Ашшӗн йӑнӑшне пула пӗчӗк ача эмелпе наркӑмӑшланса пульницӑна лекнӗ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах Шупашкарта раштав уйӑхӗн 6-мӗшӗнче пулнӑ.
Арҫын виҫҫӗри ачана аслисен сӑмсине ямалли эмеле тумлатнӑ-мӗн. Эмелпе наркӑмӑшланнӑ шӑпӑрлана Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ. Унта тухтӑрсем пӗчӗкскер сӑмсана тумлатмалли эмелпе наркӑмӑшланнине ҫирӗплетнӗ.
Халӗ ачан пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Шел те, ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра кунашкал тӗслӗхсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Тухтӑрсем ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ: аслисен эмелне ачан сӑмсине туматмалла мар.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Тӑвай районӗнче 2-ри ача аслисен эмелне ӗҫсен наркӑмӑшланса вилнӗ.
Шупашкарта Совет Союзӗн Паттӑрне Алексей Романович Логинова халалласа палӑк лартӗҫ. Аса илтерер: нумаях пулмасть хулара унӑн ячӗпе урам хисепленме тытӑннӑ.
Пӑхӑр скульптурӑна А.Логинов урамӗнче вырнаҫтарӗҫ. Вӑл ЧР ШӖМӗпе ҫак ведомствӑн медсанчаҫӗ хушшинче пулӗ.
Палӑка тумашкӑн 9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. «ЖКХ управленийӗ тата хӑтлӑх» организаци Петр Пупин скульпторпа килӗшӳ тунӑ. Шӑпах вӑл палӑк авторӗ. Скульптурӑна 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен вырнаҫтармалла.
Шупашкарта пурӑнакан арҫын Мускава ӗҫлеме кайнӑ та ҫухалнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗ пӗлтерет.
54 ҫулти Евгений Витальевич Сафронов ҫӗршывӑн тӗп хулине 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчех кайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл йӗп те ҫип ҫухалнӑ, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман.
Евгений Сафронов 50-55 ҫулсенчи пек курӑнать, хӑй 180 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ кӗске, тӗттӗм. Мускава кайнӑ чухне капюшонлӑ хура куртка, кӑвак джинс шӑлавар, кӑвак кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан ҫак номерсемпе шӑнкӑравлӑр: 8 (8352) 24-20-72 е 102.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Патӑрьелти пӗр лавкка сутуҫи каҫхине укҫа шутланӑ. Хайхискер 5 пин тенкӗллӗ суя укҫа пуррине асӑрханӑ.
Ӑҫтан тупӑннӑ вӑл? Лавккана кӗнӗ пӗр ҫын унпа таваршӑн тӳленӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ. Полицейскисен суя укҫа ӑҫтан тупӑннине те уҫӑмлатма тивӗ.
ШӖМ асӑрхаттарать: хӑвӑр енчӗке суя укҫа лекнине курсан кун пирки тӳрех полицие пӗлтермелле, вӑл мӗнле майпа сирӗн алла кӗнине аса илсе каласа кӑтартмалла.
Етӗрне районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын Ильина Гора ялӗ ҫывӑхӗни ҫырмара хыр касса вутӑ хатӗрленӗ. Вӗсене ҫав вӑхӑтра участковӑй «поличнӑйпе» тытнӑ.
34 ҫулти тата 42-ри арҫынсене тытса чарнӑ. Вӗсем 20 хыр каснӑ. Полици кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Арҫынсене вара уголовлӑ майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ.
Пӗри унччен те судпа пӗрре кӑна мар айӑпланнӑ-мӗн. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ҫак ҫынсем хыр касса мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутлаҫҫӗ. Йӗрке хуралҫисем йывӑҫсем камӑн лаптӑкӗ ҫинче ӳснине те тупса палӑртӗҫ.
Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗ патӗнче ҫын вилмелле инкек пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Светофор вырнаҫтарман, анчах ҫынсен каҫма юракан ҫулпа утакан хӗрарӑм ҫине пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче йӗрке хуралҫи пырса кӗнӗччӗ. «Volkswagen Passat» рульне тытса пыраканскер урапана каҫхи ҫул ҫинче начар курӑннине тата тӑман вӗҫтернине шута илмесӗр хӑваланӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра 54 ҫулти хӗрарӑм ҫул урлӑ каҫнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче тӑрӑшакан арҫын ҫуран ҫӳрекен ҫине пырса кӗнӗ. Инкек вырӑнӗнчен вӑл тарман-ха. Хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ.
