Ӗнер Шупашкарта Эгер урамӗнче 101-с автобус водителӗ алӑка хупма тӑрсан 9 ҫулти арҫын ачан урине хӗстерсе лартнӑ. Анчах кун пирки ниҫта та пӗлтермен, транспорта хускатса малалла кайнӑ.
Каярахпа арҫын ачапа амӑшӗ Республикӑри клиника пульницине кайнӑ.
ЧР Транспорт министерстви реестрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак маршрут ҫинче «Авто Лидер» тулли мар яваплӑ общество ӗҫлет.
Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме кайнӑ 52 ҫулти Евгений Подъячев ҫухални пирки эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер: вӑл арӑмӗпе утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра телефонпа, видеоҫыхӑну мелӗпе, калаҫнӑ. Ун чухне арҫын Мускаври Щелково автовокзалӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшенче арҫын тупӑннӑ. Вӑл арӑмне ӗнентернӗ тӑрӑх, тусӗпе палламан ҫынсен машинине кӗрсе ларнӑ та вӗсене лешсем ҫаратнӑ, Мускав облаҫӗнче антарса хӑварнӑ.
Арҫын Мускавра ӗҫленӗ чух пурӑннӑ вырӑна ҫитнӗ, унтан арӑмӗпе ҫыхӑннӑ. Ҫывӑх вӑхӑтар вӑл Чӑваш Ене таврӑнӗ.
Чӑваш Енрен Мускава ӗҫлеме кайнӑ арҫын ҫухалнӑ. Кун пирки МИХсенчен пӗрне арҫыннӑн арӑмӗ пӗлтернӗ.
52 ҫулти Евгений Подъячев арӑмӗпе утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 10 сехет те 30 минутра телефонпа, видеоҫыхӑну мелӗпе, калаҫнӑ. Ун чухне вӑл Мускаври Щелково автовокзалӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ.
Мускавра ҫуртсем тата суту-илӳ павильонӗсем тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ арҫын ҫав кун Шупашкара килесшӗн пулнӑ. Автобус 18 сехетре ҫула тухмалла пулнӑ. Анчах арҫын ҫухалнӑ, арӑмӗ вӑл ӑҫтине пӗлмест.
Паян Шупашкарта каллех автобус ҫуннӑ. Ку 12 сехетре «Наци вулавӑшӗ» чарӑну патӗнче, Ленин проспектӗнче, пулнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пассажирсем тӗтӗмленме пуҫланӑ автобусран хӑвӑрт тухнӑ, аяккарах кайса тӑнӑ.
Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, тӗтӗм астобусӑн малти пайӗнчен тата мотор отсекӗнчен тухнӑ. Халӗ общество транспорчӗ мӗншӗн ҫунма тытӑннине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ пӗчӗк автобуслӑ пулнӑ. Транспорт театра ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫитнӗ.
«Газель Next» автобуса «Пӗчӗк тӑван ҫӗршывӑн культури» программӑпа киӗшӳллӗн туяннӑ. Тӑкакӑн пӗр пайне учреждени хӑй саплаштарнӑ.
Ҫӗне микроавтобусра — лармалли 19 вырӑн, ҫемҫе ларкӑчсем, телевизор, кондиционер… Кун пеккипе аякри хуласенче гастрольпе кайма аван.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен водитель тӑрук чарӑннӑ та 23 ҫулти хӗрарӑм шар курнӑ. Вӑл ача кӗтет.
Ку Мускав проспектӗнче пулнӑ. Кӑкӑрӗ тӗлӗнчен суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Медпулӑшу панӑ хыҫҫӑн ӑна киле янӑ.
Автобус рулӗ умӗнче ларнӑ 49 ҫулти водитель тӗлӗшпе вара Патшалӑх автоинспекцийӗн инспекторӗсем административлӑ материал ҫырнӑ.
Шупашкарта та, Ҫӗнӗ Шупашкарта та общество транспортӗнче билет хакӗ ӳсӗ. Кун пирки ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин «тӳрӗ линире» пӗлтернӗ. Спутник хулара хаксене акан 22-мӗшӗнчен хӑпартӗҫ. Шупашкарта вара акан 28-мӗшӗ хыҫҫӑн - кунӗ паллӑ мар-ха.
Шупашкарта билет хакӗ 7 процент ӳсмелле. Троллейбусра чӗрӗ укҫапа тӳлесен 32 тенкӗ пулӗ, карттӑпа - 29 тенкӗ. Автобусра 33 тенкӗ тата 30 тенкӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар - Шупашкар маршрут ҫинче вара билет хакӗ карттӑпа тӳлесен 8 тенкӗ ытларах пулӗ, чӗрӗ укҫапа тӑк - 6 тенкӗ ытларах.
Паян 14 сехетре Шупашкартан Шупашкар округӗнчи Ҫӗньяла ҫӳрекен 15-мӗш автобус водителӗ руле итлеттереймен – кювета чӑмнӑ. Ку аэропортран инҫех мар пулса иртнӗ.
Юрать-ха, салонра 2 пассажир кӑна пулнӑ. Вӗсем те, водитель те аманман.
Паян республикӑра юр ҫӑвӑть. Унччен вара асфальт тухнӑччӗ. Ахӑртнех, ҫул-йӗре тасатса тӑракансем пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче кунашкаллине кӗтмен – авари пулнӑ ҫӗрте ҫул тасах курӑнмасть. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, унччен маларах унта ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкартан Муркаша каякансен е унтан хулана килекенсен укҫа ытларах тӳлеме тивӗ. Билет хакӗ 20 процент ӳсет.
Хальхи вӑхӑтра билет 150 тенкӗ тӑрать. Акан 1-мӗшӗнчен вара 180 тенкӗ пулӗ. Тарифсем пирки пӗлтернине пассажирсем маршруткӑсенче курнӑ. Хак мӗншӗн ӳснине ӑнлантарман.
Ҫынсем куншӑн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Ҫул ҫинче капла ҫур шалу пӗтет-мӗн. Халӑх автопарк ҫӗнеленшӗн те кӑмӑлсӑр. 12 ҫул каяллахи «Мерседесссемпех» ҫӳремелле, укҫине вара ытларах тӳлемелле теҫҫӗ.
Шупашкара 47 ҫӗнӗ автобус илсе килнӗ. Хальлӗхе вӗсене Чӑваш транспорт управленийӗн балансӗ ҫине куҫарас ӗҫ пырать.
ЧР Транспорт министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ автобуссем Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти маршрутсем ҫинче ӗҫлӗҫ. Вӗсем ҫулталӑк вӗҫлениччен ҫула тухӗҫ.
Палӑртмалла: ҫӗнӗ автобуссем пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче килме тытӑннӑ. Хальхинче 27 ПАЗ тата 20 НефАЗ килнӗ. Транспорт пӗтӗмпе 499,2 миллион тенке кайса ларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |