Шупашкарта Ҫӗнӗ Шупашкара 61-мӗш троллейбус ҫӳреме тытӑнассине пӗлтернӗччӗ. Паян шӑпах ҫав кун ҫитнӗ – ҫӗнӗ маршрут уҫӑлнӑ.
Аса илтерер: троллейбус Шупашкарти Гладков урамӗнчен пуҫласа Трактор тӑвакансен проспекчӗпе кайӗ те Ҫӗнӗ Шупашкарти «Иваново» микрорайона ҫитӗ. Пӗтӗмпе 14 транспорт пулӗ.
Карттӑпа тӳлсен билет хакӗ – 33 тенкӗ, укҫан парсан – 37 тенкӗ.
Шупашкарти 36 ҫулти усламҫӑ ФСБ ӗҫченӗ тесе ӗненнӗ те ултавӑҫене укҫа куҫарса панӑ кӑна мар, КамАЗне те самай йӳнӗпе сутса янӑ. Паллӑ ӗнтӗ: укҫине палламан счет ҫине куҫарнӑ.
Ӑна палламан ҫынсем машина салукра пулнине ӗнентернӗ. Ӑна тавӑрма пулать-мӗн: анчах вӑхӑтлӑха урӑх ҫын ҫине регистрацилемелле. Ҫапла арҫын малтан вӗсене 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран КамАЗне сутнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмпе 1 миллион та 750 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер Шупашкарта «Манӑн чӗлхе – манӑн халӑх» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Республикӑри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Ӑна паян палӑртакан Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ.
Конкурса Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. «Сӑвва илемлӗ калассипе пӗтӗмпе 8 халӑх ачи тупӑшрӗ, конкурс йӗркелӳҫисем 130 ӗҫ йышӑннӑ.
Жюри йышне лекни – маншӑн паха опыт. Кашни ҫынранах мӗне те пулин вӗренме пулать. Ҫак пултаруллӑ ачасенчен те тӗслӗх илмелли тупрӑм», — тесе пӗлтернӗ Лариса Петрова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Ӗнер Шупашкарта «Манӑн чӗлхе – манӑн халӑх» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Республикӑри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Ӑна паян палӑртакан Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ.
Конкурса Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ кӑҫал виҫҫӗмӗш хут ирттернӗ. «Сӑвва илемлӗ калассипе пӗтӗмпе 8 халӑх ачи тупӑшрӗ, конкурс йӗркелӳҫисем 130 ӗҫ йышӑннӑ.
Жюри йышне лекни – маншӑн паха опыт. Кашни ҫынранах мӗне те пулин вӗренме пулать. Ҫак пултаруллӑ ачасенчен те тӗслӗх илмелли тупрӑм», — тесе пӗлтернӗ Лариса Петрова ҫыравҫӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Шупашкарти арҫын 75 ҫулти кинемее ултавҫӑсене укҫа куҫарса парасран хӑтарнӑ.
Палламан ҫынсем кинемейпе мессенджер урлӑ ҫыхӑннӑ. Унӑн сим-картта срокне тӑсмалла-мӗн. Кайран каллех тепӗр ҫын ҫыхӑннӑ, вӑл ултавҫӑпа калаҫнӑ тесе ӗнентернӗ. Ҫапла кинемее пухнӑ 900 пин тенкине счет ҫинчен илме ӳкӗте кӗртнӗ. Ватаскер 275 пин тенкине куҫарса ӗлкӗрнӗ.
Банкра черетре кинемей хыҫҫӑн Илья Карпов тӑнӑ. Вӑл унӑн аллинчи укҫа тӗркисене асӑрханӑ, телефонпа ӑна такам темӗн ӑнлантарнине сиснӗ. Вӑл кинемее ултавҫӑсем пирки каланӑ, полицие чӗннӗ.
Малтанах кинемей арҫынпа вӑрҫӑнса та илнӗ, ӗненмен. Анчах вӑл ӑна укҫасӑр юласран хӑтарнӑ.
Нарӑс уйӑйӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар хулин 60-мӗш шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен хула шайӗнчи семинарӗ иртнӗ.
Александр Степанов учитель халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ тӑрӑх, ӑна Тӑван чӗлхесен пӗтӗм тӗнчери кунне халалласа ирттернӗ. Унта вӗрентекенсен «Чӑваш чӗлхипе литературине чи лайӑх вӗрентекен 2025» хула шайӗнчи ҫӗнтерӳҫисем хӑйсен урокӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем ҫаксем: 40-мӗш шкулти Алёна Митрофанова, 62-мӗш шкулти Нина
Егорова, 56-мӗш шкулти Надежда Серебрякова, 37-мӗш шкулти Светлана Емельянова, 60-мӗш шкути Наталия Александрова.
Ҫулсерен ейӳ вӑхӑтӗнче Шупашкарти ҫулсене йывӑр тиевлӗ машинӑсем валли хупаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсене хулана пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кӗртме пӑрахӗҫ. Чару ака уйӑхӗн 18-мӗшӗччен пулӗ.
Ку 6 ытла тонна таякан машинӑсене пырса тивет. Ҫавӑн пекех машининӑн йывӑрӑшне виҫекен постсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ.
Ҫак тапхӑрта йывӑр тиевлӗ машинӑсене хулана тӳлевлӗ кӗртӗҫ. Хальлӗхе кӑҫалхи хаксене палӑртман.
Полици уйрӑмне Шупашкарти суту-илӳ центрӗнче смарт-сехет вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Вырӑна Порш ятлӑ овчаркӑпа кинолог ҫитнӗ.
Йытӑ шӑршӑ туйса ҫийӗнчех йӗр ҫине ӳкнӗ, кофейньӑна илсе ҫитернӗ. Унта смарт-сехете вӑрлама пултарнӑ икӗ ҫамрӑка тупнӑ. Вӗсем - Самар хулинчен.
Ҫак ҫамрӑксем кӗске вӑхӑтра темиҫе лавккара вӑрлама ӗлкӗрнӗ иккен: сехет, пылесос, колонка, куртка... Пӗтӗмпе – 60 ытла пин тенкӗлӗх.
Вӗсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑрланӑ япаласене вара хуҫисене тавӑрса панӑ.
Паян Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти стационар уйрӑмӗнче пурӑнакан книмемисемпе мучисене сӑн ӳкернӗ.
«Сӑнӳкерчӗк — ҫын кӑмӑлне лайӑхлатма пулӑшакан мелсенчен пӗри. Анчах ватӑсенчен чылайӑшӗ хӑйне хитре мар тесе шухӑшлать, тискер тесе хурлакансем те пур. Пирӗн тӗллевӗмӗр вӗсене урӑхла шухӑшлама пулӑшасси пулчӗ. Кашни ҫынах хӑйне май илемле те илӗртӳллӗ. Ҫитменнине тата хитре ҫын ватӑлсан та хитрипех юлать», — тесе шухӑшлать социалла центрӑн пресс-секретарӗ Вера Иванова.
Ватӑсене портрет жанрӗпе ӳкернӗ. Ҫӑвна май кашни ҫыннӑн шалти кӑмӑл-туйӑмӗ тата аванрах, тарӑннӑнрах курӑнать тесе палӑртать центрӑн пресс-секретарӗ.
85 ҫулти Вениамин Папченкӑна вара чӳрече умӗнче те сӑн ӳкерсе илнӗ. Вӑл нумай вулама юратать, чуна тата ӳт-пӗве лӑплантармалли техникӑсене пӗлет.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана ҫапса хӑварнӑ. 11-12 ҫулсенчи ачасене пульницӑна ӑсатнӑ.
Инкек хулари Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 33-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса 16 сехет те 20 минутра иртнӗ.
«Лада Гранта» автомобиль водителӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, вӑл светофор мӗнле ҫуннине хӗвел ҫутине пула асӑрхайман иккен. 36 ҫулти водитель хӑй урах пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |