Чӑваш Ен Правительстви ҫумӗнче экономика ыйтӑвӗсене сӳтсе явма, вӗсене тишкерме ятарлӑ май туса парӗҫ. Кун пирки республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер пӗлтернӗ.
Суту-илӳпе промышленность палатинче Олег Николаев республикӑри промышленность предприятийӗсен ертӳҫисемпе канашлу ирттернӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин Финанс рынокӗ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи — Чӑваш Республикин Экономикӑн аслӑ канашӗн председателӗ Анатолий Аксаков та хутшӑннӑ. Унта экономикӑри лару-тӑрӑва тишкернӗ, кӑшӑлвирус саманинче патшалӑх епле пулӑшнине сӳтсе явнӑ.
Олег Николаев республика Правительстви ҫумӗнче инвестици аталанӑвне тата усламҫӑсен хастарлӑхне сӳтсе явамалли дискусси лапамӗ йӗркелессине пӗлтернӗ.
Вӑй-хал культурин тытӑмӗнче Раҫҫей умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн Алина Ивановӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех уйӑхсерен 3300 тенкӗ пособи парса тӑрӗҫ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Алина Иванова хӑварт утассинче тата марафон чупӑвӗнче ӑста специалист. Вӑл Раҫҫей, тӗнче, Европа шайӗнче иртнӗ ӑмӑртусенче чылай хутчен палӑрнӑ. Спортран кайсан вӑл тренер ӗҫне кӳлӗннӗ. Олимп резервӗсен 8-мӗш спорт шкулне нумай ҫул ертсе пырать.
Алина Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шахаль ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Халӗ вӑл 51 ҫулта.
Республикӑра ача-пӑча уйлӑхӗсем кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Кӑштах улшӑнусем пулӗҫ: сменӑсем кӗскелӗҫ, ашшӗ-амӑшне ачасем патне килсе курма чарӗҫ.
Уйлӑхри ачасене кӑшӑлвирусран хӳтӗлеме республикӑн резерв фондӗнчен 26 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Резерв фондӗнчен уйӑрнӑ укҫа-тенке Спорт министерствине тата Вӗренӳ министерствине пайласа парӗҫ: пӗрремӗшне – 5,1 миллион тенкӗ, теприне 21,4 миллион тенкӗ лекӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне республика ертӳҫин тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑнӗ. Кун пирки вӑл паян уҫҫӑнах каланӑ.
Олег Николаев ҫӗроме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче районсемпе хуласенчи старостӑсемпе тата территорири халӑх хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ суйлава хӑйӗн кандидатурине тӑратассине пӗлтернӗ.
«Суйлава эпӗ хамӑн кандидатурӑна хам тӗллӗн тӑратас терӗм. Чӑваш Республикинчи конструктивлӑ мӗнпур вӑя, ҫав шутра политика партийӗсене, май килнӗ таран пӗрлештерессе питӗ шанас килет. Сирӗнпе пӗрле эпир пӗлтерӗшлӗ нумай ӗҫе тӑвайӑпӑр тата республикӑри тӑрӑма хӑвӑрт улӑштарайӑпӑр», — тенӗ Олег Николаев.
Суйлав авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртмелле.
Паян, ҫӗртмен 11-мӗшӗнче, ЧР Патшалӑх Канашӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн суйлавне хӑш кун ирттерессине пӑхса тухнӑ. Ӑна Сасӑламалли пӗрлехи кун, авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, ирттерме палӑртнӑ.
Палӑртмалла: ЧР Элтеперне 5 ҫуллӑха суйлаҫҫӗ. Унччен ку тивӗҫе Михаил Игнатьев пурнӑҫланӑ. Олег Николаев суйлава партине кӗмен ҫын пек хутшӑнассине пӗлтернӗччӗ.
Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче – тепӗр суйлав. Ун чухне Конституцие кӗртмелли тӳрлетӳсемшӗн сасӑлӗҫ.
Паян ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ирттернӗ планеркӑра ӗне тытакансене укҫан хавхалантарасси пирки калаҫнӑ.
Иртнӗ эрнере Олег Алексеевич контрактламан укҫа-тенкӗн пӗр пайне (ӑна картишсене хӑтлӑлатма пӑхса хунӑ) харпӑр хуҫалӑха субсидилеме ярасси пирки каланӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви проект хатӗрленӗ, унта ку пулӑшӑва мӗнле парассине ҫирӗплетнӗ.
Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, пӗр ӗнешӗн 2300 тенкӗ парӗҫ, икӗ ӗне тытакансене – 3300 тенкӗ, 3 е ытларах ӗне усракансене – 4300 тенкӗ.
Ку пулӑшӑва 22 харпӑр хуҫалӑх тивӗҫмелле, вӗсенче – 56 пин ытла ӗне. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 185 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Тӳлеве ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче пама палӑртнӑ. Ӗне усракансен ял тӑрӑхӗн администрацине кайса заявлени ҫырмалла.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев республикӑри нимеҫӗсен организацийӗсен пайташӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе калаҫнӑ. Республика ертӳҫи нимеҫӗсен ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ. Кӑшӑлвирус саманинче вӗсем ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре нимеҫӗсен 8 организацийӗ йӗркеленнӗ. Юлашки уйӑхсенче тухтӑр-нимеҫӗсем уйрӑмах хастар пулнӑ. Ку юхӑма 1000 ытла ҫамрӑк хутшӑннӑ.
Волонтерсен ӗҫне хакласа Олег Николаев «Чӑваш Республикинче волонтерлӑха аталантарнӑшӑн» паллӑна туса хурасси ҫинчен калакан указ кӑларнӑ. Ӑна вӑл нимеҫӗсемпе калаҫнӑ чух алӑ пуснӑ. Унсӑр пуҫне нимеҫӗсене Хисеп грамотипе те хавхалантарӗҫ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев районсемпе хула администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоҫыхӑну мелӗпе канашлу ирттернӗ. Унта хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ программӑна епле пурнӑҫланине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 1,5 миллиард тенкӗ укҫа уйӑрнӑ, ҫав суммӑран 146 миллион тенкӗлӗх ҫеҫ контракт алӑ пусса ӗлкӗрнӗ.
«Мӗн те пулин пурнӑҫлайман чухне эсир республика тата федераци правительстви ҫине йӑвантарма питӗ юрататӑр. Ку лару-тӑрура йӑлтах сирӗн алӑра пулнӑ. Халӗ сире эпӗ кашни ҫын патне ҫитсе халӑха ӑнлантарса пама ыйтатӑп. Мӗншӗн эсир укҫа пур ҫинчех картишсене хӑтлӑлтма пултараймарӑр?» — ҫакӑн пекрех ҫивӗч каланӑ Олег Николаев.
Ҫӗрпӳре ӗнер Чӑваш Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пулнӑ. Вӑл паллашнӑ объектсенчен пӗри – хулара туса лартнӑ 240 вырӑнлӑх ача пахчи. Ӑна хӑпартма «Демографи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн укҫа уйӑрнӑ.
«Кун пек проектсене ҫулталӑк та пилӗк уйӑхра, ҫулталӑк та сакӑр уйӑхра тӑваҫҫӗ. Пирӗн строительсем калӑпӑшлӑ ҫак проекта ултӑ уйӑхра туса пӗтерчӗҫ. Паян эпир ача пахчине уҫма хатӗрленетпӗр. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче уҫасшӑн», – тенӗ Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер.
Ҫӗнӗ учрежденире спорт тата музыка залӗсем, компьютер класӗ, психологи пӳлӗмӗ, LEGO-cтуди, мультстуди, агролаборатори, столяр мастерскойӗ тата бассейн пур.
«Манӑн ачамсем виҫҫӗрен ытларах, анчах сирӗн чухлӗ ҫук», – ҫапла каланипе пуҫланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев нумай ачаллӑ Шишовсемпе йӗркеленӗ видеоҫыхӑнӑва. Асӑннӑ ҫемьен ҫичӗ ача иккен, халӗ вӗсем саккӑрмӑшне кӗтеҫҫӗ.
Ҫемьене республика ертӳҫи Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кунпа саламланӑ. «Эсир хӑвӑр тӗслӗхӗрпе мӗнле пурӑнмаллине, мӗнле юратмаллине тата пурнӑҫӑн кашни самантне епле йышӑнмаллине кӑтартса паратӑр», – тенӗ Олег Николаев.
Сергей тата Ольга Шишовсем 17 ҫул ӗнтӗ туслӑ ҫемьере пурӑнаҫҫӗ.
«Кашни ачапа ҫӗнӗ вӑй хушӑнать, эпир вӑйлӑрах пулса тӑратпӑр», – каласа кӑтартнӑ нумай ачаллӑ ашшӗ Сергей Шишов.
Ҫемьене Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа кӑларнӑ медальпе чыслама йышӑннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |