Паян тепӗр 13 ҫыннӑн пурнӑҫӗ кӑшӑлвируса пула татӑлнӑ. Ку таранччен республикӑра 725 ҫын каварлӑ вируса пула вилнӗ.
Паянхи кун тӗлне 18181 ҫын инфекциленнӗ. Вӗсенчен 16336-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 114 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки вӑхӑтра инфекциленнисен йышӗ каллех кӑшт ӳснӗ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 93 ҫын сывалнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче кӑшӑлвирусран вилекенсем нумай пулнӑ: 18 кунра 197 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Палӑртмалла: республикӑра кӑшӑлвируспа чирленисен 90 проценчӗ сывалнӑ.
Сӑмах май, нарӑс уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кӑшӑлвирусран прививка тума палӑртнине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑн Патшалӑх Канашне Ҫыру яма хатӗрленет. Документпа вӑл нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче паллаштарӗ.
Паян, кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ республика парламенчӗн тата партисен фракцийӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ. Ҫавӑнта вӑл парламента Ҫырупа тухассине пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи Ҫыру Олег Николаевшӑн — пӗрремӗш. Унта вӑл Правительствӑн, Патшалӑх Канашӗн, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен тӗп енӗсемпе паллаштарӗ. Ҫулталӑкри тӗп Ҫырӑва ҫыриччен унчченхи Элтепер халӑх шухӑшне те пухатчӗ. Тен, кӑҫал та ҫаплах пулӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ кӑшӑлвирусран хӑҫан прививка тӑвассине пӗлтернӗ. Олег Николаев прививкӑна паян тесен паян тутарма хатӗррине ӗнентернӗ, анчах вакцинаци витӗр тухас текенсем республикӑра йышлӑран черет вӑрӑм имӗш. Кунсӑр Элтеперӗн ӗҫ нумай, унта-кунта тухса кӗме палӑртнӑ.
«Прививка хыҫҫӑн врачсен тӗрӗслесе тӑмалла. Вакцинациччен тухтӑрсен тӗрӗслемелле», — тенӗ республика ертӳҫи. Ун валли вӑхӑт кирлине палӑртнӑ.
Олег Николаев привикӑна нарӑс уйӑхӗнче тутарма палӑртнӑ иккен. Ун чухне Элтеперӗн командировкӑсем вӗҫленӗҫ.
Чӑваш Енре авӑн уйӑхӗнче Элтепере суйларӑмӑр. Раштав уйӑхӗнче следовательсем Патӑрьел районӗнчи 303-мӗш суйлав участокӗн экс-председателӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫын суйлавҫӑсен списокне тата бюллетеньсене суя хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех суйлавҫӑсен шутне тӗрӗс мар шутланӑ. Сӑмах май, 303-мӗш суйлав участокӗ Патӑрьелти 1-мӗш шкулта вырнаҫнӑ.
Палӑртмалла: суйлав иртсе кайнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпе 5 пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӑваш Енре Тӗп суйлав комиссийӗ йӗрке хуралҫисене пулӑшса пынине пӗлтернӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче канать. Ҫакӑн пирки республикӑн влас органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнине асӑрхамарӑмӑр, анчах Олег Николаев Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
«Кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗччен отпускра, анчах республикӑри лару-тӑрупа кӑсӑклансах тӑратӑп», — тенӗ вӑл постра.
Олег Николаев Сурхуринче кӑшӑлвирусран асӑрханма чӗнсе каланӑ. Кӗлле килте телевизорпа та пӑхма май пуррине палӑртнӑ. Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, шкул ачисемпе студентсен хӗллехи каникулне тӑсса памӗҫ.
Чӑваш Енре районти ача пахчисене шӑпӑрлансене автобуспа турттарма пуҫлӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян республика Элтеперӗ Олег Николаев.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр шкулсемпе юнашарах ача пахчисем вырнаҫнӑ. Пӗчӗк ялсенче ача пахчисем ятарласа тума тӑкаклӑ. Ун пек ялсенчи шӑпӑрлансене ача пахчисене ятарлӑ автобуспа турттарсан аван. Ку вӑл шкул автобусӗ евӗртерех пулӗ.
Сӑмах май каласан, паян пирӗн республикӑна 31 шкул автобусӗ килсе ҫитнӗ. Вӗсене шкулсене савӑнӑслӑ лару-тӑрура валеҫсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн пирӗн ҫӗршывра «Ӗмӗтри чӑрӑш» акци иртет. Ачасем хӑйсен вӑрттӑн ӗмӗтне пӗлтереҫҫӗ, аслисем, ҫав шутра тӗрлӗ шайри тӳре-шара та, пӗчӗккисен ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев икӗ ачана савӑнтарма йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри, 14 ҫулти Маша, лашапа ярӑнма ӗмӗтленет. 12-ри Иван пуйӑс машинисчӗ пулма ӗмӗтленет. Паян ача машинист кабининче ларса курнӑ ҫеҫ мар, пуйӑса чукун ҫул вокзалне илсе пыма пулӑшнӑ. Кун пирки Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ.
Ачана савӑнӑҫ кӳме пулӑшнӑшӑн Элтепер Раҫҫейӗн чукун ҫулӗсен Чулхулари филиалне тав тунӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри пултаруллӑ ачасене ҫывхарса килекен Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ, парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ачасем Шупашкарти «Эткер» центрта пухӑннӑ. Йышра —республикӑри шкулсенчи вӗренекен чи маттур ачасенчен пӗрисем. Пирӗн республикӑри маттур ачасем «Пысӑк тӑхтав» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра 3 грант ҫӗнсе илнӗ. Сахал та мар, нумай та мар. Пурӗ 1 миллион та 400 пин тенкӗлӗх.
Республикӑри тӗрлӗ шкулта вӗренекен пултаруллӑ, тӑрӑшуллӑ, талпӑнуллӑ арҫын ачасемпе хӗрачасене республика Элтеперӗ Олег Николаев, республикӑн вице-премьерӗ — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Алла Салаева саламланӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем хулари икӗ ҫурт шӑпине татса парӗҫ.
Унти прикладной биотехнологи техникумӗн тата «Атӑл» кинотеатрӑн ҫурчӗсем пушӑ ларнине Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева пресс-конференци вӑхӑтӗнче пӗлтерчӗҫ. Республика ертӳҫи ҫуртсен шӑпине халӑхпа татса пама май пуррине пӗлтерчӗ. Тӗслӗх евӗр Шупашкарти Правительствӑн кивӗ ҫуртне илсе пачӗ. Аса илтерер: вӑл культура эткерлӗхӗ шутланать, анчах темиҫе ҫул ӗнтӗ пушӑ ларать. Правительствӑн унчченхи ҫуртне юсамалла. Унӑн шӑпине халӑх шухӑшне шута илсе татса парӗҫ.
Ҫавӑн пек меслете ҫӗнӗ шупашкарсем те суйласа илнӗ. Сасӑлава ҫитес ҫул пуҫламӑшӗнче ирттерӗҫ. Ҫакӑн пирки хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов пӗлтернӗ.
«Роскосмосра» паллӑ ҫынна е пӗлтерӗшлӗ пулӑма халалласа ракетӑсене ят парасси йӑлара. Вӗсенчен пӗрине чӑвашсен пӗрремӗш космонавтне Андриян Николаева халалласа ят панӑ.
Ӑна ҫитес вӑхӑтра космоса яма палӑртнӑ. «Роскосмосӑн» тӗп директорӗпе Дмитрий Рогозинпа калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев «Ют ҫӗршывсенчи чӑваш культурин кунӗсем» онлайн-марафонра интервью панӑ чухне пӗлтернӗ.
Ракета-носителе раштав уйӑхӗнче вӗҫтерме пултарӗҫ. Май килмесен – ҫитес ҫул. Олег Николаев ҫитес вӑхӑтра Шуршӑлти Андриян Николаев ячӗллӗ космонавтика музейне юсаса ҫӗнетесси пирки те аса илтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |