Республикӑра «Ветеринари чиперкки» конкурс иртнӗ. Унта 17 ветеринар хутшӑннӑ. Кашниех видео- тата фотохӑтлавпа паллаштарнӑ, хӑйсен ӗҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ, ыйтусене хуравланӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Екатерина Чучулина тивӗҫнӗ. Вӑл Шупашкарти ветеринари станцинче ӗҫлет. «Ветеринари – чун ӗҫӗ», – тет вӑл.
Кунсӑр пуҫне призерсене 8 номинацире палӑртнӑ.
Ҫак кунсенче Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗнче икӗ ятлӑ ачана регистрациленӗ. Луна-Мария тесе ҫыртарнӑ.
Луна – Рим тымарӗнчен тухнӑ ят. Ҫапла Ҫӗр спутникӗн туррине каланӑ. Мария авалхи еврей чӗлхинчен пулса кайнӑ.
Сӑмах май, Луна ятлӑ хӗрачасене Шупашкарта унччен те регистрациленӗ: 2021 тата 2022 ҫулсенче.
Шупашкартан Азербайджанри Бакуна самоет вӗҫме пуҫлас шанчӑк пур. «ИрАэро» компани рейс уҫма ирӗк илнӗ.
Документ тӑрӑх, вӑл эрнере икӗ рейс тума пултарать. Анчах ирӗк илни кӑна мар-ха. Маршрута уҫасси кунран кӑна килмест. Ун пек тӗслӗхсем пулнӑ: авиакомпани рейс уҫма ирӗк илнӗ, анчах маршрута йӗркелесе ярайман.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр водитель ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене улталас тенӗ те анчах май килмен.
«Хендай Н-1» микроавтобус водительне пакунлисем пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ирхине асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисене курсан арҫын машинӑри хыҫалти ларкӑч ҫине куҫса ларнӑ, хӑй пассажир иккенне ӗнентерме пӑхнӑ.
Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма вӑл килӗшмен. Тепӗр виҫӗ кунтан ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна руль умне ӳсӗрле тепӗр хутчен ларнӑшӑн явап тыттарӗҫ. Сӑмах май каласан, 2022 ҫулта унӑн правине туртса илнӗ пулнӑ иккен.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 46-мӗш ҫурт патӗнче пӗр водитель машинӑпа ҫын ҫине пырса кӗнӗ.
«Ауди Q5» водителӗ машинӑна чакарса пынӑ чухне ҫуран утакан ватӑ ҫын ҫине пырса кӗнӗ. 78 ҫулти кинемее темех пулман, пульницӑра тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ӑна килне янӑ.
Ют ҫӗршыври машина рулӗ умӗнчи 43 ҫулти арҫын урах пулнӑ. Ҫул-йӗр правилине пӑҫнӑшӑн ӑна администартивла майпа ҫулталӑкра 75 хутчен явап тыттарнӑ.
Чӑваш Енре кӑҫал та сӑра фестивальне иритерӗҫ. «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ» хальхинче утӑ уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче пулӗ.
Фестивале йӗркелекенсем шантарнӑ тӑрӑх, кӑҫал ӑна тата та чаплӑрах, ҫӳллӗрех шайра ирттересшӗн.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, «ӗҫлӗ партнерсемпе хӑнасене» пӗлтӗрхинчен ытларах чӗнмелле.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев та сӑра фестивалӗ питех кирлӗ мероприяти тесе каланӑ май фестиваль аграрисене, влаҫа тата усламҫӑсене пӗрлештернине палӑртса хӑварнӑ.
Шупашкарта ача пахчинче тӳлевсене ӳстернӗ. Хушӑва Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов алӑ пуснӑ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен ашшӗ-амӑшӗн 1-3 ҫулсенчи ачасемшӗн кунне 167 тенкӗ тӳлемелле, 3-7 ҫуленчисемшӗн – 184 тенкӗ. Унччен хаксем 149,8 тата 150 тенкӗ пулнӑ.
Сывлӑх енчен хавшак ачасене пӑхнӑшӑн та тӳлев ӳснӗ.
Шӑмаршӑра Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм ҫунма тытӑннӑ. Ӑна паян, пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Пӗтӗм Раҫҫейри «Ҫӗнтерӳ ҫулӑмне упратпӑр» акципе килӗшӳллӗн чӗртнӗ. Ҫулӑма Шупашкарти Ҫар Мухтавӗн монументӗнчен ятарласа илсе килнӗ.
Сӑмах май, Шӑмӑршӑра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене халалланӑ мемориала пӗлтӗр тунӑ. ӑна кивӗ палӑк вырӑнӗнче хута янӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Ира Моссур ӗнер 86 ҫул тултарнӑ. Кун пирки хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр пӗлтернӗ.
Ира Сергеевна Сарӑту облаҫӗнчи Степное ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑшӑрӗпе икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Вӗсенчен пӗри, Александр Александрович, — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ летчикӗ. Ира Моссурӑн хӗрӗ Шупашкарти «Элара» заводра кадрсен пайӗн пуҫлӑхӗнче 30 ҫул ытла ӗҫленӗ. Виҫӗ ҫул каялла вӑл амӑшне Шупашкара илсе килнӗ. Халӗ хӗрарӑма социаллӑ ӗҫчен пулӑшса тӑрать. Шупашкара кинемей тӑван килӗ вырӑннех хурать.
Чӑваш Енри 9 территори туризм маршрутне кӗрӗ. Кун пирки республикӑн экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов «Контактри» хӑйӗн страницинче хыпарланӑ.
Шупашкарпа Йӑлӑм — санаторипе курорт туризмӗ валли юрӑхлӑ вырӑнсем. Куславккапа Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗсем юханшыв туризмӗн центрӗсем пулса тӑрӗҫ. Шупашкар тӑрӑхӗнче этника туризмне аталантарасшӑн, Етӗрне тӑрӑхӗ — юханшывпа агротуризма. Улатӑр тӑрӑхӗ паломниксене илӗртесшӗн. Муркаш тӑрӑхӗ Атӑл хӗрринче туристсем валли инфраструктурӑна аталантарӗ. Красноармейски тӑрӑхӗ юханшывсемпе тата кӳлӗсемпе хӑпартланасшӑн, Йӗпреҫ тӑрӑхӗ — кемпингпа глэмпинглӑ вӑрманлӑ вырӑнсемпе.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |