Чӑваш Енӗн Общество палатин членӗсем республика Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан Ҫамрӑксен ӗҫӗсен комитетне йӗркелес ыйтӑва хускатнӑ.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫамрӑксен ыйтӑвӗпе пӗрмаях тӗллевлӗн ӗҫлемелле. Ун валли уйрӑм ведомство йӗркелемесен те.
Республика ертӗӳҫи пирӗн регионта хӑй вӑхӑтӗнче ун пек комитет пулнине аса илтернӗ. Хальхи вӑхӑтра ҫамрӑксен ыйтӑвӗсемпе республикӑн Вӗренӳ тата ҫамӑксен политикин министерстви ӗҫлет. Ҫавна май йӗркене кӗрсе кайнӑ ӗҫе ылмаштармасан та. Ведомство ку енӗпе тимлесе ҫитереймесен е ӗҫе урӑхла йӗркелемелли сисӗнсен шухӑшласа пӑхма пулать.
Хальхи вӑхӑтра республикӑри культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн 20 ҫын пурнӑҫ тӑршшӗпе 3 пин тенкӗ пособи илсе тӑрать. Анчах ку виҫе 1994 ҫултанпа ӳсмен.
Чӑвашинформ пӗлтернӗ тӑрӑх, ЧР Культура министерствин Общество канашӑн председателӗ Виктор Бондарев ЧР Элтеперӗ Олег Николаев патне пособие ӳстерес ыйтупа тухнӑ. Олег Алексеевич ку шухӑша ырланӑ.
«Эсир сӑмах хускатнӑ ҫынсем Чӑваш Ен культурине пысӑк тӳпе хывнӑ. Ку пособи виҫине пирӗн ЧР Культура министерствипе пӗрле пӑхса тухмалла», - тенӗ Элтепер.
Пособи виҫи мӗн чухлӗ пулассине хальлӗхе пӗлтермеҫҫӗ.
Республикӑра кафесемпе ресторансене талӑкӗпех ӗҫлеме ирӗк панӑ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: чӳк уйӑхӗнче кафесемпе ресторансене 23 сехетчен ҫеҫ ӗҫлеме ирӗк панӑ. Икӗ эрне каялла вӗсен ӗҫне ҫур ҫӗр иртни 2 сехетчен тӑсма ирӗк панӑччӗ. Халӗ вара талӑкӗпех ӗҫлеме ирӗк пур. Анчах хальлӗхе банкетсем ирттерме юрать.
Кафере зала 75 процент тултарма юрать. Анчах сӗтелсене унчченхи пекех 1,5 метр аякра лартмалла. Пӗр сӗтел хушшинче 4 ҫынран ытларах лармалла мар.
Паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев паян пултаруллӑ ачасен «Эткер» центрӗнче ҫамрӑксемпе тӗл пулнӑ.
Арсен Космовский блогер Олег Алексеевича Тик-Ток валли ролик ӳкерме сӗннӗ. Малтан Олег Николаев тата унӑн пресс-секретарӗ Александр Кузин, ЧР вӗрентӳ министрӗ Алла Салаева, информполитика министрӗн ҫумӗ Юлия Стройкова ташӑ вӗреннӗ. Анчах кайран Олег Николаевпа Александр Кузин ҫеҫ ташланӑ.
Сӑмах май, Халӑхсен туслӑхне халалланӑ палӑка уҫнӑ чухне Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенче Николай Федоров та ташланӑччӗ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев патшалӑх наградисемпе чысласси ҫинчен черетлӗ хушу кӑларнӑ.
Ӗҫлӗ хутра тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекен виҫӗ ҫынна Чӑваш Республикин Хисеп грамотисемпе чысланӑ, унсӑр пуҫне тава тивӗҫлӗ ятсем пама йышӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче тӑрӑшакан Дмитрий Семкин вокалиста «Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ» ят панӑ.
Дмитрий Николаевич театрта ӗҫленипе пӗрлех И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи вокал ӳнерӗн кафедрин заведующийӗ пулса тӑрӑшать. Вӑл — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, тӗрлӗ конкурспа фестивальте лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Красноармейски районӗнче сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс пур-ха, анчах унта бассейн ҫук. Чи ҫывӑххи Ҫӗрпӳ хулинче вырнаҫнӑ. Е Канаш районӗнчи Шӑхасана ҫитмелле. Инҫе ҫав.
Ҫитес вӑхӑтра Трак енче те бассейн пулӗ. Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Красноармейски районӗнче пулнӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне бассейн ыйтӑвне тепӗр хутчен ҫӗкленӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче те Элтепер Трак тӑрӑхне кайсан бассейн пуласси пирки сӑмах тапратнӑ.
«Кунта бассейн пулмаллах, манӑн шухӑшпа, ыйту сиксе тухмалла мар. Тумалла», - тенӗ Олег Николаев. Бассейна кӑҫалах тума тытӑнӗҫ. Малтан проектпа смета документацийӗ патшалӑх экспертизи витӗр тухӗ.
Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле халӑхпа пӗтӗмлетеҫҫӗ. Пухусене регион ертӳҫи Олег Николаев хутшӑнать.
Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, кашни муниципалитетӑн хӑйне евӗрлӗхӗ тата малашне аталанма майӗ пур.
«Тӗплӗн хатӗрлесе ҫирӗплетнӗ программӑсене те вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫӗнетмелле. Вӑл е ку ӗҫе пурнӑҫланӑ чухне ҫӗнӗ меслетсемпе усӑ курма пулать», — тенӗ Элтепер.
Кашни муниципалитетӑн хӑйне евӗрлӗ аталанӑвӗ пирки каласан, Ҫӗмӗрле районӗнче М-12 федераци ҫулне тӑвасси пӗлтерӗшлӗ, йӗпреҫсен ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртсе пӗтермелле, красноармейскисем бассейн тӑвасшӑн.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче #ЛюбиЧувашию (чӑв. #ЧӑвашЕнеЮрат) хештег анлӑ сарӑлать. Ӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев пуҫарса янӑ. Ҫав хештегпа вӑл Инстаграмра сӑнӳкерчӗк тата кӗске текст вырнаҫтарнӑ.
«Маншӑн Чӑваш Ен — ҫӗршыв пуҫланакан вырӑн, кунтан, енетшӗмсем, сирӗн пекех — эпӗ те пысӑк тӗнчене ярса пуснӑ. Тӑван тӑрӑха мӗншӗн килӗштернине атьӑр пӗрле пулса палӑртар», — тесе ҫырнӑ май Олег Николаев эстафетӑна ыттисене панӑ. Унта, сӑмах май, экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов ӗнерех хутшӑннӑччӗ. Маларах асӑннӑ хештегпа эсир те усӑ курма пултаратӑр.
ЧР Культура министерствинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне юсаса ҫӗнетес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура театра юсама, унӑн 2025 ҫулчченхи стратеги аталанӑвне хатӗрлеме хушнӑ. Реконструкци проекчӗн техника заданине хатӗрлеме Хусанти специалистсем хутшӑнаҫҫӗ.
Чи малтан театр сӑнне улӑштарӗҫ. Тӑррине, цоколе ҫӗнетӗҫ, лифтсене улӑштарӗҫ, кондиционер системине вырнаҫтарӗҫ. Костюмсене тата реквизита упрама хушма ҫурт кирлӗ.
Нарӑс уйӑхӗнче театр реконструкцине халӑхпа сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш Енре туризмӑн наци бренчӗ пулӗ. Ӑна йӗркелеме республика Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ. Кун пирки вӑл Чӑваш Ен Патшалӑх Канашне Ҫыру янӑ чухне каланӑ.
Регион ертӳҫи шухӑшланӑ тӑрӑх, туризм муниципалитетсене укҫа ӗҫлесе илме май памалла. Вӑл район-хула хӑйсем туса илекен тупӑшӑн самай пайӗ пулайӗ.
Хӑнасене илӗртес енӗпе паян Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Улатӑр ӗҫлеҫҫӗ.
Республикӑн экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов та туризм брендне йӗркелемелле тенипе килӗшет. Кунсӑр пуҫне ҫывӑх вӑхӑтра республикӑра туризма аталантаракан институт йӗркелессине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |