Паян республикӑра ҫӗнӗ перевозчик туса хунӑ. Вӑл «Чӑваш транспорт управленийӗ» ятлӑ.
Ӑна Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсенчен туса хунӑ. Унччен вӗсем муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ.
Ҫӗнӗ предприяти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсем валли автобуссем туянма палӑртнӑ. Ҫав шутра – районсем валли те. Ҫитес вӑхӑтра 153 троллейбус туянасшӑн. Вӗсен йышӗнче автономлӑ мелпе ҫӳрекеннисем те пулӗҫ.
Шупашкарти 35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫулне вӑрӑмлатӗҫ. Ҫакна хула ҫыннисем тума ыйтнӑ.
Шупашкарти транспорт сетьне аталантарас тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен комисси ыйтӑва тивӗҫтернӗ. Ҫапла "Унивеситет" микрорайонта автобус "Вӑрман" ятлӑ чарӑну таран ҫитӗ. Интервал пысӑк ан пултӑр тесе маршрута ытларах автобус кӑларӗҫ.
Паян ирхине «Шупашкар – Ҫӗрпӳ» маршрутпа ҫӳрекен водительсем забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пассажирсем 125-мӗш номерпе пӗлеҫҫӗ.
Ирхине автобуссем 50 минутран кӑна ҫӳрени забастовкӑпа ҫыхӑннӑ. Темиҫе водитель ӗҫе тухман. Мӗншӗн? Вӗсен кулленхи плана ӳстернӗ-мӗн, 5 пин тенке ҫитернӗ.
11 сехет те 6 минутра перевозчик лару-тӑрӑва уҫӑлматнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне автобуссем яланхи пекех ҫӳреме пуҫланӑ. Перевозчик ӑнлантарнӑ тӑрӑх, водительсем пассажирсене билет паман, укҫана кассӑна хуман. Линире тӗрӗслев пулнӑ, ку вара водительсене килӗшмен. «Пассажирсен водительтен билет ыйтмалла», - тенӗ перевозчик.
.
Йӗпреҫри автовокзалта - автоматизациленӗ тытӑм. Унта алӑксем хӑйсемех уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа пассажир вокзал хупӑнсан та унта кӗме пултарать. Кун валли алӑк патӗнче пускӑча кӑна пусмалла. Сигнал диспетчер патне ҫитет те вӑл алӑка уҫать.
Кунсӑр пуҫне вокзалта ЖК-телевизор пур. Унта автобуссемпе пуйӑссен расписанийӗ курӑнать. Ҫавӑн пекех залри сывлӑш температурине палӑртать вӑл. Вокзала видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Аудио- тата видеороликсем те курма пулать.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр арҫын 101-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра ҫапӑҫма пуҫланӑ.
Хайхискер ӳсӗр пулнӑ. Вӑл хӗрарӑмпа вӑрҫӑнма тытӑннӑ. Сӑмахпа кӑна хирӗҫмен, хӗрарӑма питӗнчен ҫапнӑ.
Юрать, водитель пулӑшнӑ. Вӑл ӳсӗр пассажира салонран кӑларса янӑ.
Паян ирпе Шупашкарта автобус ҫӑмӑл машинӑпа пырса ҫапӑннӑ.
35-мӗш маршрутпа ҫӳрекен «Волга-бус» автобус Воробьёв композиторсен урамӗнче ирхи 7 сехет те 25 минутра «Ланд Крузер» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Автобуса 1987 ҫулта ҫуралнӑ арҫын тытса пынӑ.
Инкек вӑхӑтӗнче автобус салонӗнче 10 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ аманнӑ.
Пӑрачкавра пассажирсене илсе ҫӳрекен автобуссем ҫукки пирки пӗлтернӗччӗ. Район пуҫлӑхӗ Евгений Лебедев Телеграм-каналӗнсе ҫынсене савӑнтарма васканӑ. Пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен ҫӗнӗ перевозчик пассажирсене илсе ҫӳреме пуҫлӗ.Евгений Лебедев пӗлтернӗ тӑрӑх, автобуссен расписанийӗ ҫавӑн пекех пулӗ.
Аса илтерер: ҫул пуҫламӑшӗнче перевозчикӑн килӗшӳ срокӗ тухнӑ, ӑна вӑл малалла тӑсман. Каярапа патшалӑх 700 пин тенкӗ субсиди сӗннӗ. Анчах ав ҫӗнӗ перевозчик халь тин тупӑннӑ.
Паян ирхи 4 сехетре Чулхула облаҫӗнчи Лысково районӗнче Мускавран Шупашкара килекен автобус аварие лекнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Ниссан» машина автобусран иртсе кайма тӑнӑ та йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Кун хыҫҫӑн грузовик автобуса пырса тӑрӑннӑ.
Салонра 48 ҫын пулнӑ. 4 арҫын тата 1 хӗрарӑм аманнӑ. Вӗсене Лысковӑри пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Авари хыҫҫӑн ҫула май каякан водительсем пулӑшу сӗннӗ, пассжирсене лартса кайнӑ.
Паян, Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗнче, Шупашкарта автобусра икӗ арҫын ҫапӑҫнӑ.
"Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 13 сехет ҫурӑра Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен 331-мӗш автобусра ӳсӗр арҫын ҫывӑрнӑ. "Модӑсен ҫучӗ" чарӑнӑва ҫитсен водитель ӑна вӑратнӑ та тухма ыйтнӑ. Лешӗ киӗшмен. Водитель ӑна ҫамкипе ҫапнӑ. Хӑйӗн куҫ харши ҫурӑлса кайнӑ. Пассажирӑн вара пичӗ суранланнӑ. Кун хыҫҫӑн ӳсӗр арҫын салонран тухнӑ.
Канмалли кунсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта "Сокол" чарӑнура пысӑк "Волгабас" автобуссем тӑнине асӑрханӑ. Ахӑртнех, вӗсем маршрут ҫине тухнӑ.
Аса илтерер: кунашкал 15 автобус 2021 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫӳреме пуҫланӑ. Вӗсен "Шупашкар (Университет) - Ҫӗнӗ Шупашкар (Сокол)" маршрут пулнӑ. Анчах 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче автобуссем маршрут ҫинчен ҫухалнӑ, вӗсен вырӑнне кӑвак "Ивекӑсем" ҫӳреме пуҫланӑ. УФАС вара маршрут ҫине пысӑк автобуссене тавӑрма ыйтнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |