Вӑрнарти 1-мӗш шкулта юсав ӗҫӗсем вӑхӑтра вӗҫленмен, ҫавна май 817 шкул ачи парта хушшине ларайман. Кӗҫӗн классем хальлӗхе кивӗ шкулта вӗренеҫҫӗ, хӑш-пӗр вӗрентекен вара дистанци мелӗпе ӑс пухать.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вахӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Вӑрнар районне ҫитнӗ. Шкулпа ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва вӑл «Вӑрнарти пушар» ят панӑ, район администрацийӗн пуҫлӑхне хӑйӗн ирӗкӗпе ӗҫрен кайма сӗннӗ. Сӑмах май, Леонид Николаев ку должноҫре 2011 ҫултанпа ӗҫлет.
Паян Вӑрнар районӗн пухӑвӗн депутачӗсем Леонид Николаева отставкӑна яма йышӑннӑ. Подрядчик тӗлӗшпе вара административлӑ ӗҫ пуҫарас ыйтӑва пӑхса тухаҫҫӗ.
Ҫитес вӑхӑтра республикӑра кафесемпе ресторансенче кальян туртма чарӗҫ. Кун пирки ЧР Правительствинче иртнӗ канашлура ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев калаҫнӑ.
Ҫавӑн пекех общество вырӑнӗсенче электронлӑ пируссем, вейпсем, наркотиклӑ ытти продукцисем туртма чарӗҫ. Раҫҫей президенчӗ хушӑва утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Вӑл 90 кунран, юпа уйӑхӗнче, саккунлӑ вӑя кӗрет. Ҫак йӗркене пӑсакансене штрафлӗҫ.
Ку саккуна кальяннӑйсене ӗҫлеме чармасть. Анчах саккун вӑя кӗрсен вӗсен халӑха апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтермелле мар.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче ӗнер Олег Николаев, Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан, пултарулӑх ушкӑнӗсемпе тӗл пулчӗ. Тӗлпулӑва, «Патшалӑхӑн культура программине пурнӑҫлас ӗҫе пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнасси» ятпа ҫавра сӗтел пек ирттернӗскерне, Роза Лизакова культура министрӗ ертсе пычӗ.
Республикӑра пурӗ вунвиҫӗ пултарулӑх ушкӑнӗ шутланать. Вӗсен йышне ҫыравҫӑсен, художниксен, театр ӗҫченӗсен, композиторсен, артистсен тата кинематографсен ушкӑнӗсем кӗреҫҫӗ. Тӗлпулура кашни ушкӑнах сӑмах пачӗҫ — ертӳҫисем вара вӗсене мӗн пӑшӑрхантарни пирки каларӗҫ.
Пултарулӑх ушкӑнӗсене ытларах енӗпе укҫа-тенкӗ сахал пулни пӑшӑрхантарать. Патшалӑх структурисем кӗнекесем туянма пӑрахни, гонорар фончӗ ҫукки, пултарулӑх студийӗшӗн энергипе тивӗҫтерекен компанисем ҫутӑшӑн предприятисемпе тан тӳллетерни. Ӳнерҫӗсен пӗр ушкӑнне вара вӗсене пултарулӑх студийӗсене уйӑрса паманни пӑшӑрхантарать.
Тухса калаҫакансем чылайӑшӗ чӑваш культурине аталантармалли пирки каларӗҫ. Ҫав шутра чӑваш чӗлхине хистесе вӗрентмелле марри ҫинче чарӑнчӗҫ, кашни ҫынна унӑн чун хавалӗпе чӑвашлӑха туртмалла тесе каларӗҫ.
ЧР Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 2 уйӑх иртрӗ. Вӑл виличчен РФ президнтне суда панӑччӗ, шанӑҫран тухнӑран отставкӑна янипе килӗшменччӗ вӑл. Михаил Васильевич суд кунне кӗтсе илеймерӗ – вилчӗ. Каярахпа ваккат тавӑҫа Аслӑ суда панӑччӗ, анчах ӑна тивӗҫтермен.
Утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Сергей Ванюков ваккат ҫӑхава саккас ҫырупа ҫынсен прависене хӳтӗлекен Европа судне ярса панӑ. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, Михаил Игнатьева отставкӑна яни – тӗрӗс мар, унӑн граждан прависене пӑсни ку.
Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Европа сучӗ тавӑҫа илни пирки пӗлтернӗ.
Чӑваш Енре Элтепере виҫӗ кун суйласси пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. Пандеми вӑхӑтӗнче суйлав участокӗсенче инфекцирен сыхланмалли условисем туса памалла. Нумаях пулмасть Тӗп суйлав комиссийӗнче ку ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушура палӑрнтӑ тӑрӑх, республикӑра суйлав ирттерме 46 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку укҫа- резерв – фондӗнчен.
Укҫа-тенкӗпе кӑшӑлвирусран сыхланмалли хатӗрсем туянӗҫ, суйлав пирки хыпарлас ӗҫе те ку нухрат тӑкакланӗ. Укҫа-тенкӗпе Тӗп суйлав комиссийӗ хуҫаланӗ.
Аса илтерер: суйлав авӑн уйахӗн 11-13-мӗшӗсенче иртӗ.
Чӑваш Енри вӗрентекенсене кӑшӑлвирус анализне тӳлевсӗр туса парасшӑн. Кун пирки чувашинформ.рф пӗлтерет. Укҫа-тенке вара республикӑри хыснаран уйӑрасшӑн.
«Хамӑр ума тӗллев лартрӑмӑр, эсир ҫакна ырласан, шкулта ӗҫлекенсене, вӗрентекенсене кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӳлевсӗр майпа тӗрӗслӗпӗр. Ку анализа ОМС тытӑмӗпе килӗшӳллӗн тӳлеменрен эпир укҫана Чӑваш Ен хыснинчен уйӑрма палӑртнӑ», - тенӗ ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев.
Аса илтерер: шкул ачисене маска тӑхӑнса ҫӳремелле мар пулӗ.
Канаш районӗнчи Мӑкӑр ялӗ патӗнчи чукун ҫул кӗперне юсаса ҫӗнетӗҫ. Район шайӗнче культурӑпа истори палӑкӗ шутланаканскере республикӑри туризм объекчӗсен йышне кӗртесшӗн.
Республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ҫак эрнере Канаш районӗнче ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ май Мӑкӑр ялӗнчи кӗпер патне ҫитсе курнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унта иккӗмӗш хутчен пулнӑ. Кӗпер кашнинчех хӑйӗн хӑвачӗпе тыткӑнланине палӑртнӑ. 16 бетон юпа ҫинче тытӑнса тӑракан арка евӗр сооружение 20-мӗш ӗмӗрӗн пуҫламӑшӗнче тунӑ. Халӗ пуйӑссем урӑх ҫулпа ҫӳреҫҫӗ, анчах хитре кӗпере курма ҫынсем йышлӑн пухӑнаҫҫӗ. Олег Николаев кӗпере юсаса ҫӗнетмелине, ун тавралли террриторие хӑтлӑлатмаллине, ун патне пыма ҫул тумаллине палӑртнӑ.
Чӑваш Енер аквапарк тӑвасси пирки унчченех калаҫатчӗҫ. Анчах ӑна хӑҫан тата ӑҫта тӑвасси паллӑ марччӗ.
Республикӑра хамӑрӑн аквапарк пулатех. Ҫакна республикӑн 2025 ҫулчченхи аталану программине кӗртнӗ. Эппин, планра пур-ха. Унсӑрӑн Чӑваш Енре пурӑнакансен аквапарка Хусана е Сочие каймалла.
Чӑваш Енре аквапарк тӑвасси пирки ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Ӑна «Этникӑллӑ Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн хута ярӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницисенче ҫынсем мӗн ҫырнине вуласах тӑрать. Мӗнпур ыйтӑва хӑй хуравлама ӗлкӗреймесен те яваплӑ ведомствӑсем вӗсене сӑнаса тӑнине вӑл маларах пӗлтернӗччӗ. Хӑй те ҫынсен ыйтӑвӗсене тӑтӑш уҫӑмлатать.
Ҫынсем пирӗн республикӑра аквапарк ҫукки пирки те ҫырнӑ. Хусана е Сочине кайма тивнине пӗлтернӗ. Хамӑр патрах тума май ҫук-ши тесе кӑсӑкланнӑ.
Олег Николаев Инстаграмра пӗлтернӗ тӑрӑх, «Этнослӑ Чӑваш Ен» проектпа килӗшӳллӗн Шупашкарта аквапарк тумалла. Ӑна республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2025 ҫулчченхи комплекслӑ программине кӗртнӗ.
Шупашкарта Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ «Тараватлӑ Чӑваш Ен» регионсен хушшинчи фестивалӗн финалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Олег Николаев хӑйӗн мӑшӑрӗпе ҫитнӗ.
«Кунта ытти регионти паллӑ ӑстасем пухӑннӑ, хӑйсен паха ӗҫ опычӗпе паллаштараҫҫӗ. Вӗсем тутлӑ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗрентеҫҫӗ», — тенӗ Элтепер.
Фестивалӗн финалне 13 ушкӑн тухнӑ. Наци апат-ҫимӗҫне кулинари ӗҫӗнчи паллӑ та сумлӑ экспертсем хакланӑ. Раҫҫей кулинарӗсен наци ассоциацийӗн ертӳҫи Виктор Беляев чӑваш тӗпелӗ паха апат-ҫимӗҫрен пуяннине асӑнса хӑварнӑ.
Уявра Олег Николаев шеф-поварпа пӗрле хуран кукли пӗҫерсе тутанса курнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.04.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Агаков Леонид Яковлевич, чӑваш ҫыравҫи, драматург, сатирик, театр критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Токарев Аверий Матвеевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ. | ||
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи вилнӗ. | ||
| Князев Иван Михайлович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |