Шупашкарта пуранакан 28 ҫулти хӗр Алтайра канас тенӗ. Халӑх тетелӗнчи пӗлтерӳпе вӑл хӑна ҫуртне йышӑнса, уншӑн 8 пин тенкӗ тӳлесе хунӑ. Анчах кайран Алтайри ҫурт хуҫи ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Шупашкар хӗрӗ йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Улталаканни Пестово хулинчи 34 ҫулти хӗрарӑм пулнине палӑртнӑ. Вӑл хӑй те тахҫан ҫавӑн пек улталаннине пӗлтернӗ¸ ҫавӑнпа ҫынсене те шӑнман пӑрпа лартса яма шут тытнӑ-мӗн.
Хӗрарӑм тӑкака саплаштарнӑ, анчах ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 40 ҫулти арҫын тӗнче тетелӗнче пӗр хӗрпе паллашнӑ. Унпа вӑл ҫыру ҫӳретнӗ, унтан иккӗшӗ тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ.
Хӗр хайхи арҫынна кинора курнӑҫма сӗннӗ, унти вип-залта вырӑн йышӑнма ыйтнӑ, ҫавӑн валли ятарлӑ каҫӑ ярса панӑ.
Арҫын ҫав каҫҫа пусса пӑхнӑ та унӑн банк картти ҫинчен 5 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Сайтӑн техслужбипе ҫыхӑнсан арҫынтан лешсем смспа килекен кода тата ыттине ыйтма тытӑнса кайнӑ.
Улталаннине ӑнланса илсен арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ, хӑйӗн счечӗсемпе ют ҫынсем усӑ курмалла мар туса хунӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Михаил Андронов хӗллехи ишев енӗпе 140 медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӗсенчен 40-шӗ – ылтӑн медаль. Хальччен вӑл ӑмӑртуран пӗрре те наградӑсӑр таврӑнман.
Михаил – 70 ҫулта. Вӑл Чулхула облаҫӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫ тӑршшӗпех водительте ӗҫленӗ. 18 ҫул каялла вӑл аварие лекнӗ, хӑрах урасӑр тӑрса юлнӑ. Ҫакӑ ӑна пурнӑҫне тӗпрен улӑштарма хистенӗ те.
Нумай вӑхӑт сипленнӗ вӑл. Кайран, сывалсан, хӗллехи ишевре чун киленӗҫне тупнӑ. Унпа вӑл аварие лекичченех кӑсӑкланнӑ. Михаил хӑрах урасӑр пулсан та ӑмӑртусене сыввисемпе пӗр тан хутшӑнать.
Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗ коллективра тӑрӑшакансем хӑйсене лайӑх туйччӑр тесе самай тӑрӑшать. Халӗ унта социаллӑ ӗҫченсемпе занятисен ярӑмне ирттерме тытӑннӑ.
«Ҫынсем ӗҫре ывӑнса ҫитнине эпир аван ӑнланатпӑр. Социаллӑ ӗҫченсене вара пушшех те ҫӑмӑл мар. Вӗсем хӑйсем пӑхса пулӑшакан ватӑсемпе сусӑрсен ыратӑвне чӗре витӗр кӑлараҫҫӗ», — каласа кӑтартнӑ центр директорӗ Светлана Милкина.
Ҫавна май паян учрежденире Республикӑри хӗрарӑмсен канашӗпе пӗрле мероприяти ирттернӗ. Асӑннӑ канашӑн пайташӗсем кун пек мероприятие ҫак эрнере тата ирттерӗҫ.
Паян Шупашкарти Пристанционнӑй урамра пушар пулнӑ. Унта вырнаҫнӑ пластик пӑрӑхсем туса кӑларакан завод ҫунма тытӑннӑ.
Пушар пирки хыпар ҫӑлавҫӑсене 12 сехет те 50 минутра пӗлтернӗ. Вырӑна 25 специалист тата 8 техника пырса ҫитнӗ. Вут-ҫулӑм 250-а яхӑн тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, никам та шар курман. Заводпа юнашар пысӑк электричество станцийӗ, бензин тата газ заправкисем, тӗрлӗ производство вырнаҫнӑ, ҫывӑхрах тата вӑрман та пур.
Пӗлтӗрхи ҫулла Комсомольски тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм мессенджерсенчен пӗринче хушма ӗҫ укҫи ӗҫлесе илме май пурри ҫинчен вуласа пӗлнӗ. Унта ҫырнине 40 ҫулти ял хӗрарӑмӗ ӗненнӗ.
Пӗлтерӳ панӑ ҫынпа ҫыру ҫӳретсе вӑл хӑйӗн банк карттин даннӑйӗсене пӗлтернӗ. Ултавҫӑсем хӗрарӑм ячӗпе темиҫе микрофинанс организацийӗнче 40 пин тенкӗ ытла укҫа илнӗ.
Хӗрарӑма Ростов облаҫӗнчи 19 ҫулти каччӑ улталанӑ иккен. Ӑна йӗрке хуралҫисем халӗ Шупашкара илсе килнӗ.
Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта пурӑнакан ватӑсен ҫӳҫне тӳлевсӗр каснӑ.
Центрӑн стационар уйрӑмӗн заведующийӗ Олеся Рубцова пӗлтернӗ тӑрӑх, парикмахерские хӑш-пӗр ватӑ хӑй тӗллӗн те каять-ха, анчах пурте унта утса ҫитеймеҫҫӗ. Пулас парикмахерсене хулари «Аспект» вӗрентӳпе меслетлӗх центрӗнчен чӗнсе илеҫҫӗ.
«Парикмахерсем центра килсен яланах ҫӳҫ кастарса юлатӑп. Тӗкӗр ҫине пӑхатӑп та пит ҫамрӑкланса кайнӑнах туйӑнать», — хавхаланса каланӑ Тамара Арланова ятлӑ ватӑ.
Республикӑра чӗрчунсене урнӑ чиртен вакцинаци тӑвас ӗҫ пырать. Кун пирки Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ.
Кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 58 пин ытла чӗрчуна прививка тунӑ. Вӗсен йышӗнче 34,7 пинӗшӗ – выльӑх, 23,6 пинӗшӗ – йытӑ-кушак. Кунсӑр пуҫне республикӑра 48 тӗвене прививка тунӑ.
Урнӑ чир сарӑлнине пула Комсомольски, Пӑрачкав округӗсенче тата Шупашкарта карантин пулнине палӑртнӑ.
Пушӑн 15-мӗшӗнче «Конфетка» шоуна Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Питӗрте пурӑнакан Денис Волков хутшӑннӑ. Вӑл тинех ӗмӗтне, сцена ҫине тухассине, пурнӑҫланӑ.
Малтан Денис, икӗ ача ашшӗ, шоферта тата дальнобойщикре ӗҫленӗ. Ӳсӗмне кура ӑна актера вӗренме илесшӗнех пулман. Ҫапах халӗ вӑл театрта тата кинора ӑнӑҫлӑ ӗҫлет.
Шоура Денис 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ юрӑпа паллаштарнӑ. Композицие Гарик Мартиросян, Марина Кравец, Клава Кока, Тимур Родригез тата Ваня Дмитриенко хакланӑ. Юлашкинчен ку юрра «Иванушки International» ушкӑна юрлаттарнӑ. Ҫапах финалта ҫӗнтерме Денис кирлӗ чухлӗ балл пухайман.
Шупашкарти парксенчен пӗринче арҫын выртнине ҫулпа иртсе пыракан ҫын асӑрханӑ. Вӑл васкавлӑ пулӑшу машинине часрах чӗнсе илнӗ, хӑй вара бригадӑна кӗтсе илнӗ.
Тӑнне ҫухатнӑ арҫынна васкавлӑ пулӑшу машининчех пӗрремӗш пулӑшу пама тытӑннӑ, унтан ӑна Хулари клиника пульницине илсе кайнӑ. Арҫын юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать иккен.
Иртсе пыракан ҫын васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илмен пулсан вӑл вӑрмантах вилсе каятчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |