҫитнине халалласа «Чебоксарский хит» (чӑв. Шупашкар хичӗ) юрӑ конкурсӗ иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: конкурса хутшӑнакансен хӑйсен ӗҫӗсене е вырӑсла, е чӑвашла тӑратмалла пулнӑ.
Унта «Сказки Гримм» ушкӑнӑн тата Ольга Журавлёван композицийӗ ҫӗнтернӗ. Уншӑн 524 ҫын, е сасӑлава хутшӑннисенчен 24,83 проценчӗ, сасӑланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-юрӑпа артистсем Шупашкар 555 ҫул тултарнине халалланӑ гала-концертра сцена ҫине тухӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшнче Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти кинемей палламан ҫынна пулӑшма ыйтса улталаннӑ.
Ватӑ ҫын банк картти ҫинчен мӑнукне укҫа куҫарса парас тенӗ. Ҫакна тума пӗлмен енне хӑйӗн ҫурчӗ умӗнчи подъезд патӗнче пӗр арҫынран пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ ют ҫын картти ҫинчен малтан хӑйне 40 пин тенкӗ куҫарса янӑ, кайран — кинемейӗн мӑнукӗ патне.
Кинемей укҫа ҫухалнине сиссен йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ватӑ ҫынна улталанӑ этем унччен судпа темиҫе хутчен те айӑпланнӑ 43 ҫулти арҫын пулнӑ иккен. Вӑрланӑ укҫана вӑл ҫав каҫах пӗтернӗ.
Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫс пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри пӗр арҫын Шупашкарти Аш-какай комбиначӗ проездри «Ивушка» дача поселокне кайсан ҫырмара урине хуҫса пӑрахнӑ.
Пӑтӑрмах ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 22 сехетре пулнӑ. Апла пулин те вӑл хӑйӗн дачине ҫитсе пӗтнӗ-пӗтнех. Ирхине вырӑн ҫинчен тӑрайман енне васкавлӑ пулӑшӑва шӑнкӑравланӑ.
Анчах тухтӑрсем дача патне пырайман, мӗншӗн тесен унта урамсем ансӑр пулнӑ, ҫурт ҫырмара вырнаҫнӑ. Тухтӑрсем ҫӑлавҫӑсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем арҫынна ансӑр урампа йӑтса тухнӑ.
Шупашкартан Хусана пассажирсене Атӑл тӑрӑх турттарса ҫӳрекен «Валдай» карапа юсама кӗртсе лартнӑ. Профилактика тӗллевӗллӗ юсав ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.
Маларах Шупашкарти юханшыв порчӗ «Валдай 45Р-12» карапа (вӑл пассажирсене иккӗмӗш номерпе турттарнӑ) ҫурла уйӑхӗн 3, 4, 5-мӗшӗсенче ҫула тухмассине пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче юханшыв порчӗ тӗп двигателӗн турбини начар ӗҫленине тупса палӑртнине хыпарланӑ. Юсав ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пырӗ.
«Татарстан Республикин флочӗн» «Метеорӗсем» те халӗ ҫӳреме чарӑннӑ. Вӗсене Зеленодольскри заводра юсӗҫ.
Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри «Туризм мисӗ» илем конкурсӗ иртнӗ. Чиперккесене паллӑ актер, парикмахер, шоумен, юрӑҫ тата телеертӳҫӗ Сергей Зверев хакланӑ.
Конкурса 30 регионти хӗр хутшӑннӑ. Чӑваш Ен чысне Дарья Чучелина, Ксения Димитриева, Алла Кадеева, тата Ника Апалеева хӳтӗленӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: «Раҫҫейри бикини мисӗ» номинацире Алла Кадеева виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Сӑмах май, вӑл кӑҫал «Чӑваш Ен мисӗ» пулнӑ.
Ӗнер Шупашкарта Эгер урамӗнче 101-с автобус водителӗ алӑка хупма тӑрсан 9 ҫулти арҫын ачан урине хӗстерсе лартнӑ. Анчах кун пирки ниҫта та пӗлтермен, транспорта хускатса малалла кайнӑ.
Каярахпа арҫын ачапа амӑшӗ Республикӑри клиника пульницине кайнӑ.
ЧР Транспорт министерстви реестрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак маршрут ҫинче «Авто Лидер» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет.
Чӑваш Енре «Валдай» карапсемпе ҫӳрекенсем йышлӑ. Кӑҫалхи икӗ уйӑхра кӑна вӗсем 12,7 пин пассажира илсе кайнӑ. Вӗсенчен 8,6 пинӗ «Шупашкар — Хусан» маршрута суйласа илнӗ, 4 пин ытларах ҫын — Свияжска.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарти юханшыв порчӗ 413 теплохода йышӑннӑ, вӗсемпе 60 пине яхӑн пассажир килсе кайнӑ.
Ҫак цифрӑсем ҫынсем шыв тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме, унта-кунта ҫитсе курма юратнине ҫирӗплетсе параҫҫӗ.
Ҫитес ҫул Куславккапа Сӗнтӗрвӑрринче причалсем тӑвасшӑн.
Ксения Кокель художник Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи «ФормART» фестивале хутшӑнать. Унта вӑл «Мой дом – моя крепость». (чӑв. Манӑн кил — манӑн крепость) ӗҫе тӑратнӑ.
Ентешӗмӗр ӗҫӗшӗн сасӑлас тесен 8 (800) 301-50-23 тӳлевсӗр номерпе шӑнкӑравламалла та хутшӑнаканӑн номерне, 6 цифрӑна, суйламалла.
Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланнӑ, 10-мӗшӗнче вӗҫленӗ.
Конкурса хутшӑнакан ӗҫе художник Шупашкарти Хевеш урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫине вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |