Шупашкарти 50 ҫулти арҫын пӗр заведенире хӗрарӑмпа паллашнӑ та ӑна тара илнӗ хваттере чӗннӗ. Вӗсем ҫӗр каҫнӑ. Ҫав ҫын хӗрарӑм мар, арҫын пулнине вӑл кайран полицире пӗлнӗ.
Вӑл раштавӑн 9-мӗшӗнче полици уйрӑмне пулӑшу ыйтма пынӑ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тарӑх, ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн унӑн кӗсйинчен 10 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Уголовлӑ шырав ӗҫченӗсем ҫав ҫынна часах шыраса тупнӑ. Вӑл хӗрарӑм мар иккен. Хайхискер – унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ арҫын, хамӑр республикӑранах. Вӑл хӗрарӑм пек курӑнма юратать иккен.
Тытса чарнӑ арҫын айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарти виҫе чарӑну валли ят суйлаҫҫӗ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта пырать.
Хӗвеллӗ бульвар ҫывӑхӗнчи ҫул ҫаврӑнӑшӗ патӗнче чарӑнӑва «Хӗвеллӗ хӑтлӑх» ҫурт-йӗр комплексӗ» ят пама сӗнеҫҫӗ, Хӗвеллӗ бульварпа Сергей Бутяков урамӗ хӗресленекен вырӑнти общество транспорчӗн чарӑнӑвне «Бауман вӑрманӗ» ят парасшӑн. Рихард Зорге урамӗнчи чарӑнӑва «Библиотека» ятлӑ тӑвасшӑн. Халӗ вӑл «Куҫ курманнисен библиотеки» ятлӑ.
Сире ҫавӑн пек ятсем килӗшеҫҫӗ-и? Хулари хӑш вырӑнсенче чарӑну павильонӗсем лартмалла? Хӑвӑрӑн шухӑша порталта пӗлтерме пултаратӑр.
Чӑваш Енри пултаруллӑ ҫынсенчен пӗрне «РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята панӑ. Сӑмахӑмӑр Надежда Соловьёва пирки пырать. Унпа «Рувики» интернет-энциклопедин чӑвашла пайӗнче те паллаштарнӑ.
Надежда Соловьёва 1956 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Мари АССРӗнчи Туҫи Мари районӗнчи Коротни ялӗнче ҫуралнӑ. 1973 ҫулта Н. К. Крупская ячӗллӗ Мари патшалӑх педагогика институтӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Шупашкарти музыка училищине вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн 1977 ҫултан пуҫласа Ҫӗнӗ Шупашкарти музыка шкулӗнче вӑй хурать. 2002 ҫултанпа Ходяшевсен ячӗллӗ Шупашкарти ачасен 4-мӗш музыка шкулӗнче те тӑрӑшать.
2014 ҫулта I Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен профессионаллӑ ӑсталӑхӗн «Ят-сум» конкурсӗнче тӗрлӗ номинацире I степеньлӗ лауреат тата II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. 2016 ҫулта III Пӗтӗм Раҫҫейри педагогсен профессионаллӑ ӑсталӑхӗн «Ят-сум» конкурсӗнче I степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ («Вӗренӳпе меслетлӗх ӗҫӗ» номинацире).
2018 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Культура министерстви ирттерекен «Ача-пӑча ӳнер шкулӗн чи лайӑх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра лауреат ятне тивӗҫнӗ, унӑн вӗренекенӗ Степан Николаев ҫак конкурсӑн дипломне ҫӗнсе илнӗ.

Паян Шупашкарта 8 ҫулти арҫын ачана 41-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ШӖМ ҫурчӗ умӗнче ҫапса хӑварнӑ. Ача темиҫе метр вирхӗнсе кайнӑ.
Ку 16 сехет те 35 минутра пулнӑ. Ача светофор симӗс ҫутнӑ вӑхӑтра ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Кӳлмек еннелле вирхӗнсе пыракан автобус чарӑнман.
Телее, арҫын ача чӗрех юлнӑ. Хӗллехи тум хӳтӗленӗ ӑна. 2-мӗш класра вӗренекенскере ыран ирччен пульницӑра сӑнӗҫ.
Ӗнер 14 сехет те 45 минутра Шупашкарти Николаев урамӗнчи 46-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче йывӑр тиевлӗ машина 87 ҫулти кинемее таптанӑ. Ватӑскер йывӑр сурансене пула кайран реанимацире вилнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: водитель урӑ пулнӑ. Кӑҫал ӑна ҫул-йӗр правилисене пӑснӑшӑн явап тыттарман.
Халӗ Патшалӑх автоинспекцийӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет.
Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче «Атӑл Опера» театр сцени ҫинче Чайковский музыки янӑрӗ. Шупашкара «Академия Русской Музыки» (чӑв. – Вырӑс музыкин академийӗ)оркестр килӗ.
Мускаври ҫав коллектив паллӑ вырӑс композиторӗн паллӑ хайлавӗсемпе – «Лебединое озеро», «Спящая красавица», «Щелкунчик» – килӗ.
Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи ҫав коллектив ҫӗршывӗпе паллӑ ушкӑн.
Ӗнер каҫхине Шупашкарти Карл Маркс урамӗнче ҫӗкленекен элита ҫуртра инкек пулнӑ. 23 ҫулти рабочи 11 тата, 12-мӗш хушшинчи урая тунӑ хыҫҫӑн картламан лифт шахтине ӳкнӗ. Вӑл суранӗсене пула ҫавӑнтах вилнӗ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫынна йӗркене пӑхӑнса илмен, инструктажсем ирттермен. Яваплӑ ҫын лифт шахтине картлассине сӑнаса тӑман. Инкек сӑлтавӗ урӑххи те пулма пултарнӑ: арҫын напарникӗпе ӗҫ вырӑнӗнче эрех ӗҫнӗ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Ҫитес эрнере Шупашкарта чӑрӑш пасарӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Уяв «чиперккине» хулари 15 вырӑнта туянма пулать.
Пасар раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Вӗсем раштавӑн 31-мӗшӗччен ӗҫлӗҫ. Сӑмахран, чӑрӑша «Шупашкар» суту-илӳ ҫуртӗнче, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 45-мӗш, 71-мӗш ҫуртсен ҫывӑхӗнче, Гагарин урамӗнчи 29-мӗш ҫурт патӗнче туянма пулать. Пасарсем Ильбеков, Хусанкай, К.Маркс, Павлов мичман, Энтузиастсен урамӗнче те ӗҫлӗҫ.
Шупашкарти икӗ ачаллӑ хӗрарӑмӑн 4 пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнма ирӗк пулнӑ. Суд та ҫапла йышӑннӑ.Анчах иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗ ӑна унта кӗртмен, уҫӑ дубликатне те тума ирӗк паман, ҫемьене кӗртмен. Хӑй вара унта пурӑнман та.
Приставсем документ парсан та арҫын хваттере кӗртмӗн. Унтан суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫламасан административлӑ майпа явап тыттарасси пирки асӑрхаттарнӑ.
Кун хыҫҫӑн тин пиччӗшӗ икӗ ачаллӑ хӗрарӑма кӗртнӗ, уҫӑ дубликатне панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |