Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑна 153 ҫӗнӗ троллейбус илсе килмелле. Вӗсене финансированин комбинациленӗ мелӗсемпе усӑ курса туянӗҫ. Ку таранччен ятарлӑ казначейство кредичӗсем пулӑшнипе 47 ҫӗнӗ автобус туяннӑ ӗнтӗ.
Ҫапла троллейбус паркне ҫӗнетесшӗн. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбуссен вӑтам ӳсӗмӗ 6 ҫул таран пӗчӗкленнӗ.
Шупашкарта пурӑнакансене реклама баннерӗсем килӗшмен. Кун пирки Регион управленийӗн центрӗ пӗлтернӗ.
Хулари Марков урамӗнче пурӑнакансем картлашкапа анса хӑварнӑ чухне реклама баннерӗсем кансӗрленине систернӗ. Вӗсем анса хӑпаракансене чӑрмантараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене илсе пеме ыйтнӑ.
Сӑмах 8-мӗш ҫуртӑн 3-мӗш корпусӗпе ача пахчи хушшинчи тимӗр картлашка пирки пырать иккен. Шӑпах ҫавӑн ҫине реклама баннерӗ вырнаҫтарнӑ. Халӗ вӗсене пуҫтарса илнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ Васильевсем чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Кремльти концертра пулнӑ. Ҫавӑнта кайса курма вӗсем Ирина Дубцован «Главное – семья» (чӑв. Чи кирли – ҫемье) мультимеди проектӗнче ҫӗнтернӗрен тивӗҫнӗ. Унта Васильевсем «Спорт ҫемйи» номинацире палӑрнӑ.
Ирина тата Владимир Васильевсем – ҫичӗ ача амӑшӗпе ашшӗ. Чи асли — 20 ҫулта, кӗҫӗнни — 2-ре. Васильевсен ачисем ашшӗ-амӑшӗн ҫулӗпе кайнӑ – каратэпе кӑсӑкланаҫҫӗ.
Ҫемье пуҫлӑхӗ Владимир — каратэ енӗпе тӗнче чемпионӗ. Ирина — каратэпе хура пиҫиххин пӗрремӗш данне тивӗҫнӗ.
1 пин тенкӗлӗх укҫа ҫине мӗн ӳкерессине суйлаҫҫӗ. Списокра – 25 символ. Вӗсен йышӗнче Шупашкарти Анне палӑкӗ те пур.
Укҫа Атӑлҫи федераци округне халалланӑскер пулӗ. Халӗ хӑш хулари паллӑ вырӑна сӑнлассине суйлаҫҫӗ. Сасӑлав раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗччен пырӗ.
Шупашкар хулине кӗрекен Йӑлӑмра пурӑнакан Агниса Григорьева паян, чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Сӗнтервӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче ҫуралнӑ.
Ҫамрӑклӑхӗ, ытти тантӑшӗнни евӗрех, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ҫулӗсене тивнӗ. Торф кӑларакан предприятире ӗҫленӗ, кайран шкулта кочегарта тӑрӑшнӑ. Унтан мӗн ӗмӗр тӑршшӗпе Туберкулез диспансерӗнче санитаркӑра тӑрӑшнӑ.
Юбилей ячӗпе кинемее Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр директорӗ Светлана Милкина тата Шупашкар хулин Йӑлӑмри территори управленийӗн пуҫлӑхӗ Олег Николаев саламланӑ.
Шупашкар хулин администрацийӗн Йӑлӑмри территори пайне ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пыма тытӑннӑ. Ку должнорҫре Олег Алексеев тӑрӑше.
Хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов ҫӗнӗ ертӳҫӗпе ирхи планеркӑра тунтикунах паллаштарнӑ-ха. Ку хыпара официаллӑ сайтра ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Олег Алексеев унччен «Инженери хӳтлӗхӗ» обществӑна ертсе пынӑ.
Шупашкарти таксист Геннадий Васильев пассажира ҫӑлнӑ. Вырӑна ҫитиччен 500 метр юлсан 30 ҫулти клиента япӑх пулса кайнӑ, эпилепси пуҫланнӑ.
Геннадий ҫухалса кайман, машинӑна чарса пассажира айккӑн вырттарнӑ, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Клиент тӑна кӗрсен киле кайма тӑнӑ, анчах таксист ӑна яман, тухтӑрсене кӗтсе илме ыйтнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Геннадий таксире 4 ҫул ӗҫлет. Кун пеккипе ҫак тапхӑрта вӑл пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ.
Хӗлле – сырӑш ҫакмалли вӑхӑт. Шупашкарта вӗсем унта та кунта курӑнкалама пуҫланӑ ӗнтӗ.
Виктор Чугаров хулари пӗр паркра хӑйне евӗр сырӑш ҫакӑнса тӑнине курсан ӑна ӳкерсе илнӗ. Ӑна чӑваш эрешӗллӗ ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Пневмони сарӑлнӑран Шупашкарти 59-мӗш шкул карантина кайнӑ. Унти ачасем, малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗччен дистанци мелӗпе вӗренӗҫ. Унччен унта хӑш-пӗр класс кӑна карантинра пулнӑ.
Ачасем килте вӗреннӗ май учительпе «Сферум» платформа урлӑ ҫыхӑнаҫҫӗ.
Тӗрлӗ ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хулари 40-мӗш шкул та карантинра. Хӑш-пӗр шкулта классем карантина кайнӑ.
Ӗнер республикӑра тӗтре карса илнӗрен Шупашкарти аэропорт самолетсене йышӑнайман. Каҫхи икӗ рейса кӑшт улӑштарма тивнӗ. Иккӗшӗ те «Мускав – Шупашкар» рейссем.
Пӗрне пӑрахӑҫланӑ, теприне чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗ ҫине, паяна, куҫарма тивнӗ. Вӑл Мускавран 10 сехетен тухмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |