Чӑваш Енре санитари вертолёчӗ вӗҫнине пӗлетпӗр-ха. Нумаях пулмасть вӑл Ҫӗмӗрле районӗнчи 94 ҫулти кинемее ҫӑлса хӑварма май панӑ.
Пӗр ирхине ватӑ ҫыннӑн чӗри патӗнче тирсе ыратма тытӑннӑ. Васкавлӑ пулӑшу машини ватӑ ҫынна Ҫӗмӗрлери медицина центрне илсе кайнӑ. Унтисем Республикӑн кардиоцентрӗн специалисчӗсемпе канашланӑ хыҫҫӑн кинемее вертолётпа Шупашкара ӑсатма йышӑннӑ. Унта ватӑ ҫыннӑн чӗрине операци туса кардиостимулятор лартса янӑ.
Шупашкарти «Современные технологии» (чӑв. Хальхи вӑхӑтри технологисем) компание Шанчӑксӑр организацисен реестрне кӗртнӗ. Вӑл организаци Шалти ӗҫсен министерствин Йӗпреҫри уйрӑмӗн ҫуртне юсамалла пулнӑ. Анчах подрядчик хӑй ҫине илнӗ яваплӑха пурнӑҫламан.
Патшалӑх контрактне кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче алӑ пуснӑ. Пурӗ 3 миллион та 126 пин тенкӗлӗх. Ӗҫе утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле пулнӑ.
Явапсӑр организацие тата унӑн директорне Федерацин монополипе кӗрешекен службин Чӑваш Енри управленийӗ Шанчӑксӑр организацисен реестрне кӗртнӗ. Ҫитес икӗ ҫулта организаци закупкӑсен процедурине хутшӑнаймӗ.
«Хальхи вӑхӑтри» обществӑна 2022 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче регситрациленӗ. Фирма ертӳҫи — Владимир Фомин, учредителӗ – Дмитрий Кустиков.
Шупашкарти сывлӑх сыхлавӗн учрежденийӗнче ӗҫлекен 63 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене ӗненсе 900 пин ытла тенкӗ ҫухатнӑ.
Ун патне мессенджерта шӑнкӑравланӑ. Экран ҫинче республикӑри Сывлӑх сыхлавӗнче ӗҫлекен ҫын ячӗ тухнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, усал шухӑшлӑ ҫынсем даннӑйсен базине кӗнӗ, унӑн ячӗпе кредит илесшӗн-мӗн. Кӗҫех хӗрарӑм патне «йӗрке хуралҫи» шӑнкӑравланӑ, ҫав ҫынран маларах кредит илсе «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтнӑ. Ҫапла медӗҫчен такамсене 916 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 7 ҫулти купӑсҫӑ Артем Осипов «Лучше всех!» телекӑларӑма хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: ачана пуш уйӑхӗнче ӳкернӗ. Кӑларӑм эфира ҫурла уйӑхен 24-мӗшӗнче тухнӑ.
Арҫын ачана виҫҫӗре чухнех музыка инструменчӗпе кӑсӑклантарса яма пултарнӑ аслисем. Ачан талпӑнӑвне кура амӑшӗ, Елена Осипова, ҫав енӗпе вӗрентес тенӗ.
Шупашкарти медицина организацийӗнче ӗҫлекен 50 ҫулти хӗрарӑм хӑйӗн укҫине кӑна мар, тӑватӑ банкран тата тӑванӗсенчен кивҫен илнисене те ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Пӗтӗмпе 9 миллион тенкӗ ытла.
Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл Сывлӑх сыхлавӗн министерствин ӗҫченӗ-мӗн. Сасси те ун пекрех пулнипе хайхи хӗрарӑм ӗненнӗ. Вӑл кӗҫех ун патне йӗрке хуралӗнчен шӑнкӑравлассине пӗлтернӗ. Чӑнах та, шӑнкӑрав килнӗ. Такамсем ун ячӗпе кредит илме хӑтланаҫҫӗ тесе укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма хушнӑ. Хӗрарӑм пӗр эрнере 9 миллион та 400 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Тӑванӗсем вӑл кивҫен нумай ыйтнипе сисчӗвленнӗ, ывӑлне амӑшӗпе калаҫма сӗннӗ, мӗншӗн тесен хӑй хӗрарӑм хӑранипе ним те ӑнлантарайман. Ҫапла полицирен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Паян ирхи 6 сехет те 56 минутра Шупашкарта Ишлей ҫулӗ ҫинче машина тавар пуйӑсӗпе ҫапӑннӑ. Водитель светофор хӗрлӗ ҫутнӑ вӑхӑтра каҫса кайма ӗлкӗрессе шаннӑ-тӑр - анчах пуйӑс ытла та ҫывӑхра пулнӑ.
Руль умӗнче 69 ҫулти арҫын ларнӑ. Тӗлӗнмелле майпа вӑл чӗрӗ юлнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Вӑл аяк пӗрчине хуҫма пултарнӑ.
Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑхӗн керменӗ 175 пин тенкӗлӗх федераци грантне тивӗҫнӗ. Ку укҫапа «PROЧувашию» сӗтелҫи вӑййине йӗркелӗҫ.
Вӑл 40-60 минута тӑсӑлать, 6 ҫын таран хутшӑнма пултарать. Кашнине наци тумӗллӗ кӳлепе парӗҫ те вӑл республика тӑрӑх ҫула тухать. Лапам ҫинче 60 тӗрлӗ тӗслӗ тӑваткал, тӗсне кура - ыйтусен тата заданисен тематики.
Ку вӑйӑпа сӑнав шайӗнче Шупашкарти 10 шкул усӑ курӗҫ.
Чӑваш Енре спортсмен Денис Гаврилов Парижра иртекен Паралимпиадӑна хутшӑнӗ. Раҫҫей спорт мастерӗ унта нейтраллӑ статуспа тупӑшӗ.
Денис куҫ курманнисен йышӗнче марафон чупӗ. Вӑл ӑмӑртусенче Чӑваш Ен тата Мускав облаҫӗн чысӗсене хӳтӗлет. Хӑй Чулхула облаҫӗнчи Арзамас хулинче ҫуралнӑ, ӑсталӑхне Шупашкарти спортпа адаптаци шкулӗнче туптать. Раҫҫейӗн Паралип пӗрлештернӗ командине вӑл – 2018 ҫултанпа.
Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Денис Гордеев тата Павел Балыков «Шупашкар - Сурски» ҫул ҫинче васкакан «Тойотӑна» чарнӑ. Унта вара тӑннӗ ҫухатнӑ 32-ри пассажир выртнӑ. Унӑн энцефалит пулма пултарнӑ. Полицейскисем кашни минут хаклине шута илсе машинӑна пульницӑна ҫити ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсем пулӑшнипе пациента вӑхӑтра медпулӑшу панӑ. Тӑванӗсем вара ЧР шалти ӗҫсен министрне тав туса ҫырса янӑ.
Шупашарта литература картлашки пур. Вӑл — хулари юханшыв портӗнче.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх,
кашни 35 картлашкана кӗнекен ятне тата авторне кӑтартакан енӗ евӗрлӗ ӳкерсе илемлетнӗ. Пусмапа утнӑ чухне Ухсай Яккӑвӗ, Геннадий Айхи, Юхма Мишши, Константин Иванов, Леонид Агаков тата ытти ҫыравҫӑн ятне курма пулать.
Проекта пурнӑҫа кӗртекенӗ – Сергей Петров ӳнерҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |