Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ШӗМ

Республикӑра

Чӑваш Енре тӑватӑ «хура реилтора» тытса чарнӑ. Вӗсем куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисем тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «хура риелторсем» ӗҫкӗҫсемпе, ӑнман ҫемьесемпе ӗҫленӗ, вӗсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Хайхискерсем ҫавсене кӑштах укҫа панӑ, унтан темӗнле документсене алӑ пусма ытнӑ. Лешсем ним пирки те шухӑшламан – хушнине пурнӑҫланӑ. Алӑ пуснӑ хыҫҫӑн хваттер е пӳлӗм «хура риелторсен» аллине куҫнӑ.

Пурӑнмалли кӗтессӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем суда ҫитнӗ, анчах вӗсен тавӑҫне тивӗҫтермен. Халӗ ҫав тӑватӑ ҫын ҫакнашкал 16 преступлени тунине ҫирӗплетнӗ. Вӗсем ҫынсене пӗтӗмпе 8 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. «Хура риелторсене» арестленӗ. Вӗсенчен шар курнӑ ҫынсем вара полицие пырса пулӑшу ыйтаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Иртнӗ эрнере ШӖМӗн Етӗрнери уйрӑмне пӗр арҫын пынӑ та хайӗн машини ҫинчи эмблема ҫухални пирки пӗлтернӗ. Унӑн машини картишре чиперех тӑнӑ, кӑшт вӑхӑт иртсен пӑхнӑ та – эмблема ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ?

Машина маркин эблемисем ӑҫта ҫухалнине полицейскисем уҫӑмлатнӑ. Шкул ачисем машинӑсен паллисене коллекцие пухнӑ-мӗн. Вӗсене юр ҫинче юлнӑ йӗр тӑрӑх шыраса тупнӑ.

Ачасен аллинчен пӗр арҫын кӑна мар шар курнӑ. Тепӗр ҫичӗ машинӑн та эмблемисем ҫухалнӑ иккен. Вӗсене пухма юратнӑ 11-13 ҫулсенчи ачасене тытса чарнӑ. Вӗсем машинӑсен 20 ытла эмблемине пухнӑ.

Хальлӗхе эмблемӑсене шыраса 20 водитель полицие пынӑ.

 

Экономика

Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти Раҫҫейӗпех чапа тухнӑ. РБК журнал 2013-2016 ҫулсенчи кӑтартусене шута илсе танлаштарӑм хатӗрленӗ. Ҫӗмӗрлери икӗ предприяти ҫӗршывра пысӑк хӑвӑртлӑхпа ӳсекен ТОП-50 организацисен шутне кӗнӗ.

«Автомобиль фургонӗсен комбиначӗ» списокра 25-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл 2013-2016 ҫулсенче тупӑшне 2,2 миллиардран 6,6 миллиард тенке ҫитернӗ. Вӑл ҫар фургонӗсем, автозаксем, куҫса ҫӳрекен ҫӑлав пункчӗсем, кустӑрма ҫинчи лабораторисем тата ытти техника туса кӑларать. Продукцие ытларах РФ Хӳтӗлев министерстви, ШӖМ, МЧС, ФСИН, РЖД, «Газпром», «Транснефть» туянаҫҫӗ. Предприяти 1930 ҫултанпа ӗҫлет.

27-мӗш йӗркене вара «Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савучӗ» йышӑннӑ. Вӑл тупӑшне 2,9 миллиард тенкӗрен 8,5 миллиард тенке ҫитернӗ. 1920-мӗш ҫулсенче йӗркеленнӗ савут ятарлӑ техника кӑларать. Унӑн продукцине те ытларах чухне РФ Хӳтӗлев министерстви туянать.

 

Республикӑра

Шупашкарти пӗр медицина учрежденийӗнче ӗҫлекен тухтӑр тӗлӗшпе Шупашкар полицийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулнӑ. Унашкалли Раҫҫейре пӗрремӗш пулнӑ.

ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫейри антидопинг агентствин материалӗсене тӗпе хурса пуҫарнӑ. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухтӑр спортсмена «Реамберин» препарат панӑ. Вӑл вара спортра усӑ курма юраман эмелсен йышне кӗрет.

Полицейскисем дознани вӑхӑтӗнче тухтӑр допингпа усӑ курнӑ тесе нимӗнле айӑп та тупман. Ҫавна май ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе пӑрахӑҫлама йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне пакунлисем пӗр зал тулли пуҫтарӑннӑ. Унта вӗсем хӑйсен професси уявне палӑртнӑ.

Уяв ячӗпе вӗсене ытти вӑй-хал тытӑмӗнче тӑрӑшакансем саламланӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев шалти ӗҫсен органӗсен ӗҫченӗсене тата вете­ранӗсене професси уявӗпе саламланӑ, тухӑҫлӑ ӗҫленӗшӗн мухтаса тав сӑмахӗ каланӑ. Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствин мӗнпур подразделе­ни­йӗпе тытӑмӗн ӗҫченӗсем саккунлӑхпа право йӗркине шанчӑклӑн хурал­ланине, чи кӑткӑс тӗллевсене пур­нӑҫланӑ чухне те килӗштерсе тата йӗр­келлӗ ӗҫлеме пултарнине уҫҫӑн кӑ­тартнине палӑртнӑ. Аслисем вӗрентсе хӑварнине ҫамрӑк ӑрури полицейскисем тӗпе хурса ӗҫленине асӑнса хӑварнӑ. Республика Правительствипе Шалти ӗҫсен министерстви ве­дом­ствӑсем хушшинче тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗрен регионта ҫи­рӗп те лӑпкӑ лару-тӑру сыхланса пынине, халӑх власть органӗсене шанас­си ӳснине те палӑртнӑ Михаил Игнатьев.

 

Хулара

Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче полицейскисем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв умӗн Ҫӗнӗ Шупашкарта шалти ӗҫсен пайӗн ӗҫченӗсене, служба тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне вилнисене, халалланӑ палӑк уҫнӑ.

Служба вӑхӑтӗнче пуҫ хунӑ полицейскисене асӑнса пурте пӗр минут шӑп тӑнӑ. Унтан пӑшалтан виҫӗ хутчен пенӗ сасӑ шӑплӑха татнӑ. Палӑка уҫнӑ ҫӗре вилнӗ полицейскисен тӑванӗсем те килнӗ. Ҫӗнӗ палӑк умне чечексем хунӑ. Тин уҫӑлнӑ палӑка Владимир кнеҫ Соборӗн настоятелӗ Виктор Карлинов протоиерей сӑвапланӑ.

Палӑртмалла: ку палӑка 2000 ҫултах Шупашкарта тӗп урамра лартнӑ. 2010 ҫулта ӑна темшӗн илнӗ. Халӗ ав вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти ШӖМ умӗнче вырӑн тупнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«На связи» порталти сӑн ӳкерчӗк
«На связи» порталти сӑн ӳкерчӗк

Паян ирпе, ҫынсем ӗҫе васканӑ самантра, Шупашкарти Мускав кӗперӗ ҫинче инкек сиксе тухнӑ. Ҫавна пула транспорт ҫӳресси ҫур сехетлӗхе чарӑннине пӗлтереҫҫӗ. 23 ҫулти ҫамрӑк водитель тытса пыракан автобус сакӑр машина ҫине пырса кӗнӗ.

Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче лекнӗ автобус 12-мӗш маршрутпа ҫӳренине асӑннӑ. Транспортра 5 ҫын ларса пынӑ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те аманманнине ӗнентереҫҫӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, автобусӑн тормозӗ ванма пултарнӑ. Анчах ку версие хальлӗхе ҫирӗплетме иртерех. Куракансем каланӑ тата водитель пӗлтернӗ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетме май пур.

Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Сӑ ӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, аваринче ҫӑмӑл машинӑсем хытах лапчӑнни курӑнать.

 

Республикӑра

ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен Чечня Республикине автобус кайнӑ. Чӑваш полицейскийӗсене унта савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ӑсатнӑ.

Полицейскисем паян, чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ирхине, ҫула тухнӑ. Вӗсем Ҫурҫӗр Кавказра службӑра тӑрӗҫ. Полицейсиксем унта кашни ҫулах командировкӑна каяҫҫӗ. Вӗсене кашни ҫулах ӑсатса кӗтсе илеҫҫӗ.

Ҫурҫӗр Кавказра патрульпе пост службин ӗҫченӗсем, ҪҪХПИ ҫыннисем, ШӖМӗн тӗрлӗ пайӗнче вӑй хуракан прлицейскисем пулӗҫ. Вӗсене инҫетри тӑрӑха ӑсатма ЧР шалти ӗҫсен министрӗ Сергей Неяскин килнӗ. Вӑл паттӑрсене йӗркене пӑхӑнма, пӗр-пӗрне пулӑшма суннӑ.

Ку ушкӑн Чечняна ҫитсен унтан тепӗр ушкӑн Чӑваш Ене таврӑнӗ. Вӗсем унта ҫур ҫул командировкӑра пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45697
 

Раҫҫейре

ШӖМӗн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи уйрӑмӗнче ӗҫлекен участковӑй Татьяна Осокина «Халӑх участковӑйӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалне лекнӗ.

Финал чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртӗ. Ҫак тапхӑрта «Халӑх участковӑйӗ» ята илессишӗн чи лайӑх участковӑйсем тупӑшӗҫ. Финал сасӑлав мелӗпе иртет. Татьяна Осокинӑшӑн эсир те сасӑлама пултаратӑр: https://www.kazan.kp.ru/daily/26750/3780121/?show.direction=future.

Татьяна Осокина ҫынсене яланах пулӑшма хатӗр. Чылай чухне ҫынсем ун патне килти лару-тӑру пирки те калаҫма килеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне питӗ юратать.

Конкурсра мала тухнисене РФ ШӖМӗ парнепе, грамотӑпа хавлахатарӗ. «Халӑх участковӑйӗ» ята тивӗҫнӗ ҫынна вара «УАЗ «Патриот» парӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/45685
 

Республикӑра

Прокуратура коррупципе вӑйлӑрах кӗрешесшӗн. Ведомство ЧР ШӖМне коррупци преступленийӗсене тупса палӑртас тӗллевпе вӑйлӑрах ӗҫлетӗр тесе предствалени ҫырнӑ.

Статистикӑна илес тӗк, кӑҫалхи 9 уйӑхра коррупци преступленийӗсене тупса палӑртас, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, чӑнах та пӗчӗкленнӗ. Пӗтӗмпе 207 преступлени уҫӑмланнӑ. Кӑҫал сӗтевпе ҫыхӑннӑ 8 ҫынна ҫеҫ тытса чарнӑ. Пӗлтӗр 52 пулнӑ. ЧР прокуратури шухӑшланӑ тӑрӑх, полици япӑхрах ӗҫленӗрен преступленисене уҫӑмлатасси чакнӑ.

Прокуратура тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче коррупцие тупса палӑртас ӗҫе вӑйлатнӑ. Ку таранччен следовательсем патне 32 материал янӑ. Вӗсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн 25 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Сӑмах май, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе следстви пырать. Вӑл ҫӗр лаптӑкне коммерци организацине суту ирттермесӗрех панӑ, ҫапла майпа ял тӑрӑхне 19 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, [43], 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, ... 60
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та