Пакунлине айӑпласа суд ӑна колони-поселенире ҫулталӑк тытмалла йышӑну кӑларнӑ.
Следстви комитечӗ Шупашкарта пурӑнакан 17 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ. «Регнум» информагентство пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Чӑваш Ен сенаторӗн Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пирки пырать.
Ку кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле Водопровод урамӗнче пулнӑ. Иван Николаев лайӑхах палламан тантӑшӗпе хирӗҫсе кайса ӑна чӑмӑрӗпе питӗнчен ҫапнӑ. Лешӗн янах шӑмми хуҫӑлнӑ. Ҫакна кӳнтеленсем те курнӑ.
Следовательсем пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Сӑмах май, Иван Николаевпа ҫакнашкал пӑтӑрмах унччен те пулнӑ-мӗн. Ҫу уйӑхӗнче вӑл тата Элтепер ывӑлӗ Иван Игнатьев Оперӑпа балет театрӗ умӗнче тӑватӑ ҫамрӑкпа ҫапӑҫнӑ. Ку сас-хура халӑхра хӑвӑрт сарӑлнӑ, ҫавӑнпа Михаил Игнатьев ирттернӗ планеркӑра ШӖМ ҫапла ӑнлантарнӑ: «Иван Игнатьев ҫапӑҫман, ӑна та хӗнемен, вӑл та никама та тытман».
1983 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Иванов ҫулталӑк ҫурӑ каялла ҫухалнӑ. Полици ӑна халӗ те шырать.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Етӗрне районӗнчи Ильина Гора ялтан тухса кайнӑ. Ҫавӑнтанпа ӑна никам та курман, вӑл ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ.
Арҫын 40 ҫулти евӗр курӑнать, 180 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ ҫырӑ. Ӑна татуировкӑсенчен те палласа илме пулать. Сулахаййинче аҫтахар ӳкернӗ, сылтӑмминче «БР» саспаллисем. Арҫын Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ.
Ӑна курнӑ тӑк полици 39-40-95 е 02 номерпе шӑнкӑравалма ыйтать.
Паян Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫӗ Александр Николаева шанса панӑ. Чӑваш Енӗн правительствин ертӳҫин ҫумӗ регион хӑрушсӑрлӑхӗн ыйтӑвӗсене пурнӑҫлӗ.
Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ӑнлантарнӑ тӑрӑх, яваплӑ тилхепене Александр Николаева вӑл Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫлес енӗпе пысӑк опытлӑ пулнине шута илнӗ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра тӑнӑҫлӑхпа хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ малти вырӑна тухса тӑрать. Регионсенче пулса пӑтӑрмахсене, Керчь хулинчи трагеди те ҫапла тума хистет-мӗн.
Должноҫе шаннӑшӑн Александр Николаев республика ертӳҫине тав тунӑ, Чӑваш Ен ырлӑхӗшӗн ӗҫлеме шантарнӑ.
Пукшӑртстанри Владислав Юсупов блогер Аргентинӑпа Франци вылякан матча курма Мускавран Хусана кайма тухнӑ Бразили ҫыннисене пирӗн республика территорийӗнче тытса чарнӑ тесе хӑй вӑхӑтӗнче Фейсбукра пӗлтернӗччӗ. Ҫак сӑмах-юмах тухсанах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пирӗн республикӑра Бразилинчен футбол курма килнӗ хӑнасене тытса чарманнине пӗлтернӗччӗ.
Халӗ вара Пушкӑртстанри Кушнаренково районӗн судӗнче Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин тавӑҫне пӑхса тухнӑ. Ӗпхӳри блогера ҫырнине суд суя тесе йышӑннӑ.
Владислав Юсуповӑн хӑй маларах ҫырса хунине хуратмалла, 4 пин тенкӗ укҫа тӳлемелле. Чӑваш Ен ШӖМӗ унран 40 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ, суд 4 пинпе ҫырлахма йышӑннӑ.
.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.03.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Якку, чӑваш сӑвӑҫи, куҫаруҫи ҫуралнӑ. | ||
| Козлов Константин Иванович, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑ. | ||
| Арапов Владимир Яковлевич, ӳнерҫӗ, график ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |