Ку пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Пӗр арҫын Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленийӗн полицин 5-мӗш уйрӑмне сирпӗтмелли хатӗр хунине пӗлтернӗ.
Яваплӑ службӑсем ҫийӗнчех ура ҫине тӑнӑ, анчах йалтах йӗркеллине палӑртнӑ.
Суйса шӑнкӑравлаканни вара 53 ҫулти арҫын пулнӑ. Суд ӑна 6 ҫул та 10 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ юсанмалли колоние асатнӑ.
Шупашкарти шкул ачисем Раҫҫейри паллӑ юрӑҫ Олег Газманов умӗнче юрланӑ. 5-мӗш гимназири ҫамрӑк юрӑҫсем иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Питӗ кӑткӑс композици. Эсир пултартӑр!» - ҫапла мухтанӑ Раҫҫей халӑх артисчӗ пирӗн ентешсене.
Сӑмах май, ҫак ачасем хӑйсен ушкӑнне йӗркелеме ӗмӗтленеҫҫӗ. Юрӑ авторӗ – Дмитрий Еремеев. Унӑн композицийӗпе кӑсӑкланма пуҫланӑ, ӑна ытти проектра юрлама автортан ирӗк ыйтаҫҫӗ.
Арӑмӗпе упӑшки пухнӑ пӗрӗм укҫине, 8 миллион тенке яхӑн, ултавҫӑсене куҫарса панӑ, чутах хваттерсӗр юлман.
Ку Шупашкарта пулса иртнӗ. Кӑрлач вӗҫӗнче 76 ҫулти арҫын патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пенси фончӗн ӗҫченӗ имӗш, пенси укҫине ҫӗнӗрен шутласа параҫҫӗ-мӗн. Арҫын ултавҫа ӗненсе СНИЛС номерне пӗлтернӗ.
Кӑштахран ун патне «банк ӗҫченӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ. Такам арҫыннӑн счечӗ ҫинчи укҫана вӑрланӑ имӗш, ӑна каялла тавӑрма пулать иккен, хайхискер пулӑшма шантарнӑ. Ҫапла пенсионерсем вӑл мӗн хушнине пурнӑҫласа пухнӑ укҫине банкомат урлӑ куҫарса панӑ.
Палламан ҫын хваттер сутма хушсан тин арӑмӗпе упӑшки ултавҫӑсен серепине ҫакланнине ӑнланнӑ.
Ҫулла Шупашкартан Нижневартовска самолет вӗҫме тытӑнӗ. Унчченхи пекех «Bombardier» самолет пулӗ.
Рейса ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче уҫӗҫ. Рейс юнкунсерен ирхи 8 сехет те 30 минутра ҫула тухӗ. Самолетра 50 пассажир валли вырӑн пулӗ.
Сӑмах май, ҫак рейса пӗлтӗр ака уйӑхӗнче расписанине кӗртнӗ. Каласа хӑварар: Шупашкарти аэропорт пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫуллахи расписани ҫине куҫӗ.
Шупашкарта ӳсӗр водитель общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ ҫине пырса тӑрӑннӑ та конструкцие йӑтса антарнӑ. Телее, ҫав вӑхӑтра чарӑнура никмм та пулман, ҫӑпвӑнпа ҫынсем шар курман.
Пӑтӑрмах паян, пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, 12 сехет те 30 минутра Граждан урамӗнчи «Королев академик» чаранӑвӗнче пулса иртнӗ.
Чарӑну ҫине кӗрсе кайнӑ «Лада Ларгус» водителӗ ӳсӗр пулнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем хушма укҫа ӗҫлесе илес тесе час-часах улталанаҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти ӗҫсӗр хӗрарӑм, ав¸ мессенджерсенчен пӗринче пӗлтерӳ курнӑ та инвестици платформинче укҫа ӗҫлесе илес тесе 925 пин тенкӗ хывнӑ, ҫав шутран 350 пинӗ хӑйӗн, ыттине хӗрарӑм кредит илнӗ.
Канашра воспитатель пулӑшаканӗнче тӑрӑшакан 42 султи хӗрарӑм ултавҫӑсем каланӑ счёт ҫине 200-е яхӑн пин тенкӗ хунӑ, ку укҫаран пысӑк пайне вӑл кредит илнӗ.
Шупашкарти 69 ҫулти пенсионер 146 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Юрать, кредит илмен-ха. Хӑйӗн укҫи пулнӑ. 32-ри электромонтажник тавар туянас тесе 98 пинсӗр юлнӑ.
Ҫӑварни вӗҫленсе пырать. Шупашкарти Николаев паркӗнче хӗле 3 метр ҫӳллӗш сӑмаварпа тата Илемпи ятлӑ чӑваш пикипе ӑсатасшӑн. Пушӑн 1-2-мӗшӗсенче унта «Сударыня Масляница» анлӑ уяв иртӗ.
Сӑмаварпа сӑн ӳкерӗнме пулать. Илемпи хӑйӗн кӗлеткипе, чаплӑ тумӗпе тӗлӗнтерӗ. Паллах, икерчӗпе те сӑйланма май пулӗ.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑма виҫӗ кун хӗненӗ. Чарӑнмасӑр мар пулӗ те.
Ӳсӗрскер хӗрарӑма кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 17-19-мӗшӗсенче хӗненӗ. Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хӗрарӑм куҫне ӗмӗрлӗхе хупнӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 111-мӗш статйин 4-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарта 14 ҫулти хӗрача ашшӗ-амӑше пуйма пулӑшас тенӗ те... ултавҫӑсене 170 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Хӗрача мессенджер урлӑ интернет-аукциона хутшӑннӑ. Унта ҫапла пӗлтернӗ: кам укна нумайрах хывать, ҫавӑ нумайрах укҫа илет. Вӑл унӑн ячӗпе уҫнӑ вкладри укҫана, 170 пин тенке, куҫарса панӑ.
Ашшӗ-амӑшӗ хушӑран вклада укҫа хурса тӑнӑ, хӗрне ӑна никама та куҫарса памалли пирки ӑнлантарнӑ. Апла пулсан та ҫапла пулса тухнӑ.
Шупашкарта куҫ микрохирургийӗн музейне уҫасшӑн. Вӑл С.Н. Фёдоров академикӑн «Куҫ микрохирургийӗ» МНТКн Шупашкарти филиалӗнче пулӗ. Музея уйрӑм вырнаҫнӑ нумай ӗҫ пурнӑҫлакан ҫуртра уҫӗҫ.
Музей уҫас пирки Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов телеграм-каналта пӗлтернӗ.
Асӑнна филиал — пысӑк шайри офтальмологи пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫӗршыври тӗп центрсенчен пӗри. Пӗлтӗр унта 38 пин ытла операци тунӑ. Филиал 37 ҫул хушши ӗҫленӗ вӑхӑтра филиал тухтӑрӗсем пулӑшнипе 900 пин ытла ҫын лайӑхрах курма пуҫланӑ.
Дмитрий Краснов шухӑшланӑ тӑрӑх, микрохирурги музейӗ туристсене те илӗртме пултарӗ. Космонавтика тата трактор историйӗн музейӗсенчен халӑх татӑлмасть-ҫке.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |