Паян, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта автобус инкеке лекнӗ.
Хулара 41-мӗш маршрутпа ҫӳрекен транспорт «Toyota Land Cruiser» автомобильпе пырса ҫапӑннӑ. Инкек Машина тӑвакансен проездӗнче, машинӑсене ҫумалли вырӑнтан инҫех мар тӗлте, пулса иртнӗ. Автобус Ленинла Комсомол урамӗ еннелле кайма тухнӑ.
Инкек хыҫҫӑн ҫул ҫинче вӑхӑтлӑха пӑкӑ йӗркеленнӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 13 сехет те 44 минутра Шупашкарта 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра хӗрарӑмпа 10 ҫулти арҫын ача ҫапӑҫса кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Хӗрарӑм малтан салон тӑрӑх водителе ятлаҫса утнӑ. Кайран сухари ҫисе ларакан ачана видео ӳкерме пуҫланӑ, ӑна тӗнче тетелне кӑларса хурассипе хӑратнӑ.
Арҫын ача видеона хуратма ыйтнӑ. Ҫапла вӗсем ҫапӑҫса кайнӑ. Хӗрарӑм ачана пӗрремӗш ҫапнӑ-мӗн. Кун хыҫҫӑн ача хӗрарӑма ҫӳҫӗнчен ярса тытнӑ.
«Дорисс-парк» чарӑнӑва ҫитсен пӗр арҫын хӗрарӑма хӳтӗлесе ачана антарса хӑварнӑ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта икӗ автобус ҫапӑннӑ. Инкек Мускав проспектӗнче ирхи 7 сехет те 40 минутра пулса иртӗ. 15-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Лотос» автобус 42-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Неман» автобуспа пырса ҫапӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Лотос» автобус водителӗн тимсӗрлӗхӗпе ҫыхӑнма пултарнӑ. Инкекре «Неман» автобусри 17 ҫулти пассажир шар курнӑ, ӑна больницӑна илсе кайнӑ.
Инкек сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ. Автобус водителӗсем урах пулнӑ.
Паян ҫӗрле Куславккара "Форд Транзит" микроавтобус ҫунса кайнӑ. Вӑл Чехов урамӗнчи ҫурт умӗнче ларнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта никам та шар курман. Халӗ микроавтобус мӗншӗн ҫуннине тӗпчеҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, пассажирсем тухса ӗлкӗрнӗ.
Паян ирхи 7 сехетре Шупашкарта Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗнче, «Ҫӗнӗ хула» микрорайонтан инҫех мар, автобусран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Пӑтӑрмах ҪҪХПИ постӗнчен инҫех мар пулнӑ. 331-мӗш автобус водителӗ машинӑран иртсе кайма тесе руле тӑрук пӑрнӑ та салонри алӑк уҫӑлса кайса хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ. Хӗрарӑм чӗрех.
Ытти пассажир малалла урӑх транспортпа кайнӑ. Ӗҫ-пуҫа йӗрке хуралҫисем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Паян, кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 15 сехетре Шупашкарта 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫунма пуҫланӑ. Ку "Лакрей вӑрманӗ" чарӑну патӗнче пулнӑ. Инкеке курнӑ ҫын "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, салонран 20 ҫынран кая мар тухнӑ.
Салона шӑршӑ тухнине, унтан тӗтӗм мӑкӑрланма тытӑннине пассажирсем курнӑ. Водитель алӑка уҫса пассажирсене тухма ыйтнӑ. Хӑй вара огнетушитель илсе ҫулӑма сӳнтернӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарта Пичет ҫурчӗ ҫывӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен автобус ҫунса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ инкек сӑлтавне шыраҫҫӗ.
Хальлӗхе ҫакӑ паллӑ: авӑн уйӑхӗнче автобус техосмотр витӗр тухнӑ. Кӑрлач уйӑхӗнче техобслуживани пулнӑ. Ирхине, инкек кунхине, рейс умӗн те транспорта тӗрӗсленӗ. «Автобус лини ҫине тухиччен юсавлӑ пулнӑ. Следстви пӗтсен мерӑсем йышӑнӗҫ», - тенӗ ЧР транспорт министрӗн ҫумӗ Юрий Арлашкин.
«Ивеко» автобус дизельпе ҫӳренӗ, газ баллонӗсем пушӑ пулнӑ.
Паян ирхине 8 сехет те 52 минутра Шупашкарта, Пичет ҫурчӗ умӗнче, автобус ҫунса кайнӑ. Вӑл 101-мӗш маршртупа ҫӳрекенскер пулнӑ.
Автобус Ҫӗнӗ Шупашкартан килнӗ. Юрать-ха, ҫунма тытӑнсан пассажирсем тухма ӗлкӗрнӗ.
Транспорт капот айӗнчен хыпса илнӗ, питӗ хӑвӑрт ҫунса кайнӑ. Пушара пула ҫав вырӑнта троллейбус линийӗ сиенленнӗ.
2019 ҫулта Пӑрачкавра автостанци хупӑннӑ. Халӗ ав ҫак кунсенче унта автобуссем те ҫӳреме пӑрахнӑ.
Унчченхи перевозчикӑн кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче контракт пӗтнӗ. Унти тавралӑхра вара ку енӗпе ӗҫлеме пултаракан транспорт компанийӗсем, харпӑр усламҫӑсем ҫук.
Пӑрачкав муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев ЧР Транспорт министерствинчен пулӑшу ыйтнӑ.
Шупашкарта тӳлевсӗр автобус ҫӳреме пуҫлӗ. Вӑл пассажирсене "Модӑсен ҫурчӗ" чарӑнуран Мускав проспекчӗпе Константин Иванов урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрелле кайӗ, унтан - Введени соборӗ патне. Кун хыҫҫӑн автобус каллех "Модӑсен ҫурчӗ" чарӑнӑва кайӗ.
Ҫак автобуспах Ҫветтуй Троица мӑнастирьне, Воскресенски храмне ҫитме май пур.
"Чӑваш Ен православийӗ" тесе ҫырнӑ автобус кӗлӗ вӑхӑчӗсенче ҫӳрӗ. Кӑрлачӑн 6-мӗшӗнче автобус чарӑнуран 21 сехетре тапранӗ. Кӗлӗ пӗтсен унпа каялла ҫак чарӑнӑвах килме пулать. Вӑл -тӳлевсӗр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |