Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» патшалӑх ҫурт-йӗршӗн тата коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлеме пулӑшасшӑн.
Аса илтерер: асӑннӑ категорие кӗрекенсемпе ҫыхӑннӑ саккуна пирӗн тӑрӑхра кӑҫалхи ака уйӑхӗнче йышӑннӑччӗ. Анчах вӑл саккунта укҫа-тенкӗ енчен пулӑшма пӑхса хӑварманччӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев пулӑшу мерисем пирки шухӑшласа пӑхма ун чухнех шантарнӑччӗ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, ҫавӑн пекех Финанс министерстви «вӑрҫӑ ачисене» ҫурт-йӗршӗн тата коммуналлӑ хуҫалӑхшӑн ҫӑмӑллӑх пама сӗннӗ. Ку ыйтӑва паян иртнӗ Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче тишкернӗ.
Паян ирпе республикӑн Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев инҫет ҫыхӑну мелӗпе йӗркеленӗ. Вӑл шӑнса пӑсӑлнӑ иккен. Тӳре-шарапа республика ертӳҫи килтен ҫыхӑннӑ.
«Шел пулин те, кӑштах чирлерӗм. Хальлӗхе сипленетӗп, ыранах сывалса командировкӑна тухса кайма хатӗрленмелле», – пӗлтернӗ вӑл планеркӑна пухӑннисене.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак эрнере Олег Николаев Мускава ӗҫпе кайма, унта тӗлпулусем ирттерме палӑртса хунӑ.
Ҫӗнӗ Шупашарпа Шупашкар хушшинче автобус ярӗҫ-и? ЧР Элтеперӗ «Грни» хаҫата панӑ интервьюра икӗ хула хушшинче вӑхӑтлӑх маршрут – автобус – ярассине пӗлтернӗ.
Аса илтерер: унччен Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара 100-мӗш троллейбус ҫӳретчӗ. Анчах транспорт шучӗ сахал пулнӑран ӑна нумай вӑхӑт кӗтме тивнӗ. Маршрута ҫӗнӗрен ярӗҫ-и? Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, маршрут йӗркеллӗ ӗҫлетӗр тесен 15 троллейбусран кая мар ямалла. Кӗҫех республикӑна 68 ҫӗнӗ троллейбус килмелле, тен, пӗр пайне шӑпах ҫак маршрутпа ярӗҫ. Анчах хальлӗхе ку татӑклӑ хурав мар-ха. Тӳре-шара лару-тӑрӑва тишкерӗ.
Элтепер икӗ хула хушшинче ҫӳрекен 3-4 маршрутпа автобуссем яма шантарнӑ.
Паян кӑшӑлвируспа кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ ҫулти массӑллӑ мероприятисем иртмессине пӗлтернӗ.
Мускавра корпоратив банкечӗсене ирттерме чарнӑ. Чӑваш Енре те ҫаплах тӑвасшӑн. Элтепер юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче йышӑннӑ чару – банкетсем ирттерме чарни – ятарлӑ хушуччен вӑйра пулӗ.
Ҫӗне ҫулта массӑллӑ мероприятисем иртмӗҫ. Эппин, уява хатӗрленмелле мар, ӑна килте ҫемьепе пӗрле ирттермелле.
Чӑваш Енре «республика Элтеперӗ» валли «Genesis G80» автомобиль туянасшӑн. Кун пирки патшалӑх закупкисен порталӗнче пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Машина туянасси пирки «Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн автобази» хысна учрежденийӗ пӗлтернӗ.
Техника заданийӗнче палӑртнӑ тӑрӑх, машина кӑҫал кӑларнӑскер тата тулли приводлӑ пулмалла. Двигателӗн хӑвачӗ — 197 лаша вӑйӗ. Автомобиле пилӗк пассажир вырнаҫтӑр.
Машина туянма хыснаран 3 миллион та 203 пин те 500 тенкӗ кӑларса хума хатӗр.
Етӗрне хулинчи Ямоз микрорайонта карантин пулнине палӑртнӑ. Ку чӗрчунсен урнӑ чирӗпе ҫыхӑннӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Карантин ятарлӑ хушуччен, чӗрчун урнӑ чирпе аптӑраман тӗслӗх икӗ эрне пулмасан, вӑйра пулӗ. Хушӑва вара паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Карантин вӑхӑтӗнче асӑннӑ микрорайонта йытӑсемпе кушаксен куравне ирттерме, тискер чӗрчунсене зоопарк валли тытма, килти выльӑха сутма, йытӑ-кушака республика тулашне илсе тухма юрамасть.
Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре йывӑҫ-тӗм лартма тытӑннӑ. Республикӑн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Хӗрлӗ тӳремре ҫӑка, хӑва, шурӑ сирень тата ыттисем ӳсӗҫ. Кӗркунне лартмалли йывӑҫ-тӗмсене халех лартнӑ.
Йывӑҫ лартма Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та хутшӑннӑ. Вӑл тата хулари тӳре-шара юман лартнӑ.
«Юман – республика элемӗ, ӑна герб ҫине ӳкерсе хунӑ. Раҫҫейри чи паллӑ йывӑҫ пирӗн тӑрӑхра ӳсет. Юманпа тӗрлӗ халап ҫыхӑннӑ. Республикӑн Хӗрлӗ тӳремӗнче ӑна лартни ытахальтен мар», – тенӗ Олег Николаев.
Паян кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен оперштабӑн ларӑвӗ иртнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская пневмонипе чирлекенсен йышӗ нумайланнине пӗлтернӗ.
Надежда Луговская суту-илӳ центрӗсене 18 ҫултан кӗҫӗнрех ачасене ашшӗ-амӑшӗсӗр кӗртмешкӗн чарма йышӑннӑ. Ку каникулта кӑна мар, ахаль чухне те вӑйра пулӗ. Ҫакна ачасем уроксем хыҫҫӑн ахаль ҫапкаланса ан ҫӳреччӗр тесе тӑваҫҫӗ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов 14 ҫулчченхи ачасем тӗлӗшпе ҫеҫ ҫак мерӑна йышӑнма сӗннӗ. 15-рен иртнисенчен чылайӑшӗ техникум-училищӗре вӗренет, вӗсем суту-илӳ центрне ашшӗ-амӑшӗпе ҫӳремеҫҫӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку ыйтӑва юристсем татса парассине пӗлтернӗ.
Ытларикун, чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ пулнӑ Михаил Игнатьевӑн (йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр) мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна ҫӗршывӑн Аслӑ сучӗн президиумне надзор ҫӑхавӗпе ҫитнӗ.
Аса илтерер: Михаил Васильевичӑн арӑмӗ вилнӗ упӑшкин ырӑ ятне тавӑрассишӗн Раҫҫейӗн Аслӑ судне унччен икӗ хутчен тавӑҫ ҫырнӑччӗ, анчах ӗҫе пӑхса тухманччӗ. Лариса Игнатьева мӑшӑрне Раҫҫей Президенчӗ «шанчӑкран тухнӑ» тесе ӗҫрен кӑларнипе ҫырлахасшӑн мар.
Чӑваш Енӗн экс-Элтеперӗн арӑмӗ надзор ҫӑхавне РФ Аслӑ сучӗн президиумӗ ячӗпе шӑрҫалани пирки «Коммерсантъ» хаҫат пӗлтернӗ.
Лариса Игнатьева Ҫын правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен Европӑри суда та ҫитме хатӗр-мӗн.
«Ҫӗрулмине мухтав» агрофирма ҫӗрулми вӑрлӑхне пробиркӑра ӳстерме пуҫланӑ. Кун пирки влаҫ органӗсен порталӗнче хыпарлаҫҫӗ.
Анчах лабораторире ҫитӗнтернӗ миниҫӗрулмисен темиҫе стади витӗр тухмалла. Вӑрлӑха микроклоналлӑ мелпе ӳстерсен ҫимӗҫе тӗрлӗ инфекци ересрен пӑшӑрханма тивмӗ, мӗншӗн тесен пробиркӑра стерильлӗ.
Агрофирма ларбораторийӗнче ҫулталӑкне 100 пине яхӑн туна ӳстерме пулать. Чӳкӗн 3-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Комсомольски районӗнче пулнӑ. Вӑл ун чухне ял хуҫалӑх прудукцийӗпе ӗҫлекен предприятисене пулӑшассине пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |