Ҫамрӑк чухне эпир пӗчченлӗхе туймастпӑр: ялан ҫын ҫинче, ӗҫӗ те нумай, унта-кунта тухса ҫӳретпӗр, ӑна-кӑна вулатпӑр. Ватӑлсан ҫын пӗчченлӗхпе аптӑрать. Телевизор пӑхса йӑлӑхать вӑл, кӗнеке-хаҫат вулама куҫ начар курни кансӗрлет.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтеркен комплекслӑ центр психологӗ Лира Саминова каланӑ тӑрӑх, ватӑ ҫынна пурнӑҫ условийӗнчен ытла ҫумра ӑнланакан ҫын пулни паха. Ҫавӑнпа та вӑл асӑннӑ учрежденире пурӑнакан ватӑсемпе тӗлпулусем-калаҫусем ирттерет.
Ватта чунтан хисеплесе калаҫни, ӑна ӑнланнине палӑртни аслӑ ҫулхисене хавхалантарать, пӑлханнине ирттерет, вӗсене хаваслантарать.
Республикӑра Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитнине паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ.
Кӑҫал «Земля вкуса» гастрономи фестивалӗ пӗрремӗш хут иртӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унта 40 регионти производительсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех «Руҫ ӑстисем», «Раҫҫейӗн симӗс ылтӑнӗ», «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Раҫҫей чунӗ. Атӑлҫи» фестивальсем иртӗҫ. Ҫырла фестивалӗ те пулӗ.
Аса илтерер: кӑҫал Республика кунӗ Шупашкарта тата Етӗрне округӗнче иртӗ. Етӗрнере уявра хӑмла музейӗ уҫӑлӗ.
Паян, ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Шупашкарти хӑна ҫурчӗсенче мигрантсене тӗрӗсленӗ. Ҫак ӗҫе миграци енӗпе ӗҫлекен специалистсемпе полицин участокри уполномоченнӑйӗсем пурнӑҫланӑ.
Йӗрке хуралҫисем хулари 8 хӑна ҫуртне ҫитме ӗлкӗрнӗ. Миграци саккунне пӑсакансем Шупашкарта та пур иккен. Сӑмахран, Туркменистан ҫынни пирӗн ҫӗршыва вӗренме тесе килнӗ. Анчах ӑна Ҫӗнҫӗпӗтри аслӑ шкултан кӑларса янӑ, анчах вӑл тӑван ҫӗршывне каяс вырӑнне Шупашкара килнӗ. Полицейскисем ӑна виҫӗ кунта пирӗн ҫӗршывран тухса каймалли пирки асӑрхаттарнӑ. Шри-Ланкӑран кунта вӗренме килнӗ виҫӗ ҫын миграци учетӗнче кӑтартнӑ адреспа пурӑнман.
В хостеле в новоюжном микрорайоне Чебоксар полицейские обнаружили приезжего из Узбекистана, включенного в реестр контролируемых лиц. Для разбирательства мужчина доставлен в подразделение по вопросам миграции. Мероприятия по проверке иностранных граждан продолжаются.
Шупашкарти право хуралҫисем ака уйӑхӗн 1-8-мӗшӗсенче хулара «Надзор» (чӑв. Сӑнав) оперативлӑ профилактика мероприятийӗ ирттернӗ.
Ҫав вӑхӑтра судпа унччен айӑпланнӑ 600 ытла ҫынна тӗрӗсленӗ. Ҫавсем – полицире профилактика учетӗнче тӑваҫҫӗ. Йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступлени тунисене пушшех те тӗплӗн тӗрӗсленӗ.
Мероприятие полицин участокри уполномоченнӑйӗсем, ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем, пуҫиле шырав ӗҫченӗсем, патрульпе пост службин ӗҫченӗсем, патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем, халӑх дружинникӗсем таранаххутшӑннӑ.
Административлӑ надзор йӗркине пӑхӑнман 5 ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, 50 ытла ҫын тӗлӗшпе адмпротоколсем шӑрҫаланӑ, 132 ҫынна сиенлӗ йӑла-йӗркерен сиплемелли ҫинчен наркологсене хыпарланӑ.
Египета ҫитсе курма ӗмӗтленнӗ арҫынна палламан ҫынсем улталанӑ.
Вӑл Шупашкарта пурӑнать, 24 ҫулта.
Египетра канма ӗмӗтленекен арҫын интернетра суя пӗлтерӳ тӗлне лекнӗ, путевкӑна илме шутланӑ. Ҫавна май вӑл пӗр ушкӑнра хӑйӗн даннӑйӗсене хӑварнӑ. Унпа хӑйӗнпе «менеджер» тесе паллаштарнӑ ҫын ҫыхӑннӑ, килӗшӳ ярса панӑ. Арҫын 130 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах кун хыҫҫӑнах «туроператор» ҫухалнӑ. Арҫыннӑн полицие кайма тивнӗ.
Шупашкарта «Пехет» агромаркет тӑвасси пирки унччен пӗлтернӗччӗ. Унта банкет залӗ те пулассине пӗлтереҫҫӗ.
Нумаях пулмасть объекта премьер-министрӑн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов ҫитсе курнӑ. Унти ӗҫсем мӗнле пулнипе кӑмӑллӑ юлнӑ вӑл, агромаркет ҫулла уҫӑлассине пӗлтернӗ.
Аса илтерер: «Пехет» агромаркет Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ центрӗн цоколӗнче пулӗ. Унта общество апатланӑвӗн 4 вырӑнӗ, 76 фермер вырӑнӗ, вырӑнти производительсем валли 12 зона пулӗҫ.
Паян ирхине 6 сехет те 40 минутра Шупашкарта «Газопровод» чарӑнура маршрутка ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм Fiat Ducato автобуса хӑвӑртах ярса илнӗ. Транспортран нимӗн те юлманпа пӗрех.
Ҫав вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем «Дорис парк» чарӑну енчен килекен транспорта унталла кайма чарнӑ, тавран янӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта мотоциклпа машина пырса ҫапӑннӑ.
Инкек ирхи 10 сехет тӗлӗнче хулари Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ. 19 ҫулти каччӑ тытса пыракан мотоцикл сулахаялла пӑрӑнакан «Фольксваген Джетта» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫине тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев инкеке лекнӗ. Республика ертӳҫи ӗҫре усӑ куракан «Genesis» шурӑ «Маздӑпа» пырса ҫапӑннӑ.
Инкек Максим Горький проспектӗнче пулса иртнӗ.
Олег Николаев ҫав вӑхӑтра арӑмӗпе хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ. Руль умӗнче Элтеперӗн водителӗ пулнӑ. Инкекре никам та шур курман.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах пулса тухнишӗн «Мазда» рулӗ умӗнчи хӗр айӑплӑ.
Шупашкарта халӗ кӑвакарчӑнсене ҫитермелли ятарлӑ вырӑн пур. Ӑна Афанасьев урамӗнчи чарӑнуран инҫех мар вырнаҫтарнӑ.
Кун пекки хулара – пӗрремӗш хут. Кайӑксене ҫитермелли вырӑн ҫине ҫаплах ҫырса хунӑ та.
Сӑмах май, унччен ҫынсем кӳлмекри акӑшсене ҫитерме юратнӑ. Унта катамаранпа ярӑнмалли вырӑн туса хунӑран акӑшсем хӑраса хӑмӑш хушшине пытанма, чирлеме тытӑннӑ. Халӗ вӗсем паркра пурӑнаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |