Паян Шупашкарта кӳлмекре хӗрарӑм виллине тупнӑ. Кун пирки 14 сехет те 20 минутра хыпарланӑ.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм кӳлмек урлӑ выртакан кӗпертен ӳкнӗ. Вырӑна ятарлӑ службӑсем ҫитнӗ. Шел те, хӗрарӑм вилнӗ.
Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче йытӑ уҫӑлтарса ҫӳремелли лаптӑк уҫӑлнӑ.
Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ вырӑна Павлов мичман урамӗнчи Гузовский катипе юнашар йӗркеленӗ.
Тӗрлӗ хӑнӑхтару тума вӗрентме те майсем туса панӑ.
Кун пек лапам хулара унччен вуннӑ пулнӑ.
Шупашкар транспорт управленийӗнче водительсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫавна май предприяти унта ӗҫлеме килекенсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ.
Тӗслӗхрен, ача ҫуралсан 50 пин тенкӗ параҫҫӗ. Ача 18 ҫул тултарман, вӑл вӗренет пулсан авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне 5 пин тенкӗ илме пулать. Ҫавӑн пекех «Тусна илсе кил» акци пуҫарнӑ. Юлташне ӗҫлеме илсе килнӗ ӗҫчене 10 пин тенкӗ премипе хавхалантараҫҫӗ.
Предприяти ӗҫченӗсен ипотекӑн пӗр пайнӗ саплаштарас мая, пӑхса тухать. Ку мерӑна ҫитес ҫултан йышӑнма палӑртнӑ.
Шупашкарта джаз музыкин фестивалӗ вӗҫленнӗ.
Аса илтерер: Чӑваш патшалӑх симфони капелли «Ентешсен ҫӑлтӑрчӑкӗ» пӗтӗм тӗнчери V фестивальне джаз музыкине халалланӑ. Ҫав вӑхӑтра концертсене 1000 ытла ҫын ҫитсе курнӑ. Фестиваль вӑхӑтӗнче джаз музыкин 5 концерчӗ иртнӗ.
Фестиваль чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тутарстанри филармони джаз-оркестрӗн концерчӗпе вӗҫленнӗ. Коллективӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссёрӗ, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Васильев «Великие имена джаза» программа хатӗрленӗ.
Шупашкарти урамсенчен пӗрне Василий Димитриев ятне парӗҫ.
Юпа уйӑхӗнче хулара урамсене ят парас енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗ иртнӗ.
Василий Димитриевич историк ячӗпе Калинин урамӗпе Грязевская стрелкӑна ҫыхӑнтаракан урам хисепленсе тӑрӗ.
Василий Димитриев – истори наукисен докторӗ, профессор, РСФСР наукӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, СССР Наукӑсен академийӗн археографи комиссийӗн пайташӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ Зинаида Канова 100 ҫул тултарнӑ.
Хӗрарӑм Мӑкшӑ Республикинчи Ардат районӗнчи Смольково ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, 1941 ҫулта Улатӑр хулинче 10 класран вӗренсе тухнӑ. Кайран ӑна ытти ҫамрӑкпа пӗрле окоп чавма илсе кайна. 1942 ҫулта вара ҫара илнӗ. Зинаида Серпухов хулинче радиста вӗреннӗ. Каярахпа Вӑл Горький хулинче (паян Чулхула) асла класла радист пулма пӗлӳ илнӗ.
Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Зинаида Васильевна Украинӑри I-мӗш фронтра пулнӑ, Берлина ҫитнӗ. Тӑван тӑрӑха ефрейтор званийӗпе таврӑннӑ.
Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Зинаида Васильевна Шупашкарти кулинари училищинчен вӗренсе тухна. Нумай ҫул хушши вӑл суту-илӳре ӗҫленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пурнӑҫ ӑна Магадан хулине илсе кайнӑ. Кайран Зинаида Васильевна Шупашкар хулине куҫса килнӗ.
Зинаида Конова икӗ хӗр ҫитӗнтернӗ, унӑн тӑватӑ мӑнук, икӗ мӑнук тата икӗ мӑнук пур.
Паян ҫур ҫӗр иртни 3 сехет ҫурӑра Шупашкарти Матэ Залка урамӗнчи 14-мӗш ҫуртри 2-мӗш корпусри хваттер ҫуннӑ. Вӑл – 1-мӗш хутра. Шел те, пушарта ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Арҫын 66 ҫулта пулнӑ.
Пушарнӑйсем вырӑна ҫитсен ҫӳлти хутри кӳршисене урама тухма пулӑшнӑ. Вӗсем патне вентиляци шахтинчен тӗтӗм ҫитнӗ. Вӗсемех хваттерте кил хуҫи пулнине пӗлтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем ҫунакан хваттере кӗрес тесе алӑка ҫӗмӗрнӗ. Хваттер хуҫине кравать ҫинче тупнӑ. Вӑл асӑрханмасӑр пирус туртма пултарнӑ.
Шупашкарта кун кунлакан Валентина Николаевнӑпа Иван Дмитриевич 64 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫирӗп ҫемье ҫавӑрнӑ, виҫӗ ача ӳстернӗ, халӗ 11 мӑнукпа, 6 кӗҫӗн мӑнукпа сӑвӑнаҫҫӗ.
Валентина Николаевна бухгалтерта ӗҫленӗ, Иван Дмитриевич тракторист пулнӑ. Мӑшӑр халӗ те ӗҫсӗр лармасть, качакасем тытаҫҫӗ, пахчара кӑштӑртатаҫҫӗ.
Икӗ увӑх каялла «Икар» компани Шупашкартан Калининграда самолетсем яма сӗнни пирки пӗлтернӗччӗ. ЧР транспорт министрӗ Максим Иванов рейссем пулассине ҫирӗплетнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул самолетсем яма хыснара халех укҫа пӑхса хураҫҫӗ.
Самолетсене ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 20-мӗшӗччен вӗҫтересшӗн. Рейса субсидилекенсен йышне кӗртме палӑртнӑ.
Шупашкарти тата Ҫӗнӗ, Шупашкарти пассажир маршручӗсем ҫинче улшӑнусем пулӗҫ.
Шупашкарта ҫӗнӗ маршрут уҫма палӑртнӑ. Вӑл 13-мӗш маршрут пулӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл ЖБК-9 тата Улатӑр ҫулне ҫыхӑнтарӗ. 7Э, 7 тата 30-мӗш маршрутсене упраса хӑварӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |